Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

йынӑшса (тĕпĕ: йынӑш) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
«Ы-ы-ых!» — шӑтӑка лекнӗ урин чӗркуҫҫи икерчи чӑтма ҫук ыратса кайнипе (ванмаллах аманчӗ-ши?) нушаллӑн йынӑшса илчӗ вӑл, ыратни пӑртак лӑпсӑр пулсан ҫеҫ, ҫамки ҫине тапса тухнӑ сивӗ тарне куртка ҫанни вӗҫӗпе вӑрӑммӑн шӑлса илчӗ те, ахлата-ахлата, хутлӑ-хутлӑ сӑмахсем карталакаласа, ури ҫине тӑчӗ.

Куҫарса пулӑш

Хӑлхасӑр, куҫсӑр вӑрманта // Василий Сипет. Сипет В. Хӑлхасӑр, куҫсӑр вӑрманта: повесть. — Шупашкар, «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2017. — 196 с.

Мекеҫлене-мекеҫлене, юр хӳсе кайнӑ тӗмескесенчен такӑна-такӑна, вӗсем, хӑшкӑлсах ҫитнӗскерсем, чӗп-чӗр тара ӳкнӗскерсем, ҫур ҫула парӑнтарнӑччӗ ӗнтӗ, сасартӑк Полина вӑрӑммӑн йынӑшса илчӗ те лӗпсӗрр лӑчӑрӑнса анчӗ.

Куҫарса пулӑш

Хӑлхасӑр, куҫсӑр вӑрманта // Василий Сипет. Сипет В. Хӑлхасӑр, куҫсӑр вӑрманта: повесть. — Шупашкар, «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2017. — 196 с.

Кала-ха, мӗншӗн? — асаплӑн, пӗтӗм ыратӑвне пытараймасӑр хурлӑхлӑн йынӑшса илчӗ ҫамрӑк.

Куҫарса пулӑш

Тӗлӗкри пек тӗлпулу // Елизавета Осипова. Осипова Е.Б. Ӑшӑ ҫумӑр: повеҫпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1986. — 128 с. — 113–121 с.

Унӑн паттӑр юлташӗсем халӗ те ухлатса ҫурӑлакан снарядсем, йынӑшса килекен минӑсем, пӑрҫа пек тӑкӑнакан осколкӑсемпе пульӑсем касса-ҫурса пӗтернӗ вӑрҫӑ хирӗнче.

Куҫарса пулӑш

Тинӗс уҫакансем // Александр Аслут. «Тӑван Атӑл». — 1969, 2(136)№ — 70-76 с.

Цербер, Макар аллинчи тулли сеткӑна курсан, ун ҫумне йынӑшса сӗртӗнме, кӗтмен хӑнан куҫӗнчен йӑлӑнса пӑхса, унӑн аллисене ҫулама тытӑнчӗ.

Куҫарса пулӑш

XX // Александр Артемьев. Артемьев А. Ҫунатлӑ ҫуралнисем: повеҫсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1965. — 268 с. — 132–188 с.

Вӑйсӑрланнӑ йытӑ чикеленсе кайрӗ те хурлӑхлӑ сасӑпа йынӑшса ячӗ.

Куҫарса пулӑш

XX // Александр Артемьев. Артемьев А. Ҫунатлӑ ҫуралнисем: повеҫсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1965. — 268 с. — 132–188 с.

Выҫӑпа каҫӑхса ҫитнӗ йытӑ (Манефа кайнӑранпа ӑна никам та тӑрантарман), хуҫана курсан, йынӑшса вӗрме, хуҫа куҫӗнчен йӑлӑнса пӑхма, ун аллисене ҫулама пикенчӗ, анчах чунсӑр этем ӑна хӑй ҫумӗнчен тапса уйӑрчӗ.

Куҫарса пулӑш

XX // Александр Артемьев. Артемьев А. Ҫунатлӑ ҫуралнисем: повеҫсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1965. — 268 с. — 132–188 с.

Арӑмӗ, пӗр хускалмасӑр, месерле выртаканскер, ун енелле ҫаврӑнасшӑн пулчӗ те чуна тивмелле сасӑпа йынӑшса ячӗ, вара куҫне хупрӗ те хут пек шуралса кайрӗ.

Куҫарса пулӑш

XVI // Александр Артемьев. Артемьев А. Ҫунатлӑ ҫуралнисем: повеҫсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1965. — 268 с. — 132–188 с.

Унти йывӑҫсем, асар-писер вӑйлӑ ҫил тулласан, ҫӗре ҫитиех авӑна-авӑнах йынӑшса чӗриклетсен те ҫӗрне хуҫса-ишӗлме памаҫҫӗ.

Куҫарса пулӑш

Чугун ҫулӑн икӗ енӗпе // Юлия Николаева. Николаева Ю.Ф. Уй куҫлӑ, вӑрман хӑлхаллӑ: калавсем. — Шупашкар, 2002. — 72 с. — 67–71 с.

Малти тенкелсем ҫинче ларакансем ура ҫине тӑрсах: — Ывӑлне чӗреренех хӗрхеннӗ вӑл. Ӑна зала кӳртсен мӗнле йынӑшса ячӗ? Анчах чӑтайми пысӑк намӑса пула, халӑх умӗнче хӑйӗн чӗрери хӗрхенӳллӗ туйӑмне хирӗҫ ылханса ӑна ятлама ҫӑмӑл пулнӑ-и ӑна?! Ҫавӑнпах ӗнтӗ чӗри чӑтаймарӗ унӑн, — терӗҫ амӑшӗн чунӗпе асапне йӑлтах ӑнланнӑ хӗрарӑмсем.

Куҫарса пулӑш

Уй куҫлӑ, вӑрман хӑлхаллӑ // Юлия Николаева. Николаева Ю.Ф. Уй куҫлӑ, вӑрман хӑлхаллӑ: калавсем. — Шупашкар, 2002. — 72 с.

Ыратнине тӳҫеймесӗр йынӑшса янӑ пек, хӑй тӗллӗнех калаҫса илчӗ вал.

Куҫарса пулӑш

III // Никифор Мранька. Мранька Н.Ф. Ӗмӗр сакки сарлака. Роман. 1-мӗш том. Виҫҫӗмӗш кӑларӑм. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 592 с.

Анчах арӑмӗ йынӑшса янӑ сасӑ чарчӗ ӑна.

Куҫарса пулӑш

XXVI // Никифор Мранька. Мранька Н.Ф. Ӗмӗр сакки сарлака. Роман. 1-мӗш том. Виҫҫӗмӗш кӑларӑм. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 592 с.

Арӑмӗ йынӑшса ячӗ те вырӑн ҫинче хускалма хӑтланчӗ.

Куҫарса пулӑш

XXVI // Никифор Мранька. Мранька Н.Ф. Ӗмӗр сакки сарлака. Роман. 1-мӗш том. Виҫҫӗмӗш кӑларӑм. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 592 с.

Юлашкинчен Михха йынӑшса ячӗ.

Куҫарса пулӑш

XXIV // Никифор Мранька. Мранька Н.Ф. Ӗмӗр сакки сарлака. Роман. 1-мӗш том. Виҫҫӗмӗш кӑларӑм. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 592 с.

Лешӗ тӗрекленсе тӑраймарӗ, ҫӗре кӗрӗслетсе ӳкрӗ — пуҫне ыраттарнипе йынӑшса ячӗ.

Куҫарса пулӑш

XXI // Никифор Мранька. Мранька Н.Ф. Ӗмӗр сакки сарлака. Роман. 1-мӗш том. Виҫҫӗмӗш кӑларӑм. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 592 с.

Трактир хуҫи, йынӑшса ярса, ҫӗрелле пӗтӗрӗнсе анчӗ.

Куҫарса пулӑш

X // Никифор Мранька. Мранька Н.Ф. Ӗмӗр сакки сарлака. Роман. 1-мӗш том. Виҫҫӗмӗш кӑларӑм. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 592 с.

Чунӗ ыратнипе хаяррӑн йынӑшса ячӗ вӑл.

Куҫарса пулӑш

X // Никифор Мранька. Мранька Н.Ф. Ӗмӗр сакки сарлака. Роман. 1-мӗш том. Виҫҫӗмӗш кӑларӑм. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 592 с.

Макҫӑм тӑна кӗрсе йынӑшса ярсан, тепӗр хут ыйтрӗ:

Куҫарса пулӑш

X // Никифор Мранька. Мранька Н.Ф. Ӗмӗр сакки сарлака. Роман. 1-мӗш том. Виҫҫӗмӗш кӑларӑм. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 592 с.

— Айтурах, — йынӑшса ячӗ Татьяна, — ӑҫталла кайса шырамалла-ши ӑна?

Куҫарса пулӑш

IX // Никифор Мранька. Мранька Н.Ф. Ӗмӗр сакки сарлака. Роман. 1-мӗш том. Виҫҫӗмӗш кӑларӑм. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 592 с.

Ыратнине тӳсеймесӗр Якур хыттӑнах йынӑшса ячӗ.

Куҫарса пулӑш

VI // Никифор Мранька. Мранька Н.Ф. Ӗмӗр сакки сарлака. Роман. 1-мӗш том. Виҫҫӗмӗш кӑларӑм. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 592 с.

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех