Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

Пӑтӑ сăмах пирĕн базăра пур.
Пӑтӑ (тĕпĕ: пӑтӑ) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
— Пулаясси пирки иккӗленӳллӗ пӑтӑ ҫуллӑрах пултӑр тетӗп-ҫке, — хуравлать арӑмӗ.

Куҫарса пулӑш

Кӑштах кулӑш — 4 // Евгений Турхан. http://suvargazeta.ru/index.php/news/cn- ... kh-kulsh-4

— Мӗн чухлӗ кӗрпе кирлӗ вара пӑтӑ пӗҫерме? — кӑсӑкланать упӑшки.

Куҫарса пулӑш

Кӑштах кулӑш — 4 // Евгений Турхан. http://suvargazeta.ru/index.php/news/cn- ... kh-kulsh-4

Пӑтӑ пӗҫермешкӗн килте пӗр пӗрчӗ кӗрпе те, ҫу та ҫук вӗт, — хаш сывлать арӑмӗ.

Куҫарса пулӑш

Кӑштах кулӑш — 4 // Евгений Турхан. http://suvargazeta.ru/index.php/news/cn- ... kh-kulsh-4

— Эх, пӑтӑ ҫиес килсе кайрӗ! — хырӑмне сӑтӑркаласа ӗмӗтленсе ларать тет Кукша Кӗркури.

Куҫарса пулӑш

Кӑштах кулӑш — 4 // Евгений Турхан. http://suvargazeta.ru/index.php/news/cn- ... kh-kulsh-4

Кӑмакаран пӗр чӳлмек пӑтӑ кӑларчӗ.

Вынул каши горшок из печи.

Йӗр тӑрӑх // Михаил Рубцов. Виталий Бианки. Йӗр тӑрӑх; вырӑсларан Михаил Рубцов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1952. — 86–95 с.

Тепӗр май ҫавӑрса вучаха ҫакса ярас пулсан яла мар, хула-на тӑрантармалӑх пӑтӑ пиҫӗ!

Если перевернуть его и подвесить над очагом, можно сварить столько каши, что хватит накормить не только всю деревню, а целый город!

Тӗнче хӗрри шырама тухса кайни // Марина Карягина. Карягина М.Ф. Ылтӑн панулми: калавсем/ М. Карягина. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке изд-ви, 2011. — 119–126 с.

Шӳрпе плита ҫинче, пӑтӑ — шкапра.

Суп — на плите, каша — в шкафу.

V сыпӑк // Илпек Микулайӗ. Юрий Сотник. Курман-илтмен кайӑк; вырӑсларан Микулай Илпек куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 155–238 с.

Аран пӗҫеркелерӗмӗр, атту пӑрахут ҫинче пӑтӑ ҫеҫ чӑмлама тиветчӗ.

Насилу выпекли, а то пришлось бы в пути одну кутью жрать…

XXVIII // Аркадий Малов. Шолохов М.А. Лӑпкӑ Дон. Роман: IV кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1979. — 504 с.

— Кам пӗлет ӑна, — Григорий пӑтӑ турилккине шутарса лартрӗ, хӑй те картишне тухрӗ.

— Кто ее знает, — Григорий отставил тарелку с кашей, тоже вышел во двор.

XXVI // Аркадий Малов. Шолохов М.А. Лӑпкӑ Дон. Роман: IV кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1979. — 504 с.

— Эсӗ мӗнле, пуҫӗпех таврӑнтӑн-и? — ыйтрӗ вӑл, Пантелей Прокофьевич таптаса пушатнӑ пӑтӑ чашӑкне хӑйӗн умӗнчен шутарса лартсан.

— Что ж, ты навовсе пришел? — спросила она, после того как Пантелей Прокофьевич отвалился от каши.

XXI // Аркадий Малов. Шолохов М.А. Лӑпкӑ Дон. Роман: IV кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1979. — 504 с.

Пӗтӗм хуторӗпе пуҫтарӑнса асӑнӑр, пӑтӑ пӗҫерӗр…» —

Закажите, мамаша, вселенскую панихиду, кутьи наварите…» —

XIII // Аркадий Малов. Шолохов М.А. Лӑпкӑ Дон. Роман: IV кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1979. — 504 с.

— Тата пӑтӑ порцийӗсӗр, — хушса хучӗ Ермаков.

— И порции каши, — вставил Ермаков.

IX // Аркадий Малов. Шолохов М.А. Лӑпкӑ Дон. Роман: IV кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1979. — 504 с.

Тӗрӗс каларӑн эсӗ паҫӑр, ҫӑра пӑтӑ пӗҫертӗмӗр тесе.

Правду ты даве сказал, что густую кашу сварили.

22 // Николай Сандров. Елизар Мальцев: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Николай Сандров куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1963. — 384 с.

— Эпир кунта ҫӑ-ӑ-ӑ-ра пӑтӑ пӗҫертӗмӗр, пӗрре ӑссах ӑсса та илейместӗн.

— А у нас каша сварилась крутая, не враз зачерпнешь.

20 // Николай Сандров. Елизар Мальцев: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Николай Сандров куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1963. — 384 с.

— Кашӑк пӑтӑ ҫинӗ чухне хаклӑ! — терӗ Егор Дымшаков кулкаласа.

— Дорога ложка к каше! — посмеиваясь, подхватил Егор Дымшаков.

20 // Николай Сандров. Елизар Мальцев: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Николай Сандров куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1963. — 384 с.

Вӗсем те пӑтӑ ҫинӗ, эрех ӗҫнӗ.

Тоже едят кашу и пьют вино.

Генералсен генералӗ // Василий Чураков. Алексеев, Сергей Петрович. Суворов ҫинчен: повесть; вырӑсларан Василий Чураков куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑвашиздат, 1967. — 5-143 с.

Утнӑ, ассӑн сывланӑ, шӳрпе шӑршине, пӑтӑ шӑл ҫинче мӗнле ирӗлнине аса илнӗ.

Идут, вздыхают, вспоминают, как пахнут щи, как тает на зубах каша.

Салӑ // Василий Чураков. Алексеев, Сергей Петрович. Суворов ҫинчен: повесть; вырӑсларан Василий Чураков куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑвашиздат, 1967. — 5-143 с.

— Шӳрпепе пӑтӑ ҫиетӗп, улӑм ҫинче ҫывӑратӑп, салтаксене ӑшӑ сӑмахсем калатӑп — мӗншӗн-ха ман пата чап килмест?!

— Щи и кашу ем, сплю на соломе, ласковые слова говорю солдатам — почему же слава ко мне не идет?!

Чап // Василий Чураков. Алексеев, Сергей Петрович. Суворов ҫинчен: повесть; вырӑсларан Василий Чураков куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑвашиздат, 1967. — 5-143 с.

— Сирӗн сиятельствӑ, — ответленӗ салтак, — Суворов шӳрпепе пӑтӑ ҫинипех ҫырлахмасть, вӑл ҫывӑрасса та салтакла ҫывӑрать.

— Это потому, ваше сиятельство, — отвечает солдат, — что Суворов не только ест щи и кашу, но и спит по-солдатски.

Чап // Василий Чураков. Алексеев, Сергей Петрович. Суворов ҫинчен: повесть; вырӑсларан Василий Чураков куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑвашиздат, 1967. — 5-143 с.

Генералсене яшкапа пӑтӑ хӑй антарса панӑ.

Сам принялся раздавать генералам суп и кашу.

Яшкапа пӑтӑ // Василий Чураков. Алексеев, Сергей Петрович. Суворов ҫинчен: повесть; вырӑсларан Василий Чураков куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑвашиздат, 1967. — 5-143 с.

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех