Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

Каҫхине сăмах пирĕн базăра пур.
Каҫхине (тĕпĕ: каҫхине) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Каҫхине, чӑн та, кӗнеке вула-вула паратчӗ вара вӑл пире.

Зато по вечерам она нам читала.

Пӗрремӗш сыпӑк // Валентин Урташ, Илпек Микулайӗ. Вениамин Каверин. Икӗ капитан. Валентин Урташпа Николай Илпек куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951

Ҫав каҫхине эпӗ ҫывӑрмарӑм, хывӑнмарӑм та.

В эту ночь я не спал и не раздевался.

Ҫиччӗмӗш сыпӑк. Тапӑну // Михаил Сироткин, Никифор Ваҫанкка. Александр Пушкин. Капитан хӗрӗ. Вырӑсларан Н.Т. Ваҫанккапа М.Я. Сироткин куҫарнӑ. Чӑваш АССР государство издательстви, 1940

Ҫак каҫхине анне ҫав тери савӑнӑҫлӑччӗ.

Мать была очень весела в этот вечер.

Вуниккӗмӗш сыпӑк // Валентин Урташ, Илпек Микулайӗ. Вениамин Каверин. Икӗ капитан. Валентин Урташпа Николай Илпек куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951

Каҫхине тӑван мар атте хӑнасем пуҫтарса сӑмах каларӗ:

Вечером он пригласил гостей и произнес речь.

Вуниккӗмӗш сыпӑк // Валентин Урташ, Илпек Микулайӗ. Вениамин Каверин. Икӗ капитан. Валентин Урташпа Николай Илпек куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951

Ҫапах та старик ӑна темле шухӑшлаттармалли сӑмах каланах, ҫавӑнпа каҫхине Даша инке тӗрӗллӗ хура тутӑрне ҫыхса хӑйсен кӳршинче пурӑнакан юмӑҫ-цыганка патне кайрӗ те ӗнтӗ.

Во всяком случае, он сказал ей что-то особенное, потому что вечером тетя Даша надела свой черный кружевной платок и пошла к цыганке-гадалке, которая жила на соседнем дворе.

Вуннӑмӗш сыпӑк // Валентин Урташ, Илпек Микулайӗ. Вениамин Каверин. Икӗ капитан. Валентин Урташпа Николай Илпек куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951

Унта хӑшпӗр каҫхине отец Герасим хӑйӗн майрипе, Акулина Памфиловнӑпа, пыратчӗ; отец Герасим майри вара пӗтӗм таврари чи паллӑ хыпарҫӑ вырӑнӗнче шутланатчӗ.

Туда вечерком иногда являлся отец Герасим с женою Акулиной Памфиловной, первою вестовщицею во всем околотке.

Тӑваттӑмӗш сыпӑк. Пӗрне-пӗри // Михаил Сироткин, Никифор Ваҫанкка. Александр Пушкин. Капитан хӗрӗ. Вырӑсларан Н.Т. Ваҫанккапа М.Я. Сироткин куҫарнӑ. Чӑваш АССР государство издательстви, 1940

Каҫхине эпир кухньӑра ларатпӑр.

Мы сидели на кухне вечером.

Ҫиччӗмӗш сыпӑк // Валентин Урташ, Илпек Микулайӗ. Вениамин Каверин. Икӗ капитан. Валентин Урташпа Николай Илпек куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951

Эпӗ калаҫрӑм, халӗ эпӗ ҫав каҫхине понтоннӑй кӗпер ҫинче мӗн пулнине йӗрки-йӗркипе каласа панӑ пулӑттӑм.

Я говорил, я мог бы теперь рассказать, что произошло в ту ночь на понтонном мосту,

Улттӑмӗш сыпӑк // Валентин Урташ, Илпек Микулайӗ. Вениамин Каверин. Икӗ капитан. Валентин Урташпа Николай Илпек куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951

Вӑл атте чирленӗ тесе кӑна каларӗ, анчах та каҫхине, чиркӗве кайсан, эпӗ хамӑн атте вилнине тавҫӑрса илтӗм.

Она сказала только, что отец заболел, но вечером, в церкви, я понял, что он умер.

Улттӑмӗш сыпӑк // Валентин Урташ, Илпек Микулайӗ. Вениамин Каверин. Икӗ капитан. Валентин Урташпа Николай Илпек куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951

Тӑлӑп пурччӗ те, ҫылӑхӑма пытарас мар ӗнтӗ, ӑна ҫӗрӗк каҫхине укҫа вырӑнне целовальнике парса хӑвартӑм; сивех пулассӑн туйӑнмарӗ.

Был тулуп, да что греха таить? заложил вечор у целовальника: мороз показался не велик.

Иккӗмӗш сыпӑк. Вожатый // Михаил Сироткин, Никифор Ваҫанкка. Александр Пушкин. Капитан хӗрӗ. Вырӑсларан Н.Т. Ваҫанккапа М.Я. Сироткин куҫарнӑ. Чӑваш АССР государство издательстви, 1940

Ҫав каҫхине вӗлернӗ ӗнтӗ хурӑлҫа.

В ту ночь убили сторожа.

Виҫҫӗмӗш сыпӑк // Валентин Урташ, Илпек Микулайӗ. Вениамин Каверин. Икӗ капитан. Валентин Урташпа Николай Илпек куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951

Пӗрре вӑл, ашшӗ ҫав каҫхине ҫав тери хытӑ ҫывӑрнине кӑтартас тесе, кровать ҫине пырса выртать, тепре тенкел ҫине хӑпарса каять, ҫирӗппӗн хытарнӑ чӑмӑрне нимӗн ӑнланайман Даша инке пуҫӗ тӗлне тытать.

То он бросался на кровать, чтобы показать, как крепко спал отец в эту ночь, то вскакивал на стул и поднимал крепко сложенные кулаки над недоумевающей тетей Дашей.

Иккӗмӗш сыпӑк // Валентин Урташ, Илпек Микулайӗ. Вениамин Каверин. Икӗ капитан. Валентин Урташпа Николай Илпек куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951

Ҫывӑрса каяс чухне хӗвелтухӑҫ ҫуталма пуҫланӑччӗ, анчах та манӑн ҫав каҫхине ҫывӑрса тӑранас ҫуккине пӗлӗт ҫинех ҫырса хунӑ пулӗ ҫав.

Уж восток начинал бледнеть, когда я заснул, но — видно, было написано на небесах, что в эту ночь я не высплюсь.

Фаталист // Николай Пиктемир, Нестор Янкас. Михаил Лермонтов. Пирӗн вӑхӑтри герой. Н. Пиктемирпа Н. Янкас куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑвашкӗнекеиздат, 1964

Пӗлейместӗп пулӗ халӗ: те ӗненетӗп ӗнтӗ эпӗ пӳрнӗ тенине, те ҫук, анчах ҫак каҫхине эпӗ ӑна пӗр иккӗленмесӗрех ӗненнӗ: ҫав тери ӗненмелле пулса тухрӗ-ҫке вӑл, ҫавӑнпа эпӗ хамӑрӑн ватӑ асаттесенчен, вӗсене пулӑшма юратакан астрологинчен кулкаларӑм пулин те, ирӗксӗрех вӗсен ҫулӗ ҫине лекрӗм, анчах эпӗ ҫав хӑрушӑ ҫул ҫинче шӑпах вӑхӑтра чарӑнтӑм, хам нимӗнрен йӗрӗнмен, нимӗскере те курмасӑр ӗненмен йӑлана тытса метафизикӑна аяккалла пӑрса ятӑм та хамӑн ура айне пӑхкаларӑм.

Не знаю наверное, верю ли я теперь предопределению или нет, но в этот вечер я ему твердо верил: доказательство было разительно, и я, несмотря на то, что посмеялся над нашими предками и их услужливой астрологией, попал невольно в их колею; но я остановил себя вовремя на этом опасном пути и, имея правило ничего не отвергать решительно и ничему не вверяться слепо, отбросил метафизику в сторону и стал смотреть под ноги.

Фаталист // Николай Пиктемир, Нестор Янкас. Михаил Лермонтов. Пирӗн вӑхӑтри герой. Н. Пиктемирпа Н. Янкас куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑвашкӗнекеиздат, 1964

Ҫав каҫхине пулса иртнӗ ӗҫсем ман ӑшӑмра самаях тарӑн йӗрсем хӑварчӗҫ, манӑн нервӑсене те урмӑштарчӗҫ.

Происшествие этого вечера произвело на меня довольно глубокое впечатление и раздражило мои нервы.

Фаталист // Николай Пиктемир, Нестор Янкас. Михаил Лермонтов. Пирӗн вӑхӑтри герой. Н. Пиктемирпа Н. Янкас куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑвашкӗнекеиздат, 1964

Макӑрни сывлӑхшӑн усӑллӑ, унтан тата эпӗ утпа ҫӳремен пулсан, каялла ирӗксӗрех вун пилӗк ҫухрӑма ҫуран утман пулсан, ҫав каҫхине кӳҫӑма та хупман пулӑттӑм.

Плакать здорово; и потом, вероятно, если б я не проехался верхом и не был принужден на обратном пути пройти пятнадцать верст, то и эту ночь сон не сомкнул бы глаз моих.

Июнӗн 16-мӗшӗ // Николай Пиктемир, Нестор Янкас. Михаил Лермонтов. Пирӗн вӑхӑтри герой. Н. Пиктемирпа Н. Янкас куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑвашкӗнекеиздат, 1964

«Паян каҫхине, 10-мӗш сехетре, пысӑк пусма тӑрӑх ман пата кил: упӑшкам Пятигорска кайрӗ, ыран ирпе тин таврӑнать.

«Сегодня в десятом часу вечера приходи ко мне по большой лестнице; муж мой уехал в Пятигорск и завтра утром только вернется.

Июнӗн 15-мӗшӗ // Николай Пиктемир, Нестор Янкас. Михаил Лермонтов. Пирӗн вӑхӑтри герой. Н. Пиктемирпа Н. Янкас куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑвашкӗнекеиздат, 1964

Рестораци алӑкӗ ҫине ҫав асӑннӑ тӗлӗнмелле фокусник, акробат, химик тата оптик паян каҫхине, 8 сехетре, пархатарлисен пухӑвӗн (урӑхла — рестораци) залӗнче чаплӑ представлени пани ҫинчен хисеплӗ публикӑна пӗлтерекен вӑрӑм афишка кӑларса ҫапнӑ; билетсем икӗ тенкӗ ҫурӑшар.

На дверях ресторации явилась длинная афишка, извещающая почтеннейшую публику о том, что вышеименованный удивительный фокусник, акробат, химик и оптик будет иметь честь дать великолепное представление сегодняшнего числа в восемь часов вечера, в зале Благородного собрания (иначе — в ресторации); билеты по два рубля с полтиной.

Июнӗн 15-мӗшӗ // Николай Пиктемир, Нестор Янкас. Михаил Лермонтов. Пирӗн вӑхӑтри герой. Н. Пиктемирпа Н. Янкас куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑвашкӗнекеиздат, 1964

Паян каҫхине темӗн те пӗр пулса иртрӗ.

Сегодняшний вечер был обилен происшествиями.

Июнӗн 12-мӗшӗ // Николай Пиктемир, Нестор Янкас. Михаил Лермонтов. Пирӗн вӑхӑтри герой. Н. Пиктемирпа Н. Янкас куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑвашкӗнекеиздат, 1964

Каҫхине бульвара та тухмарӗ вӑл.

Вечером на бульваре ее не было.

Июнӗн 6-мӗшӗ // Николай Пиктемир, Нестор Янкас. Михаил Лермонтов. Пирӗн вӑхӑтри герой. Н. Пиктемирпа Н. Янкас куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑвашкӗнекеиздат, 1964

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех