Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

курсан (тĕпĕ: кур) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Ҫавсене курсан, ачашӑн витри те, ҫав симӗс мӑк та темӗнле кичемӗн туйӑнчӗ.

Что-то жуткое, почти колдовское было в этой бадейке и в этой тине.

IV. Шӑвармалли вырӑн // Александр Ярлыкин. Валентин Катаев. Пӗччен парус шуррӑн курӑнать. Александр Ярлыкин куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1949

Пӗр-пӗр Демидов купца ӑна курсан, вара тӑварланӑ какайшӑн е экспедиципе тухса каякансем валли унран «кӗпе-йӗм те тумтир хатӗрленӗшӗн» укҫа аптӑратса ыйтнӑ; Татаринов капитан ӑна тӳремӗн пуҫне чиксе итленӗ.

Упрямо наклонив голову, он слушал какого-нибудь купца Демидова, который требовал у него денег за солонину или «приготовление готового платья».

Иккӗмӗш сыпӑк // Валентин Урташ, Илпек Микулайӗ. Вениамин Каверин. Икӗ капитан. Валентин Урташпа Николай Илпек куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951

…Пӗлместӗп ӗнтӗ, тӗлӗкре-и, е тӗлӗрмесӗрех-и, унран эпӗ ан пӑрах тесе йӑлӑнтӑм, хам нихҫан таврӑнас ҫуккине тӗлӗкӗнте курсан та ан ӗнен, терӗм.

Не знаю, наяву или во сне я умолял её не покидать меня, хоть присниться, не верить тому, что я никогда не вернусь!

Пӗрремӗш сыпӑк // Валентин Урташ, Илпек Микулайӗ. Вениамин Каверин. Икӗ капитан. Валентин Урташпа Николай Илпек куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951

Эпӗ февраль уйӑхӗнче Катьӑн гемоглобинӗ хӗрӗх икӗ процент ҫеҫ пулнине пӗлсен, ӑнтан каясса ҫитетӗп, врач ҫакна курсан кулсах ярать.

И от души смеётся, когда я прихожу в отчаяние, узнав, что в феврале у Кати было всего сорок два процента гемоглобина.

Пӗрремӗш сыпӑк // Валентин Урташ, Илпек Микулайӗ. Вениамин Каверин. Икӗ капитан. Валентин Урташпа Николай Илпек куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951

Ҫак шӑлса тасатнӑ стенасем ҫине пахсан, чӳрече ҫинчи каҫхи фиалкӑсене, халӗ ҫеҫ татса килнӗ ландышсене курсан вӗсем ҫине хӗрарӑмах ал хунӑ тесе шутлама та пулатчӗ.

Можно было подумать, что женская рука прошлась по этим чисто обметённым стенам, по окнам, на которых стояли свежие ландыши и ночная фиалка.

Вунҫиччӗмӗш сыпӑк // Валентин Урташ, Илпек Микулайӗ. Вениамин Каверин. Икӗ капитан. Валентин Урташпа Николай Илпек куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951

Тепӗр тесен, Суворов памятникӗ умӗнчи тӑпра ҫине те кишӗрпе чӗкӗнтӗр акнӑ та, вӗсем ҫамрӑк тунисене парка ӳсмешкӗн унтан сипетлӗ вырӑн та тупас ҫук тейӗн — ҫавна курсан, тупатӑпах терӗм.

Найду — раз даже у памятника Суворову на площади были засеяны морковка и свёкла и молодые ростки стояли так твёрдо, как будто для них нельзя было и придумать лучших природных условий.

Вунтӑваттӑмӗш сыпӑк // Валентин Урташ, Илпек Микулайӗ. Вениамин Каверин. Икӗ капитан. Валентин Урташпа Николай Илпек куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951

Катара, пристань патӗнче, «Мазурук» тӑратчӗ, ӑна та курсан эпӗ ирӗксӗрех кулса илтӗм те, капла каҫ тӗттӗмӗ ҫитичченех хама ӳпкелеме пулӗ тесе шухӑшларӑм, Камӑри пӑрахутсене пурне те чаплӑ летчиксен хушамачӗсене парса пӗтернӗ пулӗ терӗм, ҫинчен тата ҫав летчиксене пурне те хам лайӑх пӗлсе тӑраттӑм.

Вдалеке у пристани стоял «Мазурук», и я невольно улыбнулся, подумав, что мне придётся до поздней ночи укорять себя, если окажется, что в Камском пароходстве все суда названы фамилиями знаменитых лётчиков, да ещё моих хороших знакомых.

Вунвиҫҫӗмӗш сыпӑк // Валентин Урташ, Илпек Микулайӗ. Вениамин Каверин. Икӗ капитан. Валентин Урташпа Николай Илпек куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951

Чаршав уҫӑлсан, капӑр тумланнӑ арҫынсемпе хӗрарӑмсем сцена тӑрах васкамасӑр та чеченӗн иртнине курсан, вӑхӑт каялла таврӑннӑ пек туйӑнчӗ мана, нимӗнле вӑрҫӑ та пыман пекех ӗнтӗ.

и странным показалось мне то чувство возвращения времени, которое я испытал, когда раздвинулся занавес и великолепно одетые мужчины и женщины плавно, неторопливо прошлись по сцене, как будто и не было никакой войны.

Вуниккӗмӗш сыпӑк // Валентин Урташ, Илпек Микулайӗ. Вениамин Каверин. Икӗ капитан. Валентин Урташпа Николай Илпек куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951

Хам куҫӑма хам шанмарӑм эпӗ алӑ пуснине курсан.

Я не поверил глазам, когда взглянул на подпись.

Вуниккӗмӗш сыпӑк // Валентин Урташ, Илпек Микулайӗ. Вениамин Каверин. Икӗ капитан. Валентин Урташпа Николай Илпек куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951

Иккӗшӗ вӗсем йӗкӗреш пулнӑ — ҫавна эпӗ хам та лайӑх пӗлеттӗм, ҫапах та вӗсене пӗрле курсан хӑраса тӑраттӑм, иккӗшӗ те вӗсем пӗр пекех те, хам каллех аташнӑ пек туйӑнчӗ мана.

Они были близнецами — и это я превосходно знал, но всё-таки пугался, когда видел их вместе: они были совершенно одинаковые, и это снова было похоже на бред.

Вуннӑмӗш сыпӑк // Валентин Урташ, Илпек Микулайӗ. Вениамин Каверин. Икӗ капитан. Валентин Урташпа Николай Илпек куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951

Теплушкӑран кунсерен темиҫе вилӗ кӑларатчӗҫ: Ҫак хӑйне хӑй персе вӗлерес текен ҫухалнӑ летчика пӗр ирхине вилсе выртнине курсан никам та тӗлӗнмен пулӗччӗ.

Каждый день из теплушек выносили по нескольку трупов, никто бы не удивился, если бы этого лётчика, который пропал и хотел застрелиться, нашли наутро с простреленной головой!

Вунпиллӗкмӗш сыпӑк // Валентин Урташ, Илпек Микулайӗ. Вениамин Каверин. Икӗ капитан. Валентин Урташпа Николай Илпек куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951

Мана курсан ахальтен мар хӗпӗртерӗ вӑл: эпӗ унӑн ҫӑлӑнӑҫӗ иккенне ӑнланчех ҫав.

Недаром же он обрадовался, увидев меня: он понял, что я — это его спасенье.

Вунпиллӗкмӗш сыпӑк // Валентин Урташ, Илпек Микулайӗ. Вениамин Каверин. Икӗ капитан. Валентин Урташпа Николай Илпек куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951

— Эпӗ Саньӑна чӑнах та юратмастӑмччӗ, ун ҫинчен сӑмахӑма пытарса тӑма та шухӑшӑм ҫук, — терӗ Ромашов малалла, — анчах эпӗ унӑн аманнӑ урисене курсан, ҫав таса мар теплушкӑра хайне хӑй персе вӗлересшӗн иккенне курсан, эпӗ ун ҫинчен мар, сирӗн ҫинчен шухӑшларӑм.

— Да, я не любил его — это правда, которую я не собираюсь скрывать, — продолжал Ромашов, — но когда я нашёл его с отбитыми ногами, с пистолетом у виска, в грязной теплушке, я подумал не о нём — о вас.

Вунпиллӗкмӗш сыпӑк // Валентин Урташ, Илпек Микулайӗ. Вениамин Каверин. Икӗ капитан. Валентин Урташпа Николай Илпек куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951

Эпӗ чӗнмесӗр тӑтӑм, нимӗн те кирлӗ мар мана, анчах ҫак ҫар ҫынни темшӗн васкавлӑн тухса кайрӗ те ҫав кӑвакарнӑ ҫӳҫлӗ чипер хӗрарӑмпа пӗрле таврӑнчӗ, хӗрарӑмӗ мана курсан пуҫне ярса тытрӗ те: — Катя, ах турӑҫӑм! Шыв парӑр, шыв! Мӗн пулчӗ сире, Катя? — терӗ.

Я молчала, и мне не нужно было ничего, но этот военный почему-то поспешно ушёл и вернулся с маленькой седой, изящной женщиной, которая схватилась за голову, увидев меня, и сказала: — Катя, боже мой! Дайте воды, воды! Да что же с вами, Катя?

Вуниккӗмӗш сыпӑк // Валентин Урташ, Илпек Микулайӗ. Вениамин Каверин. Икӗ капитан. Валентин Урташпа Николай Илпек куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951

Пулма пултарас ҫук пек те, анчах вӑл ярханах шинелӗпе ҫӗр ҫинче ларса тӑнӑ чух куҫне уҫрӗ те уйӑрса илейми тӗтреллӗ куҫ витӗр мана курсан, кӑшт ҫеҫ илтӗнмелле: «Катя», тесе пӑшӑлтатрӗ.

Может показаться невероятным, но я обрадовалась, когда, сидя на земле в расстёгнутой шинели, он поднял глаза и сквозь туман, которым был ещё полон страшноватый, неопределённый взгляд, увидел меня и сказал чуть слышно: «Катя».

Вуннӑмӗш сыпӑк // Валентин Урташ, Илпек Микулайӗ. Вениамин Каверин. Икӗ капитан. Валентин Урташпа Николай Илпек куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951

Малтанхи перевязкӑсенче аманнӑ ҫыннӑн питне-куҫне курсан хӑраса ӳкмелле, ӗмӗрлӗхех илемсӗр тӑрса юлнӑ тейӗн ҫав, унтан ик-виҫӗ уйӑх иртет те хӑй чаҫне тухса каяс умӗн хайхискерӗн иртнӗ суранӗсенче хӑшпӗр йӗрсем кӑна кӑшт курӑнкалаҫҫӗ.

что на первых перевязках страшно было взглянуть на раненого, а через два — три месяца он возвращался в свою часть с едва заметными следами ран, которые должны были, казалось, обезобразить его навсегда.

Тӑваттӑмӗш сыпӑк // Валентин Урташ, Илпек Микулайӗ. Вениамин Каверин. Икӗ капитан. Валентин Урташпа Николай Илпек куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951

Вӗсем пӗр-пӗринпе алӑран-алла тытӑнса хастарлӑн пычӗҫ, анчах ҫакна куҫҫуль юхтармасӑр пӑхма пулмарӗ, — ҫак пӗчӗкҫӗскерсем ҫурӑмӗсем ҫине кутамккасем ҫакса кайнине курсан ирӗксӗрех куҫҫуль тӑкӑнчӗ!

Они шли, взявшись за руки, бодро, но это было невозможно, невозможно видеть без слёз, как они идут, такие маленькие и уже с мешками за спиной!

Виҫҫӗмӗш сыпӑк // Валентин Урташ, Илпек Микулайӗ. Вениамин Каверин. Икӗ капитан. Валентин Урташпа Николай Илпек куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951

Ҫав ирхи куҫа курӑнсах каймӑн сӑн-сӑпата пӗтӗмпех аса илетеп те — шыва кӗрсе тухсан Саньӑн хӗвелпе пиҫӗхнӗ пит-куҫӗ ҫинче, хулпуҫҫипе кӑкӑрӗ ҫинче, ҫӳҫ пайӑркипе витӗннӗ ӗнси ҫинче шыв тумламӗсене курсан мӗншӗн ман чӗре ачашлӑн ташлать-ши?

Почему с нежностью, от которой начинает щемить на душе, я вспоминаю каждую, незначительную подробность этого утра — капельки воды на смугло-румяном Санином лице, на плечах, на груди и его мокрый хохолок на затылке, когда он выходит из воды

Иккӗмӗш сыпӑк // Валентин Урташ, Илпек Микулайӗ. Вениамин Каверин. Икӗ капитан. Валентин Урташпа Николай Илпек куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951

Вылямалли картсем курсан, вӑл кирек хӑҫан та тӑрӑхларах калаҫатчӗ, халӗ тата сасартӑк юмӑҫ пӑхма вӗренсе кайнӑ, картне те хӑйпе пӗрлех илсе ҫӳрекен пулнӑ.

Всегда она с иронией относилась к картам, а тут вдруг увлеклась гаданьем, да так, что стала носить с собою колоду.

Иккӗмӗш сыпӑк // Валентин Урташ, Илпек Микулайӗ. Вениамин Каверин. Икӗ капитан. Валентин Урташпа Николай Илпек куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951

Ӑна курсан, сехре хӑпса тухрӗ.

Я вся похолодела, увидев его.

27 сыпӑк // Митта Ваҫлейӗ. Лев Кассиль. Аслӑ хирӗҫтӑру. Митта Ваҫлейӗ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1950

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех