Шырав
Шырав ĕçĕ:
Дикарь историйӗ кайран кая, тӑваттӑмӗш, пиллӗкмӗш тата улттӑмӗш страницӑсене куҫса пынӑ, пӗрремӗш страницӑсенче, темиҫе кунтан, ҫынсене тӗлӗнтермелли урӑх япаласем ҫук пирки, Лиззи миспа Фред мистер портречӗсем вырнаҫнӑ, вӗсем, иккӗшӗ те ҫамрӑкскерсем, хӑйсен ирӗкӗпех Балтиморта венчетленнӗ, ку вара Нью-Йорк хулинчи паллӑ пуян ашшӗ-амӑшӗсемшӗн «кӗтмен ҫӗртен тунӑ сюрприз» пулнӑ.
XXV // Николай Иванов, Евстафий Владимиров. Короленко В.Г. Чӗлхесӗр: калав. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955. — 108 с.
Гопкинс хыҫҫӑн унран инҫех мар тӑракан юлташӗ ӳкнӗ, кӑшт тӑхтасан курман-илтмен ҫи-пуҫлӑ, ҫӑмламас та хаяр пысӑк ҫын пӗчченех Нью-Йорк хулинчи полицисен ҫывӑхри ретне салатса та янӑ…
XXIII // Николай Иванов, Евстафий Владимиров. Короленко В.Г. Чӗлхесӗр: калав. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955. — 108 с.
Вӑл сакӑрвун икӗ чун хресчен тытса пурӑннӑ, вилес умӗн хресченӗсене ирӗке кӑларнӑ, иллюминат, Геттинген хулинчи ватӑ студент, «Ҫынна хирӗҫле ӗҫсем е тӗнчере чуна урӑхлатасси» ятлӑ алҫырӑвла сочиненин авторӗ.
X // Михаил Рубцов. Тургенев И.С. Умӗн: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955. — 160 с.
Эсӗ, Павел, нумайӑшне хӑвах пӗлетӗн: Валя Брузжака, уезд хулинчи Роза Грицмана — ку вара ача ҫеҫчӗ-ха, вунҫиччӗ ҫитнӗ лайӑх хӗрччӗ, куҫӗсем ӗненсе пӑхатчӗҫ; унтан Саша Буншафта, пирӗн наборщике, питӗ хаваслӑ йӗкӗтчӗ, хуҫа ҫинчен ялан карикатурӑсем тӑватчӗ.
Саккӑрмӗш сыпӑк // Максим Данилов-Чалдун. Островский, Николай Аслексеевич. Хурҫӑ мӗнле хӗрлӗ: [роман] / Н.А. Островский. — Шупашкар: Чӑваш государство издательстви, 1948. — 402 с.
— Эх, лекесчӗ ман алла ҫав шӑла хӗреспе хӑйракан ксендз, эпӗ ӑна, ылханлӑскере, тӳрех кӑнтса пӑрахӑттӑм, — терӗ ҫилӗллӗн Андрюша Фомичев, Белая Церковь хулинчи атӑ ҫӗлекен патӗнче ӗҫленӗскер.
Саккӑрмӗш сыпӑк // Максим Данилов-Чалдун. Островский, Николай Аслексеевич. Хурҫӑ мӗнле хӗрлӗ: [роман] / Н.А. Островский. — Шупашкар: Чӑваш государство издательстви, 1948. — 402 с.
Пуян буфетчик ӑна кӗпӗрне хулинчи гимназире вӗрентет.
Тӑваттӑмӗш сыпӑк // Максим Данилов-Чалдун. Островский, Николай Аслексеевич. Хурҫӑ мӗнле хӗрлӗ: [роман] / Н.А. Островский. — Шупашкар: Чӑваш государство издательстви, 1948. — 402 с.
Арзамас хулинчи ҫапӑҫусене хутшӑннӑ вӑл, кунтах малтанхи хут аманнӑ.
Аркадий Гайдар // Матвей Сакмаров. Гайдар, Аркадий Петрович. Тимурпа унӑн команди: повесть; вырӑсларан М.А.Сакмаров куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1967. — 102 с.
Вара эпӗ Одесса хулинчи мичмансен шкулӗ пирки пӗлме бланк ҫырса патӑм.
Параппанҫӑ кун-ҫулӗ // Леонид Агаков. Гайдар, Аркадий Петрович. Параппанҫӑ кун-ҫулӗ: повесть; вырӑсларан Л.Агаков куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш государство издательстви, 1957. — 132 с.
Пӗррехинче, виҫӗ ҫул каярах, унӑн инҫетри уезд хулинчи постоялӑй дворта ҫӗр каҫма тӳр килнӗ.Однажды, года три тому назад, ему пришлось ночевать на постоялом дворе в отдаленном уездном городе.
VIII // Феофан Савиров. Тургенев И.С. Ашшӗсемпе ывӑлӗсем: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1949. — 206 с.
— Унта, — терӗ вӑл, ҫӑварӗнчи чӗлӗм муштукне пӗр енчен тепӗр енне куҫарса, — Б. хулинчи студентсем коммерша килнӗ.
I // Асклида Соколова. Тургенев И.С. Пиравйхи юрату: повеҫсем, калавсем, прозӑллӑ сӑвӑсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1982. — 176 с. — 84–131 с.
Анчах ҫак Б. уезд хулинчи пурнӑҫ кавалери полкӗ тӑма пуҫланӑранпа тӗпренех улшӑнчӗ.Но как начал стоять в уездном городке Б. кавалерийский полк, всё переменилось.
Кӳме // Михаил Рубцов. Николай Гоголь. Повеҫсем; вырӑсларан Михаил Рубцов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 3–38 с.
Ҫавӑн пекех пире Шупашкар хулинчи тӗрлӗ музейпе паллашма сӗнчӗҫ, вӗсен шутӗнче — Граждан вӑрҫин мухтавлӑ паттӑрӗ Василий Иванович Чапаев тата И.Я. Яковлев ячӗллӗ Чӑваш патшалӑх педагогика университетӗнчи Амӑшӗн мухтавӗн музейӗсем.
Поэт ҫуралнӑ ялта // Ара Мишши. Ара Мишши. Пиллӗкмӗш чӗрӗк: калавсем/ Ара Мишши. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2018. — 64 с. — 43,45,47,49 с.
Вӗсен шутне ҫаксене кӗртме пулать: ҫӗршывӑн виҫҫӗмӗш летчик-космонавчӗ Андриян Григорьевич Николаев ҫуралнӑ Сӗнтӗрвӑрри районӗнчи Шуршӑл ялӗ; чӑваш халӑхне ҫутта кӑларнӑ, ҫӗнӗ чӑваш ҫырулӑхне йӗркеленӗ Иван Яковлевич Яковлев уҫнӑ Чӗмпӗр хулинчи Чӑваш шкулӗ; пӗтӗм тӗнчипе паллӑ «Нарспи» поэма авторӗ, чӑваш литературин классикӗ Константин Васильевич Иванов ҫуралнӑ Пушкӑрт Республикинчи Пелепей районӗнчи Слакпуҫ ялӗ; вӗри чӗреллӗ Ҫеҫпӗл Мишши поэт ҫуралнӑ Канаш районӗнчи Ҫеҫпӗл ялӗ.
Поэт ҫуралнӑ ялта // Ара Мишши. Ара Мишши. Пиллӗкмӗш чӗрӗк: калавсем/ Ара Мишши. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2018. — 64 с. — 43,45,47,49 с.
— «Государствӑн Оборона Комитечӗн председателӗ И. В. Сталин юлташ Мускав хула Совечӗн тата Мускав хулинчи партипе обществӑллӑ организацисен чаплӑ ларӑвӗнче 1941 ҫулхи ноябрӗн 6-мӗшӗнче тунӑ доклачӗ…»
Ҫирӗм пиллӗкмӗш сыпӑк // Михаил Рубцов. Николай Бирюков. Чайка: роман; вырӑсларан Михаил Рубцов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1953. — 432 с.
Эпир Шупашкар хулинчи Питтукассин коммуналлӑ хытӑ каяшсен ҫӳп-ҫап вырӑнне йӗркене кӗртсе Шупашкарпа Ҫӗнӗ Шупашкар хулисенче тата Шупашкар районӗнче пурӑнакан ҫӗр-ҫӗр пин ҫынна канӑҫ паман пысӑк пӗлтерӗшлӗ ыйтӑва татса патӑмӑр.
Чӑваш Республикин Пуҫлӑхӗ Чӑваш Республикин Патшалӑх Канашне янӑ ҫыру (2020) // Михаил Игнатьев. http://www.cap.ru/events/events/2020-god ... /2020-chuv
Директорпа физик хӑйсен ирӗкӗпех фронта кайнӑччӗ, математикӑпа вӗрентекен Ирина Игнатьевна тупӑсемпе пенӗ вӑхӑтра вилнӗ, ыттисем эвакуацирен таврӑнманччӗ-ха е область хулинчи учительсен конференцине кайнӑччӗ.
I сыпӑк // Илпек Микулайӗ. Юрий Сотник. Курман-илтмен кайӑк; вырӑсларан Микулай Илпек куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 155–238 с.
Тахҫан хӑй Чернигов хулинчи госпитальте выртни ҫинчен питӗ тӗплӗн каласа кӑтартнӑ чух Прохор ӑнсӑртран Григорий ҫине пӑхса илчӗ, унӑн кӗре питҫӑмартийӗсем тӑрӑх шӑпӑртатсах куҫҫуль тумламӗсем юха-юха аннине курчӗ…
XVII // Аркадий Малов. Шолохов М.А. Лӑпкӑ Дон. Роман: IV кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1979. — 504 с.
Район хулинчи шурӑ юрпа витӗннӗ ҫурт тӑррисенче витӗр курӑнакан сенкертерех тӗтӗм юписем йӑсӑрланаҫҫӗ, вӗсен мӗлкисем юрлӑ ту тайлӑмӗсем тӑрӑх вӗлтӗртетсе юхаҫҫӗ.
15 // Николай Сандров. Елизар Мальцев: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Николай Сандров куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1963. — 384 с.
Ҫав каҫ, ҫар сучӗ йышӑннӑ приговор тӑрӑх, хула хыҫӗнчи ҫӳп-ҫап тӑкакан вырӑнта, тӑмлӑ ҫырансенче, Шахты хулинчи чугун ҫул ҫинче ӗҫленӗ большевиксене персе вӗлернӗ.
XI // Аркадий Малов. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Виҫҫӗмӗш кӗнеке. Аркадий Малов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1974. — 438 с.
Сӑнӗпе тӗксӗмленсе, чун-чӗрене хумхантаракан вичкӗн уҫӑмлӑхпа аса илчӗ Листницкин февраль уйӑхӗнчи каҫ пулас умӗн сӳнсе пыракан эреветлӗ капӑр куна; куҫӗ умне Могилев хулинчи губернатор ҫурчӗ, сивӗпе пасарнӑ тимӗр карта тата картан тепӗр енче — тӗтреллӗ ҫӳхе чаршавпа карталаннӑ лутра хӗвелӗн пайӑркисемпе йӑрӑм-йӑрӑм хӗрелсе чӗнтӗрленнӗ йӑлтӑркка юр тухса тӑчӗ…
X // Аркадий Малов. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Иккӗмӗш кӗнеке. Аркадий Малов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1963. — 415 с.