Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

сигнал сăмах пирĕн базăра пур.
сигнал (тĕпĕ: сигнал) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
— Митридат ҫинчен фашистсене такам сигнал парать! — терӗ те Володя васкаса, милиционера урам кӗтесси хыҫнелле туртрӗ; унтан Митридат тӑвайкки лайӑх курӑнать.

— С Митридата фашистам сигналит кто-то! — заторопился Володя и потянул милиционера за угол, откуда был хорошо виден склон Митридата.

Иккӗмӗш сыпӑк // Тани Юн. Лев Кассиль. Кӗҫӗн ывӑл урамӗ: повесть. Тани Юн куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР Государство Издательстви, 1953.

— Ну, асли тапранма сигнал пачӗ, — терӗ ашшӗ.

— Ну, главный отправление дает, — сказал отец.

Пӗрремӗш сыпӑк // Тани Юн. Лев Кассиль. Кӗҫӗн ывӑл урамӗ: повесть. Тани Юн куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР Государство Издательстви, 1953.

Ҫирӗктӑррисем сигнал панине илтсен, хаваслансах чӗвӗлтетме пуҫларӗҫ.

Чижи, обрадовавшись сигналу, тоже принялись свиристеть.

Улттӑмӗш сыпӑк // Тани Юн. Лев Кассиль. Кӗҫӗн ывӑл урамӗ: повесть. Тани Юн куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР Государство Издательстви, 1953.

Ку вӑл ӗҫ ӑнӑҫлӑ пулса иртни ҫинчен мана пӗлтерекен сигнал пулнӑ.

Это был условный сигнал, которым он дал мне знать об успешном окончании дела.

Ҫирӗм саккӑрмӗш сыпӑк // Василий Хударсем. Даниэл Дефо. Робинзон Крузо тинӗс ҫулҫӳревҫин пурнӑҫӗ тата вӑл курнӑ тӗлӗнмелле мыскарасем: роман; Василий Долгов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1970. — 5–280 с.

— Вӗсем халь, ҫар совечӗ туса, ҫухалнӑ юлташӗсене тепӗр хут сигнал пама шухӑш тытсан, пӑшалӗсене персе ярӗҫ, — терӗ капитан — Шӑпах ҫак вӑхӑтра, пӑшалӗсене авӑрламан чухне, пирӗн вӗсене тапӑнмалла.

— Весьма возможно, — сказал он, — что они на своем военном совете решат еще раз подать сигнал пропавшим товарищам и все сразу выстрелят из ружей, тут бы нам броситься на них, тотчас же после выстрела, когда их ружья будут разряжены.

Ҫирӗм ҫиччӗмӗш сыпӑк // Василий Хударсем. Даниэл Дефо. Робинзон Крузо тинӗс ҫулҫӳревҫин пурнӑҫӗ тата вӑл курнӑ тӗлӗнмелле мыскарасем: роман; Василий Долгов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1970. — 5–280 с.

Ку вӑл баркаса каялла таврӑнма чӗнекен сигнал пулмалла.

Это был, очевидно, призывный сигнал для баркаса.

Ҫирӗм ҫиччӗмӗш сыпӑк // Василий Хударсем. Даниэл Дефо. Робинзон Крузо тинӗс ҫулҫӳревҫин пурнӑҫӗ тата вӑл курнӑ тӗлӗнмелле мыскарасем: роман; Василий Долгов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1970. — 5–280 с.

«Тинӗсре карап путать. Вӑл сигнал парать, хӑйне ҫӑлӗҫ тесе шанать. Инҫех те мар тепӗр карап пур пулас, ҫав карапран пулӑшу ыйтаҫҫӗ пуль», — тесе шухӑшларӑм эпӗ.

«В море гибнет корабль, — сказал я себе. — Он подает сигналы, он надеется, что будет спасен. Должно быть, неподалеку находится другой какой-нибудь корабль, к которому он взывает о помощи».

Вунтӑххӑрмӗш сыпӑк // Василий Хударсем. Даниэл Дефо. Робинзон Крузо тинӗс ҫулҫӳревҫин пурнӑҫӗ тата вӑл курнӑ тӗлӗнмелле мыскарасем: роман; Василий Долгов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1970. — 5–280 с.

Ку вӑл — сигнал пулнӑ.

Это был условный сигнал.

24-мӗш сыпӑк // Валентин Урташ. Алексей Мусатов. Стожар. Валентин Урташ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951

Халех сигнал парса мучие чӗнетӗп… — Вӑл, арҫын ачасене тӗртсе ярса, Санькӑна аллинчен тытрӗ:

Я вот сигнал подам, дедушку позову… — Она растолкала мальчишек и взяла Саньку за руку:

18-мӗш сыпӑк // Валентин Урташ. Алексей Мусатов. Стожар. Валентин Урташ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951

— Мӗнле сигнал?

— Какая сигнализация?

18-мӗш сыпӑк // Валентин Урташ. Алексей Мусатов. Стожар. Валентин Урташ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951

— Ку пирӗн ҫавӑн пек сигнал, — шӑппӑн каларӗ Маша.

— Это у нас сигнализация такая, — шепнула Маша.

18-мӗш сыпӑк // Валентин Урташ. Алексей Мусатов. Стожар. Валентин Урташ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951

Сигнал парасса кӗт, — тепӗр самантран вӑл кашӑкӗпе чашӑк хӗрринчен шаккаса илчӗ те: — халӗ юрать, — тесе пӗлтерчӗ.

Сигнала жди, — и, выдержав паузу, постучал о край миски и объявил: — Теперь можно.

13-мӗш сыпӑк // Валентин Урташ. Алексей Мусатов. Стожар. Валентин Урташ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951

Сывӑ! — Хӗрача ҫырӑва сигнал памалли ялав пек сулласа илчӗ.

Жив! — Девочка взмахнула письмом, как сигнальным флагом.

1-мӗш сыпӑк // Валентин Урташ. Алексей Мусатов. Стожар. Валентин Урташ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951

Ҫакӑ Хӗллехи двореца штурмламалли сигнал пулнӑ.

Выстрел был сигналом к штурму Зимнего.

Ҫирӗм улттӑмӗш пай // Галина Матвеева. Яновская, Жозефина Исаковна. Карап ӑсти: повесть; вырӑсларан Г. Матвеева куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2012. — 205 с.

Вунӑ карапӗ сигнал панӑ, вунпӗрмӗшӗнчен сас-хура пулман.

Десять кораблей ответили, одиннадцатого не было.

Вунтӑваттӑмӗш пай // Галина Матвеева. Яновская, Жозефина Исаковна. Карап ӑсти: повесть; вырӑсларан Г. Матвеева куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2012. — 205 с.

Тепӗр сехет иртсен адмирал карапсене вӗсем хӑйсем ӑҫта тӑнине сигнал парса кӑтартма хушнӑ.

Через час, когда все успокоилось, адмирал подал кораблям сигнал: «Показать свои места».

Вунтӑваттӑмӗш пай // Галина Матвеева. Яновская, Жозефина Исаковна. Карап ӑсти: повесть; вырӑсларан Г. Матвеева куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2012. — 205 с.

Флагман карапӗн мачти ҫинчен пӗр сигнал хыҫҫӑн тепри килет.

На мачте флагманского корабля один за другим взвивались сигналы.

Тӑххӑрмӗш пай // Галина Матвеева. Яновская, Жозефина Исаковна. Карап ӑсти: повесть; вырӑсларан Г. Матвеева куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2012. — 205 с.

Сигнал паракансем ялава ҫӗклеме пуҫларӗҫ.

Сигнальщики стали поднимать флаг.

Тӑххӑрмӗш пай // Галина Матвеева. Яновская, Жозефина Исаковна. Карап ӑсти: повесть; вырӑсларан Г. Матвеева куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2012. — 205 с.

«Князь Пожарский» карап ҫинчен парӑссене пушатма сигнал килчӗ.

С корабля «Князь Пожарский» был отдан приказ убавить паруса.

Тӑххӑрмӗш пай // Галина Матвеева. Яновская, Жозефина Исаковна. Карап ӑсти: повесть; вырӑсларан Г. Матвеева куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2012. — 205 с.

Кайран адмирал карапӗ ҫинчен «Боярин» патне сигнал килчӗ: «Адмирал вӗсен ӗҫӗпе питех те кӑмӑллӑ».

Тогда на адмиральском корабле был поднят сигнал «Боярину»: «Адмирал изъявляет свое особенное удовольствие».

Саккӑрмӗш пай // Галина Матвеева. Яновская, Жозефина Исаковна. Карап ӑсти: повесть; вырӑсларан Г. Матвеева куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2012. — 205 с.

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех