Чӑваш чӗлхин икчӗлхеллӗ ҫӳпҫи

Текст: Кӑштах кулӑш — 4

Автор: Евгений Турхан

Ҫӑлкуҫ: http://suvargazeta.ru/index.php/news/cn- ... kh-kulsh-4

Ҫул: 2019; Хушнӑ: 2020.05.10 00:10

Пуплевӗш: 32; Сӑмах: 227

Текст тӗсӗ: Анегдот

Вырӑсла Тема: Кулӑш

— Эх, пӑтӑ ҫиес килсе кайрӗ! — хырӑмне сӑтӑркаласа ӗмӗтленсе ларать тет Кукша Кӗркури.

— Пӑтӑ пӗҫермешкӗн килте пӗр пӗрчӗ кӗрпе те, ҫу та ҫук вӗт, — хаш сывлать арӑмӗ.

— Мӗн чухлӗ кӗрпе кирлӗ вара пӑтӑ пӗҫерме? — кӑсӑкланать упӑшки.

— Пӗр кӗрепенкке кӗрпе те икӗ кӗрепенкке ҫу, — ӑнлантарать хӗрарӑм.

— Ҫу мӗншӗн ҫапла нумай? — тӗлӗнет Кукша.

— Пулаясси пирки иккӗленӳллӗ пӑтӑ ҫуллӑрах пултӑр тетӗп-ҫке, — хуравлать арӑмӗ.

* * *

— Эсӗ салтакра пулнӑ-и? — ыйтать Вӗҫкӗн Ваҫҫа Чӑнкӑ Мирунтан.

— Ҫук, пулман, мана илмерӗҫ, — тет лешӗ.

— Мӗншӗн тата?

— Шыраса тупаймарӗҫ.

* * *

Кукша Кӗркурин кӳршӗ ялта пурӑнакан пуян тӑванӗ ывӑлне авлантарать, туя чухӑн пиччӗшне те чӗнет. Пулас кин Кукшан пуян кӳршин ратнинчен пулнӑран Ахманей те туя пынӑ. Кӳршӗсене сӗтел хушшинче юнашар лартаҫҫӗ. Кӗркури Ахманей ҫине пӑхса илет те лешӗ сӗтел ҫинчен сахӑр, канфет-пӗремӗк, ытти тутлӑ япаласене ывӑҫласа илсе кӗсйисене тултарнине курать.

— Ку ывӑл валли, — тӳрре тухма тӑрӑшать пуян, Кӗркури ҫине пӑхса илсе. — Туй сӗтелӗ ҫинчи кучченеҫсемшӗн ачасем уйрӑмах савӑнаҫҫӗ вӗт. Тӗрӗс-и?

— Ҫапла, тӗрӗс, — килӗшет Кукша. Унтан сасартӑк Ахманей кӗсйине​ чейникрен вӗри чей тултарать.

— Э-э, мӗн тӑватӑн эсӗ, пӗҫерет вӗт! — кӑшкӑрса ярать ҫӑткӑн хӑна.

— Сирӗн ывӑлӑрӑн, ҫавӑн чухлӗ пылак апат ҫинӗ хыҫҫӑн ӗҫес килсе кайӗ терӗм, — ӑнлантарать Кукша.

* * *

— Ах, тур, епле хитреленсе, яштакаланса кайнӑ эсӗ? Тӗлӗнтерсе ятӑн мана. Мӗн, ятарлӑ диета ҫинче ларатӑн-им? — ыйтать Чипер Марине дачӑра Яка Кулинерен.

— Ҫӗрулми, кишӗр, чӗкӗнтӗр пулӑшрӗҫ ытлашши виҫене чакарма, — пӗлтерет Кулине.

— Суятӑн пулӗ? Мӗн турӑн вара эсӗ вӗсемпе? Пӗҫертӗн-и, ӑшаларӑн-и?

— Ҫумларӑм, купаларӑм, чавса кӑлартӑм, — ӑнлантарать Кулине.

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех