Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

калам (тĕпĕ: кала) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Манса ан кай ҫавна. Эпӗ пырӑп — шантарсах калам. Тупа тӑватӑп», — тӑрӑшса, кашни сӑмаха хӗссе пӑшӑлтататӑп Ленукшӑн.

Не забывай об этом. Я приду, обещаю тебе. Клянусь», — шепчу я, старательно выговаривая каждое слово.

Сӑвап // Марина Карягина. Карягина М.Ф. Ылтӑн панулми: калавсем/ М. Карягина. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке изд-ви, 2011. — 105–116 с.

— Атя ҫапла хӑтланса пӑхар, — тет тем те пӗр шухӑшласа кӑларма ӑста тусӑм, — сирӗн пата каяр та, эп ҫапла калам: «Мана пӗр тенкӗ пачӗҫ, пӗччен пӗртте каяс килмест».

— Давай сделаем так, — Ленка любит придумывать всякую всячину, — пойдём к вам, и я скажу, что мне дали денег, но идти в клуб одной не хочется.

Чатӑр // Марина Карягина. Карягина М.Ф. Ылтӑн панулми: калавсем/ М. Карягина. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке изд-ви, 2011. — 43–50 с.

— Ҫапла, ку сӑмах май ҫеҫ тухса кайрӗ, халӗ сире хам ҫинчен кӑштах калам.

— Да-да, это к слову, теперь несколько слов о себе.

XIV // Аркадий Малов. Шолохов М.А. Лӑпкӑ Дон. Роман: IV кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1979. — 504 с.

Тӳррипе, ҫакна ҫеҫ калам: кунта тасатса пӗтерес ӗҫе малалла та тӑвӑр.

Вернее, скажу только одно: продолжайте вашу работу по очистке.

VIII сыпӑк // Илпек Микулайӗ. Юрий Сотник. Курман-илтмен кайӑк; вырӑсларан Микулай Илпек куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 155–238 с.

Тепӗр хут калам: Лидия Алексеевна Волкова.

Повторяю: Лидия Алексеевна Волкова.

VIII сыпӑк // Илпек Микулайӗ. Юрий Сотник. Курман-илтмен кайӑк; вырӑсларан Микулай Илпек куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 155–238 с.

— Эпӗ калам ӑна!..

Дай я ему отвечу!..

II сыпӑк // Илпек Микулайӗ. Юрий Сотник. Курман-илтмен кайӑк; вырӑсларан Микулай Илпек куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 155–238 с.

Ак сана мӗн калам: атте манӑн ҫар тухтӑрӗ-ҫке-ха, вӑл госпитальте ӗҫлет…

А вот что я тебе скажу: мой отец-то ведь военврач, он в госпитале работает…

I сыпӑк // Илпек Микулайӗ. Юрий Сотник. Курман-илтмен кайӑк; вырӑсларан Микулай Илпек куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 155–238 с.

Эпӗ хам калам, — чарчӗ ачасене Антон, хӑй калама пуҫларӗ.

Куҫарса пулӑш

Пысӑк хыпар // Илпек Микулайӗ. Юрий Сотник. Курман-илтмен кайӑк; вырӑсларан Микулай Илпек куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 29–33 с.

Пирӗн ак, ыттисемпе танлаштарсан, тӳрех калам, ытла пит хӳхӗм! — терӗ мухтанчӑклӑн Пантелей Прокофьевич.

А наш посев от других прямо отменитый! хвастливо сказал Пантелей Прокофьевич.

XVII // Аркадий Малов. Шолохов М.А. Лӑпкӑ Дон. Роман: IV кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1979. — 504 с.

Кирек мӗн калам эпӗ, пурпӗрех мар-и?

Не все ли равно, что скажу я?

2 // Николай Сандров. Елизар Мальцев: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Николай Сандров куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1963. — 384 с.

Ҫук-ха, эпӗ калам, кунта уншӑн кӗмерӗм эпӗ.

Но я, конечно, но затем к вам заехал.

LXV // Аркадий Малов. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Виҫҫӗмӗш кӗнеке. Аркадий Малов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1974. — 438 с.

Пӗлесех килет пулсан, калам: эпир халь килсӗр йытӑпа пӗрех!

Коли хочешь знать, мы зараз, как бездомная собака.

LVIII // Аркадий Малов. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Виҫҫӗмӗш кӗнеке. Аркадий Малов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1974. — 438 с.

Начар шухӑшлатӑр, ывӑлӑм, ҫаплах калам.

Плохо, сынок, думаете, вот что я тебе скажу.

XXXII сыпӑк // Мария Ухсай. Бабаевский, Семен Петрович. Ылтӑн ҫӑлтӑр кавалерӗ: икӗ кӗнекеллӗ роман; вырӑсларан Мария Ухсай куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 568 с.

Кирлӗ пулсан, лашине те тасатӑп, плуг хыҫҫӑн та утӑп, сеялка хыҫне те тӑрӑп, тӳрех калам сана, манран тӗплӗрех никам та тӑваймасть…

Берусь, ежели надо, и коней чистить, и за плугом ходить, а за сеялку стану, то наверняка скажу тебе, что лучше меня никто не посеет…

XXIX сыпӑк // Мария Ухсай. Бабаевский, Семен Петрович. Ылтӑн ҫӑлтӑр кавалерӗ: икӗ кӗнекеллӗ роман; вырӑсларан Мария Ухсай куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 568 с.

Эпӗ калам сана: иксӗмӗр эпир ҫутӑ тӗнчере мӗн чухлӗ пурӑннӑ, ун пек тырӑ пулнине курман-ха.

А я тебе скажу: сколько мы с тобой живем на свете, а такого урожая еще не было!

XXIX сыпӑк // Мария Ухсай. Бабаевский, Семен Петрович. Ылтӑн ҫӑлтӑр кавалерӗ: икӗ кӗнекеллӗ роман; вырӑсларан Мария Ухсай куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 568 с.

— Вӑрттӑн калам сана, Ирина ман кӑмӑла каять.

— Скажу тебе по секрету — Ирина мне нравится.

XXVIII сыпӑк // Мария Ухсай. Бабаевский, Семен Петрович. Ылтӑн ҫӑлтӑр кавалерӗ: икӗ кӗнекеллӗ роман; вырӑсларан Мария Ухсай куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 568 с.

Калам сана, атте, гидростанцие туса лартма е машинӑсем илме йывӑрах мар, — пирӗн государство кӑмӑллӑ, пулӑшать, — анчах ҫынсене техникӑна хӑнӑхтарма йывӑр вара.

И скажу вам, что не так трудно построить гидростанцию или приобрести машины, — государство у нас щедрое, поможет, — а трудно приобщить к технике людей.

XXVII сыпӑк // Мария Ухсай. Бабаевский, Семен Петрович. Ылтӑн ҫӑлтӑр кавалерӗ: икӗ кӗнекеллӗ роман; вырӑсларан Мария Ухсай куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 568 с.

— Чӑннине пӗлес тетӗн пулсан, хам калам: кӳренеҫҫӗ сана станицӑрисем.

— Ежели ты хочешь знать правду, то я скажу; в обиде на тебя станичники…

XXVII сыпӑк // Мария Ухсай. Бабаевский, Семен Петрович. Ылтӑн ҫӑлтӑр кавалерӗ: икӗ кӗнекеллӗ роман; вырӑсларан Мария Ухсай куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 568 с.

— Мӗн калам сана, атте, хам ҫинчен?

— Что ж вам, батя, сказать?

XXVII сыпӑк // Мария Ухсай. Бабаевский, Семен Петрович. Ылтӑн ҫӑлтӑр кавалерӗ: икӗ кӗнекеллӗ роман; вырӑсларан Мария Ухсай куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 568 с.

Уҫӑмлӑрах пултӑр тесе ҫапла калам: эпир вӑкӑрсемпе турттарса килнӗ турбина ӗҫлесе вӑй парать, ҫав вӑя, калӑпӑр, ӑнланмасӑр тыткаласан, вӑл пӗр самантрах пӗтӗм станицӑна ҫунтарса яма пултарать.

Для наглядности скажу: та турбина, какую мы на быках привезли, будет вырабатывать такую силу, что ежели, допустим, без ума с нею обращаться, то она может всю станицу вмиг сжечь.

XXV сыпӑк // Мария Ухсай. Бабаевский, Семен Петрович. Ылтӑн ҫӑлтӑр кавалерӗ: икӗ кӗнекеллӗ роман; вырӑсларан Мария Ухсай куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 568 с.

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех