Чӑваш чӗлхин икчӗлхеллӗ ҫӳпҫи

Текст: Лев 26

Пай: Библи –> Левит

Автор: Библи

Ҫӑлкуҫ: Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.

Хушнӑ: 2016.03.28 20:30

Пуплевӗш: 15; Сӑмах: 843

Текст тӗсӗ: Тӗн

Вырӑсла Тема: Тӗн

1. Хӑвӑр валли йӗрӗхсем, шӑратса кӑларнӑ кӗлеткесем ан тӑвӑр, хӑвӑр патӑрта юпасем ан лартӑр, хӑвӑр ҫӗрӗр ҫине суя турӑсем ӳкернӗ чулсем ан хурӑр, вӗсен умне тӑрса ан пуҫҫапӑр: Эпӗ сирӗн Ҫӳлхуҫа Туррӑр. 2. Манӑн шӑматӑмсене астуса тӑрӑр, Манӑн сӑваплӑ ҫуртӑма хисеплӗр: Эпӗ Ҫӳлхуҫа.

3. Эсир Эпӗ панӑ йӗркесем тӑрӑх пурӑнсассӑн, Манӑн ӳкӗтӗмсене астуса, вӗсене пурӑнӑҫласа тӑрсассӑн, 4. Эпӗ сире вӑхӑтлӑ ҫумӑр парӑп, ҫӗр хӑй ҫимӗҫне ӳстерсе парӗ, хирти йывӑҫсем те хӑйсен ҫимӗҫне кӳрӗҫ; 5. сирӗн авӑн ҫапасси иҫӗм ҫырли пухас вӑхӑтах ҫитӗ, иҫӗм ҫырли пухасси тырӑ акас вӑхӑта ҫитӗ, хӑвӑр ҫӑкӑрӑра тӑраничченех ҫиетӗр, [хӑвӑр] ҫӗрӗр ҫинче пӗр шикленмесӗр пурӑнатӑр; 6. [сирӗн] ҫӗрӗр ҫине тӑнӑҫлӑх ярӑп, выртӑр та — сире никам та кансӗрлемӗ, хаяр тискер кайӑксене [сирӗн] ҫӗрӗртен хӑваласа ярӑп, сирӗн ҫӗрӗр урлӑ хӗҫ каҫмӗ; 7. хӑвӑр тӑшманӑрсене хӑвала-хӑвала яратӑр, вӗсем сирӗн умӑрта хӗҫпе касӑлса тӑкӑнӗҫ; 8. сирӗн пилӗк ҫыннӑр ҫӗр ҫынна хӑваласа ярӗ, сирӗн ҫӗр ҫыннӑр вунӑ пин ҫынна хӑваласа ярӗ; тӑшманӑрсем сирӗн умӑрта хӗҫпе касӑлса тӑкӑнӗҫ; 9. сирӗн ҫине хӗрхенсе пӑхӑп, [сире пиллӗп,] сире хунавлӑ тӑвӑп, сире йышлӑлантарӑп, сирӗнпе хывнӑ Хамӑн халалӑма ҫирӗп тытса тӑрӑп; 10. эсир киввине, иртнӗ ҫулхине, ҫиетӗр, ҫӗннине пула киввине кӑларса пӑрахатӑр; 11. Хамӑн килӗме сирӗн хушшӑра лартӑп, Манӑн чунӑм сирӗнтен йӗрӗнмӗ; 12. сирӗн хушшӑрта ҫӳрӗп, сирӗн Туррӑр пулӑп, эсир вара Манӑн халӑхӑм пулатӑр. 13. Эпӗ сирӗн Ҫӳлхуҫа Туррӑр, эсир Египет ҫӗрӗнче чура ан пулччӑр тесе, сире Египет ҫӗрӗнчен илсе тухрӑм, сире тӑхӑнтартнӑ сӳсмен ҫыххине татса ывӑтрӑм, сире пуҫӑрсене каҫӑр тыттарса ертсе кайрӑм.

14. Эсир Мана итлемесессӗн, ҫакӑ манӑн мӗнпур ӳкӗтӗме пурӑнӑҫласа тӑмасассӑн, 15. Эпӗ хунӑ йӗркесене вырӑна хумасассӑн, сирӗн чунӑр Манӑн саккунӑмсенчен йӗрӗнсессӗн, ҫапла Манӑн халалӑма пӑсса Манӑн мӗнпур ӳкӗтӗме пурӑнӑҫлама пӑрахсассӑн — 16. Эпӗ те сирӗнпе ҫапла пулӑп: сирӗн ҫине сехре хӑппи, нишлӗх, тар чирӗ ярӑп, ҫавсем пирки куҫӑрсем курми пулӗҫ, чунӑр халтан кайӗ, хӑвӑрӑн тырӑ вӑрлӑхне кӑлӑхах акӑр, ӑна тӑшманӑрсем ҫисе ярӗҫ; 17. Хамӑн сӑнӑма сирӗн енне ҫавӑрӑп та, эсир хӑвӑр тӑшманӑрсем умӗнче тӑкӑнатӑр, тӑшманӑрсем сире пуҫ пулса тӑрӗҫ, хӑвӑра никам хӑваламасӑрах тарма пуҫлатӑр. 18. Эсир ҫакӑн хыҫҫӑн та Мана итлемесессӗн, ҫылӑхӑрсемшӗн янӑ хасана Эпӗ ҫичӗ хут ӳстерӗп, 19. эсир мӑнаҫланса чурӑсланнине ҫапса хуҫӑп, сирӗн пӗлӗтӗре тимӗр пек тӑвӑп, сирӗн ҫӗрӗре пӑхӑр пек тӑвӑп; 20. вӑй-халӑра пӗтерни те кӑлӑхах пулӗ, сирӗн ҫӗрӗр нимӗн те ӳстермӗ, [сирӗн] ҫӗрӗрти йывӑҫсем хӑйсен ҫимӗҫне памӗҫ.

21. [Ҫакӑн хыҫҫӑн та] Мана хирӗҫ пырсассӑн, Мана итлес темесессӗн, сире хӑвӑр ҫылӑхӑрсемшӗн тивес хӗн-асапа ҫичӗ хут ӳстерӗп: 22. сирӗн ҫине хирти тискер кайӑксене ярӑп, вӗсем сире ача-пӑчасӑр хӑварӗҫ, выльӑх-чӗрлӗхӗре пӗтерӗҫ, хӑвӑр йышӑра та чакарӗҫ, ҫапла сирӗн ҫул-сукмакӑр та пушанса юлӗ.

23. Ҫакӑн хыҫҫӑн та тӳрленмесессӗн, Мана хирӗҫ пырсассӑн, 24. Эпӗ те [хаяр ҫиллӗмпе] сире хирӗҫ пырӑп, хӑвӑр ҫылӑхӑрсемшӗн сире ҫичӗ хут ытла ҫӗмӗрсе пӑрахӑп, 25. халалшӑн тавӑрма сирӗн ҫине тавӑракан хӗҫӗме ярӑп; эсир хӑвӑр хулӑрсене пытансассӑн, сирӗн ҫине чир ярӑп, эсир тӑшман аллине лекетӗр; 26. ҫынна вӑй кӗртекен тыррӑра пӗтерӗп; ҫиес ҫӑкӑрӑра вунӑ арӑм пӗр кӑмакара пӗҫерсе тӑрӗ, ҫиес ҫӑкӑрӑра сире виҫепе парса тӑрӗҫ; эсир ҫийӗр — тутӑ пулаймӑр.

27. Ҫакӑн хыҫҫӑн та Мана итлемесессӗн, Мана хирӗҫ пырсассӑн, 28. Эпӗ те хаяр ҫиллӗмпе сире хирӗҫ пырӑп, хӑвӑр ҫылӑхӑрсемшӗн ҫичӗ хут ытла хаса кӳрӗп, 29. эсир хӑвӑр ывӑлӑрсен ӳтне ҫийӗр, хӑвӑр хӗрӗрсен ӳтне те ҫийӗр; 30. сирӗн тӳпем вырӑнӑрсене ишсе пӑрахӑп, сирӗн юпӑрсене ҫӗмӗрӗп, сирӗн виллӗрсене хӑвӑр пуҫҫапакан йӗрӗхсен ванчӑкӗсем ҫине пӑрахӑп, Манӑн чунӑм сирӗнтен йӗрӗнӗ; 31. сирӗн хулӑрсене пушхир тӑвӑп, сирӗн сӑваплӑ теекен вырӑнӑрсене аркатӑп, сирӗн [парнӗрсенӗн] ырӑ шӑршине йышӑнмӑп; 32. [сирӗн] ҫӗрӗре пушӑ хӑварӑп, унта пырса вырӑнаҫнӑ тӑшманӑрсем те вӑл ҫавӑн пек пулнинчен тӗлӗнӗҫ; 33. сире тӗрлӗ халӑхсем хушшине салатса ярӑп, сирӗн хыҫран хӗҫӗме туртса кӑларӑп, сирӗн ҫӗрӗр пушӑ пулӗ, сирӗн хулӑрсене ҫӗмӗрсе пӗтерӗҫ.

34. Вара ҫӗр хӑйне ҫырлахтарӗ: унччен канман шӑмачӗсемшӗн [хӑй] юхӑнса-пушанса юлсассӑн канса выртӗ; ҫӗр эсир хӑвӑр тӑшманӑрсен ҫӗрӗнче чухне канӗ, канман шӑмачӗсемшӗн канса ҫырлахӗ; 35. эсир ҫакӑнта пурӑннӑ чухне вӑл миҫе шӑмат канмасӑр сиктерсе хӑварнӑ, [хӑй] юхӑнса выртнӑ вӑхӑтра вара ҫав мӗнпур куншӑн канӗ. 36. Сирӗн чӗрӗ юлнӑ ҫыннӑрсен чӗрине тӑшманӗсен ҫӗрӗнче шиклӗ тӑвӑп, вӗсем ҫулҫӑ чӗтӗренине илтсессӗн те тарма пуҫлӗҫ, хӑйсене хӗҫпе хӑваланӑран тарнӑ пек тарӗҫ; никам хӑваламасӑрах ӳксе пӗтӗҫ, 37. хӗҫ касса ӳкернӗ пек, пӗр-пӗрин ҫине такӑнса ӳкӗҫ, никам хӑваламан чухнех ҫапла ӳкӗҫ, тӑшманӑрсене хирӗҫ тӑма сирӗн хал ҫитеймӗ; 38. эсир ҫав халӑхсем хушшинче вилсе пӗтетӗр, сире хӑвӑр тӑшманӑрсен ҫӗрӗ ҫӑтса ярӗ; 39. сирӗн чӗрӗ юлнӑ ҫыннӑрсем хӑйсен йӗркесӗр ӗҫӗсене пула хӑвӑр тӑшманӑрсен ҫӗрӗнче хӑрса пӗтӗҫ; хӑйсен ашшӗсен йӗркесӗр ӗҫӗсене пула хӑрса пӗтӗҫ.

40. Ҫавӑн чухне вара вӗсем хӑйсен йӗркесӗр ӗҫӗсемпе ашшӗсен йӗркесӗр ӗҫӗсене йышӑнӗҫ, вӗсем Мана хирӗҫ усал ӗҫсем тунине, Мана хирӗҫ пынине тунса тӑмӗҫ; 41. ҫавӑншӑн Эпӗ те [хаяр ҫиллӗмпе] вӗсене хирӗҫ пытӑм, вӗсене хӑйсен тӑшманӗсен ҫӗрне кӗртсе ятӑм; ҫавӑн чухне вӗсенӗн ӳтне касман# чӗри парӑнӗ вара, ҫавӑн чухне вӗсем хӑйсен йӗркесӗр ӗҫӗсемшӗн асап курӗҫ. 42. Эпӗ вара Иаковпа килӗшсе хывнӑ Хамӑн халала, Исаакпа килӗшсе хывнӑ Хамӑн халала асӑма илӗп, Авраампа килӗшсе хывнӑ Хамӑн халала та аса илӗп, ҫӗре те аса илӗп; 43. вӗсем хӑйсен ҫӗрне пӑрахса кайсассӑн, ҫӗр вӗсенчен пушанса юлса хӑйӗн шӑматне вырӑна кӳрӗ, вӗсем вара хӑйсен йӗркесӗр ӗҫӗсемшӗн, Манӑн саккунӑмсене вырӑна хуманшӑн, чунӗсем Эпӗ панӑ йӗркесенчен йӗрӗннӗшӗн асап тӳсӗҫ, 44. вӗсем хӑйсен тӑшманӗсен ҫӗрӗнче пурӑннӑ чухне ҫапах та Эпӗ вӗсене пӗтермеллех, хӑйсемпе хывнӑ Хамӑн халалӑма пӑсмаллах ҫилленмӗп, вӗсенчен йӗрӗнмӗп, мӗншӗн тесессӗн Эпӗ Ҫӳлхуҫа, вӗсенӗн Турри; 45. Хам вӗсенӗн тӗп ашшӗсемпе халал хывнине вӗсемшӗн асӑма илӗп: вӗсенӗн Турри пулам тесе Эпӗ вӗсене халӑхсен куҫӗ умӗнче Египет ҫӗрӗнчен илсе тухрӑм. Эпӗ Ҫӳлхуҫа, тенӗ.

46. Ҫӳлхуҫа Синай тӑвӗ ҫинче Моисей урлӑ Хӑйпе Израиль ывӑлӗсем хушшине хунӑ йӗркесем, туса тӑмалли йӑласем, саккунсем ҫаксем ӗнтӗ.

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех