Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

темскер сăмах пирĕн базăра пур.
темскер (тĕпĕ: темскер) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Лури тухтӑра аяккалла илсе кайрӗ, вӗсем старик кимӗ татӑкне илсе киличчен, пӗр-пӗринпе темскер пӑшӑлтатса калаҫрӗҫ.

Лури отвёл доктора в сторону, и они о чём-то говорили шёпотом, пока старик ходил за куском лодки.

Вунтӑваттӑмӗш сыпӑк // Валентин Урташ, Илпек Микулайӗ. Вениамин Каверин. Икӗ капитан. Валентин Урташпа Николай Илпек куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951

Ватӑ, пӗр сиккеленмен, пӗркеленчӗк питлӗ, йывӑҫ скульптурӑ пек курнакан ненец, маларах утса тухрӗ те ненецла темскер каларӗ.

Старый ненец с неподвижным лицом, глубоко изрезанным морщинами, как на деревянной скульптуре, выступил и сказал что-то по-ненецки.

Вунтӑваттӑмӗш сыпӑк // Валентин Урташ, Илпек Микулайӗ. Вениамин Каверин. Икӗ капитан. Валентин Урташпа Николай Илпек куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951

Ҫак самантра Лури, кабинӑран пӑхса, мана хӑй патне чӗнсе илчӗ, эпӗ ӑна аякран кӑна, хама ҫак япала ӑнсӑртран илсе кайса пӑрахнӑ аякри тӗнчерен тенӗ пек, темскер каларӑм пулас.

В эту минуту Лури выглянул из кабины и окликнул меня, и я что-то ответил ему очень издалека, из того далёкого мира, в который меня внезапно перенесла эта вещь.

Вунтӑваттӑмӗш сыпӑк // Валентин Урташ, Илпек Микулайӗ. Вениамин Каверин. Икӗ капитан. Валентин Урташпа Николай Илпек куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951

Ултӑ ҫулхи ненец ҫӑварне чӗлӗм хыпнинчен, морж шӑммине илсе килнӗ карчӑка темскер хушнинчен те тӗлӗнсе кайрӑм эпӗ.

Странным показался мне шестидесятилетний ненец с трубкой в зубах, что-то повелительно сказавший старухе, которая принесла нам кусок моржовой кости.

Вунтӑваттӑмӗш сыпӑк // Валентин Урташ, Илпек Микулайӗ. Вениамин Каверин. Икӗ капитан. Валентин Урташпа Николай Илпек куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951

Тӳррипе каласан, ҫак ненец хӑйӗн макӑрса тӑракан мӗскӗн арӑмне темскер ҫирӗппӗн каланӑ хыҫҫӑн, ҫиелтен йывӑҫ пустарнӑ арча ҫӗклесе тухнине курсан, мана хамӑн примусшӑн аван мар пек пулса кайрӗ.

Признаться, мне стало стыдно за мой примус, когда я увидел, как этот ненец, что-то строго сказав своей бедной, заплаканной жене, вынес сундук, обитый жестью.

Вунтӑваттӑмӗш сыпӑк // Валентин Урташ, Илпек Микулайӗ. Вениамин Каверин. Икӗ капитан. Валентин Урташпа Николай Илпек куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951

Тухтӑр ненецла вӗсене темскер ӑнлантарса парать.

Доктор что-то объяснял им по-ненецки.

Вунвиҫҫӗмӗш сыпӑк // Валентин Урташ, Илпек Микулайӗ. Вениамин Каверин. Икӗ капитан. Валентин Урташпа Николай Илпек куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951

Тухтӑр манӑн ҫурӑм хыҫӗнче темскер мӑкӑртатса тӑчӗ, анчах та эпӗ итлемерӗм ӑна, вӑл мана урана сӗрме спирт сӗнет, суратӑп эпӗ унӑн спирчӗ ҫине.

Доктор бормотал что-то за моей спиной, но я не слушал его, и мне наплевать было на этот спирт, которым он велел растирать мои ноги.

Вунвиҫҫӗмӗш сыпӑк // Валентин Урташ, Илпек Микулайӗ. Вениамин Каверин. Икӗ капитан. Валентин Урташпа Николай Илпек куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951

Лӑп та шӑп ҫак самантра ӗнтӗ эпӗ мотора темскер пулнине сиссе илтӗм, — эх, питӗ шел, питӗ шел-ҫке, — пирӗн айра каллех ҫав ту ҫурӑксемех, хам малтанах шыраса тупнӑ ҫӑлӑнӑҫсем халӗ ӗнтӗ ҫав тери аякра тӑрса юлчӗҫ.

Именно в эту минуту я почувствовал, что с мотором творится что-то неладное, — жаль, потому что внизу были те же ущелья, которые — я очень на это рассчитывал — остались далеко позади.

Вунпӗрмӗш сыпӑк // Валентин Урташ, Илпек Микулайӗ. Вениамин Каверин. Икӗ капитан. Валентин Урташпа Николай Илпек куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951

Машинӑна темскер каларӑм та пулас эпӗ.

Кажется, я что-то сказал машине.

Вунпӗрмӗш сыпӑк // Валентин Урташ, Илпек Микулайӗ. Вениамин Каверин. Икӗ капитан. Валентин Урташпа Николай Илпек куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951

Вӑл тухтӑра темскер кӑшкӑрса каларӗ, лешӗ вара кулӑшласкер, чӑмӑркка та путӗшле тискер кайӑк пекскер, ним пулман пек пуҫне ҫеҫ сулса илчӗ.

Он что-то закричал доктору, и доктор, смешной, похожий на какого-то круглого забавного зверя, равнодушно кивнул головой.

Вунпӗрмӗш сыпӑк // Валентин Урташ, Илпек Микулайӗ. Вениамин Каверин. Икӗ капитан. Валентин Урташпа Николай Илпек куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951

Темскер манӑн мӑйӑмран пӑврӗ, эпӗ тӑрса урама тухас тесе те шухӑшларӑм, анчах та, вырӑн ҫинчен хӑпаймарӑм, ӳпне ҫӑврӑнса, питӗме аллӑмсем ҫине хурса выртрӑм.

Что-то сдавило мне горло, и захотелось встать и выйти на воздух, но я остался лежать, только повернулся и лёг на живот, упёршись в лицо руками.

Вуннӑмӗш сыпӑк // Валентин Урташ, Илпек Микулайӗ. Вениамин Каверин. Икӗ капитан. Валентин Урташпа Николай Илпек куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951

Темскер мана пуҫран ҫапнӑ пекех туйӑнчӗ, эпӗ вырӑн ҫинчен тӑрса, урасене хуҫлатса лартӑм.

Что-то толкнуло меня прямо в сердце, и я сел, поджав под себя ноги.

Вуннӑмӗш сыпӑк // Валентин Урташ, Илпек Микулайӗ. Вениамин Каверин. Икӗ капитан. Валентин Урташпа Николай Илпек куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951

Манӑн тепӗр кунхине Татариновсем патне каймаллаччӗ, эпӗ темскер ыйтрӑм та пулас, вӑл сасартӑк Мария Васильевна ҫинчен калаҫма тытӑнчӗ.

Я что-то спросил, потому что как раз, на следующий день собирался к Татариновым, и он вдруг стал говорить о Марье Васильевне.

Вуннӑмӗш сыпӑк // Валентин Урташ, Илпек Микулайӗ. Вениамин Каверин. Икӗ капитан. Валентин Урташпа Николай Илпек куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951

Хама тата темскер пулас пек сисӗм ҫавӑрса илчӗ.

Мрачное предчувствие тревожило меня.

Романа кӗртмен сыпӑк // Михаил Сироткин, Никифор Ваҫанкка. Александр Пушкин. Капитан хӗрӗ. Вырӑсларан Н.Т. Ваҫанккапа М.Я. Сироткин куҫарнӑ. Чӑваш АССР государство издательстви, 1940

Ман куҫӑмсем те ҫав еннелле тӗллерӗҫ те, эпӗ тӗксӗмлӗхре Атӑл тӑрӑх темскер юхса аннине куртӑм.

Глаза мои приняли то же направление, и я увидел в сумраке что-то плывшее вниз по Волге.

Романа кӗртмен сыпӑк // Михаил Сироткин, Никифор Ваҫанкка. Александр Пушкин. Капитан хӗрӗ. Вырӑсларан Н.Т. Ваҫанккапа М.Я. Сироткин куҫарнӑ. Чӑваш АССР государство издательстви, 1940

Вӑл темскер ыйтма хӑтланчӗ, анчах чӗнеймерӗ, ҫӑварне ҫеҫ пӗчӗк ача пек уҫма пултарчӗ, унӑн питҫӑмартийӗсем те, мӑйӗ те хӗрелсе кайрӗ…

Он хотел что-то спросить, но промолчал, только по-детски открыл рот, и всё лицо, щёки, даже шея покрылись гусиной кожей от волнения…

Саккӑрмӗш сыпӑк // Валентин Урташ, Илпек Микулайӗ. Вениамин Каверин. Икӗ капитан. Валентин Урташпа Николай Илпек куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951

Тӑват сехетсем тӗлнелле эпӗ хамӑр стоянкӑран OSO енче темскер асӑрхарӑм.

Около четырёх часов на OSO от нашей стоянки я увидел «нечто».

Ҫиччӗмӗш сыпӑк // Валентин Урташ, Илпек Микулайӗ. Вениамин Каверин. Икӗ капитан. Валентин Урташпа Николай Илпек куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951

Володя, ҫав шатӑртатакан крават сассине илтсе, самантлӑха кӑна пысӑк сенкер куҫӗсене уҫса, темскер мӑкӑртатса илчӗ.

Володя, услышав как кровать громко заскрипела, на мгновение открыл большие синие глаза и что-то пробормотал не просыпаясь.

Улттӑмӗш сыпӑк // Валентин Урташ, Илпек Микулайӗ. Вениамин Каверин. Икӗ капитан. Валентин Урташпа Николай Илпек куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951

Анна Степановнӑра темле авалхи вырӑссенни пекреххи темскер пурах.

В Анне Степановне было что-то старорусское.

Улттӑмӗш сыпӑк // Валентин Урташ, Илпек Микулайӗ. Вениамин Каверин. Икӗ капитан. Валентин Урташпа Николай Илпек куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951

Манӑн питҫӑмарти тӑрӑх темскер сӑркӑлтатса чупрӗ, эпӗ савӑннӑ пек те, хӑранӑ пек те пултӑм.

Мурашки побежали у меня по лицу, и мне стало весело и страшно.

Ҫирӗм пиллӗкмӗш сыпӑк // Валентин Урташ, Илпек Микулайӗ. Вениамин Каверин. Икӗ капитан. Валентин Урташпа Николай Илпек куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех