Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

умӗн (тĕпĕ: ум) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Ҫыруллӑ сӑмахсем чупма тапратрӗҫ, аякра илтӗнекен хупӑ, кӗмсӗртетекен музыка вырӑнне сасартӑк хам вӗреннӗ юррӑн ачаш мелодийӗ, ӳкерӳ умӗн мана нумай тертлентернӗ кӗвӗ ҫӑмӑллӑн юхма пуҫларӗ.

Пробежали надписи, музыка из глухой, далекой и рокочущей вдруг стала близкой, потекла ласковая мелодия песенки, которую мне столько раз приходилось разучивать перед съемками.

11 сыпӑк // Митта Ваҫлейӗ. Лев Кассиль. Аслӑ хирӗҫтӑру. Митта Ваҫлейӗ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1950

Килте, пӗтӗм пӳлӗме ян ярса, приёмник юрлать, ӑна эп яла каяс умӗн аттене патӑм.

Дома у нас на всю комнату пел приемник, который я перед отъездом подарила отцу.

11 сыпӑк // Митта Ваҫлейӗ. Лев Кассиль. Аслӑ хирӗҫтӑру. Митта Ваҫлейӗ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1950

Расщепей ӳкерес умӗн ӑнлантарса парать.

Расщепей объясняет перед съемкой.

10 сыпӑк // Митта Ваҫлейӗ. Лев Кассиль. Аслӑ хирӗҫтӑру. Митта Ваҫлейӗ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1950

Ӳкерес умӗн, ыран Устья пурнӑҫӗнче мӗн-мӗн пулса иртесси ҫинчен тӗплӗн ҫыратӑп, унтан датине лартатӑп: «1812 ҫул сентябрӗн 25-мӗшӗ».

Накануне съемки я подробно записываю в тетрадку все, что должно произойти завтра в жизни Усти, и ставлю дату: «25 сентября 1812 года».

10 сыпӑк // Митта Ваҫлейӗ. Лев Кассиль. Аслӑ хирӗҫтӑру. Митта Ваҫлейӗ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1950

— Ҫук, луччӗ эпӗ ыйтам, — терӗ Расщепей, алӑка Причалин умӗн яр уҫса.

— Нет уж, давайте я вас попрошу, — сказал Расщепей и распахнул дверь перед Причалиным.

8 сыпӑк // Митта Ваҫлейӗ. Лев Кассиль. Аслӑ хирӗҫтӑру. Митта Ваҫлейӗ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1950

Шӑп пуҫланас умӗн, кӗтмен ҫӗртен, пӗр хӑна персе ҫитрӗ — хура мӑйӑхлӑ, хӗрлӗ питлӗ гусар.

Перед самым спектаклем появляется неожиданный гость, черноусый и краснолицый гусар.

6 сыпӑк // Митта Ваҫлейӗ. Лев Кассиль. Аслӑ хирӗҫтӑру. Митта Ваҫлейӗ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1950

— Туркестана, — терӗм эп, ҫакӑн умӗн ним чухлӗ те Туркестан ҫинчен шухӑшламастӑмччӗ пулин те.

— В Туркестан, — сказал я, хотя за минуту перед тем и не думал о Туркестане.

Вунпӗрмӗш сыпӑк // Валентин Урташ, Илпек Микулайӗ. Вениамин Каверин. Икӗ капитан. Валентин Урташпа Николай Илпек куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951

Анчах, мӗн пулать те мӗн килет тесе, апат умӗн тепре тухса пӑхрӑм.

Но на всякий случай я и перед обедом выбегала на улицу поглядеть.

1 сыпӑк // Митта Ваҫлейӗ. Лев Кассиль. Аслӑ хирӗҫтӑру. Митта Ваҫлейӗ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1950

Унӑн кӗске мӑйӑхне кӑвак тӗс ҫапнӑ, праҫник умӗн эпӗ вӗсене хам тикӗслетӗп.

Он носил короткие седые усы, и я ему сама подравнивала их к празднику.

1 сыпӑк // Митта Ваҫлейӗ. Лев Кассиль. Аслӑ хирӗҫтӑру. Митта Ваҫлейӗ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1950

Ку ӗҫ август вӗҫӗнче хамӑр хулана таврӑнас умӗн кӑвайт патӗнче каҫхи апат хатӗрленӗ чух пулса иртрӗ.

Этот случай произошел в конце августа, незадолго до нашего возвращения в город, и как раз у костра, когда мы готовили ужин.

Тӑваттӑмӗш сыпӑк // Валентин Урташ, Илпек Микулайӗ. Вениамин Каверин. Икӗ капитан. Валентин Урташпа Николай Илпек куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951

Вилес умӗн вӑл ҫакӑнта хӑйӗн хаклӑ туприне пытарнӑ тенӗ сас-хура ҫӳрет.

По слухам, она перед смертью замуровала клад.

Тӑваттӑмӗш сыпӑк // Валентин Урташ, Илпек Микулайӗ. Вениамин Каверин. Икӗ капитан. Валентин Урташпа Николай Илпек куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951

— Ну, тӑвансем, — терӗ Пугачев, — ҫывӑрас умӗн юрласа илер-ха пӗр кана манӑн юратнӑ юрра.

— Ну, братцы, — сказал Пугачев, — затянем-ка на сон грядущий мою любимую песенку.

Саккӑрмӗш сыпӑк. Чӗнмен хӑна // Михаил Сироткин, Никифор Ваҫанкка. Александр Пушкин. Капитан хӗрӗ. Вырӑсларан Н.Т. Ваҫанккапа М.Я. Сироткин куҫарнӑ. Чӑваш АССР государство издательстви, 1940

Эпир кӑна ҫула тухса каяс умӗн Собор садӗнче туса ирттертӗмӗр.

Это было сделано в Соборном саду накануне отъезда.

Вунтӑваттӑмӗш сыпӑк // Валентин Урташ, Илпек Микулайӗ. Вениамин Каверин. Икӗ капитан. Валентин Урташпа Николай Илпек куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951

— Курӑпӑр-ха, курӑпӑр, — терӗ вӑл, — тытатӑн-и эсӗ хӑвӑн сӑмахна: Иван Кузмича апат умӗн пӗрер графинчик эрех кирлӗ пулнӑ пекех, сӑвӑ ҫыракансене те сӑввине итлекенсем кирлӗ пулаканччӗ.

— Посмотрим, — сказал он, — сдержишь ли ты свое слово: стихотворцам нужен слушатель, как Ивану Кузмичу графинчик водки перед обедом.

Тӑваттӑмӗш сыпӑк. Пӗрне-пӗри // Михаил Сироткин, Никифор Ваҫанкка. Александр Пушкин. Капитан хӗрӗ. Вырӑсларан Н.Т. Ваҫанккапа М.Я. Сироткин куҫарнӑ. Чӑваш АССР государство издательстви, 1940

Тухса каяс умӗн — пӗр кун маларах, атте ман пулас начальник патне ҫыру парса яма шутласа хуни ҫинчен пӗлтерчӗ те хӑйне перо тата хут пама хушрӗ.

Накануне батюшка объявил, что намерен писать со мною к будущему моему начальнику, и потребовал пера и бумаги.

Пӗрремӗш сыпӑк. Гварди сержанчӗ // Михаил Сироткин, Никифор Ваҫанкка. Александр Пушкин. Капитан хӗрӗ. Вырӑсларан Н.Т. Ваҫанккапа М.Я. Сироткин куҫарнӑ. Чӑваш АССР государство издательстви, 1940

Яла ҫитес умӗн эпӗ лашана сылтӑмалла ҫавӑртӑм та ту хушшипе кайрӑм.

Не доезжая слободки, я повернул направо по ущелью.

Июнӗн 16-мӗшӗ // Николай Пиктемир, Нестор Янкас. Михаил Лермонтов. Пирӗн вӑхӑтри герой. Н. Пиктемирпа Н. Янкас куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑвашкӗнекеиздат, 1964

— Вилес умӗн турра пуҫ ҫапма сӗнетӗп эпӗ сире, — терӗм вара ӑна эпӗ.

— Я вам советую перед смертью помолиться богу, — сказал я ему тогда.

Июнӗн 16-мӗшӗ // Николай Пиктемир, Нестор Янкас. Михаил Лермонтов. Пирӗн вӑхӑтри герой. Н. Пиктемирпа Н. Янкас куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑвашкӗнекеиздат, 1964

Ас тӑватӑп эпӗ, перӗшӳ умӗн ҫӗрӗпех ҫывӑраймарӑм.

Я помню, что в продолжение ночи, предшествовавшей поединку, я не спал ни минуты.

Июнӗн 16-мӗшӗ // Николай Пиктемир, Нестор Янкас. Михаил Лермонтов. Пирӗн вӑхӑтри герой. Н. Пиктемирпа Н. Янкас куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑвашкӗнекеиздат, 1964

Кисловодскран пӗр виҫӗ ҫухрӑмра, ту хушшинче, Подкумок юхса иртнӗ ҫӗрте Ҫӗрӗ текен чӑнкӑ сӑрт пур; вӑл — ҫутҫанталӑк тунӑ хапха; ку хапха ҫӳллӗ сӑртра ҫӗкленсе тӑрать, хӗвел вара анас умӗн ҫавӑн витӗр тӗнче ҫине юлашки хут ҫулӑмлӑн пӑхса илет.

Верстах в трех от Кисловодска, в ущелье, где протекает Подкумок, есть скала, называемая Кольцом; это — ворота, образованные природой; они подымаются на высоком холме, и заходящее солнце сквозь них бросает на мир свой последний пламенный взгляд.

Июнӗн 12-мӗшӗ // Николай Пиктемир, Нестор Янкас. Михаил Лермонтов. Пирӗн вӑхӑтри герой. Н. Пиктемирпа Н. Янкас куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑвашкӗнекеиздат, 1964

Уҫӑлса ҫӳренӗ вӑхӑтра та вӑл хӑйне сӳрӗк тытрӗ, никам умӗн те авкаланмарӗ, ӗнтӗ ҫаках темӗн ҫинчен те калать!

Во все время прогулки она была рассеянна, ни с кем не кокетничала, — а это великий признак!

Июнӗн 3-мӗшӗ // Николай Пиктемир, Нестор Янкас. Михаил Лермонтов. Пирӗн вӑхӑтри герой. Н. Пиктемирпа Н. Янкас куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑвашкӗнекеиздат, 1964

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех