Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

хама (тĕпĕ: хам) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Темле ӑнлантарса парас ӗнтӗ ҫакна: эпӗ пӗр минутрах хама та ӑна та курнӑ пек пултӑм: хама ӗнтӗ юнлӑ пит-куҫлӑ, йывӑр алӑпа ванса пӗтен самолетӑн рульне тытса пынӑ пек туяттӑм.

Не знаю, как это объяснить, но мне представилось, что я вижу и его и себя в эту минуту: себя — схватившегося слабыми руками за руль, с залитым кровью лицом, на распадающемся самолёте.

Иккӗмӗш сыпӑк // Валентин Урташ, Илпек Микулайӗ. Вениамин Каверин. Икӗ капитан. Валентин Урташпа Николай Илпек куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951

Пин ҫул хушшинче те пӗр хут кӑна пулас эпӗ хама хистемеллӗх вӑй ҫитертӗм, тинех вара мӗн тӑвассине пӗтӗмпех мар пулин те чи кирлине — ҫак минутрах мӗн тӳрлетмеллине ӑнкарса илтӗм.

Кажется, только раз в тысячу лет мне удавалось справиться с ним, и тогда я понимал хотя не всё, но зато самое важное, то, что необходимо было исправить сию же минуту.

Иккӗмӗш сыпӑк // Валентин Урташ, Илпек Микулайӗ. Вениамин Каверин. Икӗ капитан. Валентин Урташпа Николай Илпек куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951

…Чи кансӗрри вӑл куҫа хуптаракан тӗтрепе кӗрешесси ӗнтӗ, — ҫав тӗтрене пулах алӑ та хама итлеми пулчӗ.

…Самое трудное было бороться с этим туманом, от которого закрывались глаза, слабели и падали руки.

Иккӗмӗш сыпӑк // Валентин Урташ, Илпек Микулайӗ. Вениамин Каверин. Икӗ капитан. Валентин Урташпа Николай Илпек куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951

Катя Нина Капитоновнӑсем патӗнче балкон ҫинче ларатчӗ; хама вӑратас мар тесе шӑппӑн калаҫнине эпӗ ыйхӑ витӗр илтетӗп.

Катя сидела на балконе у Нины Капитоновны; сквозь сон я слышал их негромкие, чтобы не разбудить меня, голоса.

Пӗрремӗш сыпӑк // Валентин Урташ, Илпек Микулайӗ. Вениамин Каверин. Икӗ капитан. Валентин Урташпа Николай Илпек куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951

«Хама питӗ юратакан ҫынсем манпа пӗрлех пурнӑҫра пурте лайӑх та ҫӑмӑл пултӑр тесе шухӑшлама тытӑнчӗҫ-тӗк, ҫакӑн пек шӑплӑх тӑрать пулсан, тата ҫак тӗттӗмре ырӑ кӑвак мӑйӑх курӑнать пулсан, чи йывӑрри хыҫала тӑрса юлчӗ пуль ӗнтӗ», — терӗм эпӗ вара ӑшӑмра.

«Может быть, самое тяжёлое уже позади, — сказала я себе, — раз так случилось, что эти люди, которые так любят меня, — раз они будут теперь вместе со мной, чтобы всё в жизни стало легче и лучше? Раз такая тишина и так смутно видны в темноте эти добрые седые усы?..»

Вунулттӑмӗш сыпӑк // Валентин Урташ, Илпек Микулайӗ. Вениамин Каверин. Икӗ капитан. Валентин Урташпа Николай Илпек куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951

Кам-ха тата хама кӑшкӑртичченех ман урана пустӑр-ха!

И при этом наступить мне на ногу так, что я сама заорала.

Вунулттӑмӗш сыпӑк // Валентин Урташ, Илпек Микулайӗ. Вениамин Каверин. Икӗ капитан. Валентин Урташпа Николай Илпек куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951

Ҫук, — мухтаннӑ пек каларӗ Ромашов, — хама ҫак инкеке курса тӳсме ҫуратнӑ анне ячӗпе тупа тӑватӑп!

Нет, — торжественно сказал Ромашов, — клянусь матерью, которая родила меня на это несчастье и горе!

Вунпиллӗкмӗш сыпӑк // Валентин Урташ, Илпек Микулайӗ. Вениамин Каверин. Икӗ капитан. Валентин Урташпа Николай Илпек куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951

Ача чухнехи, тахҫан манӑҫа юлни хама кӑшт ҫеҫ сисӗнмелле сӗртӗнсе иртрӗ.

Детское, забытое воспоминание чуть слышно коснулось меня.

Вунпиллӗкмӗш сыпӑк // Валентин Урташ, Илпек Микулайӗ. Вениамин Каверин. Икӗ капитан. Валентин Урташпа Николай Илпек куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951

«Ытти питӗ хутсем планшетра выртатчӗҫ», — шухӑшӑм хама мӗн каланине илтрӗм эпӗ, вара Ромашовӑн кашни сӑмахӗ умне такам хунар ҫутса панӑ пек пулса тӑчӗ.

«Другие бумаги, очень важные, они лежали в планшете», — мысленно услышала я, и словно кто-то зажёг фонарь перед каждым словом Ромашова.

Вунтӑваттӑмӗш сыпӑк // Валентин Урташ, Илпек Микулайӗ. Вениамин Каверин. Икӗ капитан. Валентин Урташпа Николай Илпек куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951

«Анчах эпир юлашки хут курнӑҫмастпӑр-ҫке, — терӗм хама. — Унӑн чаҫӗ инҫе те мар, госпитальтен ыйтса кайӑп та, пырӑп», терӗм.

«Но ведь не в последний же раз мы видимся, — сказала я себе. — Отпрошусь в госпитале; его часть стоит совсем близко».

Вунвиҫҫӗмӗш сыпӑк // Валентин Урташ, Илпек Микулайӗ. Вениамин Каверин. Икӗ капитан. Валентин Урташпа Николай Илпек куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951

«Вӑрҫӑ ҫынна улӑштарать, — терӗм эпӗ хама. —

«Война меняет людей, — так я отвечала себе.

Вунвиҫҫӗмӗш сыпӑк // Валентин Урташ, Илпек Микулайӗ. Вениамин Каверин. Икӗ капитан. Валентин Урташпа Николай Илпек куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951

«Анчах ку Ромашов-ҫке-ха, — терӗм эпӗ хама, — мӑчӑлтатми куҫлӑ Ромашов-ҫке ку. Ромашов, тӑмана тетчӗ ӑна Саня».

«Но ведь это Ромашов, — так я говорила себе. — Ромашов с его немигающими глазами. Ромашов, Сова, как называл его Саня».

Вунвиҫҫӗмӗш сыпӑк // Валентин Урташ, Илпек Микулайӗ. Вениамин Каверин. Икӗ капитан. Валентин Урташпа Николай Илпек куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951

РОКК курсӗнчен вӗренсе тухрӑм та, вара госпитальте хама хушса янӑ тивӗҫӗмпе мар, профессиллӗ сестрарах ӗҫлеме тытӑнтӑм.

Я кончила курсы РОКК и стала работать в госпитале уже не «общественницей», а профессиональной сестрой.

Вунвиҫҫӗмӗш сыпӑк // Валентин Урташ, Илпек Микулайӗ. Вениамин Каверин. Икӗ капитан. Валентин Урташпа Николай Илпек куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951

Е хама ҫитсе курма юрать-и?

Или разрешите приехать?

Вунпӗрмӗш сыпӑк // Валентин Урташ, Илпек Микулайӗ. Вениамин Каверин. Икӗ капитан. Валентин Урташпа Николай Илпек куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951

Ӑшӑмри вӑрттӑн шухӑшӑма хама хам ҫеҫ шаннӑ пек пулаттӑм, унтан вара хамах ӑна уҫса, тӗнчере пӗртен-пӗр хам кӑна пӗлнине хама каласа параттӑм.

Как будто я сама доверяла себе заветную тайну, а потом сама же раскрывала её, рассказывая то, что было известно мне одной в целом свете.

Вуннӑмӗш сыпӑк // Валентин Урташ, Илпек Микулайӗ. Вениамин Каверин. Икӗ капитан. Валентин Урташпа Николай Илпек куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951

— Эп моряк, хама кура илемлӗ, — терӗ доктор, юрӑри сӑмахсемпе.

— Я моряк, красивый сам собою, — сказал доктор.

Ҫиччӗмӗш сыпӑк // Валентин Урташ, Илпек Микулайӗ. Вениамин Каверин. Икӗ капитан. Валентин Урташпа Николай Илпек куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951

Иккӗмӗш ҫыруне, леш, хама «Пира-Полейкин» тесе ҫырнӑ пӗчӗк ҫыруне шута илмесен, августӑн 7-мӗшӗнче илтӗм; ҫав куна эпӗ кайран темиҫе хутчен те тӗлӗкре куртӑм, тӗлӗкӗмре курнӑ асапсемшӗн хам ҫине хам ҫиленекен пултӑм, тӗлӗк курнӑшӑн ҫиленме пулать тейӗн ҫав.

Второе письмо, если не считать записочки, в которой он называл меня «Пира-Полейкин», я получила 7 августа — день, который потом долго снился мне и как-то участвовал в тех мучительных снах, за которые я даже сердилась на себя, как будто за сны можно сердиться.

Улттӑмӗш сыпӑк // Валентин Урташ, Илпек Микулайӗ. Вениамин Каверин. Икӗ капитан. Валентин Урташпа Николай Илпек куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951

Стоматологически клиникӑра ӗҫлемешкӗн малтанхи вӑхӑтра мана пушшех те йывӑрччӗ, йывӑррине пула хавасланаттӑмччӗ те эпӗ, кашни калас сӑмахӑма шухӑшласа каламаллаччӗ, чӗрене пите йывӑр пулсассӑн та хама ҫирӗп тытма пӗлмеллеччӗ.

Мне было трудно в стоматологической клинике, особенно первое время, и я была рада, что мне трудно и что нужно так внимательно следить за каждым словом и держаться уверенно, даже когда очень тяжело на душе.

Тӑваттӑмӗш сыпӑк // Валентин Урташ, Илпек Микулайӗ. Вениамин Каверин. Икӗ капитан. Валентин Урташпа Николай Илпек куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951

Ҫав шӑрша пула Варя Трофимова хама ытти сестрасемпе, рентгенологпа, аслӑ врачӑн арӑмӗпе тата ыттисемпе те паллаштарнӑ чухнех кӑмӑл пӑтранчӗ манӑн, хӑсассӑм килчӗ.

Запах был такой, что меня сразу стало тошнить, и тошнило всё время, пока Варя Трофимова знакомила меня с другими сёстрами, с рентгенологом, с женой главного врача и с кем-то ещё и ещё…

Тӑваттӑмӗш сыпӑк // Валентин Урташ, Илпек Микулайӗ. Вениамин Каверин. Икӗ капитан. Валентин Урташпа Николай Илпек куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951

Чӳрече умне тӑрсах ҫав хыпара вуласа тухрӑм та ҫаврӑнса пӑхрӑм, ҫынсем пӑшӑрханса пӑхкаларӗҫ, ҫавӑн чух мана темле урӑх туйӑм ярса илчӗ; вуласса та эпӗ темле хама палӑрми урӑхла пурнӑҫра вуланӑ пек вуларӑм.

Стоя перед самым окном, я прочитала сводку, потом обернулась, увидела серьёзные, взволнованные лица, и странное чувство вдруг охватило меня: это чтение происходило уже в какой-то новой, неизвестной жизни.

Виҫҫӗмӗш сыпӑк // Валентин Урташ, Илпек Микулайӗ. Вениамин Каверин. Икӗ капитан. Валентин Урташпа Николай Илпек куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех