Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

тӗлне (тĕпĕ: тӗл) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Чи усал пуласси тӗлне ҫитсен те, Беккин шутсӑрах вырӑнтан тӑрса унта пӗтӗмпех Альфред Темпль айӑплӑ, тесе каласси килсе кайрӗ, ҫапах та вӑл хӑйне хӑй чарчӗ те шӑп ларчӗ.

Когда дошло до расплаты, ей захотелось вскочить и сказать, что это сделал Альфред Темпл, однако она удержалась и заставила себя сидеть смирно.

20-мӗш сыпӑк. Том паттӑрла хӑтланни // Феодосия Ишетер. М. Твен. Том Сойер темтепӗр курса ҫӳрени. Шупашкар, Чӑваш кӗнеке издательстви, 1979. — 232 с.

Бекки кӗнекене аяккалла туртса илчӗ те ӑна хупса лартма хӑтланчӗ, анчах вӑл хӑтланни ҫав тери ӑнӑҫсӑр пулчӗ: картинкине вӑл страница варри тӗлне ҫитичченех ҫурчӗ пӑрахрӗ.

Торопясь захлопнуть книгу, Бекки рванула ее к себе и так неудачно, что надорвала страницу до половины.

20-мӗш сыпӑк. Том паттӑрла хӑтланни // Феодосия Ишетер. М. Твен. Том Сойер темтепӗр курса ҫӳрени. Шупашкар, Чӑваш кӗнеке издательстви, 1979. — 232 с.

Ҫырура ҫапла каланӑ: вӑл ирхи апат тӗлне таврӑнмасан, япалисене пирӗн илмелле, тенӗ.

— А он вернулся!

15-мӗш сыпӑк. Том тӑван килне вӑрттӑн пырать // Феодосия Ишетер. М. Твен. Том Сойер темтепӗр курса ҫӳрени. Шупашкар, Чӑваш кӗнеке издательстви, 1979. — 232 с.

Том хуйхӑллӑ ҫӳрени вара сыватса хӑтланмашкӑн лӑпах тӗлне килсе тухрӗ.

Подавленное состояние Тома оказалось для тети Полли просто находкой.

12-мӗш сыпӑк. Кушак аҫи тата «ыратнине лӑплантаракан эмел» // Феодосия Ишетер. М. Твен. Том Сойер темтепӗр курса ҫӳрени. Шупашкар, Чӑваш кӗнеке издательстви, 1979. — 232 с.

Тата ҫапла та каланӑ: ҫӗрле, ҫур ҫӗр иртсен икӗ сехет тӗлнелле, пӗр ҫын килелле таврӑннӑ чухне Поттер тӗлне ҫитсе тухнӑ, тет.

Рассказывали, что кто-то из запоздавших горожан видел Мэфа Поттера.

11-мӗш сыпӑк. Том лайӑх мар ӗҫ тунӑшӑн асапланать // Феодосия Ишетер. М. Твен. Том Сойер темтепӗр курса ҫӳрени. Шупашкар, Чӑваш кӗнеке издательстви, 1979. — 232 с.

— Шлепкӳне тӑхӑн та киле кайнӑ пек пул; унтан, кӗтес тӗлне ҫитсе, ыттисене пурне те хӑвӑнтан малалла ирттерсе яр, хӑв тӑкӑрлӑкалла пӑрӑн та кунталла ҫаврӑнса кил.

— Наденьте шляпку, как будто идете домой, а когда дойдете до угла, как-нибудь отстаньте от других девочек, сверните в переулок и приходите обратно.

7-мӗш сыпӑк. Сӑвӑса чуптарса ҫӳрени тата аманнӑ чӗре // Феодосия Ишетер. М. Твен. Том Сойер темтепӗр курса ҫӳрени. Шупашкар, Чӑваш кӗнеке издательстви, 1979. — 232 с.

Шутсӑр хытӑ ҫухӑрни илтӗнсе кайрӗ, йытӑ клирос ҫине сиксе хӑпарчӗ те ҫухӑрашса чиркӳ тӑрӑх чупкалама тапратрӗ; алтарь тӗлне ҫитсен, тепӗр енчи клирос патнелле чупса каҫрӗ, ухӑ пекех чиркӳ алӑкӗ патнелле вӗҫтерчӗ, алӑк патӗнчен — каялла; вӑл пӗтӗм чиркеве янтратса ҫухӑрчӗ, мӗн чул хытӑрах чупрӗ, ҫавӑн чул хытӑрах ӳсрӗ ун ыратни.

Раздался дикий вопль, полный боли, и пудель стрелой помчался по проходу; отчаянно воя, он пробежал перед алтарем, перескочил с одной стороны прохода на другую, заметался перед дверями, с воем пронесся обратно по проходу.

5-мӗш сыпӑк. Ҫыртакан нӑрӑпа йытӑ ҫури // Феодосия Ишетер. М. Твен. Том Сойер темтепӗр курса ҫӳрени. Шупашкар, Чӑваш кӗнеке издательстви, 1979. — 232 с.

Анчах пачӑшкӑ юлашки кӗлӗ тӗлне ҫитсенех, Томӑн алли ҫавӑнтах, хӑй тӗллӗнех малалла шӑвӑнса кайрӗ те, «аминь» тени илтӗннӗ тапхӑртах шӑна тыткӑна кӗрсе те ӳкрӗ.

Однако при последних словах проповедника его рука дрогнула и поползла вперед, и как только сказано было «аминь», муха попалась в плен.

5-мӗш сыпӑк. Ҫыртакан нӑрӑпа йытӑ ҫури // Феодосия Ишетер. М. Твен. Том Сойер темтепӗр курса ҫӳрени. Шупашкар, Чӑваш кӗнеке издательстви, 1979. — 232 с.

Ҫак сценӑн юлашки тӗлне хӗрхенӳ чаршавӗ карса лартар.

Опустим же завесу милосердия над концом этой сцены.

4-мӗш сыпӑк. Вырсарникунхи шкулта «Мухтанса хӑтланни» // Феодосия Ишетер. М. Твен. Том Сойер темтепӗр курса ҫӳрени. Шупашкар, Чӑваш кӗнеке издательстви, 1979. — 232 с.

Александр Спиридонович та куҫ тӗлне лекнӗ кӑлтӑксемпе ҫитменлӗхсене сиктерсе хӑварман.

Александр Спиридонович тоже не пропускал попадавшиеся на глаза дефекты и недостатки.

Тиркевӗ те ырӑ суннипе пӗрехчӗ // Денис Гордеев. https://chuvash.org/wiki/%D0%A2%D0%B8%D1 ... 1%87%D3%97

«У-у, Хӑратрӑм-ха. Раштав тӗлне вилетӗн, терӗм».

Куҫарса пулӑш

Лаох // Василий Алентей. Василий Алентей. Лаох. Хырсем ӗмӗрех ем-ешӗл. Повестьсем. Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1970

Ҫапла калаҫкаласа, эпир Лорх Иванӗн крыльцаллӑ вӗр-ҫӗнӗ пӳрчӗ тӗлне ҫитсе тӑтӑмӑр.

Куҫарса пулӑш

Лаох // Василий Алентей. Василий Алентей. Лаох. Хырсем ӗмӗрех ем-ешӗл. Повестьсем. Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1970

Эпир ҫав ял тӗлне тул ҫутӑлнӑ тӗле ҫитсе тухрӑмӑр.

Куҫарса пулӑш

Лаох // Василий Алентей. Василий Алентей. Лаох. Хырсем ӗмӗрех ем-ешӗл. Повестьсем. Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1970

Ҫав вӑхӑт тӗлне Ирина пӗр ял каччипе - Алексей Муллинпа - пӗр ҫемьене пӗрлешнӗ.

Куҫарса пулӑш

Кил вучахӗшӗн — ҫутӑ хӗлхем // Г.ИВАНОВА. Шӑмӑршӑ хыпарӗ, 2019.05.24

2019 ҫулхи апрелӗн 1-мӗшӗ тӗлне Раҫҫейри 35 пин парӑмҫа ҫӗршывран тухма чарнӑ.

Куҫарса пулӑш

Май уявӗсене - парӑмсемсӗр // Э.ОРИНОВ. Пирӗн пурнӑҫ, 2019.04.26

- Апрелӗн 25-мӗшӗ тӗлне кӑҫал районта пӗтӗмпе вунпӗр пушар пулчӗ, пӗлтӗр вара - 6 кӑначчӗ.

Куҫарса пулӑш

Типӗ курӑка чӗртни кил-ҫуртсӑр та хӑварать // Пирӗн пурнӑҫ. Пирӗн пурнӑҫ, 2019.04.26

Кунта апрелӗн 24-мӗшӗ тӗлне пӗрчӗллӗ культурӑсене 400 гектар ҫинче апатлантарнӑ.

Куҫарса пулӑш

Сар хӗвелӗ ӑшӑтрӗ, хире тухма васкатрӗ // А.ВАСЮКОВА. Пирӗн пурнӑҫ, 2019.04.26

Райадминистрацин ялхуҫалӑх пайӗ пӗлтернӗ тӑрӑх, августӑн 2-мӗшӗ тӗлне пӗтӗмпе 310 гектар ҫинчен кӗрхи тулӑ вырса илнӗ, 782 тонна ҫапса тӗшӗленӗ.

Куҫарса пулӑш

Вырма вӑй илет // А.ВАСЮКОВА. Пирӗн пурнӑҫ, 2018.08.03

Майӑн 6-мӗшӗ тӗлне хуҫалӑхсем ҫурхи пӗрчӗллӗ культурӑсене 1785 гектар ҫинче акнӑ, вӑл шутра тулӑ 220 гектар йышӑнать, урпа - 1225 гектар, сӗлӗ - 200 гектар.

По состоянию на 6 мая хозяйства засеяли 1785 гектаров яровых зерновых культур, в том числе пшеница занимает 220 гектаров, ячмень — 1225 гектаров, овес — 200 гектаров.

Ҫурхи кун ҫулталӑк тӑрантарать // А.ВАСЮКОВА. Пирӗн пурнӑҫ, 2019.05.08

Апрелӗн 30-мӗшӗ тӗлне ҫуракине «Коминтерн», «Нива» ЯХПК-сем, «Свобода» колхоз, «Заготовки» ТЯО, Н.Кряжин, Д.Кузнецов, Ю.Тибогайкин хресченпе фермер хуҫалӑхӗсем, В.Никитин уйрӑм предприниматель тухнӑ.

Куҫарса пулӑш

Ҫурхи кун ҫулталӑк тӑрантарать // А.ВАСЮКОВА. Пирӗн пурнӑҫ, 2019.05.08

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех