Шырав
Шырав ĕçĕ:
Давыдов ыйхӑлама пуҫларӗ, анчах, утӑ ӑшӗнче шӑши чӑштӑртаттарсан, Ҫӑрттан мучи урнӑ ҫын пек ҫӑмӑллӑн сиксе тӑчӗ, Давыдова турткалама пуҫларӗ:
XXV сыпӑк // Мирун Еник, Владимир Садай, Александр Яндаш. Михаил Шолохов. Уҫнӑ ҫерем: роман. Иккӗмӗш кӗнеке. Мирун Еник, Владимир Садай, Александр Яндаш куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1963.
Картина ҫинчи кӗрен пиншак тӑхӑннӑ хӑюллӑ тореадор пӗтӗм вӑйпа малалла талпӑнакан урнӑ вӑкӑр мӑйракине ҫиппе йӑлланӑ та, пӗр аллипе ӑна тытса тӑрать, тепринпе, тирпейсӗррӗн хӗҫӗ ҫине тайӑннӑ.
XV сыпӑк // Мирун Еник, Владимир Садай, Александр Яндаш. Михаил Шолохов. Уҫнӑ ҫерем: роман. Иккӗмӗш кӗнеке. Мирун Еник, Владимир Садай, Александр Яндаш куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1963.
Анчах хӑй, Давыдова колхоз стройне курайманнине тарӑна тата шанчӑклӑ пытарма пултарайман, вӑл, ҫав курайманлӑх; унӑн е асӑрхаймасӑр каласа янӑ сӑмахӗнче, е скептикла куллинче палӑрнӑ, е хӗретсе хуратнӑ хурҫӑ пек йӑлтӑркка тӗксӗм кӑвак куҫӗсенче урнӑ пек ҫиҫе-ҫиҫе илнӗ те ҫавӑнтах ҫухалнӑ.
VII сыпӑк // Мирун Еник, Владимир Садай, Александр Яндаш. Михаил Шолохов. Уҫнӑ ҫерем: роман. Иккӗмӗш кӗнеке. Мирун Еник, Владимир Садай, Александр Яндаш куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1963.
Хӑв ҫине тӗкӗр витӗр пӑх-ха — хӑраса кайӑн: питӳ-куҫу кӳпчесе кайнӑ, куҫусем урнӑ йыттӑнни евӗрлӗ, ну, мӗн тума кунашкал сӑн-питпе килсе кӗтӗн-ха эсӗ кунта?
28-мӗш сыпӑк // Наум Урхи, Никифор Ваҫанкка, Илле Тукташ, Уйӑп Мишши. Михаил Шолохов. Уҫнӑ ҫерем: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Наум Урхи, Никифор Ваҫанкка, Илле Тукташ, Уйӑп Мишши куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1959
«Урнӑ йытӑ!»
25-мӗш сыпӑк // Наум Урхи, Никифор Ваҫанкка, Илле Тукташ, Уйӑп Мишши. Михаил Шолохов. Уҫнӑ ҫерем: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Наум Урхи, Никифор Ваҫанкка, Илле Тукташ, Уйӑп Мишши куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1959
— Санӑн хӑвӑн, урнӑ йыттӑнни майлах, ҫӑварӑнтан кӑпӑк пӑчӑртатса тухать авӑ!— У тебя у самого с рота пена клубом идет, как у бешеной собаки!
21-мӗш сыпӑк // Наум Урхи, Никифор Ваҫанкка, Илле Тукташ, Уйӑп Мишши. Михаил Шолохов. Уҫнӑ ҫерем: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Наум Урхи, Никифор Ваҫанкка, Илле Тукташ, Уйӑп Мишши куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1959
Эпӗ вӗсене пулемётран… пурне те ҫулса тӑкатӑп! — Нагульнов сасартӑк тискеррӗн кӑшкӑрса ячӗ, калама ҫук пысӑк куҫ шӑрҫисем урнӑ ҫыннӑнни пек ялтӑртатса илчӗҫ, тути хӗррисен кӗтессисенчен кӑпӑк пӑчӑртатса тапса тухрӗ.
9-мӗш сыпӑк // Наум Урхи, Никифор Ваҫанкка, Илле Тукташ, Уйӑп Мишши. Михаил Шолохов. Уҫнӑ ҫерем: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Наум Урхи, Никифор Ваҫанкка, Илле Тукташ, Уйӑп Мишши куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1959
Каларӑм сире урнӑ йытӑ тесе, урнӑ йытах вӑл…
Хамелеон // Федор Меценатов. Антон Чехов. Калавсем. Чӑвашгосиздат, 1940. — 89–94 стр.
— Вӑл урнӑ йытӑ.
Хамелеон // Федор Меценатов. Антон Чехов. Калавсем. Чӑвашгосиздат, 1940. — 89–94 стр.
Вӑл урнӑ йытӑ пулӗ…
Хамелеон // Федор Меценатов. Антон Чехов. Калавсем. Чӑвашгосиздат, 1940. — 89–94 стр.
Илемлӗ тискер кайӑксем, хӑранипе ухмаха ернӗ пек, ҫутӑсем йӑлтӑртатнипе суккӑрланса, музыкӑпа пӑшал сассине пула анраса кайса, тимӗр картасем хушшипе урнӑ пек ыткӑнса ҫӳреҫҫӗ, симӗс куҫӗсене ҫиҫтерсе ҫухӑраҫҫӗ, хӑрӑлтатаҫҫӗ; асав шӑлӗсене хаяррӑн кӑтартса, вӗсен тутисем чӗтреҫҫӗ, е пӗр ура, е унтан тепри хӑрушшӑн ҫӗкленсе сывлӑшалла кармашса илет.
Кичемлӗх патшалӑхӗ // Александр Алга. Максим Горький. Сочиненисем. Чӑваш АССР государство издательстви, 1953. — 671–683 стр.
Сывлӑш, вагонсем урнӑ пек чупса хӑваланипе, ҫынсен кӗписемпе ҫӳҫӗсене вӗлкӗштерет, пичӗсене пӑчӑ ҫил хумӗпе пыра-пыра ҫапать, хӑлхасене пин-пин сасӑ тӗртсе кӗртет, куҫа тусан ҫиет, суккӑрлатать, — ҫапла йӗри-тавра пӗр чарӑнми шӑв-шав тӑрать, илтми тӑвать…
Сарӑ шуйттан хули // Александр Алга. Максим Горький. Сочиненисем. Чӑваш АССР государство издательстви, 1953. — 659–670 стр.
Ҫак гаваньри урнӑ хӗвӗшӳре Челкаш хӑйне лайӑххӑн туйнӑ.
I сыпӑк // Ҫемен Элкер. Максим Горький. Сочиненисем. Чӑваш АССР государство издательстви, 1953. — 20–49 стр.
Тухтӑр ҫинелле кӑн пӑхса илет Иван Евсеич, темӗнле нӗрсӗр елпӗрсе кулса илет, унтан сӑмах шарламасӑр, аллисене шарт ҫапса ярса, урнӑ йытӑран тарнӑ пекех, усадьба еннелле тапса сикет.
Лашалла хушамат // Иван Мучи. Антон Чехов. Калавсем. Чӑвашгосиздат, 1940. — 56–62 стр.
Пӗр аллӑ утемсем пек чупсан, Олеся чарӑннӑ, хӑйӗн шурса кӑвакарнӑ чӗрӗм-черӗмлӗ, юнланнӑ питне урнӑ эшкер енне ҫавӑрнӑ та: — Питӗ лайӑх!.. — кӑшкӑрнӑ хыттӑн, унӑн кашни сӑмахӗ майтанра та уҫӑмлӑнах илтӗннӗ.
XII сыпӑк // Антал Назул. Куприн, Александр Иванович. Тытӑҫу: повеҫсем; вырӑсларан Антал Назул куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1978. — 3–84 с.
Йытта ҫынсем сенӗксемпе тата пуртӑсемпе хӑвалама тытӑнсан, вӑл, ҫынсенчен тарса, таҫта, ту хыҫне пытаннӑ, ҫакӑншӑн вара ӑна урнӑ йытӑ тесе шутланӑ; ҫав типӗ ҫырмана выльӑх-чӗрлӗх виллисене пӑрахнӑ; ҫырмара вӑрӑ-хурахсем те, кашкӑрсем те, ҫав таврара е ҫут тӗнчере пачах пулман тата ытти ҫавнашкал чӗрчунсем те пур тесе шутланӑ.
IX сыпӑк // Александр Артемьев, Михаил Рубцов. Иван Гончаров. Обломов: роман. Александр Артемьевпа Михаил Рубцов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1956
Сиплеме пултарнӑ, шӑл ыратнине чарнӑ, тимӗр тӑприпе пуҫ ҫавӑрнӑ, кама та пулин урнӑ йытӑ ҫыртсан е ҫӗлен сӑхсан вӗрнӗ-сурнӑ, пытарнӑ мул тӗлне кӑтартнӑ… пӗтӗмпех каласа та пӗтереймӗн.
V сыпӑк // Антал Назул. Куприн, Александр Иванович. Тытӑҫу: повеҫсем; вырӑсларан Антал Назул куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1978. — 3–84 с.
— Урнӑ та пуль ӗнтӗ халиччен.
Улттӑмӗш сыпӑк // Галина Матвеева. Килти архив
Унтан кӗсменсемпе урнӑ пек шыва ҫапма пуҫларӗҫ, Терентие икӗ енчен шыв кӗлтисемпе сапаҫҫӗ.
XLIV. Маёвка // Александр Ярлыкин. Валентин Катаев. Пӗччен парус шуррӑн курӑнать. Александр Ярлыкин куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1949
Хӑй урнӑ сасӑпа: — Перӗр! Перӗр! Перӗр! — тесе кӑшкӑрать.
XXXVIII. Боевиксен штабӗ // Александр Ярлыкин. Валентин Катаев. Пӗччен парус шуррӑн курӑнать. Александр Ярлыкин куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1949