Шырав
Шырав ĕçĕ:
Шурӑ халатлисен сӗнӗвӗсене чирлесен кӑна мар, сывӑ чухне те ӑша хывасчӗ.
Кун йӗркине пӑхӑнмалла // Н. Урукова. Елчӗк Ен, 2020.04.08
Атӑл — Вятка редакторӗсем яланах пӗрлеччӗ, мӗн ҫӗнни, лайӑххи пур — ҫавна ӑша илме тӑрӑшнӑ.
Чӑваш пичечӗн Ренессансӗ таврӑнӗ-и? // Надежда Смирнова. Хыпар. — 2015, 16 январь/кӑрлач (No 4/5). — С.1, 4
Унӑн айӑкӗ ыратрӗ, пуҫӗ янлатса тӑчӗ, ҫӑварӗнче йӳҫек, ӑша лӗклентермелле юн тутине сисрӗ.Болел бок, голова гудела, во рту он чувствовал неприятный, приторный вкус крови.
VIII // Леонид Агаков. Василевская В.Л. Асамат кӗперӗ: повесть. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1945. — 200 с.
Олеся ҫинчен аса илсенех, яланхи пекех, чӗрине ӑша хум пырса перӗнчӗ.Теплая волна прилила к сердцу, как всегда, при мысли об Олесе.
Вунпӗрмӗш сыпӑк // Чӑвашсен патшалӑх издательстви. Островский, Николай Аслексеевич. Тӑвӑлпа ҫуралнисем: [роман] / Н.А. Островский. — Шупашкар: Чӑвашиздат, 1937. — 268 с.
Ҫак икӗ туйӑм пӗрле ӑша ҫунтаракан пӗр пысӑк туйӑм пулса тӑчӗ: вӑл туйӑм ӑна вӗри хум пек ҫупӑрласа илчӗ ҫӗклерӗ, вара амӑшӗ хӑй пичӗпе Андрей кӑкӑрне пырса тӗкӗнчӗ.
XVI // Леонид Агаков. Горький, Максим. Амӑшӗ: [Роман] / М. Горький. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1968. — 362 с.
Ҫакӑн пек каҫа Таня ҫуллахи чи ӑша каҫсенчен те ытларах юратать.
XIV // Асклида Соколова. Фраерман Р.И. Динго йытӑ е пӗрремӗш юрату ҫинчен. Повесть. Чӑвашла Соколова А. А куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1983. — 128 с.
Ӗнертенпе эпӗ ӑша пӗр тӗпренчӗк яман.
Вунсаккӑрмӗш сыпӑк // Асклида Соколова. Твен М. Гекльберри Финн темтепӗр курса ҫӳрени. Повесть. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1985. — 328 с.
Вырӑс революционерӗн ӑсархаттарӑйӗсене ӑша хывни тата пурнӑҫри тӗрӗсмарлӑхсемпе куҫкӗрет тӗл пулни Микулана кӗрешӳре пиҫӗхсе пыма пулӑшаҫҫӗ.
«Ӗмӗр сакки сарлака» романпа унан авторӗ // Николай Григорьев. Мранька Н.Ф. Ӗмӗр сакки сарлака. Роман. 1-мӗш том. Виҫҫӗмӗш кӑларӑм. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 592 с.
Вӑл хӑйӗн ҫӗрӗпе ҫыхӑннӑ, пирӗнни пек: тул, ман ӑша, чӗрӗ шыв! тесе халӑх умӗнче йӑпӑлтатакан пушӑ савӑт-сапасем пек мар!
XII // Михаил Рубцов. Тургенев И.С. Умӗн: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955. — 160 с.
Ҫапах, темле пулсан та, ман ӑша ларчӗ ку…
1945-мӗш ҫул // Александр Галкин. Баруздин С.А. Пӗр ҫулпах: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1970. — 308 с.
Ӑша йӗклентерекен виҫӗ бутылка темӗнле шӗвек ӗҫрӗмӗр…
1942-мӗш ҫул // Александр Галкин. Баруздин С.А. Пӗр ҫулпах: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1970. — 308 с.
Хлороформӑн пирвайхи тумламӗсем, сывлӑша питӗрекен, ӑша тавӑрса кӑларакан шӑршӑ.
