Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

пӗлтереҫҫӗ (тĕпĕ: пӗлтер) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Хаҫатсенче мӗнле ҫӗнӗ хыпарсем пӗлтереҫҫӗ?

Что же в газетах новенького пишут?

39-мӗш сыпӑк // Наум Урхи, Никифор Ваҫанкка, Илле Тукташ, Уйӑп Мишши. Михаил Шолохов. Уҫнӑ ҫерем: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Наум Урхи, Никифор Ваҫанкка, Илле Тукташ, Уйӑп Мишши куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1959

Кашни тунтикун хула хаҫачӗсем вулакансене хӗпӗртесе ҫакна пӗлтереҫҫӗ: «Ӗнер Куни Айландра300.000 ҫын пулнӑ, 23 ача ҫухалнӑ»…

По понедельникам газеты города с торжеством извещают читателя: «Вчера на Кони Айланд было 300 000 человек. Потеряно 23 ребенка»…

Кичемлӗх патшалӑхӗ // Александр Алга. Максим Горький. Сочиненисем. Чӑваш АССР государство издательстви, 1953. — 671–683 стр.

Хисепе чӗлхере пирӗн пек «пӗрре, «иккӗ», «виҫҫӗ» тесе мар, «нумай», «сахал» тесе ҫеҫ пӗлтереҫҫӗ, тӗсӗсем те вӗсен «ҫутӑ» тата «тӗттӗм» кӑна пулаҫҫӗ.

Куҫарса пулӑш

Тӗнчери чӗлхесен кӑсӑк енӗсем // Аҫтахар Плотников. https://chuvash.org/news/23415.html

Эсӗ ана туймастӑн, эпӗ сисетӗп, ҫумӑр пуласса пӗлтереҫҫӗ вӗсем.

Тебе оно невдомек, а я слышу — дождиком от нее тянет.

32-мӗш сыпӑк // Валентин Урташ. Алексей Мусатов. Стожар. Валентин Урташ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951

Пӳлӗмсенче вӗсен уҫӑ сассисем янӑраҫҫӗ, сада илтӗнеҫҫӗ, е вӗсем сӑмахпа ӑнлантарма ҫук шухӑш-туйӑма, хӑйсен ӗмӗчӗн тӗррине пӗр-пӗрне ӳкерсе кӑтартнӑ пек, шӑппӑн пӗлтереҫҫӗ

По комнатам разносились их звонкие голоса, доходили до сада, или тихо передавали они, как будто рисуя друг перед другом узор своей мечты, неуловимое для языка первое движение, рост возникающей мысли, чуть слышный шепот души…

VIII сыпӑк // Александр Артемьев, Михаил Рубцов. Иван Гончаров. Обломов: роман. Александр Артемьевпа Михаил Рубцов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1956

Е тепӗр чухне ӑна сасартӑк ҫапла пӗлтереҫҫӗ:

Или иногда вдруг объявит ему:

IX сыпӑк // Александр Артемьев, Михаил Рубцов. Иван Гончаров. Обломов: роман. Александр Артемьевпа Михаил Рубцов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1956

Вырӑс флотӗнче йӑлана кӗнӗ тӗссем ҫакна пӗлтереҫҫӗ: шурӑ тӗс — чыс, кӑвакки — шанӑҫ, хӗрли — тӑванлӑх.

Традиционные в русском флоте цвета: белый означает честь, синий — верность и красный — братство.

Вӑтӑрмӗш пай // Галина Матвеева. Яновская, Жозефина Исаковна. Карап ӑсти: повесть; вырӑсларан Г. Матвеева куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2012. — 205 с.

Вӗсем ӗнтӗ дачӑна пурӑнма куҫнӑ пуян ҫынсен арӑмӗсене пӗлтереҫҫӗ.

Они изображали знатных дам, выехавших на дачу.

XLIII. Парус // Александр Ярлыкин. Валентин Катаев. Пӗччен парус шуррӑн курӑнать. Александр Ярлыкин куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1949

Вӗсем акӑ мӗне пӗлтереҫҫӗ:

Их смысл был примерно таков:

XXXV. Таса парӑм // Александр Ярлыкин. Валентин Катаев. Пӗччен парус шуррӑн курӑнать. Александр Ярлыкин куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1949

Ҫав ывӑнтаракан тӗрлӗ тӗссем ӗлӗк «патша ҫуралнӑ кунпа», «патша праҫникӗпе» ҫыхӑнса тӑнӑ пулсан, паян ҫӗнӗ, «Конституци» текен тӗрлӗ тӗслӗ сӑмаха пӗлтереҫҫӗ.

И все это утомительное разнообразие, всегда называвшееся «тезоименитство», «табель», «царский день», сегодня называется таким же разноцветным словом «конституция».

XXXIII. Ушкисем // Александр Ярлыкин. Валентин Катаев. Пӗччен парус шуррӑн курӑнать. Александр Ярлыкин куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1949

Ленинградра ҫеҫ тревога вӑхӑтне метрономпа пӗлтереҫҫӗ, тенӗччӗ мана такам пӗри.

Кто-то, помнится, говорил мне, что только в Ленинграде передают стук метронома во время тревоги.

Вунпиллӗкмӗш сыпӑк // Валентин Урташ, Илпек Микулайӗ. Вениамин Каверин. Икӗ капитан. Валентин Урташпа Николай Илпек куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951

Хӑйсен ӗҫӗсем ҫинчен тата Мускавшӑн тем пекех тунсӑхлани ҫинчен мана пӗлтереҫҫӗ.

Скучали о Москве, сообщали о своих тамошних делах.

29 сыпӑк // Митта Ваҫлейӗ. Лев Кассиль. Аслӑ хирӗҫтӑру. Митта Ваҫлейӗ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1950

Вӗсем тӑшман пуррине пӗлтереҫҫӗ, ӳсен-тӑрана, кӑвак пӗлӗте, вӗҫен кайӑка тӑшмантан сыхлама чӗнеҫҫӗ.

Они звали оградить от врага и траву, и деревья, и голубое небо, и ласточек.

14 сыпӑк // Митта Ваҫлейӗ. Лев Кассиль. Аслӑ хирӗҫтӑру. Митта Ваҫлейӗ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1950

Мускавра часах пулатпӑр, хирӗҫ тӑни усӑсӑр тесе пӗлтереҫҫӗ нимӗҫсем.

Немцы сообщали, что они скоро придут в Москву, и предупреждали, что всякое сопротивление бесполезно.

11 сыпӑк // Митта Ваҫлейӗ. Лев Кассиль. Аслӑ хирӗҫтӑру. Митта Ваҫлейӗ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1950

Акӑ, пӗлтереҫҫӗ кунта.

Тут как раз передают сейчас.

17 сыпӑк // Митта Ваҫлейӗ. Лев Кассиль. Аслӑ хирӗҫтӑру. Митта Ваҫлейӗ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1950

Марс ҫыннисем пире сигналсем парса, хӑйсем ҫинчен пӗлтереҫҫӗ иккен.

Может, обитатели Марса сигналят нам огоньком.

16 сыпӑк // Митта Ваҫлейӗ. Лев Кассиль. Аслӑ хирӗҫтӑру. Митта Ваҫлейӗ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1950

Отличниксене пухусенче мухтаҫҫӗ, рапортсенче асӑнаҫҫӗ, районти ҫутӗҫ пайне пӗлтереҫҫӗ, стена хаҫачӗсем ҫине ӳкереҫҫӗ.

Отличниками хвастались на школьных вечерах, упоминали о них в рапортах, сообщали в районный отдел народного образования, рисовали в стенгазетах.

1 сыпӑк // Митта Ваҫлейӗ. Лев Кассиль. Аслӑ хирӗҫтӑру. Митта Ваҫлейӗ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1950

Ҫӗр ҫинче мӗн кӑна пулса иртет, ҫавсем пурте уншӑн пирӗн хӑвӑртрах Туркестана каймалла тенине пӗлтереҫҫӗ иккен.

Что бы ни происходило на белом свете, все убеждало его, что мы, ни минуты не медля, должны махнуть в Туркестан.

Вунтӑваттӑмӗш сыпӑк // Валентин Урташ, Илпек Микулайӗ. Вениамин Каверин. Икӗ капитан. Валентин Урташпа Николай Илпек куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951

Ҫак ҫырӑва илсенех, сана тӗпӗ-йӗрӗпе ҫырса пӗлтерме хушатӑп: сывлӑхӗ мӗнле халӗ унӑн, халӗ мана вӑл сывалнӑ тесе пӗлтереҫҫӗ; суранӗ хӑш вырӑнта, ӑна лайӑх эмеллерӗҫ-и?

С получением сего приказываю тебе немедленно отписать ко мне, каково теперь его здоровье, о котором пишут мне, что поправилось; да в какое именно место он ранен и хорошо ли его залечили.

Пиллӗкмӗш сыпӑк. Юрату // Михаил Сироткин, Никифор Ваҫанкка. Александр Пушкин. Капитан хӗрӗ. Вырӑсларан Н.Т. Ваҫанккапа М.Я. Сироткин куҫарнӑ. Чӑваш АССР государство издательстви, 1940

Анчах та ӑна — мусье мана урок парать-ха, тесе пӗлтереҫҫӗ.

Доложили, что мусье давал мне свой урок.

Пӗрремӗш сыпӑк. Гварди сержанчӗ // Михаил Сироткин, Никифор Ваҫанкка. Александр Пушкин. Капитан хӗрӗ. Вырӑсларан Н.Т. Ваҫанккапа М.Я. Сироткин куҫарнӑ. Чӑваш АССР государство издательстви, 1940

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех