Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

пуррине (тĕпĕ: пурӑ) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Катя, манӑн йӑмӑк пуррине пӗлсен, тӗлӗнсе кайрӗ.

Катя удивилась, что у меня есть сестра.

Саккӑрмӗш сыпӑк // Валентин Урташ, Илпек Микулайӗ. Вениамин Каверин. Икӗ капитан. Валентин Урташпа Николай Илпек куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951

Сӗмекке Тӑван вилсе выртнине те никам та пӗлмен, мӗншӗн тесен, унччен вӑл тӗнчере пуррине те никам та асӑрхаман.

И никто не заметил смерти Безымянного, потому что никто не замечал, что он жил на свете.

15 сыпӑк // Митта Ваҫлейӗ. Лев Кассиль. Аслӑ хирӗҫтӑру. Митта Ваҫлейӗ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1950

Арӑмӗ те упӑшки аллинче ҫавӑн пек телейлӗ ҫӗрӗ пуррине пӗлнӗ.

Жена знала, что у мужа есть заветное кольцо, которое может принести им всем счастье.

15 сыпӑк // Митта Ваҫлейӗ. Лев Кассиль. Аслӑ хирӗҫтӑру. Митта Ваҫлейӗ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1950

Расщепей пӗр самант ачасен чӗмсӗрлӗхне сӑнаса тӑчӗ, ахӑрнех, вӑл ҫак шӑплӑхра темӗскер пуррине туйрӗ пулас!

Расщепей прислушался к молчанию ребят и, видимо, что-то уловил в нем.

15 сыпӑк // Митта Ваҫлейӗ. Лев Кассиль. Аслӑ хирӗҫтӑру. Митта Ваҫлейӗ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1950

Туссем ман пата килех тӑраҫҫӗ, Катя та час-часах пулкалать, класра мӗн-мӗн пулса иртнине, шкулта мӗнле хыпарсем пуррине вӑл мана пӗлтерет.

Меня навещали друзья, часто приходила Катя, рассказывала о том, что происходит в классе, какие новости в школе.

15 сыпӑк // Митта Ваҫлейӗ. Лев Кассиль. Аслӑ хирӗҫтӑру. Митта Ваҫлейӗ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1950

Мастикӑн сарӑ кӳлленчӗкӗсем урлӑ яра-яра пусса, сас тӑвасран асӑрханкаласа, коридор тӑрӑх иртрӗм, пӗр алӑк ҫинче Бодров ятне ҫырнӑ пӗчӗк хӑма пуррине куртӑм, вара ҫав алӑкран хуллен кӑпӑртатса кӗтӗм.

Ступая через желтые лужи мастики, стараясь не шуметь, я прошла по коридору, увидела на дверях дощечку с именем Бодрова и осторожно вошла в дверь.

14 сыпӑк // Митта Ваҫлейӗ. Лев Кассиль. Аслӑ хирӗҫтӑру. Митта Ваҫлейӗ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1950

Шӑнса кӳтнӗскер, эпӗ чылайччен картиш решетки умӗнче ҫӳрерӗм, унтан тӑкӑрлӑк енчен комитет картишне кӗме пӗр шӑтӑк пуррине аса илех кайрӑм: ун урлӑ пӗрре, Кино дворецӗнчи хӗр ачасемпе пӗрле, эпир ют ҫӗршыв картинин хупӑ просмотрне кӗнӗччӗ.

Продрогшая, я ходила несколько минут перед высокой решеткой, огораживающей двор комитета, потом вспомнила, что в переулке в ограде есть незаметный пролом: мы однажды лазили через него с девчонками из Дворца кино на закрытый просмотр заграничной картины.

14 сыпӑк // Митта Ваҫлейӗ. Лев Кассиль. Аслӑ хирӗҫтӑру. Митта Ваҫлейӗ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1950

Тӗнчере сӑтӑрҫӑсем пуррине эпӗ пӗлнӗ, ҫамрӑк натуралистсем халиччен никам курман паха ҫимӗҫсем ӳстерни ҫинчен те сахал мар вуланӑ, ҫамрӑк музыкантсем мӗнле лайӑх вылянине те чылаях илтнӗ.

Я знала, что есть на свете вредители, что наши юные натуралисты выращивают действительно невиданные овощи, я слышала, как хорошо играют ребята-музыканты.

13 сыпӑк // Митта Ваҫлейӗ. Лев Кассиль. Аслӑ хирӗҫтӑру. Митта Ваҫлейӗ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1950

Унӑн калаҫӑвӗнче Кавказ акценчӗ пӑртак пуррине эпӗ халиччен асӑрхаман пулнӑ.

Я впервые заметила, что он говорит с легким кавказским акцентом.

13 сыпӑк // Митта Ваҫлейӗ. Лев Кассиль. Аслӑ хирӗҫтӑру. Митта Ваҫлейӗ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1950

— Мӗн пуррине парас текенӗн мӗн те пулсан пӗлес пулать, малтан вӗренес пулать.

— Чтобы отдавать все, надо уже иметь что-то, надо созреть сперва…

12 сыпӑк // Митта Ваҫлейӗ. Лев Кассиль. Аслӑ хирӗҫтӑру. Митта Ваҫлейӗ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1950

Ҫуртасен ҫулӑмӗ вӑркӑшарах тӑни мана сӗтел леш енче кам пуррине палласа илме чарать.

Колеблющееся над шандалами пламя свечей мешает мне рассмотреть, кто сидит по ту сторону стола.

9 сыпӑк // Митта Ваҫлейӗ. Лев Кассиль. Аслӑ хирӗҫтӑру. Митта Ваҫлейӗ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1950

Халӗ нимрен те хӑрассӑм ҫук, мӗншӗн тесен, тӗнчере сирӗн пек ҫынсем пуррине эпӗ хам куҫпа хам куртӑм.

Мне уже ничего не страшно, потому что я узнала, что на свете есть такие люди, как Вы.

8 сыпӑк // Митта Ваҫлейӗ. Лев Кассиль. Аслӑ хирӗҫтӑру. Митта Ваҫлейӗ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1950

Пӗр чемоданӗ ниепле те хупӑнмастчӗ, вӑл ун хуплашкине уҫрӗ те шалта мӗн пуррине кровать ҫине силлесе пушатрӗ.

Один чемодан ни за что не закрывался, и он взял его за верхнюю крышку и опрокинул на кровать.

Вунтӑваттӑмӗш сыпӑк // Валентин Урташ, Илпек Микулайӗ. Вениамин Каверин. Икӗ капитан. Валентин Урташпа Николай Илпек куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951

Ӑна итлесе тӑнӑ май эпӗ, темле, хамӑн йӗмӗм ҫинчи саплӑксем пуррине туйма пуҫларӑм.

Слушая его, я как-то начинал чувствовать заплаты на штанах.

Ҫиччӗмӗш сыпӑк // Валентин Урташ, Илпек Микулайӗ. Вениамин Каверин. Икӗ капитан. Валентин Урташпа Николай Илпек куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951

Юрта тӑвар пуррине лактометрпа тӗрӗслеме пулать тенине эпӗ лайӑх астӑваттӑм-ха, ун ҫинчен эпӗ хам тухнӑ хыҫҫӑн Катя амӑшӗ теекенни алӑк хупса юлсан икӗ минутранах шухӑшласа илтӗм.

Я отлично помню, что смелая мысль — проверить лактометр на снежную соль — явилась приблизительно через две минуты после того, как предполагаемая Катькина мама захлопнула за мной дверь.

Пиллӗкмӗш сыпӑк // Валентин Урташ, Илпек Микулайӗ. Вениамин Каверин. Икӗ капитан. Валентин Урташпа Николай Илпек куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951

Каҫсерен садра вут хураттӑмӑр та мӗн пуррине пӗҫерсе ҫиеттӗмӗр.

По вечерам мы разводили в саду костры и жарили добычу.

Тӑваттӑмӗш сыпӑк // Валентин Урташ, Илпек Микулайӗ. Вениамин Каверин. Икӗ капитан. Валентин Урташпа Николай Илпек куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951

Географи урокӗнче ҫав кӑвакалах ҫӗр ҫинче ӑҫта-ӑҫта пурӑннине вӗренеттӗмӗр: карттӑ тӑрӑх вӑл ӑҫта пуррине те ӑҫта ҫуккине кӑтартаттӑмӑр.

На уроке географии та же утка изучалась как житель земного шара: нужно было на карте показать, где она живет и где ее нет.

Пӗрремӗш сыпӑк // Валентин Урташ, Илпек Микулайӗ. Вениамин Каверин. Икӗ капитан. Валентин Урташпа Николай Илпек куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951

Манпа Пугачев хушшинчи ырӑ кӑмӑллӑ килӗшӳ пуррине кура, вӑл унпа усӑ курасшӑн пулнӑ, анчах унӑн ӗмӗчӗ ҫитеймерӗ.

Видя мое доброе согласие с Пугачевым, он думал употребить оное в пользу; но мудрое намерение ему не удалось.

Тӑххӑрмӗш сыпӑк. Уйӑрӑлни // Михаил Сироткин, Никифор Ваҫанкка. Александр Пушкин. Капитан хӗрӗ. Вырӑсларан Н.Т. Ваҫанккапа М.Я. Сироткин куҫарнӑ. Чӑваш АССР государство издательстви, 1940

Эпӗ ялта нихҫан та пулман, анчах та ялта аттен хӑйӗн ҫурчӗ, сад пахчи пуррине лайӑхах пӗлетӗп.

Я никогда не был в деревне, но знал, что в деревне у отца есть дом и при доме усадьба.

Тӑваттӑмӗш сыпӑк // Валентин Урташ, Илпек Микулайӗ. Вениамин Каверин. Икӗ капитан. Валентин Урташпа Николай Илпек куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951

Ҫавӑн алчӑранӑ куҫӗнче эпӗ пысӑк хастарлӑх пуррине кураймарӑм, ҫавӑнпа майора: эсир кӑлӑхах алӑка ҫӗмӗрместӗр, казаксене ҫавӑнта кӗрсе кайма хушмастӑр, терӗм эпӗ, ӑна халь тытсан лайӑхрах пулать, кайран вӑл тӑна кӗме те пултарать, тӗрӗм.

Я не прочел большой решимости в этом беспокойном взгляде и сказал майору, что напрасно он не велит выломать дверь и броситься туда казакам, потому что лучше это сделать теперь, нежели после, когда он совсем опомнится.

Фаталист // Николай Пиктемир, Нестор Янкас. Михаил Лермонтов. Пирӗн вӑхӑтри герой. Н. Пиктемирпа Н. Янкас куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑвашкӗнекеиздат, 1964

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех