Шырав
Шырав ĕçĕ:
Тӑшман карапӗсем хула патнех ан ҫитчӗр тесе командовани Севастополь флотӗнчи хӑш-пӗр карапсене бухтӑна кӗмелли вырӑнта шыва путарма йышӑннӑччӗ.
Пӗрремӗш пай // Галина Матвеева. Яновская, Жозефина Исаковна. Карап ӑсти: повесть; вырӑсларан Г. Матвеева куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2012. — 205 с.
Тӑшман ҫывӑхрахчӗ ӗнтӗ.
Пӗрремӗш пай // Галина Матвеева. Яновская, Жозефина Исаковна. Карап ӑсти: повесть; вырӑсларан Г. Матвеева куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2012. — 205 с.
— Нивушлӗ эп ӑна тӑшман аллине пама пултарнӑ тесе шутлатӑн?— Неужели ты думаешь, что я могла отдать его во вражеские руки?
Вунпӗрмӗш сыпӑк // Галина Матвеева. Килти архив
Тусран тӳрех тӑшман пулса тӑрас тӑк…
Иккӗмӗш сыпӑк // Галина Матвеева. Килти архив
Халӗ эп «ӑнтартӑм-ха» — пӗр кун хушшинчех аллӑ ҫичӗ пин те ултҫӗр тӑшман, ҫирӗмшерӗн тӑрса тухнӑ ретпе ман умран иртеҫҫӗ, хӑшӗсем Мускав ҫине тӗлӗнсе пӑхаҫҫӗ, Мускавӗ тата ҫав кунхине уйрӑмӑнах ытла капӑрччӗ, хӑшӗсем пуҫӗсене пӗксе, урисене аран ылмаштарса салхуллӑн пыраҫҫӗ.
Улттӑмӗш сыпӑк // Валентин Урташ, Илпек Микулайӗ. Вениамин Каверин. Икӗ капитан. Валентин Урташпа Николай Илпек куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951
Мӑйӑхлӑ ҫын хӑрушӑ та чее тӑшман иккенне вӑл часах сиссе илчӗ.
XVIII. Ыйтусемпе ответсем // Александр Ярлыкин. Валентин Катаев. Пӗччен парус шуррӑн курӑнать. Александр Ярлыкин куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1949
Халӗ адмирал ман ҫине сӗтел урлӑ кармашса пӑхать — эпӗ унтан сылтӑмрарах, хӑнана килнӗ журналистсен хушшинче ларатӑп, Ф. вӗсене ҫӗҫӗпе те ҫимӗҫ калакӗпе апатланса тӑшман эсминецне епле путарни ҫинчен каласа парать.
Пиллӗкмӗш сыпӑк // Валентин Урташ, Илпек Микулайӗ. Вениамин Каверин. Икӗ капитан. Валентин Урташпа Николай Илпек куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951
Ҫапла пӗр лейтенантпа мӑшӑрӑн вӗҫсе кайса эпир тӑватӑ пин тонна вырнаҫтаракан тӑшман транспортне путартӑмӑр.И вот в паре с одним лейтенантом мы утопили транспорт в четыре тысячи тонн.
Виҫҫӗмӗш сыпӑк // Валентин Урташ, Илпек Микулайӗ. Вениамин Каверин. Икӗ капитан. Валентин Урташпа Николай Илпек куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951
Тинӗс ҫинче тӑшманӑн 25 самолетне ҫапса ӳкерекен Сафонов ҫинчен, юр зарячӗпе хӳтӗленсе тӑшман транспорчӗсене атакӑлакан хамӑр летчиксем ҫинчен тӗлӗнсе итлерӗм, — юр зарячӗ мӗн иккенне манманччӗ-ха эпӗ.
Вунпиллӗкмӗш сыпӑк // Валентин Урташ, Илпек Микулайӗ. Вениамин Каверин. Икӗ капитан. Валентин Урташпа Николай Илпек куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951
Парӑнма шутламан ҫынсене парӑнтарасшӑн мӗн вӑй ҫитнӗ таран тарӑхтарса, тӑшман ҫав хула халӑхне выҫӑхтарса вӗлересшӗн кӗвӗҫет.
Вунпӗрмӗш сыпӑк // Валентин Урташ, Илпек Микулайӗ. Вениамин Каверин. Икӗ капитан. Валентин Урташпа Николай Илпек куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951
Хамӑр эшелона перекен тӑшман танкӗсем пӗр-пӗр пысӑк десантӑн пайӗ пулнӑ пулмалла ҫав.Очевидно, танки, обстрелявшие наш эшелон, принадлежали к большому десанту.
Ҫиччӗмӗш сыпӑк // Валентин Урташ, Илпек Микулайӗ. Вениамин Каверин. Икӗ капитан. Валентин Урташпа Николай Илпек куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951
РОКК курсӗнче вӗрентӗм, фронтра пултӑм; тӑшман вӑйлӑн персе тӑна ҫӗртенех аманнисене ҫӗкле-ҫӗкле кӑларнӑшӑн приказра тав тунине те илтрӗм эпӗ.
Вуннӑмӗш сыпӑк // Валентин Урташ, Илпек Микулайӗ. Вениамин Каверин. Икӗ капитан. Валентин Урташпа Николай Илпек куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951
«1941-мӗш ҫулхи декабрӗн 6-мӗшӗнче пирӗн Хӗвеланӑҫ фронтӑн ҫарӗсем, иртнӗ ҫапӑҫусенче тӑшман вӑйӗсене пӗтерсе ҫитерсе, халӗ унӑн флангӗсенчи ударлӑ ушкӑнӗсене хирӗҫ контрнаступление куҫрӗҫ.
29 сыпӑк // Митта Ваҫлейӗ. Лев Кассиль. Аслӑ хирӗҫтӑру. Митта Ваҫлейӗ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1950
Тӑшман ҫарӗсене Мускав патӗнчен тапса сирпӗтнӗ…
29 сыпӑк // Митта Ваҫлейӗ. Лев Кассиль. Аслӑ хирӗҫтӑру. Митта Ваҫлейӗ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1950
— Ну, курать хайхи генерал — нимӗҫсене ниепле те тытса чарма ҫук, тӳрӗ проводпа Мускава чӗнет: «Ҫапла, ҫапла, тет. Тем чул ҫухату. Урӑх тӳссе тӑраймастӑп, тӑшман шоссе ҫине тухас пек тӑрать», тет.
28 сыпӑк // Митта Ваҫлейӗ. Лев Кассиль. Аслӑ хирӗҫтӑру. Митта Ваҫлейӗ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1950
Ахӑрнех, вӗсем аса та илмеҫҫӗ пулӗ ҫакӑ самантра хӑйсен вожатӑйӗ 5-мӗш «А» класс пионерӗсен «яркӑчӗсем» ҫинче шӑппӑн йӗрлесе ларнине, ҫав вӑхӑтрах урамра ҫӳхе тӗренче тулашӗнче нимӗҫсем анчӑкла вӗрсе калаҫнине, декабрь юрӗ тӑшман туртса илнӗ пирӗн ҫӗр ҫине кӑмӑлсӑр ҫунине…
26 сыпӑк // Митта Ваҫлейӗ. Лев Кассиль. Аслӑ хирӗҫтӑру. Митта Ваҫлейӗ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1950
Анчах Жмырев… мӗнле тӑшман пулса тӑнӑ уншӑн Жмырев!
24 сыпӑк // Митта Ваҫлейӗ. Лев Кассиль. Аслӑ хирӗҫтӑру. Митта Ваҫлейӗ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1950
Тӑшман Мускавӑн аякри пусӑмӗсем ҫине ерипен ҫеҫ хӗсет, ахӑрнех, хула ҫине сасартӑк сиксе ӳкме хатӗрленет пулас.Враг медленно нажимал на дальние подступы к Москве и, видно, готовился к решающему прыжку на город.
24 сыпӑк // Митта Ваҫлейӗ. Лев Кассиль. Аслӑ хирӗҫтӑру. Митта Ваҫлейӗ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1950
Мускав умӗнче тӑшман тӑрать.
15 сыпӑк // Митта Ваҫлейӗ. Лев Кассиль. Аслӑ хирӗҫтӑру. Митта Ваҫлейӗ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1950
Вӗсен ячӗсем тӑшман туртса илнӗ ҫӗрсем ҫинчен тепӗр хут астутараҫҫӗ.
13 сыпӑк // Митта Ваҫлейӗ. Лев Кассиль. Аслӑ хирӗҫтӑру. Митта Ваҫлейӗ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1950