Чӑваш чӗлхин икчӗлхеллӗ ҫӳпҫи

Текст: Пулт 18

Пай: Библи –> Пултарни

Автор: Библи

Ҫӑлкуҫ: Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.

Хушнӑ: 2016.03.27 19:48

Пуплевӗш: 42; Сӑмах: 630

Текст тӗсӗ: Тӗн

Вырӑсла Тема: Тӗн

1. Кӑнтӑрлахи шӑрӑхра Мамре юманлӑхӗнче хӑй чатӑрӗн алӑкӗ умӗнче ларнӑ чухне ӑна Ҫӳлхуҫа курӑннӑ. 2. Авраам пуҫне ҫӗклесе пӑхнӑ та — акӑ ун умӗнче виҫӗ ҫын тӑрать. Вӗсене курсассӑн, вӑл, чатӑрӗн алӑкӗ умӗнчен вӗсене хирӗҫ чупса кайса, ҫӗре ӳксе пуҫҫапнӑ та 3. каланӑ: эй Патша! эпӗ Сан умӑнта ырӑлӑх тупрӑм пулсассӑн, Хӑвӑн чурунтан пӑрӑнса иртсе ан кай; 4. кӑштах шыв илсе килӗҫ, сирӗн урӑрсене ҫӑвӗҫ; вара ҫак йывӑҫ айӗнче канса илӗр, 5. эпӗ ҫӑкӑр илсе килӗп, эсир вара чӗрӗрсене сыпӑнтарӑр; унтан [хӑвӑр ҫулӑрпа] кайӑр; эсир хӑвӑр чурӑр умӗнченех иртсе каятӑр-ҫке, тенӗ. Вӗсем: епле калатӑн, ҫапла ту, тенӗ. 6. Авраам васкасах Сарра патне чатӑра кӗнӗ те каланӑ [ӑна]: виҫӗ сата паха ҫӑнӑхран хӑвӑртрах чуста ҫӑрса тутлӑлла ҫӑкӑр пӗҫер, тенӗ. 7. Авраам хӑй кӗтӗвӗ патне чупса кайнӑ та, лайӑх ҫамрӑк пӑру тытса, ӑна тарҫине панӑ, лешӗ ӑна васкасах хатӗрле пуҫланӑ. 8. Авраам вара ҫу, сӗт тата пӗҫерсе хатӗрленӗ пӑрӑвне илнӗ те вӗсен умне лартнӑ; хӑй вӗсен ҫывӑхӗнче йывӑҫ айӗнче тӑнӑ. Вӗсем ҫинӗ.

9. Ӑна: Сарра арӑму ӑҫта? тенӗ. Вӑл хуравланӑ: кунта, чатӑрта, тенӗ. 10. Вӗсенчен пӗри каланӑ: Эпӗ сан патна [тепӗр ҫулхине] ҫак вӑхӑтра татах килӗп, Саррӑн вара, санӑн арӑмун, ывӑл ача пулӗ, тенӗ. Сарра ҫакна ун хыҫӗнче, чатӑр алӑкӗ патӗнче итлесе тӑнӑ. 11. Авраампа Сарра ватӑлса ҫитнӗ, ҫулланнӑ ҫынсем пулнӑ; Саррӑн хӗрарӑмсен пулаканни те пулма пӑрахнӑ ӗнтӗ. 12. «Ватӑлса ҫитсессӗн манӑн ҫав савӑнӑҫа курмалла пулӗ-ши? ӗнтӗ манӑн хуҫамӑм та ватӑ» тесе, Сарра хӑй ӑшӗнче кулса илнӗ. 13. Ҫӳлхуҫа Авраама каланӑ: мӗншӗн-ха Сарра [хӑй ӑшӗнче]: «чӑнах та, ватӑлса ҫитсен те ҫуратӑп-ши?» тесе, кулса илчӗ? 14. Ҫӳлхуҫашӑн йывӑрри пур-и вара? Каласа хунӑ вӑхӑтра, тепӗр ҫулхине, Эпӗ сан патна килӗп, Саррӑн ывӑл ача [пулӗ], тенӗ. 15. Сарра вара туннӑ, вӑл: эпӗ кулман, тенӗ. Мӗншӗн тесессӗн вӑл хӑранӑ. Анчах Турӑ [ӑна] каланӑ: ҫук, эсӗ култӑн, тенӗ.

16. Ҫав ҫынсем тӑнӑ та Содом [тата Гоморра] еннелле ҫул тытнӑ; Авраам вӗсемпе пӗрле вӗсене ӑсатма кайнӑ. 17. Ҫӳлхуҫа каланӑ: Хам мӗн тӑвас тенине [Хамӑн чурамран] Авраамран пытарӑп-ши вара? 18. Авраамран чӑннипе те аслӑ, вӑйлӑ халӑх тухӗ, ҫӗр ҫинчи халӑхсем пурте ун урлӑ пиллӗх илӗҫ, 19. мӗншӗн тесессӗн Эпӗ ӑна вӑл хӑйӗн ывӑлӗсене, хӑйӗн кил-йышне хӑйӗнчен кайран Ҫӳлхуҫа ҫулӗпе ҫӳреме, тӳррине тума, тӗрӗс сут тума вӗрентсе хӑвартӑр тесе суйласа илтӗм; Ҫӳлхуҫа Авраам тӗлӗшӗнчен мӗн каланине [пӗтӗмпех] туса ҫитерӗ, тенӗ. 20. Ҫӳлхуҫа татах каланӑ: Содомпа Гоморрӑра — йӗрекен сасӑ, хӑрушӑ сасӑ, вӗсенӗн ҫылӑхӗ питех те йывӑр ҫылӑх; 21. анам та пӑхам: Ман патӑма ҫитекен сасӑ — вӗсене тарӑхса йӗни — тӗрӗсех-и, вӗсем чӑнах та ҫавӑн пек тӑваҫҫӗ-и, ҫук-и? пӗлем, тенӗ.

22. Ҫак ҫынсем ҫавӑнтан Содомалла ҫаврӑнса кайнӑ; Авраам ҫаплах Ҫӳлхуҫа умӗнче тӑнӑ. 23. Авраам ҫывӑхарах пынӑ та каланӑ: Эсӗ тӳрӗ ҫынна та усал ҫынсемпе пӗрле пӗтерӗн-им вара, [тӳрӗ ҫынна та усал ҫынна мӗн пулниех пулӗ-ши вара]? 24. Тен, ҫак хулара тӳрӗ пурӑнакан аллӑ ҫын тупӑнӗ? Эсӗ тӳрӗ пурӑнӑҫлӑ аллӑ ҫыншӑн [вӗсем унта пурӑнаҫҫӗ пулсассӑн] ҫак [пӗтӗм] вырӑна хӗрхенмӗн-и, пӗтерсех пӑрахӑн-и? 25. Эсӗ ун пек тӑвас ҫук, тӳрӗ ҫынна усал ҫынпа пӗрле пӗтерес ҫук, тӳрӗ ҫынна та усал ҫынна мӗн пулниех пулмӗ; Эсӗ ун пек тума пултараймастӑн! Пӗтӗм ҫӗр Тӳри тӗрӗс мар сут тӑвӗ-и вара? тенӗ. 26. Ҫӳлхуҫа каланӑ: Содом хулинче Эпӗ тӳрӗ ҫын аллӑ тупас пулсассӑн, Эпӗ вӗсемшӗн [пӗтӗм хулана тата] ҫак пӗтӗм вырӑна хӗрхенӗп, тенӗ. 27. Авраам хуравласа каланӑ: эпӗ — тусан, эпӗ — кӗл, акӑ эпӗ Патшама каламах тесе шутларӑм: 28. тен, тӳрӗ ҫынсене шутланӑ чухне аллӑ пулмашкӑн пилӗк ҫын ҫитмӗ, пилӗк ҫын ҫитменшӗн Эсӗ пӗтӗм хулана пӗтерӗн-и вара? тенӗ. Вӑл: хӗрӗх пилӗк ҫын тупас пулсассӑн, пӗтерессӗм ҫук, тенӗ. 29. Авраам Унпа калаҫма чарӑнмасӑр татах каланӑ: тен, унта хӗрӗх ҫын тупӑнӗ? тенӗ. Вӑл: хӗрӗх ҫыншӑн та ҫавна тӑвассӑм ҫук, тенӗ. 30. Авраам татах каланӑ: эпӗ калаҫнӑшӑн Патша Туррӑм ан ҫиллентӗрччӗ: тен, унта вӑтӑр ҫын тупӑнӗ? тенӗ. Вӑл: унта вӑтӑр ҫын тупӑнсассӑн, пӗтермӗп, тенӗ. 31. Авраам каланӑ: акӑ эпӗ Патшама каламах тесе шутларӑм: тен, унта ҫирӗм ҫын тупӑнӗ? тенӗ. Вӑл: ҫирӗм ҫыншӑн пӗтермӗп, тенӗ. 32. Авраам каланӑ: эпӗ тата тепӗр хут каланӑшӑн Патша Туррӑм ан ҫиллентӗрччӗ: тен, унта вунӑ ҫын тупӑнӗ? тенӗ. Вӑл: вунӑ ҫыншӑн пӗтермӗп, тенӗ. 33. Ҫӳлхуҫа Авраампа калаҫма чарӑннӑ та кайнӑ; Авраам хӑйӗн вырӑнне таврӑннӑ.

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех