Шырав
Шырав ĕçĕ:
Каштанка кӳренсе йынӑшса ячӗ; хурӗ, мӑйне тӑсса, ӑнланмалла мар сӑмахсемпе хӑвӑрттӑн та хӗрӳллӗн, тем ҫинчен какӑлтатса илчӗ.
III. Килӗшӳллӗ паллашу // С. Алексеев. Антон Чехов. Каштанка: калав; вырӑсларан С. Алеквеев куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951. — 68 с.
Палламан ҫыннӑн ӑшшӑн, чунтан тухакан сассине асӑрхаса, Каштанка, ун аллине ҫуласа илсе, тата мӗскӗнрех йынӑшса ячӗ.
II. Палламан ҫын // С. Алексеев. Антон Чехов. Каштанка: калав; вырӑсларан С. Алеквеев куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951. — 68 с.
Каштанка ним шухӑшламасӑр йынӑшса тӑчӗ.
II. Палламан ҫын // С. Алексеев. Антон Чехов. Каштанка: калав; вырӑсларан С. Алеквеев куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951. — 68 с.
Вӑл хутран-ситрен чарӑнкаласа тӑнӑ та шӑнса кӳтнӗ урисене тек ҫӗклекелесе, йынӑшса, епле майпа аташса кайрӑм-ха, тесе тӗшмӗртме тӑрӑшнӑ пек пӑхкаланӑ.
I. Хӑйне ӑссӑр тыткалани // С. Алексеев. Антон Чехов. Каштанка: калав; вырӑсларан С. Алеквеев куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951. — 68 с.
Алӑк, йынӑшса ярса, ҫӑмӑллӑнах уҫӑлчӗ.
18 // Николай Сандров. Елизар Мальцев: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Николай Сандров куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1963. — 384 с.
Аникей пуҫне пит шӑллипе хӑвӑрт явкаласа лартрӗ, пит-куҫне асапланса пӗтнӗ пек турӗ, ерипен йынӑшса ячӗ.Аникей быстро обмотал голову полотенцем, напустил на лицо страдающее выражение, тихо застонал.
14 // Николай Сандров. Елизар Мальцев: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Николай Сандров куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1963. — 384 с.
Лузгина сасартӑк темскер пулнине тӳрех тавҫӑрса илеймерӗҫ, графин сӗтел ҫинчен чул урайне персе анса чанкӑр-р! ванса кайсан тин хӗрарӑмсем йынӑшса ҫари ҫухӑрса ячӗҫ.
12 // Николай Сандров. Елизар Мальцев: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Николай Сандров куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1963. — 384 с.
— Ҫунтарать, Аникей Ермолаевич! — терӗ те Авдотья йынӑшса, кӑшт ҫеҫ йӗрсе ямасӑр, шаль тутӑрӗ пусса тӑнӑ пек, ӑна хулпуҫҫисем ҫинчен туртса антарчӗ.
12 // Николай Сандров. Елизар Мальцев: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Николай Сандров куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1963. — 384 с.
— Хӑп-ха эсӗ вӗсенчен, Егор! — йынӑшса ячӗ Аниҫҫе упӑшкин хулпуҫҫийӗсенчен тытса.— Да отцепись ты от них, Егор! — Анисья застонала, повисая на руках мужа.
10 // Николай Сандров. Елизар Мальцев: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Николай Сандров куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1963. — 384 с.
Сӗтел ҫине лартса хӑварнӑ вӗрекен сӑмавар хурлӑхлӑн, салхуллӑн йынӑшса янӑ.Заунывно и тоскливо заныл оставленный на столе кипящий самовар.
4 // Николай Сандров. Елизар Мальцев: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Николай Сандров куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1963. — 384 с.
Вӑл уҫҫине парсан, арчара темскер йынӑшса янӑ пек илтӗннӗ, унтан вӑл хуппине уҫнӑ.Он щелкнул ключом, от поворота которого словно заныло что-то в сундуке, открыл крышку.
4 // Николай Сандров. Елизар Мальцев: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Николай Сандров куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1963. — 384 с.
Вӑл каласа пӗтереймен, ашшӗ хӑрушла хытӑ тапнипе стена ҫумне кайса кӗрӗслетнӗ, курпунӗпе сак ҫине ӳкнӗ, вӑйсӑррӑн йынӑшса янӑ, урисем шӑтӑртатса кӑшт авӑннӑ та, тӑнне ҫухатса, урайне тӗшӗрӗлсе аннӑ.
4 // Николай Сандров. Елизар Мальцев: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Николай Сандров куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1963. — 384 с.
Ӑҫта? — кӑшт ҫеҫ йынӑшса яман вӑл.
4 // Николай Сандров. Елизар Мальцев: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Николай Сандров куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1963. — 384 с.
Чан сасси ял ҫинче хуйхӑллӑн йынӑшса, янӑраса тӑнӑ.
3 // Николай Сандров. Елизар Мальцев: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Николай Сандров куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1963. — 384 с.
Серафимӑ ҫавӑнтах юпа пек хытса кайрӗ, ҫӑварне карса, пӗр самант упӑшки ҫине пӑхса тӑчӗ, унтан аллисене сарса, пӳрнисене шатӑртаттарса йынӑшса илчӗ:
12 // Николай Сандров. Елизар Мальцев: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Николай Сандров куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1963. — 384 с.
— Ах, Егор, Егор, пӗтереҫҫӗ вӗсем сана, пӗтереҫҫӗ! — йынӑшса каларӗ Аниҫҫе, аллисене кӑкӑр ҫумне чӑмӑртаса.— Ох, Егорушка, загубят они тебя, загубят! — застонала вдруг Анисья, прижав к груди руки.
4 // Николай Сандров. Елизар Мальцев: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Николай Сандров куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1963. — 384 с.
Корней, аллисемпе кӑкӑрне хыпашласа йынӑшса ячӗ.
1 // Николай Сандров. Елизар Мальцев: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Николай Сандров куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1963. — 384 с.
Снаряд йынӑшса шартлатнӑ тата унӑн ванчӑкӗсем вшиклесе иртнӗ сасӑсем хӑлхара сирӗлсе ҫитеймерӗҫ-ха, ҫывӑхри лачакара сывлӑш хумӗ асар-писеррӗн пырса ҫапнипе ҫӗрелле авӑннӑ хӑмӑшсем те тӳрленсе ӗлкӗреймерӗҫ — сӑрт тӗмески ҫинчен татах тепӗр хутчен тупӑ аслати пек хӑватлӑн кӗмсӗртетсе кайрӗ те, снаряд хаяррӑн ӳлесе ҫывхарнӑ сасӑ Григорий чӗрине хиврен пӑчӑртаса хӗсрӗ, йӗнер ҫумне лӑпчӑнтарчӗ.
LXI // Аркадий Малов. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Виҫҫӗмӗш кӗнеке. Аркадий Малов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1974. — 438 с.
Дарья, ӳсӗрсе темскер мӑкӑртатса, йынӑшса ячӗ.
LVI // Аркадий Малов. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Виҫҫӗмӗш кӗнеке. Аркадий Малов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1974. — 438 с.
— Епле-ха вӗлермен пултӑр? — тӑвӑнчӑклӑн йынӑшса тухакан сассине пушшех хӑпартса ыйтрӗ Дарья.— Как же не казнил? — еще выше поднялся Дарьин стенящий голос.
LVI // Аркадий Малов. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Виҫҫӗмӗш кӗнеке. Аркадий Малов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1974. — 438 с.