Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

самантра (тĕпĕ: самант) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Кирек те мӗн каласан та, ҫак самантра мана мар; ахӑрнех пурне те — Павлушӑна та, Лабардана та, тӗнчери полководецсен хушшинче Расщепей чи асли пек туйӑнчӗ.

И, честное слово, мне, да и, наверно, всем нам — и Павлуше и Лабардану, — всем в эту минуту Расщепей казался самым великим из всех полководцев мира.

7 сыпӑк // Митта Ваҫлейӗ. Лев Кассиль. Аслӑ хирӗҫтӑру. Митта Ваҫлейӗ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1950

Ҫав самантра кун пек япала модӑра пулнӑ.

В то время это было очень модно.

6 сыпӑк // Митта Ваҫлейӗ. Лев Кассиль. Аслӑ хирӗҫтӑру. Митта Ваҫлейӗ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1950

Вӑл соус мар тесшӗнччӗ эпӗ, анчах ҫав самантра Петя пичче сасартӑк ҫӑварне купӑста хыпса ман патӑмран васкамасӑр иртрӗ, купӑстине вӑл, шӳрпе пиҫет-ши тесе, астивсе пӑхатчӗ иккен.

Я хотел сказать, что это не соус, но в эту минуту дядя Петя вдруг медленно поплыл вокруг меня вместе с капустой, которую он пробовал зубом, чтобы узнать, готовы ли щи.

Вунпӗрмӗш сыпӑк // Валентин Урташ, Илпек Микулайӗ. Вениамин Каверин. Икӗ капитан. Валентин Урташпа Николай Илпек куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951

Ҫав самантра Николай Антоныч алӑк патнелле пычӗ те, мана асӑрхасан, ҫутӑ ҫутрӗ.

В эту минуту Николай Антоныч вышел в переднюю и, увидев меня, зажег свет.

Вуннӑмӗш сыпӑк // Валентин Урташ, Илпек Микулайӗ. Вениамин Каверин. Икӗ капитан. Валентин Урташпа Николай Илпек куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951

Мӗншӗнне пӗлместӗп те, анчах ҫав самантра мана вӑл Катькӑна курайман пек туйӑнчӗ.

Не знаю почему, но мне показалось в эту минуту что он ее ненавидит.

Пиллӗкмӗш сыпӑк // Валентин Урташ, Илпек Микулайӗ. Вениамин Каверин. Икӗ капитан. Валентин Урташпа Николай Илпек куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951

Шӑпах ҫак самантра темӗнле хӗрача кухня алӑкне уҫрӗ, ман умма тухса тӑчӗ.

Как раз в эту минуту какая-то девочка отворила дверь из кухни и появилась на пороге.

Виҫҫӗмӗш сыпӑк // Валентин Урташ, Илпек Микулайӗ. Вениамин Каверин. Икӗ капитан. Валентин Урташпа Николай Илпек куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951

Ҫав самантра ӳсӗр хӑнасем ҫухӑрашни тата отец Герасим сасси илтӗнчӗ.

В эту минуту раздались пьяные крики гостей и голос отца Герасима.

Саккӑрмӗш сыпӑк. Чӗнмен хӑна // Михаил Сироткин, Никифор Ваҫанкка. Александр Пушкин. Капитан хӗрӗ. Вырӑсларан Н.Т. Ваҫанккапа М.Я. Сироткин куҫарнӑ. Чӑваш АССР государство издательстви, 1940

Ҫак самантра кӑштӑртатнӑ сасӑ илтӗнчӗ, шкап хыҫӗнчен шуралса кайнӑ, чӗтрекене ернӗ Палаша тухса тӑчӗ.

В эту минуту послышался легкий шум, и из-за шкапа явилась Палаша, бледная и трепещущая.

Саккӑрмӗш сыпӑк. Чӗнмен хӑна // Михаил Сироткин, Никифор Ваҫанкка. Александр Пушкин. Капитан хӗрӗ. Вырӑсларан Н.Т. Ваҫанккапа М.Я. Сироткин куҫарнӑ. Чӑваш АССР государство издательстви, 1940

Ҫак самантра хама вилӗмрен хӑтарнишӗн хӗпӗртерӗм теме пултараймастӑп, анчах ма вилмелле пулмарӗ-ши тесе ӳкӗнни пирки те калама пултараймастӑп.

В эту минуту не могу сказать, чтоб я обрадовался своему избавлению, не скажу, однако ж, чтоб я о нем и сожалел.

Ҫиччӗмӗш сыпӑк. Тапӑну // Михаил Сироткин, Никифор Ваҫанкка. Александр Пушкин. Капитан хӗрӗ. Вырӑсларан Н.Т. Ваҫанккапа М.Я. Сироткин куҫарнӑ. Чӑваш АССР государство издательстви, 1940

Ҫак самантра пӑлхавҫӑсем пирӗн ҫинелле чупса пычӗҫ те крепӑҫе кӗрсе кайрӗҫ.

В эту минуту мятежники набежали на нас и ворвались в крепость.

Ҫиччӗмӗш сыпӑк. Тапӑну // Михаил Сироткин, Никифор Ваҫанкка. Александр Пушкин. Капитан хӗрӗ. Вырӑсларан Н.Т. Ваҫанккапа М.Я. Сироткин куҫарнӑ. Чӑваш АССР государство издательстви, 1940

Ҫав самантра вӑл ҫине Василиса Егоровнӑпа унтан юласшӑн пулман Маша пырса ҫитрӗҫ.

Тут явилась на валу Василиса Егоровна и с нею Маша, не хотевшая отстать от нее.

Ҫиччӗмӗш сыпӑк. Тапӑну // Михаил Сироткин, Никифор Ваҫанкка. Александр Пушкин. Капитан хӗрӗ. Вырӑсларан Н.Т. Ваҫанккапа М.Я. Сироткин куҫарнӑ. Чӑваш АССР государство издательстви, 1940

Тен, Петькӑна каллех ҫӗлӗкӗпе ҫӗре ҫапма тӳрӗ килнӗ пулӗччӗ, анчах та ҫак самантра эпир халӗ ҫеҫ иртсе кайнӑ хапха хыҫӗнчен ӳсӗр ҫынсен сасси илтӗнчӗ.

Боюсь, пришлось бы Петьке снова бить шапкой о землю, но в эту минуту пьяные голоса донеслись из подворотни, мимо которой мы только что прошли.

Вунпиллӗкмӗш сыпӑк // Валентин Урташ, Илпек Микулайӗ. Вениамин Каверин. Икӗ капитан. Валентин Урташпа Николай Илпек куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951

Ҫак самантра алӑк сасси чӗриклетрӗ.

В эту минуту скрыпнула дверь.

Пиллӗкмӗш сыпӑк. Юрату // Михаил Сироткин, Никифор Ваҫанкка. Александр Пушкин. Капитан хӗрӗ. Вырӑсларан Н.Т. Ваҫанккапа М.Я. Сироткин куҫарнӑ. Чӑваш АССР государство издательстви, 1940

…Ҫав самантра мана, сылтӑм хулпуҫҫирен кӑшт аяларахран, темӗн хытах тӑрӑнчӗ; эпӗ ӳкрӗм те ӑнран кайрӑм.

В это самое время меня сильно кольнуло в грудь пониже правого плеча; я упал и лишился чувств.

Тӑваттӑмӗш сыпӑк. Пӗрне-пӗри // Михаил Сироткин, Никифор Ваҫанкка. Александр Пушкин. Капитан хӗрӗ. Вырӑсларан Н.Т. Ваҫанккапа М.Я. Сироткин куҫарнӑ. Чӑваш АССР государство издательстви, 1940

Ҫак самантра эпӗ ӑна ҫавӑнтах туртса ҫурма та хатӗрех пулса тӑтӑм.

В эту минуту я готов был растерзать его.

Тӑваттӑмӗш сыпӑк. Пӗрне-пӗри // Михаил Сироткин, Никифор Ваҫанкка. Александр Пушкин. Капитан хӗрӗ. Вырӑсларан Н.Т. Ваҫанккапа М.Я. Сироткин куҫарнӑ. Чӑваш АССР государство издательстви, 1940

Ҫак самантра урядник пырса кӗчӗ, ҫамрӑк та кӗрнеклӗ казак.

В эту минуту вошел урядник, молодой и статный казак.

Виҫҫӗмӗш сыпӑк. Крепость // Михаил Сироткин, Никифор Ваҫанкка. Александр Пушкин. Капитан хӗрӗ. Вырӑсларан Н.Т. Ваҫанккапа М.Я. Сироткин куҫарнӑ. Чӑваш АССР государство издательстви, 1940

Анчах та сасартӑк Петровна мана ҫиленсе аяк пӗрчинчен тӗртрӗ — халӗ те-ха мӗншӗн иккенне пӗлместӗп, — ҫак самантра эпӗ аттене аса илтӗм, вӑл вилнине пӗлтӗм.

Но вдруг Петровна сердито толкнула меня в спину – до сих пор не знаю, за что, – и в эту минуту я вспомнил его и понял, что он умер.

Улттӑмӗш сыпӑк // Валентин Урташ, Илпек Микулайӗ. Вениамин Каверин. Икӗ капитан. Валентин Урташпа Николай Илпек куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951

Ҫак самантра ҫурт хуҫи вӗрекен самовар йӑтса кӗчӗ.

В эту минуту хозяин вошел с кипящим самоваром.

Иккӗмӗш сыпӑк. Вожатый // Михаил Сироткин, Никифор Ваҫанкка. Александр Пушкин. Капитан хӗрӗ. Вырӑсларан Н.Т. Ваҫанккапа М.Я. Сироткин куҫарнӑ. Чӑваш АССР государство издательстви, 1940

Ҫак самантра вӑранса кайрӑм.

И в эту минуту я проснулся.

Иккӗмӗш сыпӑк. Вожатый // Михаил Сироткин, Никифор Ваҫанкка. Александр Пушкин. Капитан хӗрӗ. Вырӑсларан Н.Т. Ваҫанккапа М.Я. Сироткин куҫарнӑ. Чӑваш АССР государство издательстви, 1940

Ку тӳрккес старике ҫак ӗҫе татса памалла самантра ҫӗнтереймесессӗн, кайрантарах ун ирӗкӗнчен тухма мана пит те йывӑр пуласси ҫинчен шухӑшласа илтӗм те эпӗ, ун ҫине мӑнкӑмӑллӑн пӑхса, каларӑм:

Я подумал, что если в сию решительную минуту не переспорю упрямого старика, то уж в последствии времени трудно мне будет освободиться от его опеки, и, взглянув на него гордо, сказал.

Пӗрремӗш сыпӑк. Гварди сержанчӗ // Михаил Сироткин, Никифор Ваҫанкка. Александр Пушкин. Капитан хӗрӗ. Вырӑсларан Н.Т. Ваҫанккапа М.Я. Сироткин куҫарнӑ. Чӑваш АССР государство издательстви, 1940

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех