Шырав
Шырав ĕçĕ:
1. Турӑ саккунӗн арчине илсе килсессӗн, ӑна Давид ун валли хатӗрленӗ чатӑр варрине лартнӑ та Турра пӗтӗмӗшпе ҫунтарса паракан парнесемпе канӑҫлӑх парнисем кӳнӗ.
1 Ҫулс 16 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
1. Хӑй хулинче Давид тата та ҫуртсем лартнӑ, Турӑ саккунӗн арчи валли вырӑн хатӗрленӗ, ун валли чатӑр тунӑ.
1 Ҫулс 15 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
22. Авессалом валли пӳрт тӑррине чатӑр карнӑ та, Авессалом пӗтӗм Израиль умӗнче хӑй ашшӗн ҫум-арӑмӗсем патне кӗнӗ.
2 Пат 16 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
9. Филистимсем Иудея ҫӗрне пынӑ, унта чатӑр карсах ларнӑ, вӗсен тапӑрӗ Леха теекен вырӑна ҫитиех тӑсӑлнӑ.9. И пошли Филистимляне, и расположились станом в Иудее, и протянулись до Лехи.
Тӳре 15 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
3. Израиль ывӑлӗсем тырӑ-пулӑ аксан, мадиансемпе амаликсем тата тухӑҫ енче пурӑнакансем килеҫҫӗ те вӗсен ҫӗрӗнче ҫӳреҫҫӗ; 4. вӗсем хушшинче чатӑр лартсах пурӑнаҫҫӗ, ҫӗр ӳстерсе паран ҫимӗҫе те Газа патне ҫитичченех пӗтереҫҫӗ, Израиль валли тӑранса пурӑнмалӑх сурӑх та, вӑкӑр та, ашак та хӑвармаҫҫӗ.
Тӳре 6 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
11. Ҫавӑн чухне Кеней ҫынни Хевер, хӑй халӑхӗнчен — Моисейпе хурӑнташлӑ Ховав ывӑлӗсенчен — уйрӑлса, Кедес ҫывӑхӗнчи Цаанним юманлӑхне чатӑр карса лартнӑ.
Тӳре 4 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
Вӑл унта чатӑр карса лартнӑ, Исаак чурисем унта [Герар айлӑмӗнче] пусӑ алтса кӑларнӑ.И раскинул там шатер свой, и выкопали там рабы Исааковы колодезь, [в долине Герарской].
Пулт 26 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
Сарра ҫакна ун хыҫӗнче, чатӑр алӑкӗ патӗнче итлесе тӑнӑ.
Пулт 18 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
3. Вӑл, кӑнтӑр енчен Вефиль патнелле куҫа-куҫа пырса, унччен хӑй Вефильпе Гай хушшине чатӑр лартнӑ вырӑна, 4. хӑй малтан парне вырӑнӗ тунӑ ҫӗре, ҫитнӗ; унта Аврам Ҫӳлхуҫа ятне асӑнса чӗннӗ.
Пулт 13 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
Тӗрлӗ тӗслӗ профнастилтан тунӑ ҫӗнӗ чатӑр ҫивитти, стенасене тӗрлӗ тӗслӗ сӑрланӑ сайдинг, хальхи чӳречесемпе алӑк блокӗсем ӑна мӑнаҫлӑн кӑтартаҫҫӗ.
Каминке ҫыннисем валли ҫӗнӗ центр // Марина Иванова. https://sutasul.ru/articles/kultura/2024 ... tr-3944432
Пӗр хушӑ куҫ хуралса килчӗ, тавралӑха вӑрӑм чатӑр карчӗ тейӗн.
Кашкӑр парни // Ӑсан Уҫӑпӗ. Ӑсан Уҫӑпӗ. Тӗлӗкри те пирӗнпех: повеҫсемпе калавсем. Шупашкар: «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2014. — 142 с. — 100–105 с.
Хаҫатӑн юлашки номерне пичете хатӗрленӗ кун хӗвел тухаспа тӳпене хура чатӑр хупларӗ.
II // Ӑсан Уҫӑпӗ. Ӑсан Уҫӑпӗ. Тӗлӗкри те пирӗнпех: повеҫсемпе калавсем. Шупашкар: «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2014. — 142 с. — 69–77 с.
Хӑйӑр хӗвеле чатӑр пек хупласа илет.
Пушӑ хирпе // Чӑваш кӗнеке издательстви. Географи: пуҫламӗш шкулӑн тӑваттӑмӗш класӗнче вӗренмелли кӗнеке / Л. Г. Терехова, В. Г. Эрдели; РСФСР Ҫутӗҫ халӑх комиссариачӗ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1941. — 144 с.
Йывӑҫ тӑррисем пӗр-пӗринпе ҫыхӑнса чатӑр пек пулнӑ.
Тропик вӑрманӗнче // Никифор Ваҫанкка. Географи: пуҫламӗш шкулӑн тӑваттӑмӗш класӗнче вӗренмелли кӗнеке / Л. Г. Терехова, В. Г. Эрдели; РСФСР Ҫутӗҫ халӑх комиссариачӗ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1941. — 132 с.
Тӳпене талккӑшпех ҫӳхе шурӑ чатӑр пек пӗлӗт хупӑрласа илнӗ.
11 // Юрий Скворцов. Скворцов, Ю. И. Ҫул юлташӗ: калавсемпе кӗске повеҫсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1975. — 184 с. — 128–184 с.
Тавралӑха ҫӗрлехи чатӑр картланӑ пулин те, хӗрлӗ ҫӑлтӑрлӑ пилотка тӑхӑннӑ салтак тӑван ялӗ ҫывӑхӗнче мӗн пулса иртнине витӗрех курать пек, паянхи каҫ кам ырӑ, кам усал ӗҫ тӑвать — ҫавна сисет пек, камӑн чунӗ мӗншӗн ҫуннине, кама мӗн кирлине пӗтӗмпех пӗлет пек.
2 // Николай Мартынов. Мартынов Н.А. Пурнӑҫ урапи: калавсемпе повеҫсем / Б.Б. Чиндыков пухса хатӗрленӗ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2017. — 416 с. — 126-196 с.
Чатӑр патӗнчи ҫарҫыннисемпе халӑх государе хыттӑн саламласа кӗтсе илчӗ.
Улатӑр // Юхма Мишши. Юхма М. Кӑвал ҫӗмрен: историлле роман. — Шупашкар: «Вучах» библиотеки, 1998. — 352 с.
— Сан полковникӳсем чатӑр умӗнче чӗнессе кӗтсе тӑраҫҫӗ.
Улатӑр // Юхма Мишши. Юхма М. Кӑвал ҫӗмрен: историлле роман. — Шупашкар: «Вучах» библиотеки, 1998. — 352 с.
Чатӑр карри уҫӑлса кайрӗ.
Патька-патша // Юхма Мишши. Юхма М. Кӑвал ҫӗмрен: историлле роман. — Шупашкар: «Вучах» библиотеки, 1998. — 352 с.
Чатӑр тулашӗнче ут ури сасси, хыттӑн калаҫни илтӗнсе кайрӗ.
Патька-патша // Юхма Мишши. Юхма М. Кӑвал ҫӗмрен: историлле роман. — Шупашкар: «Вучах» библиотеки, 1998. — 352 с.