Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

Малтанхи (тĕпĕ: малтан) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Анчах куҫӗсем ҫав-ҫавах, пӗрре те улшӑнмаҫҫӗ, малтанхи ӳкерчӗкрен пуҫласах — пӗр евӗр, вӗри, ҫутӑ!

Только взгляд не меняется — вот такой же и на первых его снимках, ясный и горячий!

12 сыпӑк // Митта Ваҫлейӗ. Лев Кассиль. Аслӑ хирӗҫтӑру. Митта Ваҫлейӗ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1950

Малтанхи кӑтартуран киле таврӑнсан, эпӗ хамӑн пӳлемре пӗр илемлӗ пысӑк корзина ларнине куртӑм.

Когда я вернулась после первого показа картины домой, я нашла в комнате большую корзину.

12 сыпӑк // Митта Ваҫлейӗ. Лев Кассиль. Аслӑ хирӗҫтӑру. Митта Ваҫлейӗ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1950

Васкавсӑр, ерипен, ҫынсене хире-хире, пӗр кутамас этем ман енне ҫул тытать, ӑна эп часах палласа илтӗм, вӑл — хайхи, мана Расщепей патне малтанхи сӑнава лартса кайнӑ ҫиллес шофер.

Медленно раздвинув толпу, ко мне приблизился коренастый, мрачного вида человек, и я узнала в нем того самого сердитого шофера, который возил меня на первую пробу к Расщепею.

11 сыпӑк // Митта Ваҫлейӗ. Лев Кассиль. Аслӑ хирӗҫтӑру. Митта Ваҫлейӗ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1950

Уйӑх чӑмӑр иккенне эпӗ малтанхи хут хам куҫпа хам куртӑм.

Впервые я сама увидела, что луна — шар.

11 сыпӑк // Митта Ваҫлейӗ. Лев Кассиль. Аслӑ хирӗҫтӑру. Митта Ваҫлейӗ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1950

Малтанхи пӑшал кӗреслетсе кайсанах, эпӗ наганран лампӑна бац! кӑна тутартӑм.

Когда началась пальба, я первым делом — бац из нагана в лампу.

11 сыпӑк // Митта Ваҫлейӗ. Лев Кассиль. Аслӑ хирӗҫтӑру. Митта Ваҫлейӗ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1950

Вӑл пире граждӑн вӑрҫи ҫинчен, Котовскипе пӗрле ҫапӑҫни ҫинчен, красноармеецсен малтанхи спектакле ҫинчен, хӑйӗн пурнӑҫӗнчи чи малтанхи ролӗ — казак есаулӗн рольне мӗнле выляни ҫинчен кала-кала пачӗ.

Он рассказывал нам о гражданской войне, о том, как он воевал вместе с Котовским, как ставился в первый раз красноармейский спектакль, как сыграл он в своей жизни первую роль — казачьего есаула…

11 сыпӑк // Митта Ваҫлейӗ. Лев Кассиль. Аслӑ хирӗҫтӑру. Митта Ваҫлейӗ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1950

Эпӗ ҫакӑн ҫинчен пӗтӗмӗшпех аттене калас терӗм, анчах, тӗплӗрех шутласан, калас мар терӗм: паллах ӗнтӗ, вӑл мана ниҫта та кӑларман пулӗччӗ, вара ман пурнӑҫри чи малтанхи мыскара пӗр нимӗнсӗр пӗтсе ларӗччӗ.

Я собиралась было рассказать обо всем отцу, но потом раздумала: конечно, он бы меня никуда не пустил и первое в моей жизни приключение сразу бы на этом и закончилось.

3 сыпӑк // Митта Ваҫлейӗ. Лев Кассиль. Аслӑ хирӗҫтӑру. Митта Ваҫлейӗ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1950

Катя «Испанцӑсемпе индейцӑсем малтанхи хут тӗл пулни» ҫинчен картинка тӑвать, мана Нина Капитоновна кухньӑра ӗҫлеме хушрӗ.

Катя рисовала «Первую встречу испанцев с индейцами» из «Столетия открытий», а меня Нина Капитоновна мобилизовала на кухню.

Тӑххӑрмӗш сыпӑк // Валентин Урташ, Илпек Микулайӗ. Вениамин Каверин. Икӗ капитан. Валентин Урташпа Николай Илпек куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951

Чи малтанхи хутчен хама хисепленине туйрӑм.

Впервые я почувствовал к себе уважение.

Тӑваттӑмӗш сыпӑк // Валентин Урташ, Илпек Микулайӗ. Вениамин Каверин. Икӗ капитан. Валентин Урташпа Николай Илпек куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951

Ку ӗнтӗ хам тӗллӗн вулама пултарнӑ сӑвӑсенчен чи малтанхи сӑвӑ.

Это были первые стихи, которые я самостоятельно прочитал.

Пӗрремӗш сыпӑк // Валентин Урташ, Илпек Микулайӗ. Вениамин Каверин. Икӗ капитан. Валентин Урташпа Николай Илпек куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951

Ҫар канашлӑвӗсенче малтанхи сӑмах яланах наступлени туса тӑшманпа вӑрҫма сӗнни пулать; унӑн саккунлӑ йӗрки ҫавӑн пек.

Первые голоса на военных советах подаются обыкновенно в пользу движений наступательных; это законный порядок.

Вуннӑмӗш сыпӑк. Хулана хупӑрлани // Михаил Сироткин, Никифор Ваҫанкка. Александр Пушкин. Капитан хӗрӗ. Вырӑсларан Н.Т. Ваҫанккапа М.Я. Сироткин куҫарнӑ. Чӑваш АССР государство издательстви, 1940

Малтанхи кунах унта тупӑ илсе пынӑ пулнӑ.

Пушку туда перетащили накануне.

Ҫиччӗмӗш сыпӑк. Тапӑну // Михаил Сироткин, Никифор Ваҫанкка. Александр Пушкин. Капитан хӗрӗ. Вырӑсларан Н.Т. Ваҫанккапа М.Я. Сироткин куҫарнӑ. Чӑваш АССР государство издательстви, 1940

Пӗрре каҫпала (ку 1773-мӗш ҫулхи октябрӗн малтанхи кунӗсенчеччӗ) эпӗ килте пӗчченех, кӗрхи ҫил уланине итлесе, уйӑх ҫум-мипе чупса иртекен пӗлӗтсем ҫине кантӑкран пӑхса лараттӑм.

Однажды вечером (это было в начале октября 1773 года) сидел я дома один, слушая вой осеннего ветра и смотря в окно на тучи, бегущие мимо луны.

Улттӑмӗш сыпӑк. Пугачевщина // Михаил Сироткин, Никифор Ваҫанкка. Александр Пушкин. Капитан хӗрӗ. Вырӑсларан Н.Т. Ваҫанккапа М.Я. Сироткин куҫарнӑ. Чӑваш АССР государство издательстви, 1940

Ҫакӑн пек вӗҫрӗм ӗнтӗ эпӗ чи малтанхи хут.

Таков был мой первый полет.

Вунулттӑмӗш сыпӑк // Валентин Урташ, Илпек Микулайӗ. Вениамин Каверин. Икӗ капитан. Валентин Урташпа Николай Илпек куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951

Чи малтанхи хут вӗҫни

Первый полет

Вунулттӑмӗш сыпӑк // Валентин Урташ, Илпек Микулайӗ. Вениамин Каверин. Икӗ капитан. Валентин Урташпа Николай Илпек куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951

Вӑл, малтанхи пекех ҫилӗллӗ сӑнлӑскер, хӑйне вырӑн ҫине вырттарма тӑрсан, манӑн алӑсене сирсе ячӗ…

Все с тем же внимательным, строгим выражением она отвела мои руки, когда я хотел ее уложить…

Вунвиҫҫӗмӗш сыпӑк // Валентин Урташ, Илпек Микулайӗ. Вениамин Каверин. Икӗ капитан. Валентин Урташпа Николай Илпек куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951

Малтанхи йӗркесенченех пӗтӗм ӗҫ хӑямата кайнине туйса илтӗм.

С первых строк увидел, что все дело пошло к черту.

Пиллӗкмӗш сыпӑк. Юрату // Михаил Сироткин, Никифор Ваҫанкка. Александр Пушкин. Капитан хӗрӗ. Вырӑсларан Н.Т. Ваҫанккапа М.Я. Сироткин куҫарнӑ. Чӑваш АССР государство издательстви, 1940

Швабринпа эпӗ хам сывалнӑ хыҫҫӑн малтанхи кунсенчех килӗштертӗм.

Со Швабриным я помирился в первые дни моего выздоровления.

Пиллӗкмӗш сыпӑк. Юрату // Михаил Сироткин, Никифор Ваҫанкка. Александр Пушкин. Капитан хӗрӗ. Вырӑсларан Н.Т. Ваҫанккапа М.Я. Сироткин куҫарнӑ. Чӑваш АССР государство издательстви, 1940

Акӑ вӑл (малтанхи йӗркисене Даша инке вуласа кӑлараймарӗ):

Вот оно (первые строчки тетя Даша не могла разобрать):

Вуннӑмӗш сыпӑк // Валентин Урташ, Илпек Микулайӗ. Вениамин Каверин. Икӗ капитан. Валентин Урташпа Николай Илпек куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951

Ӗҫлессе анне малтанхи пекех больница япалисене ухатчӗ, кӑнтӑр апатне аннепе иксӗмӗр ӗҫлесе тупнӑ укҫапа йӑмӑк хатӗрлеччӗ.

хотя мать по прежнему стирала в больнице, а обед, купленный на ее и мои деньги, варила сестра.

Тӑххӑрмӗш сыпӑк // Валентин Урташ, Илпек Микулайӗ. Вениамин Каверин. Икӗ капитан. Валентин Урташпа Николай Илпек куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех