Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

Пӗлетӗп (тĕпĕ: пӗл) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Ҫакна кӑна калам, радиотехникӑна халь эп калама ҫук лайӑх пӗлетӗп!

Могу только сказать, что я теперь радиотехнику знаешь как освоил!

23 сыпӑк // Митта Ваҫлейӗ. Лев Кассиль. Аслӑ хирӗҫтӑру. Митта Ваҫлейӗ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1950

Лайӑх пӗлетӗп, юратмастӑн эс ӑна.

Знаю, знаю, что ты этого не любишь.

23 сыпӑк // Митта Ваҫлейӗ. Лев Кассиль. Аслӑ хирӗҫтӑру. Митта Ваҫлейӗ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1950

Лайӑх пӗлетӗп, кӑҫал пурте саланса пӗтнӗ, аслӑ классенче вӗренекенсем укрепленисем тунӑ ҫӗртен таврӑнайман.

Я знала, что почти все наши разъехались, старшеклассники еще не вернулись с укреплений.

23 сыпӑк // Митта Ваҫлейӗ. Лев Кассиль. Аслӑ хирӗҫтӑру. Митта Ваҫлейӗ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1950

Сана эп пӗлетӗп, шанатӑп.

Я тебе верю, я знаю тебя…

22 сыпӑк // Митта Ваҫлейӗ. Лев Кассиль. Аслӑ хирӗҫтӑру. Митта Ваҫлейӗ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1950

— Самохин, яр мана та, пӗлетӗп эп…

— Самохин, пошли и меня, я знаю…

22 сыпӑк // Митта Ваҫлейӗ. Лев Кассиль. Аслӑ хирӗҫтӑру. Митта Ваҫлейӗ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1950

— Эпӗ хамӑн боецсене мӗнле пӗлетӗп, сирӗн те хӑвӑр пионерсене ҫаплах пӗлмелле.

— Вы должны знать своих пионеров, как я знаю своих бойцов.

14 сыпӑк // Митта Ваҫлейӗ. Лев Кассиль. Аслӑ хирӗҫтӑру. Митта Ваҫлейӗ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1950

Лере эп, фронтра, «сывлӑш» сигналӗ пулсан, хамӑн вырӑна малтанах пӗлетӗп, кунта ак приказ панӑ пире: хулара тревога пулсан, хӳтӗлӗхе ан.

На фронте у себя я знаю, где мне быть по сигналу «воздух», а тут приказано нам, если тревога застает в городе: иди в укрытие.

14 сыпӑк // Митта Ваҫлейӗ. Лев Кассиль. Аслӑ хирӗҫтӑру. Митта Ваҫлейӗ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1950

Пулсан, начар пулмастӑн эс, сана пӗлетӗп.

А плохой ты не будешь, я тебя знаю.

13 сыпӑк // Митта Ваҫлейӗ. Лев Кассиль. Аслӑ хирӗҫтӑру. Митта Ваҫлейӗ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1950

— Ҫук, эп пӗлетӗп эс иккенне.

— Нет, я знаю, что ты.

Пӗрремӗш сыпӑк // Валентин Урташ, Илпек Микулайӗ. Вениамин Каверин. Икӗ капитан. Валентин Урташпа Николай Илпек куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951

Ҫавӑн пек испанилле сӑмахсемпе сӳпӗлтетме пӗлетӗп те, тӗттӗмре вӗсем ӑнсӑртран янранӑ пек, темӗнле илтӗнеҫҫӗ пулмалла, мӗншӗн тесен «наукӑллӑ няня» эпӗ аташатӑп пуль тесе, ман ҫине шӑппӑн хӗрес хывать…

Я бормочу эти испанские фразы, и, должно быть, дико, странно звучат они в темноте, потому что «научная няня», думая, что я брежу, встаёт и тихо крестит меня…

Пӗрремӗш сыпӑк // Валентин Урташ, Илпек Микулайӗ. Вениамин Каверин. Икӗ капитан. Валентин Урташпа Николай Илпек куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951

Ҫав ҫырусем урлӑ вӑл та ман ҫырусене вӑхӑтра илнине пӗлетӗп.

Судя по этим письмам, он аккуратно получает мои.

Пӗрремӗш сыпӑк // Валентин Урташ, Илпек Микулайӗ. Вениамин Каверин. Икӗ капитан. Валентин Урташпа Николай Илпек куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951

Анчах вӑл ҫав пӗр евӗрлӗ рейссем тунипе епле ывӑнса ҫитнине эпӗ хам кӑна пӗлетӗп.

Но только я одна догадываюсь, как устал он от этих однообразных рейсов, похожих один на другой, как тысяча братьев…

Пӗрремӗш сыпӑк // Валентин Урташ, Илпек Микулайӗ. Вениамин Каверин. Икӗ капитан. Валентин Урташпа Николай Илпек куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951

Тен, эпӗ утрав ҫине кам ҫӳренине, сирӗн нӳхрепре кам чаваланнине — ӑна та лайӑх пӗлетӗп пуль?

Может быть, я знаю, кто на ваш остров наведывался.

11 сыпӑк // Митта Ваҫлейӗ. Лев Кассиль. Аслӑ хирӗҫтӑру. Митта Ваҫлейӗ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1950

Тен, эсир пӗр-пӗрин ҫиянчен халиччен сӗмленменнине те лайӑх пӗлетӗп пуль?

Я, может быть, такое знаю, чего вы друг про друга не знаете.

11 сыпӑк // Митта Ваҫлейӗ. Лев Кассиль. Аслӑ хирӗҫтӑру. Митта Ваҫлейӗ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1950

— Мӗнле халӑх иккенне сансӑрах пӗлетӗп.

— Я без тебя знаю, какой народ.

11 сыпӑк // Митта Ваҫлейӗ. Лев Кассиль. Аслӑ хирӗҫтӑру. Митта Ваҫлейӗ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1950

Ывӑннӑ эсир, пӗлетӗп.

Знаю, что устали.

7 сыпӑк // Митта Ваҫлейӗ. Лев Кассиль. Аслӑ хирӗҫтӑру. Митта Ваҫлейӗ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1950

Ват ҫынна мӗнле йӑпатмаллине пӗлетӗп ӗнтӗ халь.

Теперь я знала, как утешить старика.

5 сыпӑк // Митта Ваҫлейӗ. Лев Кассиль. Аслӑ хирӗҫтӑру. Митта Ваҫлейӗ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1950

Игорь ӗнентерет: «Вырӑнне пӗлетӗп!» — тет.

А он уверял, что знает такое заповедное место.

5 сыпӑк // Митта Ваҫлейӗ. Лев Кассиль. Аслӑ хирӗҫтӑру. Митта Ваҫлейӗ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1950

Пӗлетӗп эп.

Я знаю.

2 сыпӑк // Митта Ваҫлейӗ. Лев Кассиль. Аслӑ хирӗҫтӑру. Митта Ваҫлейӗ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1950

Ан васка, тата пӑртак ҫеҫ! — йӑлӑна пуҫларӗ Игорь, — Пӗлетӗп эп, кам вырӑнне хуратӑн эс мана…

Не уходи, еще одну только минуточку! — взмолился Игорь, — Я знаю, ты кем меня считаешь.

2 сыпӑк // Митта Ваҫлейӗ. Лев Кассиль. Аслӑ хирӗҫтӑру. Митта Ваҫлейӗ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1950

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех