Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

шӑплӑха (тĕпĕ: шӑплӑх) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Пӳ-сине тӳрлетсе илчӗ, чӑтма ҫук йывӑр шӑплӑха сирсе ярас тесе, сак енне утрӗ.

Выпрямился, чтобы разорвать нестерпимую тишину, шагнул к нарам.

Улттӑмӗш сыпӑк // Максим Данилов-Чалдун. Островский, Николай Аслексеевич. Хурҫӑ мӗнле хӗрлӗ: [роман] / Н.А. Островский. — Шупашкар: Чӑваш государство издательстви, 1948. — 402 с.

Ҫак кӑмӑлсӑр шӑплӑха Тоня сирсе яма васканӑ, вӑл Павела тӗпелелле чӗнсе, Лиза енне ҫаврӑннӑ та: — Паллашӑр, — тенӗ.

Это неловкое молчание Тоня поспешила нарушить, приглашая Павла войти, и, обращаясь к Лизе, сказала: — Познакомься.

Пиллӗкмӗш сыпӑк // Максим Данилов-Чалдун. Островский, Николай Аслексеевич. Хурҫӑ мӗнле хӗрлӗ: [роман] / Н.А. Островский. — Шупашкар: Чӑваш государство издательстви, 1948. — 402 с.

Шӑплӑха чи малтан Ваҫҫа татрӗ.

Куҫарса пулӑш

Иккӗмӗш пайӗ // Виталий Елтов. «Сувар» хаҫат архивӗ

Кӑшкӑрашнисем те, тапӑртатнисем те, пӑшалсемпе пенӗ сасӑсем те — ҫаксем пурте ирхи шӑплӑха кӗтмен ҫӗртен хускатса ячӗҫ, Димка хӑй те асӑрхаймарӗ, каллех палламан ҫын патне сиксе тухрӗ.

И крики, и топот, и зазвеневшее эхо от разряженных обойм «льюисов» все это так внезапно врезалось, разбило предрассветную тишину и вместе с ней и долгое ожидание, что не запомнил и сам Димка, как очутился он опять возле незнакомца.

3 // Михаил Рубцов. Гайдар, Аркадий Петрович. Ман юлташсем: калавсем; вырӑсларан М. Рубцов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш государство издательстви, 1953. — 158 с. — 3–53 с.

Анчах Травка хӑйӗн йытӑ меслечӗпе мулкач хыҫҫӑн ыткӑнса кайрӗ, майӗпен уҫӑ сасӑпа вӑрӑмӑн вӗрсе, пӗтӗм ҫӗрлехи шӑплӑха хускатрӗ.

И Травка своим собачьим способом бросилась вслед зайцу и, взвизгнув заливисто, мерным, ровным собачьим лаем наполнила всю вечернюю тишину.

X // Гаврил Молостовкин. Пришвин М.М. Ылтӑн ҫаран: калавсем. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1951. — 200 с. — 133–188 с.

Вӗсенчен пӗрне, Шӑплӑха пӗлтерекен хӗрарӑм-турра, пӳрнине тутисем ҫине хунӑскере, илсе килсе лартнӑ та пулнӑ; анчах ҫав кунхинех дворовӑй ачасем унӑн сӑмсине катса пӑрахнӑ.

Одну из них, богиню Молчания, с пальцем на губах, привезли было и поставили; но ей в тот же день дворовые мальчишки отбили нос.

XXVI // Феофан Савиров. Тургенев И.С. Ашшӗсемпе ывӑлӗсем: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1949. — 206 с.

Вӑл статуйӑсем Пӗчченлӗхе, Шӑплӑха, Шухӑшлӑха, Салхуллӑха, Вӑтанчӑклӑха тата Туйӑмлӑха пӗлтермелле пулнӑ.

Эти статуи долженствовали изображать собою: Уединение, Молчание, Размышление, Меланхолию, Стыдливость и Чувствительность.

XXVI // Феофан Савиров. Тургенев И.С. Ашшӗсемпе ывӑлӗсем: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1949. — 206 с.

Эпӗ хам хытӑ ывӑннине те шӑплӑха ҫеҫ туйрӑм… ҫапах ман чунӑмра Зинаида сӑнарӗ савӑнӑҫлӑн ҫиҫсе тӑчӗ.

Я почувствовал большую усталость и тишину… но образ Зинаиды продолжал носиться, торжествуя, над моею душой.

VII // Александр Артемьев. Тургенев И.С. Пиравйхи юрату: повеҫсем, калавсем, прозӑллӑ сӑвӑсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1982. — 176 с. — 3–63 с.

Коломнӑра пурнӑҫ ытла та кичем: урамсенче каретӑсем сайра хутра кӑна курӑнкалаҫҫӗ, актёрсем ҫӳрекен карета ҫеҫ шӑплӑха пӑсса чанкӑртаттарса иртет.

Жизнь в Коломне страх уединенна: редко покажется карета, кроме разве той, в которой ездят актеры, которая громом, звоном и бряканьем своим одна смущает всеобщую тишину.

Иккӗмӗш пай // Михаил Рубцов. Николай Гоголь. Повеҫсем; вырӑсларан Михаил Рубцов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 96–146 с.

Сивӗ шӑплӑха урамри часовойсен ури сасси кӑна пӑсать.

На улице стояла морозная тишина, нарушаемая лишь шагами часовых.

Вунтӑваттӑмӗш сыпӑк // Михаил Рубцов. Николай Бирюков. Чайка: роман; вырӑсларан Михаил Рубцов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1953. — 432 с.

Ирхи шӑплӑха касать янӑравӗ.

Звон рассекает утреннюю тишину.

Тӗнче хӗрри шырама тухса кайни // Марина Карягина. Карягина М.Ф. Ылтӑн панулми: калавсем/ М. Карягина. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке изд-ви, 2011. — 119–126 с.

Ӗненмерӗ вӑл ҫак шӑплӑха, хӑрарӗ унран.

Не верил он этой тишине и боялся ее.

XVII // Аркадий Малов. Шолохов М.А. Лӑпкӑ Дон. Роман: IV кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1979. — 504 с.

Хутор ҫур ҫӗр тӗлӗнчи чӗмсӗр шӑплӑха путнӑ.

Полное безмолвие царило в хуторе.

XVII // Аркадий Малов. Шолохов М.А. Лӑпкӑ Дон. Роман: IV кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1979. — 504 с.

Ҫеҫенхире хупласа илнӗ ытарайми ырӑ та эпетлӗ шӑплӑха тӑрисем ҫеҫ хускатаҫҫӗ.

Только жаворонки нарушали великую и благостную тишину, распростертую над степью.

XV // Аркадий Малов. Шолохов М.А. Лӑпкӑ Дон. Роман: IV кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1979. — 504 с.

Хӗллесенче вӑрман вилӗ шӑплӑха путать, пуш-пушӑ та ҫара курӑнса ларать.

А зимою лес и вовсе стоит пустой, голый, скованный мертвой тишиной.

XIV // Аркадий Малов. Шолохов М.А. Лӑпкӑ Дон. Роман: IV кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1979. — 504 с.

Саркайӑксем ҫеҫ унти шӑплӑха хускатаҫҫӗ, унтан тата куккуксем такамӑн пурӑнса ҫитермен ҫулӗсене ӑмӑртса шутлаҫҫӗ.

Только иволги нарушают тишину да кукушки наперебой отсчитывают кому-то непрожитые года.

XIV // Аркадий Малов. Шолохов М.А. Лӑпкӑ Дон. Роман: IV кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1979. — 504 с.

Ҫеҫенхирти ҫакнашкал салху та тарӑн шӑплӑха Григорий ӗлӗкрех хура кӗркуннесенче ҫеҫ асӑрханӑччӗ, ҫавӑн чухне ӑна ҫил ҫеҫенхир тӑрӑх инҫете-инҫете хӳтерсе каякан хумхах тип курӑк тӗмӗсене хуллен чӑштӑртаттарса вӗҫнине те илтнӗ пек туйӑнатчӗ.

Только поздней осенью наблюдал, бывало, Григорий в степи такую грустную и глубокую тишину, когда ему казалось, что он слышит, как шуршит по сухой траве подхваченное ветром перекати-поле, далеко-далеко впереди пересекающее степь.

VI // Аркадий Малов. Шолохов М.А. Лӑпкӑ Дон. Роман: IV кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1979. — 504 с.

Чӗмсӗр шӑплӑха шӑрчӑксем пӗр сасӑллӑн, ыйхӑ килтермелле чӑрӑлтатни ҫеҫ хускататчӗ.

Глухо тишину нарушал лишь монотонный, усыпляющий звон кузнечиков.

III // Аркадий Малов. Шолохов М.А. Лӑпкӑ Дон. Роман: IV кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1979. — 504 с.

Вӑрманти шӑплӑха сыпӑк-сыпӑкӑн татса пионерсен горн сасси илтӗнчӗ.

Куҫарса пулӑш

Пысӑк хыпар // Илпек Микулайӗ. Юрий Сотник. Курман-илтмен кайӑк; вырӑсларан Микулай Илпек куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 29–33 с.

Вӗсем, темӗне кӗтсе, хытса тӑчӗҫ, хӑрушлӑх пытарса тӑракан шӑплӑха тимлӗн итлерӗҫ, вара васкаса ҫывхаракан парашютист ӗмӗлкинчен хӑраса тӗрлӗ еннелле тарса саланма пикенчӗҫ.

Они замерли в робком ожидании, настороженно прислушиваясь к опасной тишине, и побежали в разные стороны от стремительно надвигающейся тени парашютиста.

2 // Антал Назул. Титов, Владислав Андреевич. Вилӗме ҫӗнтерсе…: повесть; вырӑсларан Анатолий Ерусланов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1972. — 7–163 с.

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех