Шырав
Шырав ĕçĕ:
Тинӗс пытансан тата малта аякӗ ҫинче ыйхӑланӑ пек ҫурма выртакан тусем — салху та пӗр евӗрле пейзаж курӑнса кайсан — халиччен ыйхӑласа пынӑ француз: — Сталин Севастопольте пулнӑ-и? Черчилльпе Рузвельт та паян унта тухса кайнӑ, теҫҫӗ, — тесе ыйтрӗ.
Улттӑмӗш сыпӑк // Николай Евстафьев. Павленко П.А. Телей: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1953. — 312 с.
Шӑплӑхра выльӑхсем ыйхӑланӑ пек мӗкӗреҫҫӗ, кӗскен кӑшкӑрнӑ сасӑсем илтӗнеҫҫӗ.
XVI // Леонид Агаков. Горький, Максим. Амӑшӗ: [Роман] / М. Горький. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1968. — 362 с.
Иероним атте ӗшеннипе кӑшт ыйхӑланӑ пек туйӑнать пулин те, Эдвард унӑн куҫӗсем мӗн ӗҫленине туять.Эдвард чувствовал это, хотя, казалось, что отец Иероним просто устал и полудремлет.
Пӗрремӗш сыпӑк // Чӑвашсен патшалӑх издательстви. Островский, Николай Аслексеевич. Тӑвӑлпа ҫуралнисем: [роман] / Н.А. Островский. — Шупашкар: Чӑвашиздат, 1937. — 268 с.
Ывӑннӑ кӑкӑрсенче ыйхӑланӑ пек пытанса пурӑннӑ тарӑху халь ӗнтӗ вӑранчӗ, хӑйне ирӗке кӑларма ыйтрӗ, сывлӑшра савӑнса вӗҫрӗ, хӑйӗн тӗксӗм ҫунаттисене ытларах сарчӗ, ҫынсене ҫирӗпреххӗн ҫавӑрса илчӗ, хӑйӗн хыҫҫӑн илсе кайрӗ, пӗр-пӗринпе пырса ҫапӑнтарчӗ, ҫулӑмлӑ ҫилӗ пулса пычӗ.
XII // Леонид Агаков. Горький, Максим. Амӑшӗ: [Роман] / М. Горький. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1968. — 362 с.
Яштах тӑрса ларчӗ Кирюк, ыйхӑланӑ куҫӗсене аллисемпе сӑтӑркаларӗ.
Пӗрремӗш пайӗ // Виталий Елтов. «Сувар» хаҫат архивӗ
Тунсӑхпа тарӑн шухӑшсене путса вӑл темччен ыйхӑланӑ ҫын пек ларать.
Пӗрремӗш пайӗ // Виталий Елтов. «Сувар» хаҫат архивӗ
— Авӑ мӗн иккен! — ыйхӑланӑ сасӑпа хуравларӗ Ефимка.
Ҫутаттӑр // Олимпиада Таллерова. Гайдар, Аркадий Петрович. Ҫутаттӑр: калав; вырӑсларан О.Таллерова куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1971. — 44 с.
Николай тете дворникпе тата водопроводчик Микешкинпа сывпуллашрӑм; Микешкин ман ҫине ырӑ та ыйхӑланӑ пек курӑнакан куҫӗсемпе пӑхса, пӗр ывӑҫ хӗвелҫаврӑнӑш пачӗ.
Параппанҫӑ кун-ҫулӗ // Леонид Агаков. Гайдар, Аркадий Петрович. Параппанҫӑ кун-ҫулӗ: повесть; вырӑсларан Л.Агаков куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш государство издательстви, 1957. — 132 с.
Ҫывӑрса каяс мар тесе, ыйхӑланӑ куҫсене мӑчлаттаркаласа ҫӑлтӑр шутлама пикентӗм.Хлопая посоловелыми глазами, чтобы не заснуть, я принялся считать звезды.
Вӑрманти тӗтӗм // Михаил Рубцов. Гайдар, Аркадий Петрович. Ман юлташсем: калавсем; вырӑсларан М. Рубцов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш государство издательстви, 1953. — 158 с. — 77–104 с.
Княжна пӗтӗмпех ыйхӑланӑ сӑнпа пырса кӗчӗ, ку унӑн пӗркеленчӗк ватӑ питне тата ытларах ҫилӗллӗн кӑтартрӗ.Княжна явилась вся заспанная, что придавало еще более злобы выражению ее сморщенного, старого лица.
XXII // Феофан Савиров. Тургенев И.С. Ашшӗсемпе ывӑлӗсем: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1949. — 206 с.
— Йытӑ мар, ҫын, — илтӗнчӗ тӗттӗмрен ыйхӑланӑ сасӑ.Из темноты сердито отозвался сонный голос: — Не собака, а человек.
Саккӑрмӗш сыпӑк // Михаил Рубцов. Николай Бирюков. Чайка: роман; вырӑсларан Михаил Рубцов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1953. — 432 с.
Вилӗм ҫывхарса килет, эсӗ ав, темскерле ыйхӑланӑ пулӑ пек, мӑран…
XXIX // Аркадий Малов. Шолохов М.А. Лӑпкӑ Дон. Роман: IV кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1979. — 504 с.
Ыйхӑланӑ пит-куҫлӑ фельдшер, ҫывӑрмасӑр ирттернӗ каҫсене пула тата тифпа чирлисемпе, аманнӑ ҫынсемпе вӗҫӗмсӗр аппаланса ывӑннӑскер, карӑнкаласа илсе, ҫатан урапа ҫинчен анчӗ, ларкӑч ҫинчен ҫыхӑ илчӗ те пӳртелле утрӗ.
XVI // Аркадий Малов. Шолохов М.А. Лӑпкӑ Дон. Роман: IV кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1979. — 504 с.
Хӗрлӗармеецсенчен тахӑшӗ харлаттарсах хуп турттарать, тахӑшӗ ыйхӑланӑ сасӑпа кулса ячӗ.Кто-то из красноармейцев уже храпел, кто-то сонно засмеялся.
XVI // Аркадий Малов. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Виҫҫӗмӗш кӗнеке. Аркадий Малов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1974. — 438 с.
Унтан каллех урам ҫеҫенхирти манӑҫа юлнӑ ҫул пек пулса тӑчӗ, ҫавӑнпа та унти симӗс сӑрпа сӑрланӑ тупӑсемпе походсенче ҫӳресе, хӗвел ҫинче пиҫсе халтан кайнӑ, ыйхӑланӑ казаксен пачах ӑнсӑртран килсе тухнӑ пек тата вӗсем кунта ним тума та кирлӗ мар пек туйӑнаҫҫӗ.
VIII // Аркадий Малов. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Виҫҫӗмӗш кӗнеке. Аркадий Малов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1974. — 438 с.
Ыйхӑланӑ пек лӑпкӑ тӑрать октябрь уйӑхӗнчи тӗксӗм кун: тараватсӑр хӗвелӗн сапаланчӑк ҫутинче пӗтӗм тавралӑх канлӗн, пӗр шӑв-шавсӑр, ним хускалми тӗлӗрнӗ пек туйӑнать.
XXI // Аркадий Малов. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Иккӗмӗш кӗнеке. Аркадий Малов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1963. — 415 с.
Унӑн пичӗ тӗлкӗшсе ҫунса тӑрать, урисем ниҫта та хӑйсем валли канӑҫлӑ вырӑн тупаймаҫҫӗ, куҫӗсене ыйхӑланӑ, ӗшеннӗ чухнехи нӳрек хупласа илнӗ тутисем ирӗксӗрех уҫӑлаҫҫӗ, кӑкӑрӗ йывӑррӑн та ҫӳле ҫӗкленсе сывлать.
XXIX // Иван Васильев, Григорий Краснов-Кӗҫӗнни. Толстой, Лев Николаевич. Казаксем: повесть; вырӑсларан И.С. Васильевпа Г.И. Краснов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1956. — 3–136 с.
Каҫхи ҫил вӑшӑрхаса иртсенех техӗмлӗн ыйхӑланӑ ҫулҫӑ шӑпӑлтатса илет.
XIII. Хаваслӑ курнӑҫу // Илпек Микулайӗ. Вазов Иван. Пусмӑрта: роман; вырӑсларан Микулай Илпек куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1964. — 464 с.
Ҫынсем, вилес умӗн ыйхӑланӑ пек, пӗрин хыҫҫӑн тепри ура ҫине тӑчӗҫ.Путники один за другим с трудом поднимались на ноги, как после сна, подобного смерти.
XXXIV. Ҫил-тӑман // Илпек Микулайӗ. Вазов Иван. Пусмӑрта: роман; вырӑсларан Микулай Илпек куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1964. — 464 с.
«Мӗнле лайӑх хӗрача, пысӑк та ӗнтӗ, хӗр пулнӑ, ӑсӗпе вара — ача. Телейлӗ пул, савнӑ Варюха-горюха!» — шухӑшларӗ вӑл ыйхӑланӑ май.
VII сыпӑк // Мирун Еник, Владимир Садай, Александр Яндаш. Михаил Шолохов. Уҫнӑ ҫерем: роман. Иккӗмӗш кӗнеке. Мирун Еник, Владимир Садай, Александр Яндаш куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1963.