Ҫиччӗмӗш сыпӑк // Максим Данилов-Чалдун. Островский, Николай Аслексеевич. Хурҫӑ мӗнле хӗрлӗ: [роман] / Н.А. Островский. — Шупашкар: Чӑваш государство издательстви, 1948. — 402 с.
Ӗнтӗ вӑтӑр ултӑ сехет хушши эпӗ ӑша пӗр хӗлхем те яман.
Улттӑмӗш сыпӑк // Иван Митта. Жюль Верн. Грант капитан ачисем: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1941. — 36 с. — 500 с.
Унӑн ҫинҫе те ӑша пӳрнисем унӑн вырта пӗлмен ҫӳҫӗ ӑшне кӗрсе кайрӗҫ те ачашшӑн тӑрмалама тытӑнчӗҫ.Тонкие теплые пальцы ее тихо забрались в его непокорные волосы, ласково теребили их…
Улттӑмӗш сыпӑк // Максим Данилов-Чалдун. Островский, Николай Аслексеевич. Хурҫӑ мӗнле хӗрлӗ: [роман] / Н.А. Островский. — Шупашкар: Чӑваш государство издательстви, 1948. — 402 с.
Хӑҫан таврӑнатӑр, Ӑша пусаратӑр, Хӑть хӑҫан пулсан та… килӗр ҫеҫ.Вы когда вернетесь? Я не знаю, скоро ли, Только возвращайтесь… хоть когда-нибудь.
Тимурпа унӑн команди // Матвей Сакмаров. Гайдар, Аркадий Петрович. Тимурпа унӑн команди: повесть; вырӑсларан М.А.Сакмаров куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1967. — 102 с.
Хӑҫан-ши таврӑнатӑр, Ӑша лӑплантаратӑр?
Тимурпа унӑн команди // Матвей Сакмаров. Гайдар, Аркадий Петрович. Тимурпа унӑн команди: повесть; вырӑсларан М.А.Сакмаров куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1967. — 102 с.
Анчах та часах алӑк айӗнчи хушӑк витӗр ман пата темле усал, ӑша лӗклентерекен шӑршӑ пырса ҫитрӗ.Но вскоре через щель под дверью ко мне дополз какой-то въедливый, приторный запах.
Параппанҫӑ кун-ҫулӗ // Леонид Агаков. Гайдар, Аркадий Петрович. Параппанҫӑ кун-ҫулӗ: повесть; вырӑсларан Л.Агаков куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш государство издательстви, 1957. — 132 с.
Тепӗр енчен тата ҫак икӗ япаларан хӑшӗ лайӑхрах: хӑвна валли мулкач хӑваласа асапланасси, унтан татӑкӑн-татӑкӑн ӑна ҫурса ҫисе ярасси-и, е ҫын аллинчен ҫӑкӑр татӑкӗ илесси тата ӑша сӑмах илтесси-и; тен, вӑл ҫын Энтип пичче пекех пулӗ…»
VII // Гаврил Молостовкин. Пришвин М.М. Ылтӑн ҫаран: калавсем. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1951. — 200 с. — 133–188 с.
Мӗншӗн-ха йыттӑн ҫавӑн пек ӑша, хӑнӑхса ҫитнӗ шӑтӑкран тухса, мӗскӗн сасӑпа уламалла пулнӑ?
V // Гаврил Молостовкин. Пришвин М.М. Ылтӑн ҫаран: калавсем. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1951. — 200 с. — 133–188 с.
Халь акӑ унӑн сӑнне манаймастӑп эпӗ, унран каҫару ыйтатӑп; ҫав шуранка пит-куҫа, ҫав шывланнӑ йӑваш куҫсене, авӑнчӑк мӑйӗ тавра сапаланнӑ ҫӳҫне, манӑн кӑкӑр ҫумне ҫемҫен сӗртӗннӗ пуҫне аса илни ман ӑша ҫунтарать.
XVII // Асклида Соколова. Тургенев И.С. Пиравйхи юрату: повеҫсем, калавсем, прозӑллӑ сӑвӑсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1982. — 176 с. — 84–131 с.