Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

йынӑшса (тĕпĕ: йынӑш) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Вӑл мӑшӑлтатса хапха айӗнчен упаленсе тухать те хуҫи хыҫҫӑн чупма пӑхать, анчах та лешӗ пит аякра вашкӑнса, йӳле янӑ пиншакне парашют пек хӑмпӑлчӑлантарса пынине курать, хуҫи пек хӑвӑрт чупма пултарайманнишӗн пӑшӑрханса, вӑрӑммӑн йынӑшса ярать.

Куҫарса пулӑш

Хуняман асран кайми авансӗ // Виталий Енӗш. Григорьев-Енӗш В.Г. Чун кӑварӗ. Повеҫсемпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1987. — 215 с. — 85–186 с.

Зоя аллинчи сӗрме купӑс урайне ӳкнӗ, макӑрнӑ пек йынӑшса илнӗ те саланса кайнӑ.

Куҫарса пулӑш

5 // Александр Клементьев. Клементьев А.К. Вунҫиччӗрисем: повеҫсемпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1981. — 216 с. — 193–213 с.

Йынӑшса выртакан йывӑр чирлӗ ҫын та, ӑна курсан, лӑпланатчӗ, шӳтлеме те пӑхатчӗ.

Куҫарса пулӑш

V // Александр Клементьев. Клементьев А.К. Вунҫиччӗрисем: повеҫсемпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1981. — 216 с. — 3–56 с.

Унтан, чӗре ани татӑлса кайнӑн, кинемей ы-ых! тесе йынӑшса илчӗ.

Куҫарса пулӑш

9 // Валентина Элпи. Эльби В. А. Тӑрӑр вӑйӑ картине: калавпа повеҫ. — Шупашкар: Чӑвашиздат, 1964. — 60 с. — 16–60 с.

— Пӳлӗхҫӗм ҫырлахтӑр, — йынӑшса ячӗ вӑл, — эпӗ кине курмасӑрах тухса килтӗм вӗт…

Куҫарса пулӑш

XXIII // Никифор Мранька. Мранька Н.Ф. Ӗмӗр сакки сарлака. Роман. 2-мӗш том. Виҫҫӗмӗш кӑларӑм. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 592 с.

Чӗри ыратнине тӳсеймесӗр йынӑшса ячӗ Ҫтаппан.

Куҫарса пулӑш

XVI // Никифор Мранька. Мранька Н.Ф. Ӗмӗр сакки сарлака. Роман. 2-мӗш том. Виҫҫӗмӗш кӑларӑм. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 592 с.

Лешӗ юлашкинчен йынӑшса ярса куҫне уҫрӗ.

Куҫарса пулӑш

VIII // Никифор Мранька. Мранька Н.Ф. Ӗмӗр сакки сарлака. Роман. 2-мӗш том. Виҫҫӗмӗш кӑларӑм. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 592 с.

Ҫтаппан ҫине тапӑннӑ арҫынсенчен пӗри урайӗнче йынӑшса выртать.

Куҫарса пулӑш

IV // Никифор Мранька. Мранька Н.Ф. Ӗмӗр сакки сарлака. Роман. 2-мӗш том. Виҫҫӗмӗш кӑларӑм. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 592 с.

«Пӳлӗхҫӗм ҫырлахтӑр…» — йынӑшса ячӗ Ҫтаппан.

Куҫарса пулӑш

IV // Никифор Мранька. Мранька Н.Ф. Ӗмӗр сакки сарлака. Роман. 2-мӗш том. Виҫҫӗмӗш кӑларӑм. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 592 с.

Арена синче ахлатса та йынӑшса выртни илтӗнчӗ.

Куҫарса пулӑш

II // Никифор Мранька. Мранька Н.Ф. Ӗмӗр сакки сарлака. Роман. 2-мӗш том. Виҫҫӗмӗш кӑларӑм. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 592 с.

Крючниксен аллинчен вӗҫерӗннӗ ещӗк Ахмет ҫине тӑрӑслатса ӳкрӗ те, кӑкӑр шӑмми хуҫӑлни тата хуллен йынӑшса янӑ сасӑ илтӗнчӗ.

Куҫарса пулӑш

II // Никифор Мранька. Мранька Н.Ф. Ӗмӗр сакки сарлака. Роман. 2-мӗш том. Виҫҫӗмӗш кӑларӑм. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 592 с.

Хуняшшӗ хыҫҫӑн алӑк хупӑнсанах, суранӗ ыратнине тӳсеймесӗр йынӑшса ячӗ Анук.

Куҫарса пулӑш

I // Никифор Мранька. Мранька Н.Ф. Ӗмӗр сакки сарлака. Роман. 2-мӗш том. Виҫҫӗмӗш кӑларӑм. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 592 с.

Тата вӑл ыттисем пек: «Ку капла та, вӑл ҫапла», — тесе йынӑшса ҫӳремест.

Куҫарса пулӑш

Аслатиллӗ ҫумӑр // Ӑсан Уҫӑпӗ. Ӑсан Уҫӑпӗ. Тӗлӗкри те пирӗнпех: повеҫсемпе калавсем. Шупашкар: «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2014. — 142 с. — 78–83 с.

Лешӗ сылтӑм куҫне хупласа лартнӑ пылчӑка пӳрнипе шӑлса пӑрахрӗ, сухалне тасатса якаткаларӗ, вара, йынӑшса илсе, тин сӑмах хушрӗ:

Куҫарса пулӑш

20 // Владимир Кузьмин. Владимир Кузьмин. Виҫӗ юман: повесть. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1986. — 144 с.

Влаҫа пуртӑ аврипе хуҫаймӑн, вӑй вӗт вӑл, — вӑйсӑрлӑхне туйса йынӑшса ячӗ Ванюш.

Куҫарса пулӑш

Тӑранайми вӑрҫӑсем // Николай Сорокин. Сорокин Н.М. Тӑлӑх арӑм минтерӗ. Савнисен романӗ. – Шупашкар: «Ҫӗнӗ Вӑхӑт», 2019. – 216 с.

— Э-э-э-х! — йынӑшса илчӗ вӑл хуйхӑрнипе, ярӑнса вырӑн ҫинчен сиксе тӑчӗ те «шурӑ» камера тӑрӑх ҫаврӑнма пуҫларӗ.

Куҫарса пулӑш

Тӑранайми вӑрҫӑсем // Николай Сорокин. Сорокин Н.М. Тӑлӑх арӑм минтерӗ. Савнисен романӗ. – Шупашкар: «Ҫӗнӗ Вӑхӑт», 2019. – 216 с.

Пӳрт сасартӑк шӑпланчӗ, тахӑшӗ вӑрӑммӑн йынӑшса ячӗ.

Куҫарса пулӑш

Асӑну // Николай Сорокин. Сорокин Н.М. Тӑлӑх арӑм минтерӗ. Савнисен романӗ. – Шупашкар: «Ҫӗнӗ Вӑхӑт», 2019. – 216 с.

Кӗтмен ҫӗртен хӗрӗ тӗлӗкре йынӑшса илчӗ.

Куҫарса пулӑш

Тӑварлӑ каҫ // Николай Сорокин. Сорокин Н.М. Тӑлӑх арӑм минтерӗ. Савнисен романӗ. – Шупашкар: «Ҫӗнӗ Вӑхӑт», 2019. – 216 с.

— Аттеҫӗм ҫук ӗнтӗ пирӗн халӗ, ывӑлӑм… — йынӑшса илчӗ вӑл ҫухалнӑ сасӑпа.

Куҫарса пулӑш

Вилӗм йыхравӗ // Николай Сорокин. Сорокин Н.М. Тӑлӑх арӑм минтерӗ. Савнисен романӗ. – Шупашкар: «Ҫӗнӗ Вӑхӑт», 2019. – 216 с.

Тӳрленсе тӑрасшӑнччӗ, пилӗкӗ хыттӑн ыратса кайнипе йынӑшса ячӗ.

Куҫарса пулӑш

Лиля // Николай Сорокин. Сорокин Н.М. Тӑлӑх арӑм минтерӗ. Савнисен романӗ. – Шупашкар: «Ҫӗнӗ Вӑхӑт», 2019. – 216 с.

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех