Шырав
Шырав ĕçĕ:
Лешӗ ӑна ҫапла ӑнлантарса пачӗ: ультиматума кашни ҫӗршыв хӑй майлӑ ҫырать, анчах вӗҫӗнче, вашаватлӑха палӑртса: «Министр господин, Сире питех те хисепленине ӗненсе йышӑнӑр», тесе ҫырса хураҫҫӗ, терӗ вӑл.
Тимурпа унӑн команди // Матвей Сакмаров. Гайдар, Аркадий Петрович. Тимурпа унӑн команди: повесть; вырӑсларан М.А.Сакмаров куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1967. — 102 с.
— Ҫук, аркатаймаҫҫӗ, ун пек пулма пултараймасть! — ҫак сӑмахсене чӗререн ӗненсе тепӗр хут каларӗ те Верка, ҫара хулпуҫҫине, куҫа курӑнман хура вӑрӑмтунасем ҫыртнӑ вырӑна, аллипе ҫиллессӗн ҫатлаттарса илчӗ.
Ҫутаттӑр // Олимпиада Таллерова. Гайдар, Аркадий Петрович. Ҫутаттӑр: калав; вырӑсларан О.Таллерова куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1971. — 44 с.
Унта вӗренме кӗрессе те ҫав тери ҫирӗп ӗненсе тӑтӑм.
Параппанҫӑ кун-ҫулӗ // Леонид Агаков. Гайдар, Аркадий Петрович. Параппанҫӑ кун-ҫулӗ: повесть; вырӑсларан Л.Агаков куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш государство издательстви, 1957. — 132 с.
Эпӗ хама хам ӑнланма пултараймарӑм: мӗншӗн эпӗ ку чухне, Филофей шикленнине малтан ӗненменскер, часах — пирӗн хыҫран чӑннипех ырӑ мар ҫынсем пыраҫҫӗ тесе ӗненсе пӑрахрӑм…
Тӑнкӑртатать // Василий Хударсем. Тургенев И.С. Тӑнкӑртатать: калавсем. — Шупашкар: Чӑваш государство издательстви, 1941. — 36 с. — 3–27 с.
Анна Сергеевна нумаях пулмасть вырӑссен пулас деятелӗсенчен пӗрне, питӗ ӑслӑ ҫынна, закона юратаканскере, ҫирӗп практикӑллӑ шухӑшлӑскере, ҫирӗп кӑмӑллӑ та калама ҫук ҫепӗҫ чӗлхеллӗ ҫамрӑк ҫынна, ырӑ та пӑр пек сивӗскере, юратса мар, ӗненсе качча тухрӗ.
XXVIII // Феофан Савиров. Тургенев И.С. Ашшӗсемпе ывӑлӗсем: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1949. — 206 с.
Кайран тата, эпӗ ӑна чӑнах та хам йӑмӑках тесе йышӑннине, йӑмӑк вырӑннех хурса юратнине ӗненсе ҫитсен, вӑл манран пачах хӑпми пулчӗ: нихҫан та ҫурма туйӑмлӑ пулма пӗлмест вӑл.
VIII // Асклида Соколова. Тургенев И.С. Пиравйхи юрату: повеҫсем, калавсем, прозӑллӑ сӑвӑсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1982. — 176 с. — 84–131 с.
Пӗр тӗлӗшпе вара эпӗ хамӑн шухӑша — вӑл Гагин йӑмӑкӗ мар текен шухӑша — ӗненнӗҫемӗн ӗненсе пытӑм.В одном только я более и более убеждался, а именно в том, что она не сестра Гагина.
VI // Асклида Соколова. Тургенев И.С. Пиравйхи юрату: повеҫсем, калавсем, прозӑллӑ сӑвӑсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1982. — 176 с. — 84–131 с.
Анчах вӑл хӑй, ҫав сӑнар, лӑпланнӑ пек туйӑнчӗ: акӑш шурлӑхри курӑксенчен уйрӑлса вӗҫнӗ пек, вӑл хӑй таврашӗнчи ытти илемсӗр ҫынсенчен уйрӑлса кайрӗ; эпӗ, ҫывӑрса каяс умӗн, ӗненсе те ытараймасӑр юратса, ӑна юлашки хут ыталарӑм…
VII // Александр Артемьев. Тургенев И.С. Пиравйхи юрату: повеҫсем, калавсем, прозӑллӑ сӑвӑсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1982. — 176 с. — 3–63 с.
Ҫакна ӗненсе тӑрӑр; хам сӑмса историне эпӗ йӑлтах пӗлетӗп тата вӑл ҫухалнишӗн урӑх никам та мар, эсир ҫеҫ айӑплине те пӗлетӗп.
II // Михаил Рубцов. Николай Гоголь. Повеҫсем; вырӑсларан Михаил Рубцов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 51–74 с.
Хаярланнӑ пит-куҫсене курсан, хӑйӗн ӗмӗчӗ пурнӑҫланасса ӗненсе тӑватӑ еннелле те пуҫ тайса, шӑппӑн: — Тавтапуҫ сире ҫакӑншӑн… амӑшӗ ячӗпе… — тет.
Эпилог // Михаил Рубцов. Николай Бирюков. Чайка: роман; вырӑсларан Михаил Рубцов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1953. — 432 с.
Ку унӑн питӗ лайӑх тухнипе, Ридлер, хӑйне «психологи артисчӗ» тесе шутлаканскер, старик хӑраса ӳкнине ӗненсе пӳрнисемпе сӗтел ҫине кӑмӑллӑн шаккаса илчӗ.
Ҫирӗммӗш сыпӑк // Михаил Рубцов. Николай Бирюков. Чайка: роман; вырӑсларан Михаил Рубцов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1953. — 432 с.
Чун иккӗленет манӑн; ӗмӗрӗпех сана ӗненсе пурӑнтӑм, халь вара шутлатӑп: нимӗҫсене вырӑс ҫӗрӗ ҫинче хӑварсан, хӗрӗме пӗтерсен, эсӗ пуррине ӗненмесӗр ҫылӑха кӗретӗп, хам турра ӗненми пулса ҫут тӗнче тӑрӑх ҫӳрӗп те, пур ҫӗрте те:
Вуниккӗмӗш сыпӑк // Михаил Рубцов. Николай Бирюков. Чайка: роман; вырӑсларан Михаил Рубцов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1953. — 432 с.
Вӑрӑ-хурахсем ҫине вӗсен романтикла енӗнчен пӑхма тивӗҫлӗ мар начальство, паша ыйтнӑ требованисем вырӑнлӑ пулнине ӗненсе, Кирджалине Яссӑна ӑсатма хушнӑ.
Кирджали // Василий Хударсем. Александр Пушкин. Кирджали; вырӑсларан В. Хударсем куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1941. — 17 с.
Йӑмӑк ӗненсе килсех пӑхать тата.
Самӑр хурт // Марина Карягина. Карягина М.Ф. Ылтӑн панулми: калавсем/ М. Карягина. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке изд-ви, 2011. — 73–78 с.
Григорий унпала хӑйсем нумайлӑха уйрӑлмассине чунтан ӗненсе сывпуллашрӗ…Григорий попрощался с нею, твердо веря в то, что расстаются они ненадолго…
XVII // Аркадий Малов. Шолохов М.А. Лӑпкӑ Дон. Роман: IV кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1979. — 504 с.
— Миколайски эрех пек, турӑшӑн та, ара! — терӗ те хӑй сӑмахӗсене хӑй те ӗненсе Прохор, тайкаланса илсе Михаила хулпуҫҫийӗнчен ыталаса тытрӗ.— Как николаевская, истинный бог! — убежденно сказал Прохор и, качнувшись, обнял Михаила.
VI // Аркадий Малов. Шолохов М.А. Лӑпкӑ Дон. Роман: IV кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1979. — 504 с.
Вӑл ӗнтӗ унпа кӗрешме хал тупаймарӗ, хӑйӗн тӗшмӗшле сисчӳлӗхӗпе хӑйсен ҫемйине ҫавнашкал тӑтӑш иленме ҫул тунӑ вилӗм Мелеховсен кивӗ пӳрчӗн алӑк урати урлӑ татах та пӗрре ҫеҫ мар ярса пусасса пӗтӗм чунӗпе ӗненсе пурӑнчӗ.
III // Аркадий Малов. Шолохов М.А. Лӑпкӑ Дон. Роман: IV кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1979. — 504 с.
Ҫакна вӑл кашни хутӗнчех вӑйлӑран вӑйлӑ ӗненсе пырать.
13 // Антал Назул. Титов, Владислав Андреевич. Вилӗме ҫӗнтерсе…: повесть; вырӑсларан Анатолий Ерусланов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1972. — 7–163 с.
Донецка халех, пӗр вӑрахламасӑр кайма кирлине ӗненнӗҫем ӗненсе, хытӑран хытӑ кӑшкӑрашрӗ вӑл.Уже кричала она, убеждаясь, что ехать в Донецк надо немедленно.
9 // Антал Назул. Титов, Владислав Андреевич. Вилӗме ҫӗнтерсе…: повесть; вырӑсларан Анатолий Ерусланов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1972. — 7–163 с.
Казак сотнисен хуранӗсемпе поход кухнисенче пӗр вӑкӑр мар пиҫнӗ пулӗ те-ха, ҫапах та шыраса тупас шанчӑклӑ хуҫисем нумайччен, мӗн ҫухални пурте тупӑнманнине ӗненсе ҫитичченех, ҫеҫенхирӗн урлӑшӗ-тӑршшӗне виҫсе ҫӳрерӗҫ.
XXIV // Аркадий Малов. Шолохов М.А. Лӑпкӑ Дон. Роман: IV кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1979. — 504 с.