Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

ачапа (тĕпĕ: ача) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Унтан вӑл тап-таса тумланнӑ, шавлакан ачасен ушкӑнӗпе пӗрле чиркӗве кӗчӗ, хӑй вырӑнне пырса ларчӗ те ҫавӑнтах юнашарти ачапа ятлаҫма тапратрӗ.

Потом он вошел в церковь вместе с ватагой чистеньких и шумливых мальчиков и девочек, уселся на свое место и завел ссору с тем из мальчиков, который был поближе.

4-мӗш сыпӑк. Вырсарникунхи шкулта «Мухтанса хӑтланни» // Феодосия Ишетер. М. Твен. Том Сойер темтепӗр курса ҫӳрени. Шупашкар, Чӑваш кӗнеке издательстви, 1979. — 232 с.

Хам ҫинчен калас-тӑк, харпӑрҫӑ пек ӗҫлеме ачапа декретра ларнӑ чухне пуҫларӑм.

Куҫарса пулӑш

Юлия Райнвайн: «закон маншӑн усӑллӑ пулчӗ» // Ирина Трифонова. «Сувар», 2019.05.30

Икӗ пӗчӗк ачапа юлтӑм-ҫке. Выҫӑ вилетпӗр пуль», — пӗлтерчӗ ҫамрӑкки.

Куҫарса пулӑш

Лаох // Василий Алентей. Василий Алентей. Лаох. Хырсем ӗмӗрех ем-ешӗл. Повестьсем. Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1970

Амӑшӗ 8 ачапа тӑрса юлать: асли 16 ҫулта, кӗҫӗнни чӗрҫе ҫинчи ача.

Мать остается с 8 детьми: старшему 16 лет, младший сидит на коленках.

Вӑрҫӑ вучӗ витӗр тухнӑ салтаксем, манӑҫмаҫҫӗ сирӗн ятӑрсем // О. ПАВЛОВА. «Авангард», 2019.05.07

Никита Тӗнче каланӑ тӑрӑх, Питӗре икӗ уйӑха яхӑн, тен, кайӗҫ, мӗншӗн тесен вӑл ку таранччен ачапа ҫула тухса курман.

По словам Никиты Тӗнче, в Питер будут идти, возможно, около двух месяцев, так как до этого они не выходили в дорогу с детьми.

Никита Тӗнче мӑшӑрӗпе тата пӗчӗк хӗрӗпе ҫула тухӗ // Софья Савнеш. https://chuvash.org/news/21836.html

Ачапа пӗрле урок тӑвакан амӑшӗшӗн те ку проблема.

И для матери, делающей вместе с ребёнком уроки, это проблема.

Чӗлхе Туррин хӳхлевӗ // Сувар. Сувар, 2017.05.12

Паян республикӑра ҫамрӑк космонавтсен 40 отрячӗ ӗҫлет, вӗсенче 1 пин ытла арҫын ачапа хӗрача хӑйӗн пултарулӑхне туптать.

Сегодня в республике 40 отрядов юных космонавтов, в которых занимаются более тысячи мальчишек и девчонок.

Чӑваш Республикин Пуҫлӑхӗ Михаил Игнатьев Патшалӑх Канашне янӑ Ҫыру (2019) // Михаил Игнатьев. http://gov.cap.ru/chuv/hierarhy.aspx?gui ... 17b202c0e3

Пуш уйӑхӗнче ачапа пӗрле асанне патне пурӑнма куҫрӑм.

Куҫарса пулӑш

«Ывӑлӑм, шӑнтнӑ пулӑ пек, юр айӗнче 3 эрне выртрӗ» // Алина ИЗМАН. «Ҫамрӑксен хаҫачӗ», 2016.09.29, 38 (6131) №

«Дент-а-мед» врачӗсем вара, тӳрех мар пулин те, кирек хӑш ачапа та пӗр чӗлхе тупма, шанӑҫа кӗме пултараҫҫӗ.

Куҫарса пулӑш

«Дент-а-мед» тухтӑрӗсен ӗҫӗ — ҫӗршывра чи лайӑххи! // Валентина БАГАДЕРОВА. «Хыпар», 2016.07.22, 114-115№

Ун тӑрӑх 222595 ачапа ҫул ҫитмен ҫамрӑкран 38557-шне ҫу вӑхӑтӗнче ӗҫе вырнаҫтарма палӑртнӑ.

По нему было намечено принять на работу в летнее время 222595 детей и 38557 подростков.

Хыпарсен ярӑмӗ // Сувар. «Сувар», 21(699)№, 2007.05.25

Кун пек чухне лӑштах сывласа ярасса ачапа пӗрле ашшӗ-амӑшӗ те тем пек кӗтет.

Куҫарса пулӑш

Хаваслӑ ҫу кунӗсенче инкек ан хурлантартӑр // Ирина ПУШКИНА. «Хыпар», 2016.05.31, 82-83№

Кунашкал ачапа тутлӑ ыйха манма тивет.

С таким ребенком придется забыть про сладкий сон .

Ашшӗ сусӑр ачине интерната паман // Алина ИЗМАН. «Ҫамрӑксен хаҫачӗ», 2016.05.19, 19 (6112) №

«Халӗ хӑнӑхрӑм ӗнтӗ, йывӑррине туймастӑп», — палӑртрӗ Мария Андреева, ачапа пӗр чӗлхе мӗнле тупни, пурӑнмалли вырӑна улӑштарнине хӗрача епле чӑтса ирттерни пирки шарламарӗ.

"Теперь привыкла уж, трудности не чувствую", - отметила Мария Андреевна, как с ребенком находила общий язык, как девочка терпела изменение места жительства, не говорила.

Ашшӗ сусӑр ачине интерната паман // Алина ИЗМАН. «Ҫамрӑксен хаҫачӗ», 2016.05.19, 19 (6112) №

Паян республикӑри спорт шкулӗсене 34 пин ытла ачапа ҫамрӑк ҫӳрет.

Сегодня в спортивных школах республики разными видами спорта занимается более 34 тыс. детей и представителей молодёжи.

Чӑваш Ен Пуҫлӑхӗ 2016 ҫулта Патшалӑх Канашӗ патне янӑ Ҫыру // Михаил Игнатьев. http://gov.cap.ru/SiteMap.aspx?gov_id=49 ... id=2169792

Ҫичӗ ачапа тарса юлнӑ мӑшӑрӗ Евдокия Захаровна тӗпренчӗкӗсене вӗрентессишӗн ырми-канми тӑрӑшнӑ.

Куҫарса пулӑш

Кӗҫтук Кольцов сӑмахӗсем — Карелири гранит ҫинче // Елена ЛУКИНА. «Ҫамрӑксен хаҫачӗ», 2016.02.04, 4 (6097) №

21. Иосиф тӑнӑ та, Ачапа Амӑшне илсе, Израиль ҫӗрне таврӑннӑ.

21. Он встал, взял Младенца и Матерь Его и пришел в землю Израилеву.

Мф 2 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.

19. Ирод вилсессӗн, акӑ Египетра Иосифа тӗлӗкре Ҫӳлхуҫа Ангелӗ курӑнать те 20. ҫапла калать: тӑр та Ачапа Амӑшне илсе Израиль ҫӗрне кай: Ача чунне шыракансем вилчӗҫ ӗнтӗ, тет.

19. По смерти же Ирода, - се, Ангел Господень во сне является Иосифу в Египте 20. и говорит: встань, возьми Младенца и Матерь Его и иди в землю Израилеву, ибо умерли искавшие души Младенца.

Мф 2 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.

14. Вӑл тӑнӑ та Ачапа Унӑн Амӑшне илсе ҫӗр варринчех Египета тухса кайнӑ, 15. вара Ирод виличченех ҫавӑнта пурӑннӑ.

14. Он встал, взял Младенца и Матерь Его ночью и пошел в Египет, 15. и там был до смерти Ирода,

Мф 2 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.

13. Вӗсем кайсан, акӑ Ҫӳлхуҫа Ангелӗ Иосифа тӗлӗкре курӑнса калать: тӑр та Ачапа Амӑшне илсе Египета тар.

13. Когда же они отошли, - се, Ангел Господень является во сне Иосифу и говорит: встань, возьми Младенца и Матерь Его и беги в Египет,

Мф 2 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.

11. Пӳрте кӗрсен Ачапа Унӑн Амӑшне Марийӑна курнӑ та Ачана ӳксе пуҫҫапнӑ; унтан арчисене уҫса Ӑна парнесем — ылтӑн, латӑн тата смирна — сӑйласа панӑ.

11. и, войдя в дом, увидели Младенца с Мариею, Матерью Его, и, пав, поклонились Ему; и, открыв сокровища свои, принесли Ему дары: золото, ладан и смирну.

Мф 2 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех