Чӑваш чӗлхин икчӗлхеллӗ ҫӳпҫи

Текст: Ҫурхи кун ҫулталӑк тӑрантарать

Автор: А.ВАСЮКОВА

Ҫӑлкуҫ: Пирӗн пурнӑҫ, 2019.05.08

Хушнӑ: 2019.06.01 00:21

Пуплевӗш: 17; Сӑмах: 183

Текст тӗсӗ: Хаҫат-журнал статьи

Вырӑсла Тема: Ял хуҫалӑхӗ

Районти хуҫалӑхсен хӗрӳ тапхӑр пырать. Уй-хирте техника шавӗ кӑна тӑрать. Ҫанталӑк ӑшӑ тӑнине кура кӑҫал хуҫалӑхсем ҫуракине вӑхӑтра вӗҫлемелле. Ҫурхи кун ҫулталӑк тӑрантарать тесе ахальтен каламан-ҫке. Апрелӗн 30-мӗшӗ тӗлне ҫуракине «Коминтерн», «Нива» ЯХПК-сем, «Свобода» колхоз, «Заготовки» ТЯО, Н.Кряжин, Д.Кузнецов, Ю.Тибогайкин хресченпе фермер хуҫалӑхӗсем, В.Никитин уйрӑм предприниматель тухнӑ.

Майӑн 6-мӗшӗ тӗлне хуҫалӑхсем ҫурхи пӗрчӗллӗ культурӑсене 1785 гектар ҫинче акнӑ, вӑл шутра тулӑ 220 гектар йышӑнать, урпа - 1225 гектар, сӗлӗ - 200 гектар. Ҫӗрулми лартнӑ лаптӑк 5 гектарпа танлашать. Пӗр ҫул ӳсекен курӑксене 86 гектар акнӑ.

Район администрацийӗн ялхуҫалӑх пайӗ кулленех хуҫалӑхсен ӗҫне тӗрӗслет. Акӑ нумаях пулмасть ялхуҫалӑх пайӗн начальникӗ Владимир Храмов «СТК-21» ТЯО-на тата «Свобода» колхоза, Д.Кузнецов хресченпе фермер хуҫалӑхне ҫитсе курнӑ. «СТК-21» ТЯО-ра ҫурхи культурӑсене 305 гектар ҫинче акма палӑртнӑ. Кунта ӗҫсене ӑнӑҫлӑ ирттерме ҫӗнӗ техника - 2,5 миллион тенкӗлӗх МТЗ-1221 трактор - туяннӑ. «Свобода» колхоз ӗҫченӗсем те ҫурхи ырӑ ҫанталӑкӑн хакне аван туяҫҫӗ, ӗҫсене кӗске вӑхӑтра вӗҫлеме палӑртнӑ. Кунта ҫурхи культурӑсене 190 гектар ҫинче акнӑ тата 250 гектар акмалӑх лаптӑк хатӗрленӗ.

Ҫак куна ҫурхи ӗҫсене вӗҫленӗ хуҫалӑхсем те пур. Вӗсем - «Заготовки» ТЯО, Н.Кряжин, Д.Кузнецов хресченпе фермер хуҫалӑхӗсем тата В.Никитин уйрӑм предприниматель.

Районти пур хуҫалӑха та ҫуракине вӑхӑтра тата пахалӑхлӑ ирттерме вӑрлӑхпа, минераллӑ удобренисемпе, техникӑпа тивӗҫтернӗ.

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех