Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

тавра сăмах пирĕн базăра пур.
тавра (тĕпĕ: тавра) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Ҫак ыйту тавра район администрацийӗн пуҫлӑхӗн пӗрремӗш ҫумӗ – вӗренӳпе ҫамрӑксен политикин пайӗн ертӳҫи Леонард Левый сӑмах хускатрӗ.

Куҫарса пулӑш

Сӑваплӑ вырӑна сӑваплӑхра тытар // Елчӗк Ен. http://елчекен.рф/2019/06/19/%d1%81a%d0% ... %b0%d1%80/

Ял праҫникӗ хӑй тавра вырӑнта тӗпленнисене ҫеҫ мар, ытти ял-хулара ӗҫпе пурнӑҫ биографине ӳсӗмлетекенсене те пӗр чӑмӑра пуҫтарнӑ.

Куҫарса пулӑш

«Яла кӗрсен мӗн сас лайӑх?» // Николай МАЛЫШКИН. http://елчекен.рф/2019/06/19/%d1%8f%d0%b ... b9a%d1%85/

Глухов, темиҫе кукӑр туса, тавра ҫулпа таврӑнчӗ килне.

Старик Глухов дал по селу хорошего кругаля и пришел домой.

Намӑссӑрсем // Хветӗр Агивер. Василий Шукшин. Пахчапа мунча хуҫи. Вырӑсларан Хв. Акивер куҫарнӑ. КПСС Чӑваш обкомӗн издательстви, 1989. — 36–46 стр.

Кабинетӗнче (вӑл колхоз председателӗнче ӗҫлет), пыран-каянсене йышӑнса, тек-текех сӗтел тавра ҫӳрекелерӗ, ҫӗтӗлчӗ…

В кабинете (он был председателем колхоза), принимая народ, ходил около стола, нервничал…

Еххӗм Пьяных операцийӗ // Хветӗр Агивер. Василий Шукшин. Пахчапа мунча хуҫи. Вырӑсларан Хв. Акивер куҫарнӑ. КПСС Чӑваш обкомӗн издательстви, 1989. — 29–35 стр.

Олег Цыпленков «Асам ахрӑмӗ» проект тавра сӑмах пуҫарчӗ.

Куҫарса пулӑш

Йӑх тымарӗ ҫирӗп-ха // Хыпар. «Хыпар», 2017.11.20

Паян та журнал тавра ҫыравҫӑсен тата авторсен ҫирӗп шӑнӑрӗ пуҫтарӑннӑ-йӗркеленнӗ теме пулать.

Куҫарса пулӑш

«Хисеплӗ вулаканӑмӑрсем!..» // Лидия МИХАЙЛОВА. «Хыпар», 2017.11.20

«Тӑван Атӑл» журналӑн тавра курӑмӗ тата шухӑшлавӗ ҫапларах.

Куҫарса пулӑш

«Хисеплӗ вулаканӑмӑрсем!..» // Лидия МИХАЙЛОВА. «Хыпар», 2017.11.20

Пӗтӗм кӗтӳ, пысӑк хӑвӑртлӑхпа пынипе, ертӳҫӗ тавра вӑрӑн-н ҫаврӑнчӗ.

Вся стая крутнулась с разгона вокруг вожака.

Кашкӑрсем // Хветӗр Агивер. Василий Шукшин. Пахчапа мунча хуҫи. Вырӑсларан Хв. Акивер куҫарнӑ. КПСС Чӑваш обкомӗн издательстви, 1989. — 3–10 стр.

Иван пуҫ тавра шухӑш хӳтерсе выртрӗ-выртрӗ те…

Иван полежал, подумал…

Кашкӑрсем // Хветӗр Агивер. Василий Шукшин. Пахчапа мунча хуҫи. Вырӑсларан Хв. Акивер куҫарнӑ. КПСС Чӑваш обкомӗн издательстви, 1989. — 3–10 стр.

Анчах кайран вӑл ун ҫинчен вуҫех манса кайнӑ, хӑйӗн мӗнпур шухӑшӗсене те умра тӑракан задача тавра пуҫтарнӑ.

Потом перестал об этом думать и занялся своим делом.

29-мӗш сыпӑк. Гек тӑлӑх арӑма ҫӑлать // Феодосия Ишетер. М. Твен. Том Сойер темтепӗр курса ҫӳрени. Шупашкар, Чӑваш кӗнеке издательстви, 1979. — 232 с.

Анчах вӑл саван тӑхӑнса санӑн тавра ҫапкаланса ҫӳремест, сана тӳрех питренех пырса пӑхмасть, ҫав усалсем пек шӑлӗсене те шатӑртаттармасть.

Зато не станет таскаться за тобой в саване и заглядывать через плечо и ни с того ни с сего скрежетать зубами, как привидение.

25-мӗш сыпӑк. Тӑпра ӑшне алтса чикнӗ укҫана тупма тӑрӑшни // Феодосия Ишетер. М. Твен. Том Сойер темтепӗр курса ҫӳрени. Шупашкар, Чӑваш кӗнеке издательстви, 1979. — 232 с.

Ҫакӑн хыҫҫӑн мистер Доббинсӑн ҫара пуҫ чашкийӗ тавра сасартӑк ҫап-ҫутӑ сӑн ӳкрӗ, мӗншӗн тесен живописец ывӑлӗ унӑн кукша пуҫне ылтӑнласа лартнӑ пулнӑ-мӗн!..

А лысая голова учителя засверкала под лампой ослепительным блеском — ученик живописца позолотил ее!

21-мӗш сыпӑк. Экзаменсем // Феодосия Ишетер. М. Твен. Том Сойер темтепӗр курса ҫӳрени. Шупашкар, Чӑваш кӗнеке издательстви, 1979. — 232 с.

Пӑрахут тавра темӗн чухлӗ кимӗ йӑшӑлтатать, анчах ачасем ҫав кимӗсем ҫинче ларакан ҫынсем мӗн тунине инҫетрен кураймарӗҫ.

Лодки плыли вниз по реке рядом с пароходиком, сновали вокруг него, но издали мальчики не могли разобрать, что делают сидящие в них люди.

14-мӗш сыпӑк. Телейлӗ вӑрӑ-хурахсен лагерӗ // Феодосия Ишетер. М. Твен. Том Сойер темтепӗр курса ҫӳрени. Шупашкар, Чӑваш кӗнеке издательстви, 1979. — 232 с.

Вӑл ҫӗрле Бекки пурӑнакан ҫурт тавра ҫӳреме тытӑнчӗ, хӑйне хӑй шутсӑр телейсӗр тесе шутларӗ.

Он начал околачиваться по вечерам близ ее дома, чувствуя себя очень несчастным.

12-мӗш сыпӑк. Кушак аҫи тата «ыратнине лӑплантаракан эмел» // Феодосия Ишетер. М. Твен. Том Сойер темтепӗр курса ҫӳрени. Шупашкар, Чӑваш кӗнеке издательстви, 1979. — 232 с.

Унтан ура ҫине сиксе тӑчӗ те, Томран хӑтӑлма хӑтланса, саксемпе партӑсем тавра чупкалама тапратрӗ.

И, вскочив с места, она начала бегать вокруг парт и скамеек.

7-мӗш сыпӑк. Сӑвӑса чуптарса ҫӳрени тата аманнӑ чӗре // Феодосия Ишетер. М. Твен. Том Сойер темтепӗр курса ҫӳрени. Шупашкар, Чӑваш кӗнеке издательстви, 1979. — 232 с.

Юлашкинчен йытӑ хӑйӗн орбити тавра ҫутӑ пайӑрки хӑвӑртлӑхӗпе ҫаврӑнакан темӗнле ҫӑмлӑ комета евӗрлӗ пулса тӑчӗ.

Совсем одурев от боли, с молниеносной быстротой начал носиться по своей орбите, словно лохматая комета.

5-мӗш сыпӑк. Ҫыртакан нӑрӑпа йытӑ ҫури // Феодосия Ишетер. М. Твен. Том Сойер темтепӗр курса ҫӳрени. Шупашкар, Чӑваш кӗнеке издательстви, 1979. — 232 с.

Ҫавӑнтан ҫӳлелле те, аялалла та шыв пырса тивмен вырӑн сарӑлса выртать, ҫӳлтен вӑл вырӑн ҫамка ҫинелле хӑпарать, аял хӗрринче хура ярӑм пек мӑй тавра ҫаврӑнать.

А ниже и выше начиналась темная полоса неорошенной почвы, которая захватила шею и спереди и сзади.

4-мӗш сыпӑк. Вырсарникунхи шкулта «Мухтанса хӑтланни» // Феодосия Ишетер. М. Твен. Том Сойер темтепӗр курса ҫӳрени. Шупашкар, Чӑваш кӗнеке издательстви, 1979. — 232 с.

Том пӳрт тавра ҫаврӑнса илчӗ те ӗне вити ҫумӗпе выртакан пылчӑклӑ ҫул ҫине тухрӗ.

Том обошел свой квартал стороной и свернул в грязный переулок мимо коровника тети Полли.

3-мӗш сыпӑк. Вӑрҫапа тата юратупа аппаланать // Феодосия Ишетер. М. Твен. Том Сойер темтепӗр курса ҫӳрени. Шупашкар, Чӑваш кӗнеке издательстви, 1979. — 232 с.

Чунтанах хурланнипе вӑл йывӑҫ тавра тытнӑ карта ҫине упӑхса ларчӗ.

И уселся на загородку под дерево в полном унынии.

2-мӗш сыпӑк. Пит аван маляр // Феодосия Ишетер. М. Твен. Том Сойер темтепӗр курса ҫӳрени. Шупашкар, Чӑваш кӗнеке издательстви, 1979. — 232 с.

– Центр тавра ҫын нумай пуҫтарӑнчӗ-и?

— Много ли людей собралось вокруг центра?

Юлия Райнвайн: «закон маншӑн усӑллӑ пулчӗ» // Ирина Трифонова. «Сувар», 2019.05.30

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех