Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

урамсенче (тĕпĕ: урам) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Кӑнтӑрла ҫитнӗҫемӗн урамсенче лавсем йышлансах пычӗҫ.

Чем ближе к полудню, тем все больше и больше становилось на улицах подвод и лошадей.

Ҫирӗм пӗрремӗш сыпӑк // Асклида Соколова. Твен М. Гекльберри Финн темтепӗр курса ҫӳрени. Повесть. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1985. — 328 с.

Мускавра пасарсенче ҫеҫ мар, урамсенче те — магазинсем патӗнче, урам кӗтессисенче — спекулянтсем хӗвӗшеҫҫӗ.

В Москве не только на рынках, а и прямо на улицах — у магазинов, на перекрестках — крутились спекулянты.

1946-мӗш ҫул // Александр Галкин. Баруздин С.А. Пӗр ҫулпах: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1970. — 308 с.

Урамсенче пирӗн салтаксем ҫӳреҫҫӗ.

По улицам брели наши солдаты.

1945-мӗш ҫул // Александр Галкин. Баруздин С.А. Пӗр ҫулпах: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1970. — 308 с.

Нимӗҫсем юнашарах темелле, ялта вара ним йӗрки-курки те ҫук пек туйӑнать: урамсенче, картишсенче хӗвӗшу шӑв-шав, арӑш-пирӗш…

До немцев рукой подать, а тут на улицах и во дворах сутолока, кутерьма.

1945-мӗш ҫул // Александр Галкин. Баруздин С.А. Пӗр ҫулпах: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1970. — 308 с.

Чупасса вара эпир ҫеҫ мар, урамсенче те, пирӗн тӑкӑрлӑкра та тревогӑна пӑхмасӑрах халӑх чупать, пурте килелле васкаҫҫӗ.

Впрочем, бежали не одни мы — на улицах и в нашем переулке было довольно много людей, спешащих, наперекор воздушной тревоге, по домам.

1941-мӗш ҫул // Александр Галкин. Баруздин С.А. Пӗр ҫулпах: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1970. — 308 с.

Тӑкӑрлӑксемпе урамсенче ҫар патрулӗсем ҫӳреҫҫӗ.

По улицам и переулкам ходили военные патрули.

1941-мӗш ҫул // Александр Галкин. Баруздин С.А. Пӗр ҫулпах: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1970. — 308 с.

Паян уйрӑмах кирлӗ, ҫавӑнпа эпӗ, манпа юнашар ӗҫлекенсем пекех, ытти бульварсемпе урамсенче окопсем чавакансем пекех, мӗнпур вӑя хурса ӗҫлеме тивӗҫлӗ.

Сегодня важно особенно, и я должен это делать, как все, копающие землю рядом со мной и на других бульварах и улицах!

1941-мӗш ҫул // Александр Галкин. Баруздин С.А. Пӗр ҫулпах: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1970. — 308 с.

Ӗлӗк Наташӑпа ҫӳренӗ урамсенче пултӑм, хӳмесем ҫинчи, темӗнле заводсемпе мастерскойсен хапхисем умӗнчи плакатсемпе пӗлтерӳсене вуларӑм.

Шел по улицам, где мы ходили прежде с Наташей, читал плакаты и объявления на заборах и у ворот каких-то заводиков и мастерских.

1941-мӗш ҫул // Александр Галкин. Баруздин С.А. Пӗр ҫулпах: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1970. — 308 с.

Хуткупӑс халиччен ниҫта та пропаганда ӗҫӗнче хальхи урамсенче пулса иртекен вӑйӑсенчи пек пысӑк ӗҫ туман.

Никогда еще гармонь не играла такой большой роли в пропаганде, как здесь, на сельских вечеринках, на улице.

Тӑваттӑмӗш сыпӑк // Максим Данилов-Чалдун. Островский, Николай Аслексеевич. Хурҫӑ мӗнле хӗрлӗ: [роман] / Н.А. Островский. — Шупашкар: Чӑваш государство издательстви, 1948. — 402 с.

Темӗскер, лайӑх мар япала пулни паллах; пысӑк площадьре, урамсенче вилнӗ пек шӑп, вӗсенче пӗр чӗрӗ чун та ҫук.

Ясно — творилось что-то неладное, и большая площадь и глухие переулки словно вымерли — ни одной живой души.

Тӑваттӑмӗш сыпӑк // Максим Данилов-Чалдун. Островский, Николай Аслексеевич. Хурҫӑ мӗнле хӗрлӗ: [роман] / Н.А. Островский. — Шупашкар: Чӑваш государство издательстви, 1948. — 402 с.

Пысӑк хула ӑна хӑйӗн хӑвачӗпе, чӗрӗ пурӑнӑҫӗпе, урамсенче вӗҫӗмсӗр ҫын хӗвӗшнипе, трамвайсем кӗмсӗртетнипе, автомобильсем кӑшкӑрнипе хӑй еннелле туртать.

Большой город притягивал своей мощью, жизненностью, суетой непрерывных человеческих потоков, грохотом трамваев и криком сирен автомобилей.

Виҫҫӗмӗш сыпӑк // Максим Данилов-Чалдун. Островский, Николай Аслексеевич. Хурҫӑ мӗнле хӗрлӗ: [роман] / Н.А. Островский. — Шупашкар: Чӑваш государство издательстви, 1948. — 402 с.

Унта час-часах урамсенче унта-кунта ҫӳрекен туземецсене курма пулать.

Там часто можно встретить на улицах прогуливающихся туземцев.

Вунвиҫҫӗмӗш сыпӑк // Иван Митта. Жюль Верн. Грант капитан ачисем: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1941. — 36 с. — 500 с.

Урамсенче юнлӑ ҫапӑҫу пуҫланса кайнӑ.

На улицах завязался кровавый бой.

Саккӑрмӗш сыпӑк // Максим Данилов-Чалдун. Островский, Николай Аслексеевич. Хурҫӑ мӗнле хӗрлӗ: [роман] / Н.А. Островский. — Шупашкар: Чӑваш государство издательстви, 1948. — 402 с.

Ҫак ял ачисен, пырса тапӑнса кӑмакасем ҫинчен сӗтӗрсе антарнӑ е урамсенче тытнӑскерсен, нихӑшӗн те вӑрҫа каяс шухӑш ҫук.

Никто из этих молодых сельских парней, стащенных ночной облавой с печек или пойманных на улице, не думал идти воевать.

Улттӑмӗш сыпӑк // Максим Данилов-Чалдун. Островский, Николай Аслексеевич. Хурҫӑ мӗнле хӗрлӗ: [роман] / Н.А. Островский. — Шупашкар: Чӑваш государство издательстви, 1948. — 402 с.

Халӗ ним те туйса илес ҫук, ҫамрӑк хӗрсен ӳчӗсем, таткаласа, тем тӗрлӗ асап кӑтартса, хуҫкаласа пӗтернӗскерсем, аллисене сарса пӑрахса, тӑвӑр урамсенче выртса юлчӗҫ.

Безучастные ко всему, лежали по узким переулкам, судорожно запрокинув руки, юные девичьи тела — истерзанные, замученные, согнутые.

Тӑваттӑмӗш сыпӑк // Максим Данилов-Чалдун. Островский, Николай Аслексеевич. Хурҫӑ мӗнле хӗрлӗ: [роман] / Н.А. Островский. — Шупашкар: Чӑваш государство издательстви, 1948. — 402 с.

Урамсенче мӗн чухлӗ ыйткалакан, ҫурт-йӗрсӗр тӑрса юлнӑ мӗскӗнсем?

Куҫарса пулӑш

Иккӗмӗш пайӗ // Виталий Елтов. «Сувар» хаҫат архивӗ

Урамсенче тискер ӳнерсене сахал мар курнӑ: ушкӑнпа пӗччен ҫынна сусӑрлатиччен хӗнеҫҫӗ, пысӑк ушкӑн концерт курнӑ пек пӑхса тӑрать.

Куҫарса пулӑш

Иккӗмӗш пайӗ // Виталий Елтов. «Сувар» хаҫат архивӗ

Ҫӗр-ҫӗр машина чупать урамсенче, сывлӑшра сӑмала, тӗтӗм шӑрши тӑрать.

Куҫарса пулӑш

Иккӗмӗш пайӗ // Виталий Елтов. «Сувар» хаҫат архивӗ

ӗнтӗ ҫынсем те пит ҫӳремеҫҫӗ урамсенче.

Куҫарса пулӑш

Иккӗмӗш пайӗ // Виталий Елтов. «Сувар» хаҫат архивӗ

Сарлака урамсенче ҫӳллӗ топольсемпе лаштра каштансем ӳсеҫҫӗ.

Росли на широких улицах высокие тополи и тенистые каштаны.

Параппанҫӑ кун-ҫулӗ // Леонид Агаков. Гайдар, Аркадий Петрович. Параппанҫӑ кун-ҫулӗ: повесть; вырӑсларан Л.Агаков куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш государство издательстви, 1957. — 132 с.

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех