Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

Ытлашши сăмах пирĕн базăра пур.
Ытлашши (тĕпĕ: ытлашши) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
 — Ӑнланмастӑп эпӗ, господа, эсир вӗсемпе мӗншӗн ытлашши чӑрманнине?

— Я не знаю, господа, почему вы с ними церемонитесь?

III // Аркадий Малов. Шолохов М.А. Лӑпкӑ Дон. Роман: IV кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1979. — 504 с.

Ытлашши йӑвашчӗ вӑл, мур пӗлет-и те, ни унталла, ни кунталласкерччӗ.

Уж дюже смирный был, какой-то, чума его знает, недоделанный.

II // Аркадий Малов. Шолохов М.А. Лӑпкӑ Дон. Роман: IV кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1979. — 504 с.

Татарски казакӗсене ним ытлашши чӑрманмасӑрах тӑна кӗртрӗҫ…

Татарцев образумили без особого труда…

II // Аркадий Малов. Шолохов М.А. Лӑпкӑ Дон. Роман: IV кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1979. — 504 с.

Ытлашши ним ҫухату та тӳсмен кӑрмӑксем, хӗрарӑмӗсемпе пӗрле улӑх тӑрӑх тӗлли-йӗркисӗр сапаланса, Вешенски еннелле тарчӗҫ.

Понесшие незначительный урон громковцы вместе с бабами в паническом беспорядке бежали по лугу в направлении Вешенской.

II // Аркадий Малов. Шолохов М.А. Лӑпкӑ Дон. Роман: IV кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1979. — 504 с.

Кӑштах вӑхӑт иртсен, Каштанка ӑна хисеплеми те пулнӑ; хур ун патне яланхи пек калаҫса пынӑ чух, Каштанка халӗ хӳрине вылятман, ӑна, ытлашши калаҫнипе ҫывӑрма паманскере, ним вырӑнне хумасӑр, хирӗҫ «ррр…» тесе ҫеҫ хӑрлаткаланӑ.

В первые дни знакомства Каштанка думала, что он говорит много потому, что очень умен, но прошло немного времени, и она потеряла к нему всякое уважение; когда он подходил к ней со своими длинными речами, она уж не виляла хвостом, а третировала его, как надоедливого болтуна, который не дает никому спать, и без всякой церемонии отвечала ему: «рррр»…

V. Талант! Талант! // С. Алексеев. Антон Чехов. Каштанка: калав; вырӑсларан С. Алеквеев куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951. — 68 с.

Тепӗр самантран куҫсем пӑртак хӑнӑхрӗҫ, тулта юр вӗлтӗртетнипе пӳртре ытлашши тӗттӗм пек те туйӑнмарӗ.

Через минуту глаза немного привыкли, да и сама темнота не казалась такой густой, разбавленная призрачным отсветом летящего за окнами снега.

24 // Николай Сандров. Елизар Мальцев: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Николай Сандров куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1963. — 384 с.

— Эсӗ ытлашши ӑн кӑшкӑр-ха, Аникей, — терӗ Нюшкӑ, тӑрук Лузгин патне пырса тӑрса.

— А ты бы потише разорялся-то, Аникей, — неожиданно, подходя к Лузгииу, сказала Нюшка.

23 // Николай Сандров. Елизар Мальцев: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Николай Сандров куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1963. — 384 с.

Ҫилли иртсе кайсан, Аникей арӑмне хӗрхенме тытӑнать, хӑйне ытлашши хаяр та чӑкӑлтӑш пулнишӗн ӳпкелет, анчах арӑмне ҫавӑн ҫинчен каламасть.

Отойдя, Аникей начинал жалеть Серафиму, упрекал себя за излишнюю жестокость и придирчивость, но сказать об этом жене не решался.

23 // Николай Сандров. Елизар Мальцев: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Николай Сандров куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1963. — 384 с.

Ывӑлӗсем унпа нимӗн тавлашмасӑр килӗшнӗ, вара Корней хӑйӗн ӑшӗнче савӑнса кайнӑ — ӑхӑ, эсир паттӑрсем пек курӑнма тӑрӑшатӑр та, анчах ытлашши ун пекех паттӑр мар иккен-ха эсир.

Сыновья без спора подчинились его решению, и Корней втайне позлорадствовал: ага, выходит, не такие уж вы герои, какими желаете казаться.

20 // Николай Сандров. Елизар Мальцев: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Николай Сандров куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1963. — 384 с.

— Ксения Корнеевна, эсир ытлашши ан пӑшӑрханӑр, — терӗ Константин хуллен.

— Вы особенно не расстраивайтесь, Ксения Корнеевна, — тихо сказал Константин.

19 // Николай Сандров. Елизар Мальцев: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Николай Сандров куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1963. — 384 с.

Эпӗ ытлашши нимӗн те каламастӑп — биографине пӑсмастӑп санне.

Ничего лишнего я не скажу — твоей биографии не испорчу.

19 // Николай Сандров. Елизар Мальцев: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Николай Сандров куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1963. — 384 с.

— Апла пулсан, Лузгин, пире каласа кӑтартнӑ пек, ытлашши хытӑ ҫын мар-ха, э?

— Значит, не такой уж Лузгин жмот, как нам расписывали, а?

19 // Николай Сандров. Елизар Мальцев: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Николай Сандров куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1963. — 384 с.

Эсӗ ытлашши ан хуйхӑр — эпир сана кӳрентерме памастпӑр.

Ты особо не трави себя — мы в обиду тебя не дадим.

18 // Николай Сандров. Елизар Мальцев: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Николай Сандров куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1963. — 384 с.

— Эсӗ ытлашши ан калаҫ, — терӗ ӑна пиччӗшӗ малтанхи пекех васкамасӑр.

— Ты не расходись больно, — посоветовал с той же неторопливостью старший брат.

18 // Николай Сандров. Елизар Мальцев: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Николай Сандров куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1963. — 384 с.

— Анчах ырӑпа ыйтсан тата хамӑн ытлашши пулсан, хытмастӑп — хамах паратӑп.

— А если по-доброму да лишняя имеется, трястись над ней не буду, сам отдам.

18 // Николай Сандров. Елизар Мальцев: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Николай Сандров куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1963. — 384 с.

Вӑл хӗрелчӗ, алли-ури хӗрсе кайрӗ, хӑйне нумай пулмасть пусса тӑнӑ хуйхӑ халӗ ытлашши йывӑр пек туйӑнмарӗ.

Она раскраснелась, к рукам и ногам ее прилило тепло, и все, что недавно угнетало ее, не казалось сейчас таким беспросветным.

18 // Николай Сандров. Елизар Мальцев: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Николай Сандров куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1963. — 384 с.

— Пурин пирки те лайӑх шутласа пӑх, бюрора нимӗн те ытлашши ан кала.

— Обдумай все и не говори на бюро ничего лишнего.

17 // Николай Сандров. Елизар Мальцев: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Николай Сандров куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1963. — 384 с.

Вӑл ытлашши ан хуйхӑртӑр, анчах ӑнлантӑр — эпир ӑна пурпӗрех ахаль хӑварма пултараймастпӑр.

Пусть она не зарывается и поймет, что мы обязаны ее наказать.

15 // Николай Сандров. Елизар Мальцев: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Николай Сандров куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1963. — 384 с.

Эпӗ ҫакна ҫеҫ каласшӑнччӗ — пӗр парторг сӑмахӗпех выводсем тума ытлашши васкамастпӑр-и эпир?

Я хотел сказать только одно: не слишком ли мы, послушав одного парторга, торопимся делать выводы?

15 // Николай Сандров. Елизар Мальцев: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Николай Сандров куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1963. — 384 с.

Ун пек чухне чи кирли — пӗр сӑмах та ытлашши ан кала, хав тӳрре тухма тӑрӑшнӑ пек ан кӑтарт!

Самое важное в подобной ситуации — не сказать ничего лишнего, не поставить себя в позу оправдывающегося.

15 // Николай Сандров. Елизар Мальцев: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Николай Сандров куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1963. — 384 с.

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех