Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

уйрӑлнӑ (тĕпĕ: уйрӑл) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Ҫавна май пӗлтӗр алкогольпе тата наркотиксемпе сиенленсе 45 пине яхӑн ҫын пурнӑҫран уйрӑлнӑ: «Провинцири пысӑк мар хула халӑхӗ вӗт!»

Куҫарса пулӑш

Ӗҫкӗ ырӑ тумасть // Николай КОНОВАЛОВ. «Хыпар», 2015.10.07, 196№

Арӑмӗ унран уйрӑлнӑ хыҫҫӑн тепре качча кайнӑ, ача ҫуратнӑ.

Куҫарса пулӑш

«Ывӑлӑм, шӑнтнӑ пулӑ пек, юр айӗнче 3 эрне выртрӗ» // Алина ИЗМАН. «Ҫамрӑксен хаҫачӗ», 2016.09.29, 38 (6131) №

Чӑтӑмли малалла пурӑннӑ, хавшакки пурнӑҫран уйрӑлнӑ.

Куҫарса пулӑш

Уншӑн ӗҫ - сывлӑх // Ирина НИКИТИНА. «Хресчен сасси», 38(2625)№, 2016.09.29

Вӑлах кинемей пурнӑҫран уйрӑлнӑ чухне урӑ пулнине ҫирӗплетнӗ.

Куҫарса пулӑш

Амӑшӗ картари ӗнишӗн чунне панӑ, ывӑлӗ пӗр пулӑштухла сутнӑ... // Ҫамрӑксен хаҫачӗ. «Ҫамрӑксен хаҫачӗ», 2009.06.11

«Чӑваш халӑх поэчӗ» хисеплӗ ята пурӑннӑ чухне илсе ӗлкӗреймен, ӗмӗрӗ сӗре те кӗске пулнӑ, аллӑ ҫула ҫитеймесӗрех ҫут тӗнчерен уйрӑлнӑ, апла пулин те, ун чухнех чӑваш халӑхӗ ӑна чӑннипех хӑйӗн ҫыравҫи вырӑнне хурса хакланӑ, ҫак туйӑма юрӑҫӑ-сӑвӑҫ хӑй те лайӑх туйса пурӑннӑ Валентин Андреевич Яковлев-Урташа халаллатӑп.

Куҫарса пулӑш

Вутра ҫунман уртӑш // Анатоли Ырьят. «Канаш», 11-21№

Арӑмӗпе уйрӑлнӑ хыҫҫӑн Витали пӗччен нумай пурӑнмарӗ.

После развода с женой Виталий долго не жил один.

Ют арҫын ӑшши // Екатерина ЦВЕТКОВА. «Чӑваш хӗрарӑмӗ», 2016.07.16, 27(949)№

Арӑмӗпе уйрӑлнӑ хыҫҫӑн Витали пӗччен нумай пурӑнмарӗ.

Недолго жил Виталий в одиночестве после развода с женой.

Ют арҫын ӑшши // Екатерина ЦВЕТКОВА. «Чӑваш хӗрарӑмӗ», 2016.07.16, 27(949)№

2011 ҫулта вара арҫын вилнӗ хӗрпе пурӑнассишӗн унран уйрӑлнӑ.

Куҫарса пулӑш

Ҫулсем тӗрлӗ еннелле авӑнчӗҫ сасартӑк... // Татьяна НАУМОВА. «Чӑваш хӗрарӑмӗ», 2016.07.16, 27(949)№

2006 ҫулта республикӑн ял хуҫалӑх производствинче 1414 ҫын инкек тӳснӗ, ҫак шутран 121-шӗ ҫут тӗнчерен уйрӑлнӑ.

Куҫарса пулӑш

Чирлисене каллех кӳрентереҫҫӗ // Сувар. «Сувар», 26(704)№, 2007.06.29

12 ачана пурнӑҫ парнеленӗ Мария Матвеевна Фролован тата вӑрҫа пула пурнӑҫран уйрӑлнӑ сакӑр ывӑлӗн палӑкӗсем...

Куҫарса пулӑш

Чун ыратӑвӗ // Луиза Васильева. «Тантӑш», 2016.07.21, 28№

Пирӗн автор мӑшӑрӗпе темиҫе ҫул каяллах пӗр-пӗринчен «уйрӑлнӑ» пулсан, паян вӗсем ҫумма-ҫуммӑн, пӗр карта ӑшӗнче выртаҫҫӗ.

Куҫарса пулӑш

Йывӑр тӑпри ҫӑмӑл пултӑр // Сувар. «Сувар», 24(702)№, 2007.06.15

Ҫавӑнпах пуль 61 ҫула ҫитсен Александр Алексеевич ҫут тӗнчерен вӑхӑтсӑр уйрӑлнӑ.

Куҫарса пулӑш

Хӑйӗншӗн мар, кушакшӑн пӑшӑрханнӑ // Тамара Верендеева. «Тӑван Ен», 49-50№, 2016.07.01-07

Шел, вӗсем пурнӑҫран уйрӑлнӑ ӗнтӗ, ҫавӑнпа материал пухассипе хӑш-пӗр йывӑрлӑхсем пуррине те пытармасть ҫамрӑк тӗпчевҫӗ.

Жаль, они уже ушли из жизни, поэтому молодой краевед не скрывает о некоторых проблемах, которые возникают при сборе материала.

Тӗпчевӗпе музей хӑнисем паллашаҫҫӗ // Василий ЦЫФАРКИН. «Тантӑш», 2016.06.30, 25№

Пӗр ывӑлӗ 2007 ҫулта пурнӑҫран сарӑмсӑр уйрӑлнӑ.

Один сын в 2007 году скоропостижно ушел из жизни.

Шывра та путман, вутра та ҫунман хӗрарӑм // Валентина БАГАДЕРОВА. «Хыпар», 2016.06.21, 96№

Эпир уйрӑлнӑ ҫулхине Мӑнкунра ачасем килнӗччӗ.

В год нашего развода, на Пасху приехали дети.

Пӗччен хӗрарӑм патне упӑшкуна ан яр ӗҫлеме // Алина ИЗМАН. «Ҫамрӑксен хаҫачӗ», 2016.06.16, 23 (6116) №

34 ҫултан уйрӑлнӑ.

Развелись через 34 года.

Пӗччен хӗрарӑм патне упӑшкуна ан яр ӗҫлеме // Алина ИЗМАН. «Ҫамрӑксен хаҫачӗ», 2016.06.16, 23 (6116) №

Пӗрлешнӗренпе ҫичӗ ҫул иртсен ҫӑмӑлланнӑ хыҫҫӑн вӗрӗлнине пула аптраса пурнӑҫран уйрӑлнӑ хӗрарӑм.

Через семь лет с момента вступления в брак получив осложнение при родах женщина мучаясь умерла.

Дантес ҫулӗ // Чӑваш хӗрарӑмӗ. «Чӑваш хӗрарӑмӗ», 2016.06.11, 22(944)№

Ман шутпа, пурнӑҫран уйрӑлнӑ ҫыннӑн тус-тӑванӗсен ҫынлӑхне вилтӑпри ҫине лартнӑ палӑка кура кӑна хаклани ҫителӗксӗр: пӗрисем ҫӳллӗ палӑк лартса хӑвараҫҫӗ те кайран вилнӗ тӑванӗн тӑпри тӗлне манаҫҫӗ.

Куҫарса пулӑш

Пурнӑҫран уйрӑлнисене ӗлӗкренех сума сунӑ // Агафон ПЕТРОВ. «Урал сасси», 2016.06.01

Шел, вӑрҫӑ суранӗсене пула вӑл пурнӑҫран ир уйрӑлнӑ.

Жаль, из-за военных ран рано ушел из жизни.

Улттӑри паттӑр салтак // Элиза ВАЛАНС. «Тантӑш», 2016.05.26, 20№

Кӑҫал виҫӗ ҫын пурнӑҫран уйрӑлнӑ.

В этом году три человека ушли из жизни.

Тӗп вырӑнта - экзамен, хутшӑну, хӑрушсӑрлӑх // Надежда СМИРНОВА. «Хыпар», 2016.05.24, 78-79№

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех