Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

аса сăмах пирĕн базăра пур.
аса (тĕпĕ: аса) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Унта тата Берехия пулнӑ, вӑл — Аса ывӑлӗ, Аса ӗнтӗ нетофафсен ялӗнче пурӑннӑ Елкана ывӑлӗ пулнӑ.

и Берехия, сын Асы, сын Елканы, живший в селениях Нетофафских.

1 Ҫулс 9 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.

1. Ҫӳлхуҫа Моисее ҫапла тесе каланӑ: 2. халӑха чӗнсе пухма тата тапӑра вырӑнтан хускатма эсӗ икӗ кӗмӗл трупа тутар, вӗсене хывса-ҫапса тутар; 3. икӗ трупине те кӑшкӑртса ярсассӑн, пуху чатӑрне кӗмелли ҫӗре сан патна пӗтӗм халӑх пухӑнӗ: 4. пӗр трупине кӑшкӑртсассӑн, сан патна Израилӗн ҫулпуҫӗсемпе пин ҫын пуҫлӑхӗсем пухӑнӗҫ; 5. хӑрушлӑха систерсе кӑшкӑртсассӑн, тухӑҫ енче ларакан тапӑрсем тапранӗҫ; 6. хӑрушлӑха систерсе иккӗмӗш хут кӑшкӑртса ярсассӑн, кӑнтӑр енче ларакан тапӑрсем тапранӗҫ; [хӑрушлӑха систерсе виҫҫӗмӗш хут кӑшкӑртсассӑн, тинӗс енче ларакан тапӑрсем тапранӗҫ; хӑрушлӑха систерсе тӑваттӑмӗш хут кӑшкӑртсассӑн, ҫурҫӗр енче ларакан тапӑрсем тапранӗҫ;] вӗсем ҫула тухнӑ чухне трупасем хӑрушлӑха систерсе кӑшкӑртчӑр; 7. пуху пухмалла пулсассӑн та, трупа кӑшкӑртӑр, анчах хӑрушлӑха систернӗ пек мар; 8. трупасене Аарон ывӑлӗсем, священниксем, кӑшкӑртмалла: ҫакӑ сирӗншӗн сыпӑкран сыпӑка пымалли ӗмӗрхи йӗрке пултӑр; 9. хӑвӑра тапӑннӑ тӑшмансене хирӗҫ хӑвӑр ҫӗрӗрте вӑрҫӑпа тухсассӑн, хӑрушлӑха систерсе трупасем кӑшкӑртса ярӑр, вара сире Ҫӳлхуҫа, хӑвӑрӑн Туррӑр, умӗнче аса илӗҫ, ҫапла эсир тӑшманӑрсенчен хӑтӑлӑр; 10. хӑвӑр савӑнса хӗпӗртенӗ кунсенче, уявӑрсенче, ҫӗнӗ уйӑх кунӗнче пӗтӗмӗшпе ҫунтарса паракан парнӗрсене, канӑҫлӑх парнисем кӳнӗ чухне те трупа кӑшкӑртӑр, — ҫакӑ Туррӑр умӗнче хӑвӑр ҫинчен аса илтерни пулӗ.

1. И сказал Господь Моисею, говоря: 2. сделай себе две серебряные трубы, чеканные сделай их, чтобы они служили тебе для созывания общества и для снятия станов; 3. когда затрубят ими, соберется к тебе все общество ко входу скинии собрания; 4. когда одною трубою затрубят, соберутся к тебе князья и тысяченачальники Израилевы; 5. когда затрубите тревогу, поднимутся станы, становящиеся к востоку; 6. когда во второй раз затрубите тревогу, поднимутся станы, становящиеся к югу; [когда затрубите в третий раз тревогу, поднимутся станы, становящиеся к морю; когда в четвертый раз затрубите тревогу, поднимутся станы, становящиеся к северу;] тревогу пусть трубят при отправлении их в путь; 7. а когда надобно собрать собрание, трубите, но не тревогу; 8. сыны Аароновы, священники, должны трубить трубами: это будет вам постановлением вечным в роды ваши; 9. и когда пойдете на войну в земле вашей против врага, наступающего на вас, трубите тревогу трубами, - и будете воспомянуты пред Господом, Богом вашим, и спасены будете от врагов ваших; 10. и в день веселия вашего, и в праздники ваши, и в новомесячия ваши трубите трубами при всесожжениях ваших и при мирных жертвах ваших, - и это будет напоминанием о вас пред Богом вашим.

Йыш 10 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.

42. Эпӗ вара Иаковпа килӗшсе хывнӑ Хамӑн халала, Исаакпа килӗшсе хывнӑ Хамӑн халала асӑма илӗп, Авраампа килӗшсе хывнӑ Хамӑн халала та аса илӗп, ҫӗре те аса илӗп; 43. вӗсем хӑйсен ҫӗрне пӑрахса кайсассӑн, ҫӗр вӗсенчен пушанса юлса хӑйӗн шӑматне вырӑна кӳрӗ, вӗсем вара хӑйсен йӗркесӗр ӗҫӗсемшӗн, Манӑн саккунӑмсене вырӑна хуманшӑн, чунӗсем Эпӗ панӑ йӗркесенчен йӗрӗннӗшӗн асап тӳсӗҫ, 44. вӗсем хӑйсен тӑшманӗсен ҫӗрӗнче пурӑннӑ чухне ҫапах та Эпӗ вӗсене пӗтермеллех, хӑйсемпе хывнӑ Хамӑн халалӑма пӑсмаллах ҫилленмӗп, вӗсенчен йӗрӗнмӗп, мӗншӗн тесессӗн Эпӗ Ҫӳлхуҫа, вӗсенӗн Турри; 45. Хам вӗсенӗн тӗп ашшӗсемпе халал хывнине вӗсемшӗн асӑма илӗп: вӗсенӗн Турри пулам тесе Эпӗ вӗсене халӑхсен куҫӗ умӗнче Египет ҫӗрӗнчен илсе тухрӑм.

42. И Я вспомню завет Мой с Иаковом и завет Мой с Исааком, и завет Мой с Авраамом вспомню, и землю вспомню; 43. тогда как земля оставлена будет ими и будет удовлетворять себя за субботы свои, опустев от них, и они будут терпеть за свое беззаконие, за то, что презирали законы Мои и душа их гнушалась постановлениями Моими, 44. и тогда как они будут в земле врагов их, - Я не презрю их и не возгнушаюсь ими до того, чтоб истребить их, чтоб разрушить завет Мой с ними, ибо Я Господь, Бог их; 45. вспомню для них завет с предками, которых вывел Я из земли Египетской пред глазами народов, чтоб быть их Богом.

Лев 26 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.

Давыдов сасартӑк аса илчӗ: ара паян, Нагульнов арӑмӗ вӗсене ирхи апат лартса панӑ чухне, ҫав хӗрарӑмӑн куҫхаршинчен ҫӳлерехре тахҫанах юнӑхса ларнӑ лимон манерлӗрех симӗс тӗслӗ ҫапса кӑвакартнӑ паллӑ пуррине курнӑччӗ вӑл; вара, хӑйӗн ҫухи хушшине утӑ ҫӳпписем лекнӗ пек питне-куҫне пӗркелентерсе тата мӑйне хускаткаласа, ҫапла ыйтрӗ:

Давыдов вдруг вспомнил, что ведь сегодня же он видел над бровью жены Нагульнова, когда та подавала им завтракать, лимонно-зеленоватый застарелый синяк; морщась и двигая шеей, словно за воротник ему попала сенная труха, спросил:

6-мӗш сыпӑк // Наум Урхи, Никифор Ваҫанкка, Илле Тукташ, Уйӑп Мишши. Михаил Шолохов. Уҫнӑ ҫерем: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Наум Урхи, Никифор Ваҫанкка, Илле Тукташ, Уйӑп Мишши куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1959

Аса илчӗ те, савӑнса ҫапла шутларӗ:

Вспомнил и обрадованно решил:

5-мӗш сыпӑк // Наум Урхи, Никифор Ваҫанкка, Илле Тукташ, Уйӑп Мишши. Михаил Шолохов. Уҫнӑ ҫерем: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Наум Урхи, Никифор Ваҫанкка, Илле Тукташ, Уйӑп Мишши куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1959

Анчах вӑл унӑн ҫирӗп, шӑратса тунӑ пек кӗрнеклӗ кӗлеткине, кулса тӑран аслӑ куҫӗсене, тимлӗ шухӑшпа чӑмӑртаннӑ сӑн-питне, Давыдов пухура Нагульнов ҫурӑмӗ хыҫӗнчен ун еннелле пӗшкӗнсе катӑк шӑллӑ ҫӑварӗнчен тутлӑ эрех шӑршипе сывланине, Любишкин сӑмах каланӑ вӑхӑтра: «Партизанӗ ку аван йӗкӗт-ха, анчах эсир ӑна манса кайнӑ, воспитани паман, факт! Унпа чылай ӗҫлеме тивет», тенине аса илчӗ.

Но он вспомнил его коренастую, прочного литья фигуру, лицо напряженное, собранное в комок, с жесткими складками по обочинам щек, с усмешливо-умными глазами, вспомнил, как на собрании Давыдов, наклоняясь к нему за спиной Нагульнова и дыша в лицо по-детски чистым, терпко-винным запахом щербатого рта, сказал во время выступления Любишкина: «Партизан-то парень грубой, но вы его забросили, не воспитали, факт! Надо над ним поработать».

5-мӗш сыпӑк // Наум Урхи, Никифор Ваҫанкка, Илле Тукташ, Уйӑп Мишши. Михаил Шолохов. Уҫнӑ ҫерем: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Наум Урхи, Никифор Ваҫанкка, Илле Тукташ, Уйӑп Мишши куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1959

Андрей сайра хутра малтанхи арӑмне аса илкелерӗ, анчах ҫав асаилӳсем халь ӗнтӗ малтанхи пекех чӗрене касса ыраттарми пулчӗҫ.

Андрей изредка вспоминал о первой жене, но воспоминания уже не приносили прежней режущей боли.

5-мӗш сыпӑк // Наум Урхи, Никифор Ваҫанкка, Илле Тукташ, Уйӑп Мишши. Михаил Шолохов. Уҫнӑ ҫерем: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Наум Урхи, Никифор Ваҫанкка, Илле Тукташ, Уйӑп Мишши куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1959

Поярков епле вилни ҫинчен каласа панине аса илнӗ май Андрей йӑл кулса илчӗ.

Андрей улыбнулся, вспомнив рассказ о смерти Пояркова.

5-мӗш сыпӑк // Наум Урхи, Никифор Ваҫанкка, Илле Тукташ, Уйӑп Мишши. Михаил Шолохов. Уҫнӑ ҫерем: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Наум Урхи, Никифор Ваҫанкка, Илле Тукташ, Уйӑп Мишши куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1959

Ҫавӑн чухнехи пӗр тамаша ман аса ҫивӗччӗн кӗрсе юлчӗ те, ҫавна пула вара эпӗ харпӑрлӑха хирӗҫ хытӑ тӑра пуҫларӑм.

И вот вонзился в память мне такой случай, через чего я и восстал против собственности.

4-мӗш сыпӑк // Наум Урхи, Никифор Ваҫанкка, Илле Тукташ, Уйӑп Мишши. Михаил Шолохов. Уҫнӑ ҫерем: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Наум Урхи, Никифор Ваҫанкка, Илле Тукташ, Уйӑп Мишши куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1959

Каллех чӗнетпӗр, ҫапӑҫусенче пулнисене тата пӗрле терт-асап курнисене аса илетпӗр, ӳкӗтлесе калаҫатпӑр, ытах та вӑл пирӗн ҫула пӳлме тытӑнсан, буржуйланса кайсан тата тӗнчери революцие кӗтсе тӑрасшӑн мар пулсан, эпир хӑйне таптаса тӑкса ҫӗр айне путарса лартассипе те хӑрататпӑр.

Опять его призовем, вспоминаем бои и наши обчие страдания, уговариваем, грозим, что в землю затопчем его, раз он становится поперек путя, делается буржуем и не хочет дожидаться мировой революции.

4-мӗш сыпӑк // Наум Урхи, Никифор Ваҫанкка, Илле Тукташ, Уйӑп Мишши. Михаил Шолохов. Уҫнӑ ҫерем: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Наум Урхи, Никифор Ваҫанкка, Илле Тукташ, Уйӑп Мишши куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1959

«Сана, ерипен пыраканскере, илсе килсе ярасчӗ ҫакӑнта!» — аса илчӗ Давыдов райком секретарьне.

«Тебя бы сюда, тихохода!» — вспомнил Давыдов секретаря райкома.

4-мӗш сыпӑк // Наум Урхи, Никифор Ваҫанкка, Илле Тукташ, Уйӑп Мишши. Михаил Шолохов. Уҫнӑ ҫерем: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Наум Урхи, Никифор Ваҫанкка, Илле Тукташ, Уйӑп Мишши куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1959

Вӗсем ҫинчен аса илсен, Давыдов кулса ячӗ.

Вспомнив о них, Давыдов улыбнулся.

2-мӗш сыпӑк // Наум Урхи, Никифор Ваҫанкка, Илле Тукташ, Уйӑп Мишши. Михаил Шолохов. Уҫнӑ ҫерем: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Наум Урхи, Никифор Ваҫанкка, Илле Тукташ, Уйӑп Мишши куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1959

Сире эпӗ час-часах аса илеттӗмччӗ, Александр Анисимович.

Я об вас часто вспоминал, Александр Анисимович.

1-мӗш сыпӑк // Наум Урхи, Никифор Ваҫанкка, Илле Тукташ, Уйӑп Мишши. Михаил Шолохов. Уҫнӑ ҫерем: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Наум Урхи, Никифор Ваҫанкка, Илле Тукташ, Уйӑп Мишши куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1959

Ун пек пурнӑҫ ӑна йӑлӑхтарса ҫитернӗ пулас, хама валли хамӑн кӗтес пултӑр, терӗ пулӗ, ҫулӗсем те сахалах маррине унпа пӗрлех аса илмелле; ун пек чух кирек те кама та, грек чӗлхине вӗрентсе пурӑнакана та качча пырса тухӑн, суйласа тӑма ерҫӳ пулмӗ.

Такая жизнь, вероятно, наскучила, хотелось своего угла, да и возраст принять во внимание: тут уж перебирать некогда, выйдешь за кого угодно, даже за учителя греческого языка.

Хупӑлчари этем // Иван Мучи. Антон Чехов. Калавсем. Чӑвашгосиздат, 1940. — 100–125 стр.

— Малороссен чӗлхи хӑйӗн ҫепӗҫлӗхӗпе тата кӑмӑллӑ янравлӑхӗпе грексен чӗлхине аса илтерет.

— Малороссийский язык своею нежностью и приятною звучностью напоминает древнегреческий.

Хупӑлчари этем // Иван Мучи. Антон Чехов. Калавсем. Чӑвашгосиздат, 1940. — 100–125 стр.

Хӗрарӑм тутине тӑп тытса тӑрать, сӑмсапа сывлать, сӑмси шӑтӑкӗсем, урамран кӗрекен шӑршлӑ та ҫара сывлӑша ҫӑта-ҫӑта, чӗтре-чӗтре илеҫҫӗ; ку ҫын ӗнер ҫинӗ апат ҫинчен аса илнӗ шухӑшпа, тен, хӑҫан та пулин ҫыртса ҫиес ҫӑкӑр татӑкӗ ҫинчен ӗмӗтленнӗ ӗмӗтпе пурӑнать.

Женщина плотно сжала губы и дышит носом, ноздри ее вздрагивают, втягивая пахучий, густой воздух улицы; этот человек живет воспоминанием о пище, проглоченной им вчера, мечтой о куске, который он, может быть, съест когда-нибудь.

Сарӑ шуйттан хули // Александр Алга. Максим Горький. Сочиненисем. Чӑваш АССР государство издательстви, 1953. — 659–670 стр.

Ӑшри ирӗклӗхӗ, чун ирӗклӗхӗ — ҫуталмасть ҫынсен куҫӗсенче, ҫак ирӗклӗхсӗр хӑват мӑкалса ҫитеймен ҫӗҫӗ йӑлтӑртатнине аса илтерет.

Свободы внутренней, свободы духа — не светится в глазах людей, и эта энергия без свободы напоминает холодный блеск ножа, который еще не успели иступить.

Сарӑ шуйттан хули // Александр Алга. Максим Горький. Сочиненисем. Чӑваш АССР государство издательстви, 1953. — 659–670 стр.

Хӗрарӑм та ача пекех калаҫать, унӑн калаҫни-туни хӗрача пакӑлтатнине аса илтерет.

Женщина говорила тоже, как ребенок, строй ее речи напоминал девочку-подростка.

Инкер-синкер // Александр Артемьев. Максим Горький. Сочиненисем. Чӑваш АССР государство издательстви, 1953. — 191–208 стр.

Ленька пурӑннӑ пӳлем ҫӳп-шӑтӑкне аса илтерет, ҫак шӑтӑкри кашни кӗтес чуна тӑвӑрлать, ҫитмен пурнӑҫӑн киревсӗр енӗсене лайӑх кӑтартать.

Ленькино жилище напоминало мусорную яму, и превосходные уродства нищеты, безжалостно оскорбляя, лезли в глаза с каждого аршина этой ямы.

Инкер-синкер // Александр Артемьев. Максим Горький. Сочиненисем. Чӑваш АССР государство издательстви, 1953. — 191–208 стр.

Пурте илӗртет ӑна: акӑ, ырӑ ҫӗр ҫинче юханшывсем пек хумханакан чечексем, хӑмӑр-кӑвак чулсем хушшинчи калтасем, олив йывӑҫҫин эрешлӗ ҫулҫисем ӑшӗнчи ҫутӑ симӗс чӗнтӗр пек виноград садӗнчи кайӑксем, тӗксӗм тинӗс тӗпӗнчи пулӑсем тата хулан тӑвӑр та аташса каймалла урамӗсенчи тӗрлӗрен юлхавсем: шпагӑпа чӗрсе-тӑрмаласа пӗтернӗ питлӗ самӑр нимӗҫ, яланах мизантроп рольне выляма хӑнӑхнӑ актера аса илтерекен акӑлчан, кӑлӑхах ҫав тери акӑлчан пек пулма тӑрӑшакан американец тата шӑнкӑрма пек шавлӑ ҫӑмӑлттай француз, — ҫаксем пурте илӗртеҫҫӗ Пепене.

Его всё занимает: цветы, густыми ручьями текущие по доброй земле, ящерицы среди лиловатых камней, птицы в чеканной листве олив, в малахитовом кружеве виноградника, рыбы в темных садах на дне моря и форестьеры на узких, запутанных улицах города: толстый немец, с расковырянным шпагою лицом, англичанин, всегда напоминающий актера, который привык играть роль мизантропа, американец, которому упрямо, но безуспешно хочется быть похожим на англичанина, и неподражаемый француз, шумный, как погремушка.

Итали ҫинчен хунӑ юмахсем // Александр Алга. Максим Горький. Сочиненисем. Чӑваш АССР государство издательстви, 1953. — 166–190 стр.

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех