Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

ячӗпе (тĕпĕ: ят) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Физкультурник кунӗ ячӗпе чӗререн тухакан чи ӑшӑ салам сӑмахӗсене йышӑнсамӑр.

В день Физкультурника от всей души примите самые теплые пожелания.

Мӗн пур ҫынсен уявӗ // Ял пурнӑҫӗ. «Ял пурнӑҫӗ», 2009.08.07

Раҫҫей спорт, туризм тата ҫамрӑксен политикин министрӗ В. Мутко асӑннӑ юбилей ячӗпе саламланӑ, физкультурӑпа спорт сывӑ пурнӑҫ йӗркине пропагандӑлас ҫӗрте пысӑк пӗлтерӗшлӗ пулнине палӑртнӑ тата пурне те ҫирӗп сывлӑх суннӑ.

Министр молодежной политики, спорта и туризма России В. Мутко поздравил всех с юбилеем, отметил, что в пропаганде здорового образа жизни физкультура и спорт имеют огромное значение и пожелал всем крепкого здоровья.

Мӗн пур ҫынсен уявӗ // Ял пурнӑҫӗ. «Ял пурнӑҫӗ», 2009.08.07

Тинӗс-ҫар флочӗн кунӗ ячӗпе эпир Николай Ивановича ӑшшӑн-ӑшшӑн саламлатпӑр, ӗҫре ҫитӗнӳ, ҫирӗп сывлӑх сунатпӑр.

Куҫарса пулӑш

Тинӗссем тӑрӑх, хумсем ҫийӗн // Каҫал Ен. «Каҫал Ен», 2016.07.29

«Ачалӑх ячӗпе, ачалӑхшӑн» ыр кӑмӑллӑх марафонӗ пынӑ хушӑра пирӗн район ҫыннисем унӑн пухмачне 450 пин тенке яхӑн хыврӗҫ.

Куҫарса пулӑш

Шкулсем вӗренӳ ҫулне хатӗрленеҫҫӗ // Л.ШУРЯШКИНА. «Каҫал Ен», 2016.07.29

Ял уявӗ ячӗпе пухӑннисене район администрацийӗн пуҫлӑхӗн социаллӑ ыйтусемпе ӗҫлекен ҫумӗ Эдуард Николаев, Юнтапа ял тӑрӑхӗн пуҫлӑхӗ Анатолий Ананьев, район депутачӗсен Пухӑвӗн депутачӗ Сергей Иванов саламларӗҫ.

Куҫарса пулӑш

Чуна ҫывӑх тӑван ялӑм // Марина ЛЕОНТЬЕВА. «Пурнӑҫ ҫулӗпе», 2016.08.02

Юлашкинчен физкультурниксен кунӗ ячӗпе районти мӗн пур ҫынсене, спортсменсемпе физкультурниксене, спорт ӗҫӗн активисчӗсене, спорт ветеранӗсене пурне те ӑшшӑн саламлатӑп, спортра ӑнӑҫусем, ҫирӗп сывлӑх, пурнӑҫра телей сунатӑп.

Всех жителей района, спортсменов и физкультурников, активистов спорта, ветеранов спорта поздравляю с днем физкультурника, желаю удачи в спорте, крепкого здоровья, счастья в жизни.

Физкультурӑпа спорт ӗҫне - пурнӑҫ ыйтнӑ шая // Ҫӗнтерӳ ялавӗ. «Ҫӗнтерӳ ялавӗ», 2002.08.13

В. Егорова ячӗпе хисепленекен ачасемпе ҫамрӑксен спорт шкулӗн воспитанници Татьяна Моисеева хӗллехи биатлонпа виҫӗ хутчен тӗнче чемпионки, икӗ хут Европа чемпионки пулса тӑчӗ, вӑл халӗ тӗнче класлӑ спорт мастерӗ.

Куҫарса пулӑш

Физкультурӑпа спорт ӗҫне - пурнӑҫ ыйтнӑ шая // Ҫӗнтерӳ ялавӗ. «Ҫӗнтерӳ ялавӗ», 2002.08.13

— Сывлӑх, вӑй-хӑват, пултарулӑхпа ӑнӑҫу сунатӑп сана ывӑлу ячӗпе, — тетӗп эпӗ.

- Желаю от имени сына тебе здоровья, творчества и удачи, - говорю я.

Асран кайми Юрий Скворцов // Ҫӗнтерӳ ялавӗ. «Ҫӗнтерӳ ялавӗ», 2006.01.18

Те Надежда Крупская ячӗпе, те ахаль «Надежда» — шанчӑк пӗлтерӗшӗпе, ас тумастӑп ӗнтӗ ӑна.

То ли в честь Надежды Крупской, то ли просто "Надежда" - в смысле надежда, не помню уж.

Асран кайми Юрий Скворцов // Ҫӗнтерӳ ялавӗ. «Ҫӗнтерӳ ялавӗ», 2006.01.18

Куншӑн район администраци пуҫлӑхӗ ячӗпе представлени ҫырнӑ, пӗр ҫынна дисциплина енчен явап тыттарнӑ.

Куҫарса пулӑш

Ҫул ҫитменнисен прависене хӳтӗлесси те - тӗп вырӑнта // Алина ИЗМАН. «Ҫамрӑксен хаҫачӗ», 2016.07.28, 29 (6122) №

Куншӑн директор ячӗпе представлени ҫырнӑ, должноҫри 2 ҫынна дисциплина енӗпе явап тыттарнӑ.

Куҫарса пулӑш

Ҫул ҫитменнисен прависене хӳтӗлесси те - тӗп вырӑнта // Алина ИЗМАН. «Ҫамрӑксен хаҫачӗ», 2016.07.28, 29 (6122) №

В.Н. Камеко, И.В. Ананьев депутатсем те пухӑннисене уяв ячӗпе саламларӗҫ.

Куҫарса пулӑш

Вӑрҫӑра вилнисене манмаҫҫӗ // Надежда ДАНИЛИНА, Петр РАХМАНОВ. «Канаш», 19(1368)№, 2016.05.13

В.Н. Камеко, И.В. Ананьев депутатсем те пухӑннисене уяв ячӗпе саламларӗҫ.

Куҫарса пулӑш

Вӑрҫӑра вилнисене манмаҫҫӗ // Надежда ДАНИЛИНА, Петр РАХМАНОВ. «Канаш», 19(1368)№, 2016.05.13

Пионер дружини Совет Союзӗн Геройӗ Н.Г.Князькин ячӗпе хисепленсе тӑратчӗ.

Куҫарса пулӑш

Ҫур ӗмӗрхи сӑнӳкерчӗк // Валентина ТРОФИМОВА. «Канаш», 20(1369)№, 2016.05.20

Эпӗ сана, Праски аппа, Сӑпас ячӗпе пӗчӗк парне тӑвасшӑн.

Куҫарса пулӑш

Вутра ҫунман уртӑш // Анатоли Ырьят. «Канаш», 11-21№

Ҫӗр кодексне улшӑнусем кӗртес ыйтӑва — ӑна вара халӑх, МИХ хатӗрӗсем сӗннӗччӗ, влаҫ ячӗпе уҫӑ ҫырусем ҫырнӑччӗ — пӑхса та тухмарӗҫ.

Вопрос о внесении изменений в Земельный кодекс - это предлагал народ, средства массовой информации, были написаны открытые письма в адрес власти - даже не рассмотрели.

Казах хӗрӗсем ют ҫӗршыв каччисемпе ҫемье ҫавӑраҫҫӗ // Чӑваш хӗрарӑмӗ. «Чӑваш хӗрарӑмӗ», 2016.07.16, 27(949)№

Вӗсен ячӗпе темӗн чухлӗ ырӑ та ҫепӗҫ сӑмах калас, юнашар ларса ӑш пиллӗн калаҫас килет.

От их имени хочется столько добрых и ласковых слов сказать, примостившись рядом хочется поговорить от души.

Ӑрша чупнине курасчӗ // Иван ПАТШИН. «Тантӑш», 2016.07.21, 28№

Ял хуҫалӑх предприятийӗсен тата вырӑнти хӑйтытӑмлӑх ертӳҫисем ӗҫлекенсемпе курма килекенсене уяв ячӗпе саламласа, ҫур акинче хирсенче тӑрӑшса ӗҫлекенсене парнесем парса саламланипе уява уҫрӗҫ.

Открыли праздник руководители предприятий сельского хозяйства и местного самоуправления с поздравления с праздником тружеников села, гостей и подарили подарки усердно работающим в весеннем севе.

Авалхи йӑлапа суха ӗҫӗ вӗҫленсен // Сувар. «Сувар», 24(702)№, 2007.06.15

Хӑнасем уяв ячӗпе саламласа сӑмах каларӗҫ: Вӑрман-Ҫӗктер ял тӑрӑх пуҫлӑхӗн ҫумӗ Александр Кудряшов, Шупашкар район депутачӗ Николай Хорасев, ЧР ентешлӗхсен Канашӗн ертӳҫи Андрей Кузнецов, ЧР культура министрӗн ҫумӗ Вячеслав Оринов, Эстонири Нарвӑри «Нарспи» ентешлӗхӗн ертӳҫи Лидия Григорьева, Крымран килнӗ Николай Трапунин, Мускав чӑвашӗсенчен Владимир Волговский, Самара облаҫӗнчи «Пехил» ертӳҫин ҫумӗ Владимир Равеев, Тутар, Пушкӑрт республикисен, Чӗмпӗр, Красноармейски, Патӑръел, Муркаш ентешлӗхӗсен представителӗсем.

Куҫарса пулӑш

Хравути Пуххи ентешлӗхе пухрӗ // Николай Смирнов. «Тӑван Ен», 49-50№, 2016.07.01-07

«Митта Ваҫлейӗн ҫурчӗ ҫинче асӑну хӑми ҫакӑнса тӑрать. Ялти шкул унӑн ячӗпе хисепленет», – терӗ Владимир Секретов.

Куҫарса пулӑш

Шупашкартан – Пенза тӑрӑхне // НИКОЛАЙ СМИРНОВ. «Тӑван Ен», 51-52№, 2016.07.08-17

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех