Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

пар сăмах пирĕн базăра пур.
пар (тĕпĕ: пар) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Халь ак мана ҫакна каласа пар: пӑлхарсен азбукине кам тунӑ?

Теперь скажи мне: кто составил болгарскую азбуку?

XI. Рада пӑшӑрханӑвӗ // Илпек Микулайӗ. Вазов Иван. Пусмӑрта: роман; вырӑсларан Микулай Илпек куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1964. — 464 с.

Эп каланӑ сӑмаха эс виличчен те никама каласа ан пар.

О том, что я тебе сейчас скажу, ты должен молчать до гроба.

IX. Ӑнлантарса пани // Илпек Микулайӗ. Вазов Иван. Пусмӑрта: роман; вырӑсларан Микулай Илпек куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1964. — 464 с.

— Хӑвӑртрах ярса пар эс ӑна ҫав ҫырӑва, — терӗ салхуланнӑ Марко.

— Отошли ему это письмо, да поскорее, — проговорил Марко нахмурившись.

VI. Ҫыру // Илпек Микулайӗ. Вазов Иван. Пусмӑрта: роман; вырӑсларан Микулай Илпек куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1964. — 464 с.

Эпӗ ҫапла шутлатӑп: ҫынсене ҫӑкӑр пар, — вулама вара вӗсем хӑйсемех вӗренӗҫ.

Я думаю так: давайте людям хлеб, читать они выучатся и сами.

XI // Николай Сандров, Владимир Садай. Чернышевский, Николай Гаврилович. Мӗн тумалла?: роман; вырӑсларан Николай Сандров, Владимир Садай куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1957. — 495 с.

«Ҫавна тума ирӗк пар, атту эпӗ вилетӗп», — тесен ялан тенӗ пекех ирӗк параҫҫӗ; анчах, хӑвӑрах пӗлетӗр, ку аслӑ принциппа шӳт тума юрамасть; тата хӑвӑн тивӗҫлӗхне те чакарма юрамасть: ирӗк памасан вара вилмеллех пулать.

Если скажешь: «Уступай, или я умру», — почти всегда уступят; но, знаете, шутить таким великим принципом не следует; да и нельзя унижать своего достоинства, — если не уступят, то уж и надобно умереть.

V // Николай Сандров, Владимир Садай. Чернышевский, Николай Гаврилович. Мӗн тумалла?: роман; вырӑсларан Николай Сандров, Владимир Садай куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1957. — 495 с.

Пар аллуна, чӑмӑрта манӑнне, куратӑн-и, епле лайӑх чӑмӑртатӑн.

Дай руку, пожми мою, видишь, как хорошо жмешь.

XXIV // Николай Сандров, Владимир Садай. Чернышевский, Николай Гаврилович. Мӗн тумалла?: роман; вырӑсларан Николай Сандров, Владимир Садай куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1957. — 495 с.

Вӑл ашшӗ-амӑшӗ усал пулнинчен, вӗсен хаярлӑхӗнчен ҫеҫ тарнӑ пулсан, вӗсемпе ӗҫе мӗнле те пулин майлаштарма пулнӑ пулӗччӗ, пит йывӑр пулсан та, укҫа кӑшт ытларах пар та, вӗсем килӗшеҫҫӗ те.

Если бы она бежала только от грубости и тиранства их, с ними было бы можно уладить так или иначе, — в крайнем случае, несколько лишних денег, и они удовлетворены.

XIII // Николай Сандров, Владимир Садай. Чернышевский, Николай Гаврилович. Мӗн тумалла?: роман; вырӑсларан Николай Сандров, Владимир Садай куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1957. — 495 с.

Пар, ҫӗлем, хӑтланса пӑхам, вара курӑн унта, — ҫине тӑрса ыйтрӗ хӗр.

— Дай я зашью, попробую, а тогда поглядишь, — настойчиво попросила девушка.

VII сыпӑк // Мирун Еник, Владимир Садай, Александр Яндаш. Михаил Шолохов. Уҫнӑ ҫерем: роман. Иккӗмӗш кӗнеке. Мирун Еник, Владимир Садай, Александр Яндаш куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1963.

Вара, лешӗ памасран хӑраса, йӑлӑннӑ пек хушса хучӗ: — Тархасшӑн пар!

И, боясь, что он откажет, умоляюще добавила: — Дай, пожалуйста!

VII сыпӑк // Мирун Еник, Владимир Садай, Александр Яндаш. Михаил Шолохов. Уҫнӑ ҫерем: роман. Иккӗмӗш кӗнеке. Мирун Еник, Владимир Садай, Александр Яндаш куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1963.

Ҫырса хур ӑна паянтан пӗтӗм юр-вар илсе тӑма, эсӗ, стрепке, ӑна пӑтӑ антарса пар, хырӑмне кӗриччен ҫимелӗх!

Пиши его на полное довольствие с нынешнего дня, а ты, стряпуха, наливай ему каши, сколько его утроба примет!

VI сыпӑк // Мирун Еник, Владимир Садай, Александр Яндаш. Михаил Шолохов. Уҫнӑ ҫерем: роман. Иккӗмӗш кӗнеке. Мирун Еник, Владимир Садай, Александр Яндаш куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1963.

Каласа пар, пит ӑслӑ пулсан!

Посоветуй, ежели ты такой умный!

VI сыпӑк // Мирун Еник, Владимир Садай, Александр Яндаш. Михаил Шолохов. Уҫнӑ ҫерем: роман. Иккӗмӗш кӗнеке. Мирун Еник, Владимир Садай, Александр Яндаш куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1963.

Вилес умӗн те пулин хуть йӗнер ҫине ларма, юлашки хут кил картинче уттарса ҫӳреме ирӗк пар ӗнтӗ мана.

Дай мне хоть перед смертью в седле посидеть и хоть разок по двору шажком проехать.

V сыпӑк // Мирун Еник, Владимир Садай, Александр Яндаш. Михаил Шолохов. Уҫнӑ ҫерем: роман. Иккӗмӗш кӗнеке. Мирун Еник, Владимир Садай, Александр Яндаш куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1963.

Ҫуркунне — юр ирӗлнӗччӗ ӗнтӗ — атте ура ҫине тӑчӗ, икӗ кун пӳртре ҫӳрекелерӗ, виҫҫӗмӗш кун хайхи, пӑхатӑп, вӑл ваткӑллӑ сюртук, ҫӗлӗк тӑхӑнать, хӑй калать мана: «Ванятка, кӗсрене йӗнерлесе пар мана».

Весною — снег уже стаял — отец поднялся, дня два походил по хате, а на третий, гляжу, он надевает ватный сюртук и папаху, говорит мне: «Пойди, Ванятка, подседлай мне кобыленку».

V сыпӑк // Мирун Еник, Владимир Садай, Александр Яндаш. Михаил Шолохов. Уҫнӑ ҫерем: роман. Иккӗмӗш кӗнеке. Мирун Еник, Владимир Садай, Александр Яндаш куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1963.

Ну-ка, пар кунта тилхепӳне!

А ну-ка, давай сюда вожжи!

V сыпӑк // Мирун Еник, Владимир Садай, Александр Яндаш. Михаил Шолохов. Уҫнӑ ҫерем: роман. Иккӗмӗш кӗнеке. Мирун Еник, Владимир Садай, Александр Яндаш куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1963.

Анчах ыран иртерех кай, хӗрарӑмсене ӗҫе мӗнле тухмаллине кӑтартса пар.

Только топай завтра пораньше, подавай бабам пример, как надо выходить на работу.

IV сыпӑк // Мирун Еник, Владимир Садай, Александр Яндаш. Михаил Шолохов. Уҫнӑ ҫерем: роман. Иккӗмӗш кӗнеке. Мирун Еник, Владимир Садай, Александр Яндаш куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1963.

— Эсӗ акӑ мӗн… аннене эс текех ан ҫитер… шыв та ан пар ӑна… паяни-и, ыран-и — вӑл пурпӗрех вилет…

— Ты вот что… ты мать больше не корми… и воды ей не давай… она все равно помрет не нынче-завтра…

II сыпӑк // Мирун Еник, Владимир Садай, Александр Яндаш. Михаил Шолохов. Уҫнӑ ҫерем: роман. Иккӗмӗш кӗнеке. Мирун Еник, Владимир Садай, Александр Яндаш куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1963.

Пар лешне!

— Давай!

I // Николай Григорьев. Лу Синь. Калавсем. Чӑваш АССР государство издательстви, 1960. — 23–36 стр.

Акӑ ӑҫта, Макар, хӑвӑн ҫирӗплӗхне кӑтартса пар эсӗ!

Вот где, Макар, покажи-ка свою закалку!

28-мӗш сыпӑк // Наум Урхи, Никифор Ваҫанкка, Илле Тукташ, Уйӑп Мишши. Михаил Шолохов. Уҫнӑ ҫерем: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Наум Урхи, Никифор Ваҫанкка, Илле Тукташ, Уйӑп Мишши куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1959

Эсӗ хамӑр пӗрле тунӑ йӑнӑшсене халӗ епле тӳрлетесси пирки сӗнӳсем пар, кун пек мӗнле-ха апла эсӗ, Троцкий майлах: «Эпӗ партире, эпӗ тата парти…» — тесе кӑна тӑратӑн…

Давай предложения, как нам наши общие ошибки поправлять, а этак что ж ты, как Троцкий: «Я в партии, я да партия…»

28-мӗш сыпӑк // Наум Урхи, Никифор Ваҫанкка, Илле Тукташ, Уйӑп Мишши. Михаил Шолохов. Уҫнӑ ҫерем: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Наум Урхи, Никифор Ваҫанкка, Илле Тукташ, Уйӑп Мишши куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1959

— Асту, тӳнтерле, тепӗр майлӑ пулса ан тӑтӑрччӗ, — усаллӑн йӗкӗлтесе илчӗ те Банник, ытти ҫӗре ҫитсе шанчӑклӑрах ҫынсене: «Яра пар, кая юличчен колхозран тухма васка!» — тесе пӑшӑлтатса ҫӳреме чупрӗ.

— Гляди, как бы навыворот, наоборот не получилось, — ехидствовал Банник и спешил уйти, чтобы в другом месте шепнуть людям, которые понадежнее: «Бузуй, выписывайся из колхозу, покеда свободу крепостным объявили!»

28-мӗш сыпӑк // Наум Урхи, Никифор Ваҫанкка, Илле Тукташ, Уйӑп Мишши. Михаил Шолохов. Уҫнӑ ҫерем: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Наум Урхи, Никифор Ваҫанкка, Илле Тукташ, Уйӑп Мишши куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1959

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех