Шырав
Шырав ĕçĕ:
Хӗремесленсе кайнӑ ашшӗ купӑстапа ҫӗрулми татӑкӗсене сухалӗ ҫинчен иртсе хӑтланнине кура, Дуняшка темле кӑна кулӑпа чыхӑнса каймарӗ, анчах ыттисем шухӑшлӑ сӑнпа чӗнмесӗр ларнине курчӗ те, вӑл та чӑтрӗ, вырӑнсӑр кулса ярасран шикленсе, ашшӗ ҫине пӑхма пӑрахрӗ.
XIV // Аркадий Малов. Шолохов М.А. Лӑпкӑ Дон. Роман: IV кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1979. — 504 с.
Вӑл, пуҫне пӑрмасӑрах, ҫилпе кушӑрханӑ, сарлака шӑмӑллӑ питсене сӑнаса тӑчӗ, унӑн ҫӑт чӑмӑртанӑ ҫирӗп тути кӑшт сисӗнмелле йӗрӗнчӗк кулӑпа елпӗрчӗ.
XII // Аркадий Малов. Шолохов М.А. Лӑпкӑ Дон. Роман: IV кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1979. — 504 с.
Пӗртен-пӗр Дуняшка кӑна хурлӑхлӑ ларчӗ, старик пӳртрен тухса кайсанах темле ирӗксӗр кулӑпа ейӗлнӗ Наталья та шухӑша путса салхуланчӗ.
VIII // Аркадий Малов. Шолохов М.А. Лӑпкӑ Дон. Роман: IV кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1979. — 504 с.
Григорий кашӑкне сӗтел ҫине пӑрахрӗ, питне алшӑллипе хупласа тытса, сасӑсӑр кулӑпа чӗтренчӗ.Григорий бросил ложку, закрыл лицо рушником и трясся в беззвучном хохоте.
VIII // Аркадий Малов. Шолохов М.А. Лӑпкӑ Дон. Роман: IV кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1979. — 504 с.
— Ҫул хӗрринчи тилпӗрен пек! — йӑлтӑркка куҫӗсене хӗссе, йӑмӑх кулӑпа ҫуталчӗ Дарья.— Как придорожная белена! — прижмурив лучистые глаза, ослепительно улыбнулась Дарья.
VIII // Аркадий Малов. Шолохов М.А. Лӑпкӑ Дон. Роман: IV кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1979. — 504 с.
Секретев сӑмах каланӑ вӑхӑтра унӑн тути темиҫе хутчен те уҫӑмсӑр кулӑпа елпӗрсе ирӗлчӗ, куҫӗсем тӗксӗмленчӗҫ, ҫав самантра вӗсем йӑм-хура тӗслӗ пек курӑнса кайрӗҫ.
VII // Аркадий Малов. Шолохов М.А. Лӑпкӑ Дон. Роман: IV кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1979. — 504 с.
Вӑл хальхи Григорий пулмарӗ; куҫне ӗшенчӗклӗн хӗстерсе пӑхакан, хура мӑйӑх вӗҫӗсем сарӑхнӑ, тӑнлавӗсем вӑхӑтсӑр кӑвакарнӑ тата ҫамки хаяррӑн пӗркеленнӗ, мӑнӑ, хӑюллӑ, пурнӑҫ тути-масине пайтах астивсе курнӑ — вӑрҫӑ ҫулӗсенче хуйхӑ-суйхӑпа асап нихҫан тикӗсленми йӗрсем хӑварнӑ тӗреклӗ казак пулмарӗ; ун куҫӗ умне ҫамрӑк пирки ачашлама тӳрккесрех те майне-шывне пит пӗлсех кайман, каччӑнни пек ҫаврака та ҫинҫе мӑйлӑ тата тути яланах ним шухӑшсӑр кулӑпа ейӗлекен ӗлӗкхи Гришка Мелехов тухса тӑчӗ.
I // Аркадий Малов. Шолохов М.А. Лӑпкӑ Дон. Роман: IV кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1979. — 504 с.
Ҫак кулӑпа хавхаланса пулас, Агаша малалла каларӗ:
12 // Николай Сандров. Елизар Мальцев: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Николай Сандров куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1963. — 384 с.
— Хуть пӗр сехет пек маларах асӑрхаттармалла пулнӑ, Иван Фомич, вара эпӗ ниҫта та каймастӑмччӗ, — терӗ Аникей Ермолаевич, йӑл кулӑпа саламласа.
7 // Николай Сандров. Елизар Мальцев: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Николай Сандров куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1963. — 384 с.
Лузгин часах хӑй тавра тӑванӗсене, йӑпӑлтисене лартса тултарнӑ, районти тата облаҫри работниксем хушшинче хӑйне кирлӗ ҫынсемпе паллашса пӗтнӗ те тепӗр ҫултан хӑй те хӑй мар пулса кайнӑ — каппайчӑклӑн мӑнаҫланса ҫӳренӗ, унӑн Ази ҫыннисен пек хӗсӗк куҫӗсем сивӗ кулӑпа ялкӑшнӑ.
6 // Николай Сандров. Елизар Мальцев: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Николай Сандров куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1963. — 384 с.
— Сас-хура пур, обком секретарӗ килет, тет, тен, тата аслӑраххи, — терӗ Аниҫҫе, пиччӗшӗ еннелле ӑшӑ кулӑпа ҫаврӑнса.
4 // Николай Сандров. Елизар Мальцев: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Николай Сандров куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1963. — 384 с.
Лешӗ ҫӑвар тулли кулӑпа ейӗлчӗ:
LXI // Аркадий Малов. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Виҫҫӗмӗш кӗнеке. Аркадий Малов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1974. — 438 с.
Унӑн купшек тути йӗрӗннӗ пек кулӑпа чӗтрет.
LX // Аркадий Малов. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Виҫҫӗмӗш кӗнеке. Аркадий Малов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1974. — 438 с.
Аксинья хӑйӗн мӑнаҫлӑ сӑн-пичӗшӗн пачах килӗшӳллӗ мар мӗскӗн те тӗлсӗр кулӑпа ейӗлчӗ те, Григорий чӗри вара ӑна шелленипе тата юратнипе хыттӑн кӑртлатса илчӗ.
L // Аркадий Малов. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Виҫҫӗмӗш кӗнеке. Аркадий Малов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1974. — 438 с.
Ӗлӗкхи йӑли-хӑнӑхӑвӗ те ҫӗнӗрен таврӑнчӗ: ҫинҫе куҫ харшисен пӗкечисем каллех ӗнтӗ хуралчӗр, питҫӑмартисем ҫӳхе ҫу сийӗпе йӑлтӑртатса ҫуталчӗҫ; каллех вӑл шӳтлесе калаҫма, кирлӗ-кирлӗ мар сӑмахсемпе Натальйӑна вӑтантарма тапратрӗ; тути хӗррисем тӑтӑшрах та тӑтӑшрах темскере кӗтекен тӗтреллӗ кулӑпа ирӗлчӗҫ…
XLVI // Аркадий Малов. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Виҫҫӗмӗш кӗнеке. Аркадий Малов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1974. — 438 с.
Григорий ал тупанӗпе куҫне хупларӗ те, ун умӗнчен палланӑ сӑн-питсем, тепӗр чух тата пурнӑҫра пачах кирлӗ пулман, анчах асра ҫав тери ҫирӗп тытӑнса юлнӑ япаласем шӑвӑнса иртрӗҫ; хӑлхара таҫти ҫӗрте ҫухалнӑ ҫынсен манӑҫнӑ сассисем, тӗрлӗ сасӑллӑ кулӑпа калаҫу сыпӑкӗсем янӑрарӗҫ.
XLII // Аркадий Малов. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Виҫҫӗмӗш кӗнеке. Аркадий Малов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1974. — 438 с.
Лешӗ, йӗпе мӑйӑхӗ айӗнчи сарӑ шӑлӗсене ейӗлтерсе, ӑшӑ кулӑпа ҫуталчӗ, аванмарланчӗ.Тот расцвел в улыбке, обнажая под влажными усами желтоватые зубы, смущенно помялся:
XXXIX // Аркадий Малов. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Виҫҫӗмӗш кӗнеке. Аркадий Малов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1974. — 438 с.
Унан пичӗ-куҫӗ пӗчӗк ачанни пек ҫутӑрах хӗрлӗ те таса пулнӑран Штокман та, ун ҫине пӑхса илсе, тутине сӑлтавсӑр кулӑпа ейӗлтерчӗ.
XXXIX // Аркадий Малов. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Виҫҫӗмӗш кӗнеке. Аркадий Малов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1974. — 438 с.
Унӑн куҫӗсем сарӑ хӗрлӗ хӗмпе йӑлтӑртатса илчӗҫ, анчах тути мӑйӑхӗ айӗнче, тискертереххӗн пулин те, кулӑпа ейӗлчӗ.В глазах его сверкнули рыжие искорки, но губы под усами, хоть и зверовато, а улыбались.
XXXV // Аркадий Малов. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Виҫҫӗмӗш кӗнеке. Аркадий Малов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1974. — 438 с.
Вӑл халӗ, темскере кӗтнӗ пек, питне ҫӗр урай ҫине хунӑ та, тулӑ улӑмӗ пек сарӑ мӑйӑхӗ айӗнче хытса ларнӑ асамлӑ кулӑпа лӑпланса выртать.
XXXIV // Аркадий Малов. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Виҫҫӗмӗш кӗнеке. Аркадий Малов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1974. — 438 с.