Шырав
Шырав ĕçĕ:
Вӑл план — тӑшмана Атӑл тӑрӑхӗнчи ҫеҫен хирсене илӗртсе пырасси, унӑн коммуникацийӗсене тӑсса ярасси, хальхи пек каласан, хӑйӗн базинчен аякка илсе каясси пулать; кайран вара кунтан, хӗвеланӑҫӗнчен тата ҫурҫӗр енчен пырса ҫапса коммуникацисене раз-раз татмалла та, тӑшмана хӑвӑрт кӑна пӗтерсе тӑкмалла.
2 сыпӑк // Леонид Агаков, Александр Артемьев. Борис Полевой. Чӑн-чӑн этем ҫинчен ҫырнӑ повесть. Леонид Агаковпа Александр Артемьев куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1950
Ҫав аскӑн ҫын Дуньӑна кӑна ҫех мар илӗртсе илсе кайнӑ, илӗртсе кайнӑ та кӑшт йӑпаннӑ, кайран пӑрахнӑ.Не ее первую, не ее последнюю сманил проезжий повеса, а там подержал да и бросил.
Станца пуҫлӑхӗ // Ҫт. Ухантей. Александр Пушкин. Иван Петрович Белкин ҫырса хӑварнӑ повеҫсем. Ст. Угандей куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш государство издательстви, 1936
Ку вӑл ӑсан ами, хӑйӗн чӗпписене ҫӑлас тесе, аманнӑ пек вӗҫсе, сунарҫӑсене хӑй чӗпписенчен аяккалла илӗртсе кайнӑ евӗрлех пулнӑ.Как это делает тетерка, притворяясь подраненной и отвлекая охотников от своих птенцов.
2 сыпӑк // Леонид Агаков, Александр Артемьев. Борис Полевой. Чӑн-чӑн этем ҫинчен ҫырнӑ повесть. Леонид Агаковпа Александр Артемьев куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1950
— Яла култарма-и. Пӗлетӗп, мӗншӗн вӑл мана сысна витине илӗртсе кӗресшӗн…— Вся деревня смеяться будет. Я знаю, для чего он меня хочет на свинарник загнать…
Пур енчен те тӗсесе // Хветӗр Агивер. Василий Шукшин. Пахчапа мунча хуҫи. Вырӑсларан Хв. Акивер куҫарнӑ. КПСС Чӑваш обкомӗн издательстви, 1989. — 19–28 стр.
Хӗвел ансанах, арҫын ачана нимӗнпе те килтен урамалла илӗртсе кӑларма пулмарӗ.После наступления темноты Тома нельзя было выманить из дома никакими соблазнами.
24-мӗш сыпӑк. Тӗлӗнмелле лайӑх кунсем — шутсӑр хӑруша каҫсем // Феодосия Ишетер. М. Твен. Том Сойер темтепӗр курса ҫӳрени. Шупашкар, Чӑваш кӗнеке издательстви, 1979. — 232 с.
Тома ҫак вӑхӑтра пӗр ытармалла мар ҫӗнӗ япала илӗртсе ячӗ: хӑй паллакан пӗр негртан вӑл шӑхӑрма вӗренчӗ.Такой новинкой была особенная манера свистеть, которую он только что перенял у одного негра,
1-мӗш сыпӑк. Том вылять, ҫапӑҫать, тарать // Феодосия Ишетер. М. Твен. Том Сойер темтепӗр курса ҫӳрени. Шупашкар, Чӑваш кӗнеке издательстви, 1979. — 232 с.
Ҫулла вара ҫурт умӗ тӗрлӗ тӗслӗ ҫеҫкепе илӗртсе тӑрать - алли те, чунӗ те ҫепӗҫ ҫынна ҫеҫ кӑмӑллать чечек.
Кил вучахӗшӗн — ҫутӑ хӗлхем // Г.ИВАНОВА. Шӑмӑршӑ хыпарӗ, 2019.05.24
Иккӗмӗш кӗнекере вара ҫав кӗрешӳ хӗрмест, автора ялти тӗрлӗ тӗлӗнтермӗшсем илӗртсе каяҫҫӗ, тӗп темӑран пӑраҫҫӗ.
1962 ҫулхи чӑваш литератури. Прозӑ // Г. Я. Хлебников. «Вопросы чувашского языкознания и литературоведения». Ученые записки, выпуск XXVI, Чебоксары — 1963. 206–226 стр.
Елчӗк районӗнчен килнӗ ҫут ӗҫ инспекторӗ, хӑйсем патне илсе каяс тесе, тем тӗрлӗ илӗртсе пӗтерчӗ: «Пирӗн патра — ешӗл вӑрман, ҫутӑ кӳлӗ…»
«Хамӑра сӳрӗкленме памалла мар» // Геннадий Дегтярев. «Хыпар», 2009.03.28, 58-59№№, 14 стр.
Ҫитес ҫулсенче ӗҫ вырӑнне улӑштарасси пирки тӗлӗк те тӗлленмест ҫамрӑкскер, пачах урӑхла, вӑл хӑйӗн тӗслӗхӗпе выльӑх ӗрчетес ӗҫе ҫамрӑксене явӑҫтарасшӑн, унӑн шухӑшӗпе, каччӑсемпе хӗрсене кунта мӗнле те пулин илӗртсе килмеллех.
Автанран та иртерех тӑрать // ЛЮБОВЬ МАН. «Тӑван Ен», 51-52№, 2016.07.08-17
Тӳпери тӗрлӗ тӗслӗ кӗпер мӗн авалтан хӑй патне илӗртсе тӑнӑ, этемшӗн асам пек туйӑннӑ.
Тӳпери тӗрлӗ тӗс // Тӑван Ен. «Тӑван Ен», 51-52№, 2016.07.08-17
20. Тискер кайӑка ярса тытрӗҫ, унпа пӗрле суя пророка та тытрӗҫ — тискер кайӑк умӗнче ҫав суя пророк кӗтретсем кӑтартнӑ, ҫапла вӑл тискер кайӑк паллине йышӑннисене, унӑн сӑнне пуҫҫапакансене илӗртсе улталанӑ.
Ӳлӗм 19 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
14. Малтанхи тискер кайӑк ятӗнчен тума ирӗк панӑ тӗлӗнмелле ӗҫсемпе вӑл ҫӗр ҫинче пурӑнакансене илӗртсе улталать, ҫӗр ҫинче пурӑнакансене ҫав тискер кайӑкӑн — хӗҫпе вилмеллех суранланнӑ пулсан та чӗрӗ юлнӑскерӗн — сӑнне тума хушать.
Ӳлӗм 13 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
9. Ҫапла вара «шуйттан» теекен, «сатана» теекен аслӑ аҫтахана, авалхи ҫӗлене, пӗтӗм тӗнчене илӗртсе улталакана, ҫӗре сирпӗтрӗҫ, унӑн ангелӗсене те унпа пӗрле сирпӗтрӗҫ.
Ӳлӗм 12 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
12. Пергам Чиркӗвӗн ангелне те ҫырса яр: «Икӗ ҫивчӗллӗ хӗҫли ҫапла калать: 13. санӑн ӗҫӳсене, эсӗ шуйттанӑн аслӑ пуканӗ ларакан ҫӗрте пурӑннине, эсӗ Манӑн ятӑма уяса тӑнине те пӗлетӗп; сирӗн патӑрта, шуйттан пурӑнакан ҫӗрте, Ман ҫинчен тӗрӗс калакан Антипӑна вӗлернӗ кунсенче те эсӗ Мана ӗненме пӑрахмарӑн. 14. Ҫапах та эсӗ Ман умӑмра кӑштах айӑплӑ: санӑн унта Валаам вӗрентнине тытса тӑракансем пур, лешӗ вара Израиль ывӑлӗсем суя турӑсене чӳкленӗ ҫимӗҫсене ҫиччӗр, ясар ӗҫсем туччӑр тесе, Валака вӗсене илӗртсе улталама вӗрентнӗ. 15. Санӑн та Николай хыҫҫӑн кайнисем вӗрентнине тытса тӑракансем пур; Эпӗ вӗсем вӗрентнине кураймастӑп. 16. Ӳкӗн; унсӑрӑн кӗҫех сан патна пырӑп та вӗсемпе Хамӑн чӗлхе-ҫӑварӑм хӗҫӗпе ҫапӑҫӑп. 17. Илтме хӑлха пурри Чиркӳсене Сывлӑш мӗн каланине илттӗр: ҫӗнтерекене курӑнми манна ҫитерӗп; ӑна шурӑ чул парӑп, чулӗ ҫине ҫырнӑ ҫӗнӗ ят парӑп; илекеннисӗр пуҫне ҫав ята никам та пӗлмест».
Ӳлӗм 2 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
9. Ҫав йӗркесӗр ҫын шуйттан ирӗкӗпе килӗ те тӗрлӗ паллӑсем, суя кӗтретсем кӑтартӗ; 10. пӗтессисене тӗрлӗ майпа илӗртсе улталӗ — лешӗсем ӗнтӗ хӑйсене ҫӑлма пултаракан чӑнлӑха юратманран пӗтӗҫ.
2 Фес 2 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
3. Сире никам та ниепле те илӗртсе ан улталайтӑр.
2 Фес 2 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
18. Сире никам та йӑваш шухӑшлӑ пек пулнипе, ангелсене хисеплесе пурӑннипе илӗртсе ан улталайтӑр — ун пек ҫынсем курманнине курнӑ пулаҫҫӗ, хӑйсенӗн пӑсӑлнӑ ӑсӗпе мӑнкӑмӑллӑланаҫҫӗ, 19. ун пек ҫынсем Пуҫа пӑхӑнмаҫҫӗ, анчах та тӗрлӗрен сыпӑнса тӑракан пайсенчен пулнӑ тӑл-пӳ, Турра юрӑхлӑ ӳсмешкӗн, Пуҫран вӑй илсе тӑмалла-ҫке.
Кол 2 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
8. Эй тӑванӑмсем, асӑрханӑр, кам та пулин сире ниме тӑман суя философипе илӗртсе хӑй енне ан ҫавӑртӑр: ку вӑл — ҫынсем хайланӑ усӑсӑр сӑмах, вӗсем тӗнче тытӑмӗ ҫинчен мӗнле ӑнкарнине ҫапла вӗрентсе хӑварнӑ, вӑл — Христос вӗрентни мар.
Кол 2 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
6. Сире никам та пушӑ сӑмахпа илӗртсе ан улталайтӑр: Турра хирӗҫ тӑракансем ҫине Унӑн ҫилли ҫитӗ, 7. ҫавӑнпа ӗнтӗ эсир вӗсемпе ан явӑҫӑр.
Эф 5 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.