Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

ӑша (тĕпĕ: ӑш) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
— Атте! — ӑша кайнӑ сасӑпа хуллен пӑшӑлтатса чӗнчӗ ӑна Дарья.

— Батя! — низким, пришептывающим голосом окликнула его Дарья.

V // Аркадий Малов. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Иккӗмӗш кӗнеке. Аркадий Малов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1963. — 415 с.

Вӗсенчен халех ӗнтӗ йывӑр та ӑша лӗклентерекен пылак шӑршӑ ҫапать.

От них уже тек тяжкий, сладковатый запах мертвечины.

III // Аркадий Малов. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Иккӗмӗш кӗнеке. Аркадий Малов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1963. — 415 с.

— Винтовки ӑҫта унӑн? — ыйтрӗ урядник, табак тӗтӗмне антӑхсах ӑша ҫӑтса.

— Винтовка его где? — с жадностью затягиваясь, спросил урядник.

12 // Илле Тукташ. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Илле Тукташ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955.

Ӑша кӗрсе вырнаҫрӗ.

Вросла в меня.

11 // Илле Тукташ. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Илле Тукташ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955.

— Эпир сӑвӑсем вуланӑ, — хашлатса сывларӗ Штокман, унтан, кӑшӑллӑ-кӑшӑллӑ шӑмӑ мундштукне пӳрнисем хушшине хытӑ хӗстерсе тытса, пирус тӗтӗмне вӑрӑммӑн ӑша ҫӑтрӗ…

— Мы читали стихи, — вздохнул Штокман и затянулся папироской, накрепко сжимая промеж пальцев костяной с колечками мундштук…

1 // Илле Тукташ. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Илле Тукташ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955.

Хӑй вӑл Григорий патне пӗр ҫыру та ҫырмасть, анчах та унтан хӑйӗнчен ҫыру килессе Наталья пек тунсӑхлӑн та ӑша вӑркаттарса кӗтсе тӑраканни ҫемьере урӑх пӗри те ҫук.

Она ничего не писала Григорию, но не было в семье человека, кто бы как Наталья с такой тоской и болью ожидал от него письма.

1 // Илле Тукташ. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Илле Тукташ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955.

Пӗтӗм ӑша пӑтратса каса-каса кайса ыратасси, пӗр самантлӑха лӑпланнӑ хыҫҫӑн, Аксинйӑна ҫӗнӗрен, малтанхинчен вунӑ хут вӑйлӑрах, лӑскама пуҫларӗ.

Боль, на минуту отпустившая Аксинью, вернулась удесятеренно сильная.

20 // Илле Тукташ. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Илле Тукташ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955.

Нимӗнпе лӑпланмасӑр ӑша ҫунтаракан хӗрарӑм хуйхи-суйхипе йӳҫӗхсе иртеҫҫӗ кунсем.

Отравленная бабьим неусыпным горем, разматывалась пряжа дней.

15 // Илле Тукташ. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Илле Тукташ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955.

Наталья ашшӗ патӗнче «халӑхран уйрӑм хохол» пек пурӑнать: ӑна шавах Григорий хӑй патне таврӑнассӑн туйӑнать, ӑс-хакӑлӗ уррӑн пӑшӑлтатса каланине итлемесӗр, пӗтӗм чун-чӗререн кӗтет; ҫӗрӗпе ӑша ҫунтаракан тунсӑх пуснипе асапланать вӑл, кӗтмен ҫӗртенех тивӗҫсӗр таптаса тӑкса кӳрентерни унӑн чӗрине шӗкӗлчет.

Наталья жила у отца, «как хохол на отживе»: ей все казалось, что Григорий вернется к ней, сердцем ждала, не вслушиваясь в трезвый нашепот разума; исходила ночами в жгучей тоске, крушилась, растоптанная нежданной, незаслуженной обидой.

15 // Илле Тукташ. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Илле Тукташ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955.

Хӑратать ӑна хӑй малалла ура ярса пусас ҫӗнӗ пурнӑҫ, малалла мӗн пуласси паллӑ марри ӑша вӑркаттарать.

Пугала ее новая, стоявшая у порога жизнь, томила неизвестностью.

18 // Илле Тукташ. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Илле Тукташ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955.

Ҫапӑҫу умӗн килсе тухакан шӑплӑха салтаксем лайӑх пӗлеҫҫӗ: вӑл шиклӗ, тӗксӗм те пӑчӑ пулать; вӑл ӑша ҫунтарать, ҫӗр ҫумне пусать…

Солдаты хорошо знали ту тишину, какая устанавливается перед боем: тревожная она, темная и душная; она гнетет, прижимает к земле…

XVIII // Михаил Рубцов. Бубеннов, Михаил Семёнович. Шурӑ хурӑн: роман; иккӗмӗш кӗнеке; вырӑсларан Михаил Рубцов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1954. — 363 с.

Усала сиснӗ пек, ӑша вӑркатса, ҫӗрле йытӑсем вӗреҫҫӗ.

Будто почуяв неладное, беспокоясь, ночью лаяли собаки.

VII // Феодосия Ишетер. Бубеннов, Михаил Семёнович. Шурӑ хурӑн: роман; пӗрремӗш кӗнеке; вырӑсларан Феодосия Ишетер куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951. — 382 с.

Комиссартан пӗрмай кӑшт хӑракан Володя каллех унтан тӗлӗнчӗ: мӗнле-ха ҫакнашкал пӑхма хаяр ҫын ыттисем ҫине темӗнле ӑша кӑмӑлпа, йӑвашшӑн пӑхма пултарать?

И Володя, всегда немного робевший перед ним, в который раз подивился, как это может такой суровый с виду человек смотреть на людей с какой-то особой, доверчивой лаской.

Вунпӗрмӗш сыпӑк // Тани Юн. Лев Кассиль. Кӗҫӗн ывӑл урамӗ: повесть. Тани Юн куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР Государство Издательстви, 1953.

Малтан ӑша кантарнӑ пек туйӑннӑ, анчах кӑшт тӑрсан тата хытӑрах ӗҫес килнӗ.

Сперва казалось, что он утоляет жажду, но после него хотелось пить еще нестерпимее.

Вунпӗрмӗш сыпӑк // Тани Юн. Лев Кассиль. Кӗҫӗн ывӑл урамӗ: повесть. Тани Юн куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР Государство Издательстви, 1953.

Манӑн ӑша ҫунтаратӑн!

Всю ты мне душу надорвал…

Пӗрремӗш сыпӑк // Тани Юн. Лев Кассиль. Кӗҫӗн ывӑл урамӗ: повесть. Тани Юн куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР Государство Издательстви, 1953.

Тен, эпӗ вӑл хӗрте ҫутҫанталӑка, ҫутҫанталӑкри пӗтӗм илемлӗхӗн сӑнарне юрататӑп пуль; анчах та манӑн хамӑн ирӗкӗм ҫук, ман урлӑ ӑна ҫанталӑкӑн темле вӑйӗ юратать, туррӑн пӗтӗм тӗнчи, пӗтӗм ҫутҫанталӑк ҫак юратӑва ман ӑша тӗртсе кӗртсе ҫапла калать: «юрат».

Может быть, я в ней люблю природу, олицетворение всего прекрасного природы; но я не имею своей воли, а чрез меня любит ее какая-то стихийная сила, весь мир Божий, вся природа вдавливает любовь эту в мою душу и говорит: люби.

XXXIII // Иван Васильев, Григорий Краснов-Кӗҫӗнни. Толстой, Лев Николаевич. Казаксем: повесть; вырӑсларан И.С. Васильевпа Г.И. Краснов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1956. — 3–136 с.

Ҫынҫиене етре чӗреренех тивнӗ, юнӗ нумаях тухман, вӑл ӑша тулнӑ курӑнать, — тӑшман вара питӗ хӑвӑрт вилсе выртнӑ.

Пуля попала дикарю прямо в сердце, и крови вышло немного, произошло внутреннее кровоизлияние, смерть наступила мгновенно.

Ҫирӗм пӗрремӗш сыпӑк // Василий Хударсем. Даниэл Дефо. Робинзон Крузо тинӗс ҫулҫӳревҫин пурнӑҫӗ тата вӑл курнӑ тӗлӗнмелле мыскарасем: роман; Василий Долгов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1970. — 5–280 с.

Ку шухӑш мана асаплантарма, ӑша ҫунтарма пуҫларӗ.

Эта мысль мучила и терзала меня.

Вунҫиччӗмӗш сыпӑк // Василий Хударсем. Даниэл Дефо. Робинзон Крузо тинӗс ҫулҫӳревҫин пурнӑҫӗ тата вӑл курнӑ тӗлӗнмелле мыскарасем: роман; Василий Долгов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1970. — 5–280 с.

Ҫак шыв ман ӑша питех те уҫӑлтарса ячӗ, сывлӑхшӑн усӑллӑ пулчӗ.

Этот напиток очень меня освежал и был полезен моему здоровью.

Вуннӑмӗш сыпӑк // Василий Хударсем. Даниэл Дефо. Робинзон Крузо тинӗс ҫулҫӳревҫин пурнӑҫӗ тата вӑл курнӑ тӗлӗнмелле мыскарасем: роман; Василий Долгов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1970. — 5–280 с.

Пур асапӗ-тӗсепӗ, тарӑхса хӑшкӑлни, хушӑран намӑсланни те, ҫывӑх тус-йышӗсем пуҫӗсене кӑлӑхах хуни, ҫавсемпе пӗрлех тата шанчӑксӑр юратӑвӗ те хупӑнса ларни, ӑша кантарми ҫилӗ, нимӗнле йӑпатайми тунсӑхӗ, пӗр-пӗччене тӑрса юлни те кун-ҫулӗнче ӗмӗчӗ сӳнни, вӗҫӗ-хӗррисӗр аса илӗвӗ — ырри те пулнӑ пуль унта, усалли те, анчах пур пӗрех ҫавсем халь нимӗне тӑманни — пӗхӗмпех куҫҫульпе хутшӑнса тӑкӑнчӗ.

Страдания, горькие разочарования, угрызения совести, скорбь о напрасных жертвах и вместе с этим безнадежно погибшая любовь, озлобление, безутешная тоска, сознание своего одиночества и бесцельности жизни, рой воспоминаний — и светлых и мрачных, но в одинаковой мере мучительных — все было в этих слезах.

III. Ҫурҫӗрелле! // Илпек Микулайӗ. Вазов Иван. Пусмӑрта: роман; вырӑсларан Микулай Илпек куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1964. — 464 с.

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех