Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

йынӑшса (тĕпĕ: йынӑш) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Эрнепи вӑрӑм ҫӗре ура ҫинче тӑрса ирттерчӗ, Патирек хутран-ситрен ӑна чӗнкелесе тӳшек ҫинче йынӑшса выртрӗ.

Куҫарса пулӑш

19. Ирхине // Куҫма Турхан. Турхан К.С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: истори романӗ. Пӗрремӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 607 с. — 9–606 с.

Ҫывӑха ҫитсе пӑхсан Ахтупай хӑйӗн куҫӗ курнине хӑй ӗненмерӗ — тарӑн шӑтӑк пӗр кӗтессинче палламан ҫын йынӑшса выртать, тепӗр кӗтессинче тӳме евӗрлӗ куҫӗсемпе ун ҫине тӗлӗнерех пӑхкаласа пысӑках мар упа ҫури ларать.

Куҫарса пулӑш

16. Вӑрманти тӗлпулу // Куҫма Турхан. Турхан К.С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: истори романӗ. Пӗрремӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 607 с. — 9–606 с.

Ҫул ҫинчи кашкӑр йынӑшса ячӗ, уксахласа вӑрманалла чупрӗ.

Куҫарса пулӑш

5 // Петр Осипов. Осипов П.Н. Пиччӗшӗпе шӑллӗ: роман. Шупашкар: Чӑваш чӗнеке издательстви, 1977. — 352 с.

Хӑйне тепӗр майлӑ ҫавӑрса вырттарнине те, вӑрӑм йӗппе ҫурӑм шӑмми миминчен шӗвек юхтарса кӑларнине те туймарӗ Соня, вӑхӑтӑн-вӑхӑтӑн ҫеҫ кӑшт йынӑшса илчӗ.

Куҫарса пулӑш

3 // Петр Осипов. Осипов П.Н. Пиччӗшӗпе шӑллӗ: роман. Шупашкар: Чӑваш чӗнеке издательстви, 1977. — 352 с.

Элкейсен ҫурчӗ патне ҫывхарсан, Палккан йынӑшса вӗрни илтӗнчӗ.

Куҫарса пулӑш

4 // Петр Осипов. Осипов П.Н. Пиччӗшӗпе шӑллӗ: роман. Шупашкар: Чӑваш чӗнеке издательстви, 1977. — 352 с.

Соня вӑрӑммӑн йынӑшса илчӗ, анчах ҫапах вӑранмарӗ.

Куҫарса пулӑш

8 // Петр Осипов. Осипов, П. Н. Элкей таврашӗ:роман. 1-мӗш кӗнеке; [И. Иванов умсӑмахӗ; Г. Хлебников хыҫсӑмахӗ]. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1973. — 463 с. — 15–458 с.

Ҫӗрӗ-ҫӗрӗпе аппӑшӗ йынӑшса ахлатни, темиҫе хутчен ӑна уҫӑ кантӑк патне йӑта-йӑта илсе кайса лартни — тамӑкри пурнӑҫпа пӗрех.

Куҫарса пулӑш

2 // Петр Осипов. Осипов, П. Н. Элкей таврашӗ:роман. 1-мӗш кӗнеке; [И. Иванов умсӑмахӗ; Г. Хлебников хыҫсӑмахӗ]. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1973. — 463 с. — 15–458 с.

Тулта, тата, те ун сассине илтсе, йытӑ та йынӑшса илчӗ.

Куҫарса пулӑш

4 // Петр Осипов. Осипов, П. Н. Элкей таврашӗ:роман. 1-мӗш кӗнеке; [И. Иванов умсӑмахӗ; Г. Хлебников хыҫсӑмахӗ]. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1973. — 463 с. — 15–458 с.

Каярахпа, тӑна кӗнӗ пекех, ик-виҫӗ хутчен вӑрӑммӑн йынӑшса илчӗ.

Куҫарса пулӑш

3 // Петр Осипов. Осипов, П. Н. Элкей таврашӗ:роман. 1-мӗш кӗнеке; [И. Иванов умсӑмахӗ; Г. Хлебников хыҫсӑмахӗ]. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1973. — 463 с. — 15–458 с.

— Турӑҫӑм! — йынӑшса ячӗ вӑл типӗ куҫ хупанкисемпе ҫине-ҫинех хӗскелесе.

— Боже мой! — простонал он, усиленно мигая сухими веками.

IV // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Тӑваттӑмӗш том. — Шупашкар, 2012. — 428 с. — 319–383 с.

Чӗре хӑйӑлтатса, йынӑшса ӗҫлет, тапать-тапать те чарӑнать, унтан каллех.

Сердце работало с хрипом, стоном, перебоями и замираниями.

XIV. Н' Комбе король // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Тӑваттӑмӗш том. — Шупашкар, 2012. — 428 с. — 165–317 с.

Блюм хӑравне-шикне ҫӗнтерме вӑй ҫитереймесӗр каллех тӑчӗ, сивӗ тарне шӑлчӗ те тилӗрнипе йынӑшса ячӗ.

Он встал, не имея сил одолеть страх, вытер холодный пот и застонал от ярости.

II. Йывӑҫсем ҫеҫкере // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Виҫҫӗмӗш том. — Шупашкар, 2012. — 428 с. — 383–426 с.

Пенине илтсе карчӑк ҫухалнӑ, урайӗнче, чӳрече патӗнче, ыратнӑран йынӑшса Матиа вӑйсӑррӑн упаленет.

Старуха исчезла, услыхав выстрелы; на полу у окна, болезненно, с трудом двигаясь, стонал Матиа.

V // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Виҫҫӗмӗш том. — Шупашкар, 2012. — 428 с. — 305–313 с.

Астӑватӑп, пӗтӗм халӑх шавласа, йынӑшса ячӗ.

Помню: заревело, застонало.

II сыпӑк // Чӑвашсен патшалӑх издательстви. Гайдар А.П. Шкул: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1941. — 166 с.

— Элли! — ӳкӗтлевпе йынӑшса тата хӑрӑлтатса чӗнчӗ Урания.

— Элли! — воззвала Урания со стоном и хрипом.

I сыпӑк // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Виҫҫӗмӗш том. — Шупашкар, 2012. — 428 с. — 7–281 с.

Сӗм-тӗттӗмлӗхпе туллашсах ҫитнӗскер — вӑл ӳкрӗ, янахӗпе ҫӗре тӑрӑнчӗ те йынӑшса ячӗ.

Затравленный тьмой, он упал, сунулся подбородком в землю и застонал.

III // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Иккӗмӗш том. — Шупашкар, 2011. — 416 с. — 405–413 с.

Йынӑшса эхлетрӗ те вӑл — куҫӗсене хупрӗ, ҫийӗнчех уҫрӗ.

Застонав, он закрыл глаза и тотчас же открыл их.

I // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Иккӗмӗш том. — Шупашкар, 2011. — 416 с. — 339–344 с.

Циклон йынӑшса тата шатӑртатса мӗн пур вӑйӗпе ҫӗре кӗрӗслеттерчӗ, тӑпра муклашкисем, татӑлнӑ пучахсемпе вак чул пӑрӗ пӑтрана-пӑтрана сывлӑша ҫӗкленчӗҫ.

Первый удар циклона со стоном и лязгом рванул землю, замутив воздух тучами земляных комьев, сорванными колосьями и градом мелкого щебня.

II // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Иккӗмӗш том. — Шупашкар, 2011. — 416 с. — 310–317 с.

— Апла тӑк мӗскер, мӗскер? — йынӑшса ячӗ вӑл; пӗлет: ӑна ҫӑлнӑ хӗрарӑм патӗнчи сцена, хӑйне мӗскӗнлетнӗ вак-тӗвек пирки халӗ те, нихӑҫан та пӗр сӑмах та шарламӗ.

— Так что же, что же? — простонал он, зная, что ни за что не сможет признаться, теперь и никогда, в унизительных подробностях сцены у спасшей его женщины.

IV // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Иккӗмӗш том. — Шупашкар, 2011. — 416 с. — 233–242 с.

Давид йынӑшса ячӗ.

Куҫарса пулӑш

2 // Николай Максимов. Максимов Н.Н. Синкер. Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1991. — 349 с.

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех