Чӑваш чӗлхин икчӗлхеллӗ ҫӳпҫи

Текст: XII

Пай: Умӗн

Автор: Михаил Рубцов

Ҫӑлкуҫ: Тургенев И.С. Умӗн: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955. — 160 с.

Ҫул: 1955; Хушнӑ: 2020.06.29 17:18

Пуплевӗш: 98; Сӑмах: 1127

Текст тӗсӗ: Прозӑллӑ хайлав

Вырӑсла Тема: Паллӑ мар

— Халех кунта Инсаров ирой килсе ҫитет, — мӑнаҫлӑн кӑшкӑрчӗ вӑл, Стаховсен хӑна йышӑнакан пӳлӗмне кӗрсе; ҫав самантра кунта Еленӑпа Зоя кӑначчӗ.

— Wer? — ыйтрӗ Зоя нимӗҫле. Кӗтмен ҫӗртен кам та пулин сӑмах хушсан, вӑл яланах тӑван чӗлхипе калаҫать. Елена яшт тӳрленсе тӑчӗ. Шубин ун ҫине тӑрӑхларах кулса пӑхса илчӗ. Елена кӳренчӗ, анчах нимӗн те шарламарӗ.

— Илтрӗр-и эсир? — тепӗр хут каларӗ Шубин, — Инсаров господин кунта килет.

— Илтрӗм, — терӗ Елена: — эсир ӑна мӗнле чӗннине те илтрӗм. Тӗлӗнетӗп эп сиртен, Инсаров кунта ура та ярса пусман-ха, эсир хуҫкаланма та пуҫланӑ.

Шубин сасартӑк йӑвашланчӗ.

— Эсир тӗрӗс калатӑр, Елена Николаевна, яланах тӗрӗс калатӑр, — мӑкӑртатрӗ вӑл, — анчах эпӗ ҫакна ахальтен кӑна турӑм, турӑшӑн та ҫапла. Эпир унпа кунӗпех пӗрле ҫӳрерӗмӗр, вӑл, эпӗ сире ӗнентерсе калатӑп, питӗ лайӑх ҫын.

— Эпӗ сиртен ҫакӑн ҫинчен ыйтман, — терӗ те Елена вырӑнӗнчен тӑчӗ.

— Инсаров господин ҫамрӑк-и? — ыйтрӗ Зоя.

— Вӑл ҫӗр хӗрӗх тӑватӑ ҫулта, — тарӑхса хирӗҫ тавӑрчӗ Шубин.

Казачок икӗ тус килни ҫинчен пӗлтерчӗ. Вӗсем кӗчӗҫ. Берсенев Инсаровпа паллаштарчӗ. Елена вӗсене ларма сӗнчӗ, унтан хӑй те ларчӗ, Зоя вара Анна Васильевнӑна пӗлтерме ҫӳлти хута хӑпарчӗ. Калаҫу, малтан тӗл пулнӑ чухне пулакан ытти калаҫусем пекех, тӗрлӗ ӑпӑр-тапӑрсем ҫинчен хускалчӗ. Шубин ним шарламасӑр кӗтесре сӑнаса ларчӗ, анчах ним сӑнамалли те пулмарӗ. Елена пит-куҫӗнче вӑл Шубина тарӑхнине асӑрхарӗ, — ҫавӑ ҫеҫ. Шубин Берсенев ҫине, Инсаров ҫине пӑхкаласа илчӗ, хӑй скульптор пулнӑ май, вӗсен сӑнӗсене пӗр-пӗринпе танлаштарчӗ. Иккӗшӗн те сӑнӗсем илемлӗ мар, тесе шутларӗ вӑл, болгарӑн — характерлӑ, скульптурӑллӑ сӑнар, акӑ вӑл халь лайӑх курӑнать, великорусӑн сӑнарӗ вара картина ҫинче ытларах килӗшмелле: йӗрсем ҫук, сӑн-пичӗ пур. Тӗрӗссипе каласан, ӑна та, кӑна та юратса пӑрахма пулать. Елена никама та юратмасть-ха, анчах Берсенева юратӗ, тесе шутларӗ вӑл хӑй ӑшӗнче. — Хӑна пӳлӗмне Анна Васильевна кӗчӗ те — калаҫу пӗтӗмпех дачӑри пурнӑҫ ҫине куҫрӗ; вӗсем шӑпах ялти пурнӑҫ ҫинчен мар, дачӑри пурнӑҫ ҫинчен калаҫрӗҫ. Калаҫу тӗрлӗ япала ҫинчен пычӗ, анчах та кашни виҫӗ минут хушшинчех ыйха яракан кӗске вӑхӑта чарӑнкаласа ларчӗ. Ҫакӑн пек шӑпланнӑ вӑхӑтсенчен пӗринче Анна Васильевна Зоя ҫине пӑхса илчӗ. Вӑл сӑмахсӑрах мӗн тума систернине Шубин ӑнланчӗ те пит-куҫне пӗркелентерчӗ, Зоя вара, фортепьяно умне ларса, хӑй пӗлекен юрӑсене каласа, кӗвӗ май юрласа пачӗ. Увар Иванович алӑка уҫса пӑхрӗ, анчах пӳрнисене хускаткаласа илнӗ хыҫҫӑн пӑрӑнса кайрӗ. Унтан чей лартрӗҫ; кайран ушкӑнӗпех садра ҫӳрерӗҫ… Тулта тӗттӗмленме пуҫларӗ те, хӑнасем килӗсене саланчӗҫ.

Инсаров, чӑнах та, Еленӑшӑн хӑй шухӑшланӑ ҫын пек туйӑнмарӗ, е, тӗрӗсрех каласан, пӗрре те вӑл кӗтнӗ ҫын пек пулмарӗ. Ӑна Инсаровӑн тӳрӗ кӑмӑлӗ, вӑл хӑйне ирӗккӗн тытни килӗшрӗ, унӑн сӑнне те кӑмӑлларӗ вӑл; анчах Инсаровӑн пӗтӗм кӗлетки, лӑпкӑ та ҫирӗп, кулленхи пекех ахальскер, Берсенев ун ҫинчен каласа кӑтартнӑ тӑрӑх хӑй пуҫӗнче сӑнарланнӑ сӑнпа майлашсах каймарӗ. Елена, хӑй те сисмесӗрех, Инсаров «турӑ пӳрнинчен» лайӑхрах ҫын пуласса кӗтнӗччӗ. Анчах вӑл паян сахал калаҫрӗ — ҫакӑншӑн эпӗ хам айӑплӑ-ха, — тесе шухӑшларӗ Елена, — эпӗ унран ыйтса пӗлмерӗм, тепре куриччен тӑхтас-ха; куҫӗсем унӑн пуҫри шухӑш-кӑмӑлне палӑртаканскерсем, тӳрӗ кӑмӑллӑ ҫын куҫӗсем! Хӑй ун умӗнче пуҫ таясшӑн мар, хӑйӗн аллине тусла тӑсса парасшӑн пулнине туйрӗ вӑл, анчах пӗлеймерӗ: Инсаров пек ҫынсем, «геройсем», ҫавнашкал пуласса шутламан вӑл. Ҫак юлашки «герой» сӑмах ӑна Шубина аса илтерчӗ те, Елена вара, вырӑн ҫинче выртнӑ ҫӗртех, тарӑхса хӗрелсе кайрӗ.

— Сирӗн ҫӗнӗ пӗлӗшсем сире мӗнле килӗшрӗҫ? — ыйтрӗ Берсенев Инсаровран хӑйсем каялла таврӑннӑ чухне.

— Вӗсем мана ҫав тери килӗшрӗҫ, — хирӗҫ тавӑрчӗ Инсаров, — уйрӑмах хӗрӗ. Лайӑх хӗр пулмалла. Вӑл пӑлханать, анчах унӑн пӑлханӑвӗ — лайӑх пӑлхану.

— Вӗсем патне тӑтӑшрах ҫӳрес пулать, — астутарчӗ ӑна Берсенев.

— Ҫапла, ҫӳрес пулать, — терӗ те Инсаров килне ҫитиччен те урӑх пӗр сӑмах шарламарӗ. Вӑл ҫитсенех питӗрӗнсе илчӗ, анчах унӑн пӳлӗмӗнче ҫурҫӗр иртсен те чылайччен хӑйӑ ҫути пулчӗ.

Берсенев Раумер кӗнекин пӗр страницине вулама ӗлкӗрейменччӗ-ха, чӳрече кантӑкне пӗр ывӑҫ вӗтӗ хӑйӑр пырса ҫапӑнчӗ. Вӑл ирӗксӗрех чӗтренсе илчӗ, чӳречине уҫсан, шуратнӑ пир пекех шурӑ сӑнлӑ Шубина курчӗ.

— Эккей, мӗнле чарусӑр эсӗ! ҫӗрлехи лӗпӗш! — калаҫма пуҫланӑччӗ Берсенев.

— Тсс… — пӳлчӗ ӑна Шубин: — эпӗ сан патна, Макс Агата патне килнӗ пек, вӑрттӑн килтӗм. Манӑн санпа пӗр-икӗ сӑмах калаҫса илмелле.

— Пӳлӗме кӗр ара.

— Ҫук, кӗрсе тӑмастӑп, — терӗ те Шубин чӳрече янахӗ ҫине таянчӗ. — Кун пек хаваслӑрах, Испанири евӗрлӗрех пулать. Сана саламлатӑп: сан акци хакӗ ӳсрӗ. Эс мухтанӑ тӗлӗнмелле ҫын пӑчланса ларчӗ. Ҫакӑн пирки эпӗ ӗнентерсе калама пултаратӑп. Хам никам майлӑ та маррине ӗнентерес шутпа эпӗ сана мӗн калам, итле: акӑ Инсаров господинӑн пултарулӑхне кӑтартакан формулярлӑ список. Нимле талант та ҫук, поэзи ҫук, питӗ нумай ӗҫлеме пултарать, асра тытасси пысӑк, ӑсӗ тӗрлӗ енӗпе аталанман, чылаях та мар, анчах тӑнлӑ та ҫивӗч; типчак та вӑй, тата хамӑр хушӑра каласан, сӑмах-юмах унӑн кичем Болгарийӗ ҫинчен хускалса, хӗрсе кайсан, калаҫма та пултарать. Мӗн? Тен, эпӗ тивӗҫсӗр калаҫатӑп, тесшӗн эсӗ? Тата ҫакна асӑрхаттарам: эсӗ нихҫан та ӑна «эсӗ» тесе калаяс ҫук, унпа никам та ҫывӑх пулман; эпӗ, артист, уншӑн килӗшӳсӗр ҫын, куншӑн эпӗ мухтанатӑп. Типчак, типчак та, анчах пире пурне те пӗтерсе хума пултарать. Вӑл хӑйӗн ҫӗрӗпе ҫыхӑннӑ, пирӗнни пек: тул, ман ӑша, чӗрӗ шыв! тесе халӑх умӗнче йӑпӑлтатакан пушӑ савӑт-сапасем пек мар! Ун вырӑнне унӑн ӗҫӗ те ҫӑмӑлрах, ӑнланмалларах: турккӑсене ҫеҫ хӑваласа кӑлармалла пысӑк ӗҫ ӗнтӗ, ним те калаймӑн! Анчах ҫак пахалӑхсене мухтав турра, хӗрарӑмсем кӑмӑлламаҫҫӗ. Унӑн, санпа иксӗмӗрӗнни пек, кӑмӑла каяканни, илемлӗхӗ ҫук.

— Эсӗ мӗн мана хутӑштаратӑн? — мӑкӑртатса илчӗ Берсенев. — Ытти енчен те эсӗ тӗрӗс мар калатӑн: вӑл сана пӑртак та хирӗҫ мар, хӑйӗн ҫӗршывӗнчи ҫынсемпе те туслӑн калаҫать… ҫакна эпӗ пӗлетӗп.

— Ку урӑх япала! Вӑл вӗсемшӗн герой, тепӗр тесен тӳррипех калас пулсан, геройсем урӑхла пулмалла, тесе шутлатӑп эпӗ: геройӑн калаҫма пӗлмелле мар, герой вӑкӑр пек мӗкӗрмелле; калаҫас вырӑнне мӑйракипе тӑрӑнтарать те — стенасем ишӗлсе анаҫҫӗ. Мӗншӗн тӑрӑнтарнине вӑл хӑй те пӗлмест, ҫапах тӑрӑнтарать. Тепӗр тесен, тен, пирӗн вӑхӑтра урӑхла геройсем кирлӗ пулӗ.

— Мӗншӗн сана Инсаров ҫав тернех интереслентерет? — ыйтрӗ Берсенев. — Нивушлӗ эсӗ ман пата унӑн кӑмӑлне каласа кӑтартассишӗнех чупса килтӗн?

— Килте питӗ кичем пулнипе кунта килтӗм эпӗ, — терӗ Шубин.

— Акӑ мӗн! Каллех макӑрас теместӗн пулӗ те?

— Кул ӗнтӗ! Эпӗ кунта килтӗм, мӗншӗн тесен эпӗ хамӑн чавсана ҫыртма хатӗр, мӗншӗн тесен мана тарӑхни, кӳренни, кӗвӗҫни кӑшлать…

— Кӗвӗҫни? камран?

— Санран, унран, пуринчен те. Пӗр шухӑш канӑҫ памасть мана: эпӗ ӑна маларах ӑнланса илнӗ пулсан, ӗҫе пӗлсе тытӑннӑ пулӑттӑм… Эй, мӗн сӑмахламалли пур унта! Эпӗ, вӑл каларӗшле, яланах кулӑп, ухмахланӑп, кайран вара тытӑп та ҫакӑнса вилӗп…

— Ҫакӑнасса эсӗ ҫакӑнмастӑн-ха, — астутарчӗ ӑна Берсенев.

— Ҫакнашкал каҫ, паллах, вилместӗп; анчах кӗркуннеччен пурӑнма кӑна май пултӑр. Ҫакнашкал каҫ та ҫынсем вилеҫҫӗ, анчах телее пула. Ах, телей! Ҫул тӑрӑх тӑсӑлса выртакан кашни йывӑҫ мӗлкиех халь: «Телей ӑҫтине эпӗ пӗлетӗп… Каласа парас-и?» — тесе пӑшӑлтатнӑн туйӑнать. Эпӗ сана уҫӑлса ҫӳреме чӗннӗ пулӑттӑм, анчах эсӗ йӑлтах кӗнеке ӑшне путнӑ. Ҫывӑр, тӗлӗкӗнте математика фигурисем курӑнччӑр! Манӑн акӑ чӗре ҫурӑлса тухать. Эсир, господасем, ҫын кулнине куратӑр та ӑна ҫӑмӑл, тесе шутлатӑр; эсир ӑна: ху каланине ху хирӗҫ пыратӑн, тесе асӑрхаттарма пултаратӑр, — апла пулсан, вӑл тертленмест! Хӑямата сире!

Шубин чӳрече патӗнчен варт пӑрӑнса кайрӗ. «Аннушка!» тесе кӑшкӑрасшӑнччӗ Берсенев ун хыҫҫӑн, анчах Шубинӑн пичӗ чӑнах та шурса кайнине астуса тытӑнса тӑчӗ. Пӗр икӗ минут иртсен, Берсенева макӑрни илтӗннӗ пек туйӑнчӗ; вӑл чӳречине уҫса пӑхрӗ, анчах тулта шӑпах-мӗн: таҫта инҫетре ҫеҫ, пӗр-пӗр иртсе ҫӳрекен мужик пулас, Моздок ҫеҫенхирӗ юрра тӑсать.

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех