Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

капитан сăмах пирĕн базăра пур.
капитан (тĕпĕ: капитан) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Капитан юлташ… — именерех тытӑнтӑм эп, — мана юрамӗ-ши унта?

— Товарищ капитан… — начала я нерешительно, — а туда никак нельзя?..

14 сыпӑк // Митта Ваҫлейӗ. Лев Кассиль. Аслӑ хирӗҫтӑру. Митта Ваҫлейӗ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1950

Тепӗр ирхине капитан каллех пирӗн пата ывӑлӗпе пычӗ.

Утром капитан опять пришел к нам с сыном.

14 сыпӑк // Митта Ваҫлейӗ. Лев Кассиль. Аслӑ хирӗҫтӑру. Митта Ваҫлейӗ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1950

Малинин капитан сӑн-пичӗ тем пекех телейсӗр, вара эп тӳсеймерӗм.

У капитана Малинина было такое несчастное лицо, что я сказала.

14 сыпӑк // Митта Ваҫлейӗ. Лев Кассиль. Аслӑ хирӗҫтӑру. Митта Ваҫлейӗ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1950

— Хм, мур кӑна илтӗр ку шӑй-шая! — мӑкӑртатса илчӗ капитан, зениткӑсен кӗрлевне тӑнласа, — Питӗ те янравлӑ кунта!

— Гм, шут ее совсем возьми, эту тревогу! — пробормотал капитан, прислушиваясь к грохоту зениток, — Однако звучно это у вас делается!

14 сыпӑк // Митта Ваҫлейӗ. Лев Кассиль. Аслӑ хирӗҫтӑру. Митта Ваҫлейӗ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1950

Капитан пирӗн ҫине аптӑраса пӑхать.

Капитан растерянно оглядывал нас.

14 сыпӑк // Митта Ваҫлейӗ. Лев Кассиль. Аслӑ хирӗҫтӑру. Митта Ваҫлейӗ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1950

— Ӑҫта эс? — ыйтрӗ капитан.

— Ты куда? — сказал капитан.

14 сыпӑк // Митта Ваҫлейӗ. Лев Кассиль. Аслӑ хирӗҫтӑру. Митта Ваҫлейӗ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1950

— Ку мӗн тата? — тӗлӗнсе кайрӗ капитан.

— Это еще что? — поразился капитан.

14 сыпӑк // Митта Ваҫлейӗ. Лев Кассиль. Аслӑ хирӗҫтӑру. Митта Ваҫлейӗ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1950

— Мӗнле маттур пирӗн Мускавӑмӑр! — ачашшӑн каласа хучӗ капитан.

— И какая молодчина Москва наша! — с нежностью повторял капитан.

14 сыпӑк // Митта Ваҫлейӗ. Лев Кассиль. Аслӑ хирӗҫтӑру. Митта Ваҫлейӗ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1950

Тыл мар ку! — хӑвӑрт каларӗ капитан.

Это не тыл! — быстро проговорил капитан.

14 сыпӑк // Митта Ваҫлейӗ. Лев Кассиль. Аслӑ хирӗҫтӑру. Митта Ваҫлейӗ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1950

— Пырассине пырать те, Андрей Семенович, пырас тенӗ пек мар-ха ҫав, — именчӗклӗн кулса илчӗ Малинин капитан.

— Да подвигается, Андрей Семенович, пока что не в ту сторону, куда бы хотелось, — смущенно усмехнулся капитан Малинин.

14 сыпӑк // Митта Ваҫлейӗ. Лев Кассиль. Аслӑ хирӗҫтӑру. Митта Ваҫлейӗ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1950

Игорӗн ашшӗ — Малинин капитан таврӑннӑ.

Приехал капитан Малинин — отец Игоря.

14 сыпӑк // Митта Ваҫлейӗ. Лев Кассиль. Аслӑ хирӗҫтӑру. Митта Ваҫлейӗ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1950

Капитан.

— Капитан.

Пӗрремӗш сыпӑк // Валентин Урташ, Илпек Микулайӗ. Вениамин Каверин. Икӗ капитан. Валентин Урташпа Николай Илпек куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951

Капитан эппин?

— Значит, капитан?

Пӗрремӗш сыпӑк // Валентин Урташ, Илпек Микулайӗ. Вениамин Каверин. Икӗ капитан. Валентин Урташпа Николай Илпек куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951

Капитан ывӑлне хыттӑн чуптурӗ, ӳсӗркелерӗ, картузне тӳрлетрӗ, хамӑр ҫурта тепӗр хут никӗсӗнчен пуҫласа тӑррине ҫити пӑхса илчӗ, унтан машина ҫине ларчӗ те вӗҫтерчӗ.

Капитан крепко поцеловал Игоря, откашлялся, поправил фуражку, еще раз оглядел весь дом от земли до крыши, сел в машину и укатил.

7 сыпӑк // Митта Ваҫлейӗ. Лев Кассиль. Аслӑ хирӗҫтӑру. Митта Ваҫлейӗ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1950

— Сывлӑх сунатӑп, Симочка, — терӗ капитан.

— Здравствуйте, Симочка, — заговорил он.

7 сыпӑк // Митта Ваҫлейӗ. Лев Кассиль. Аслӑ хирӗҫтӑру. Митта Ваҫлейӗ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1950

Капитан Малинин, сарлака кӗре этем, эпир пынӑ чухне кутамккине майлаштаратчӗ.

Капитан Малинин, сутулый, скуластый, склонился над вещевым мешком, когда мы вошли к нему с Игорем.

7 сыпӑк // Митта Ваҫлейӗ. Лев Кассиль. Аслӑ хирӗҫтӑру. Митта Ваҫлейӗ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1950

— …Ан та иккӗленӗр, — васкавлӑн калаҫать моряк, — полярти кашни экспедици ирттермессерен ҫар ӗҫӗ ҫинчен шухӑшлаҫҫех, ӑна Татаринов капитан питӗ лайӑх ӑнланнӑ.

— Уверяю вас, — живо говорил моряк, — что капитан Татаринов прекрасно понимал, что в основе каждой полярной экспедиции должна лежать военная мысль.

Вунтӑваттӑмӗш сыпӑк // Валентин Урташ, Илпек Микулайӗ. Вениамин Каверин. Икӗ капитан. Валентин Урташпа Николай Илпек куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951

Татаринов капитан хӗрӗ мар пулин те вӑл экспедицире пулмашкӑн тивӗҫӗм пур пек туйӑнатчӗ-ха мана.

А мне казалось, что я имею некоторое право на участие в этой экспедиции не только как дочка капитана Татаринова.

Тӑххӑрмӗш сыпӑк // Валентин Урташ, Илпек Микулайӗ. Вениамин Каверин. Икӗ капитан. Валентин Урташпа Николай Илпек куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951

Пӗр сӑмахпа каласан, мӗнле ҫын вӑл, теҫҫӗ, темле пӗр журналта ӑна Поляр ӗҫӗнче чапа тухнӑ Н. А. Татаринова, капитан ашшӗпе пӗр тӑванӗн ывӑлне, элеклет тесе ятланӑ тесе те аса илеҫҫӗ.

Вообще, что он за человек — помнится, в каком-то журнале его ругали за клевету, он кого-то оклеветал, кажется Н. А. Татаринова, известного полярного деятеля и двоюродного брата капитана.

Ҫиччӗмӗш сыпӑк // Валентин Урташ, Илпек Микулайӗ. Вениамин Каверин. Икӗ капитан. Валентин Урташпа Николай Илпек куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951

Илтнӗ сас-хура суя пулнӑ иккен, Югорски Шар ҫинчи телеграф экспедицийӗ тӑрӑх Татаринов капитан «экспедици ӗҫне ырӑ сунса пулӑшакансемпе кӑмӑллакансене пурне те хӗрӳллӗ салам ярать, ырлӑх сунать».

Но слухи оказались ложными, и через телеграфную экспедицию на Югорском Шаре капитан Татаринов прислал «сердечный привет и наилучшие благопожелания всем жертвователям и лицам, сочувствующим делу экспедиции».

Виҫҫӗмӗш сыпӑк // Валентин Урташ, Илпек Микулайӗ. Вениамин Каверин. Икӗ капитан. Валентин Урташпа Николай Илпек куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех