Шырав
Шырав ĕçĕ:
Кудинов полевой сумкӑран хӗррисенче юн хӑмӑрланса хытса ларнӑ сарӑ хут листи кӑларса Григорие пачӗ.
LXIV // Аркадий Малов. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Виҫҫӗмӗш кӗнеке. Аркадий Малов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1974. — 438 с.
Прохор ура ҫине тӑма хӑтланнӑччӗ, анчах пуҫра юн йывӑррӑн талтлатса ҫӳрерӗ, ӑш лӗкленни пыр патне капланса хӑпарчӗ.Прохор хотел встать, но в голове тяжко билась кровь, к горлу подступала тошнота.
LX // Аркадий Малов. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Виҫҫӗмӗш кӗнеке. Аркадий Малов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1974. — 438 с.
Унӑн хӗрлӗ ҫутӑпа пӗвеннӗ хӗвелтухӑҫ енӗ юн юхтарса тӑчӗ тейӗн.Обращенная к востоку сторона его будто кровоточила, истекая багряным светом.
LIX // Аркадий Малов. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Виҫҫӗмӗш кӗнеке. Аркадий Малов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1974. — 438 с.
Пӗр майпа ҫеҫ юн сахалтарах тӑкма пулать: хӑвӑрт, вирлӗн, хӑватлӑн пырса ҫапмалла.Уменьшить кровопролитие можно только одним путем: нанося быстрый, суровый сокрушающий удар.
LVIII // Аркадий Малов. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Виҫҫӗмӗш кӗнеке. Аркадий Малов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1974. — 438 с.
Юн нумай ҫухатнӑран унӑн пуҫӗ ҫаврӑнчӗ, тӑнӗ пӗтсе килме пуҫларӗ.У него кружилась голова от большой потери крови, его покидало сознание.
LVI // Аркадий Малов. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Виҫҫӗмӗш кӗнеке. Аркадий Малов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1974. — 438 с.
Ун ҫинче пичӗ-куҫӗпе пуҫӗнчен юхса аннӑ юн хӑмӑрланса хытса ларнӑ.
LVI // Аркадий Малов. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Виҫҫӗмӗш кӗнеке. Аркадий Малов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1974. — 438 с.
Унӑн хӑрушла шыҫӑнса кайнӑ пуҫӗ юн ҫыпӑҫса хытнӑ ҫӳҫӗпе пӗрле тӳп-тӳрӗ ларакан витре майлӑ курӑнать.
LVI // Аркадий Малов. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Виҫҫӗмӗш кӗнеке. Аркадий Малов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1974. — 438 с.
Юн унӑн!..
LIV // Аркадий Малов. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Виҫҫӗмӗш кӗнеке. Аркадий Малов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1974. — 438 с.
Тӑнне пӗтӗмпех ҫухатма ӗлкӗреймен Иван Алексеевич вара ӳкнӗ ҫыннӑн пырӗнчен, тӳнтерсе янӑ кӗленче тутинчен юхса тухнӑ пек, юн лӑкӑртатса юхнине илтрӗ…
LIV // Аркадий Малов. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Виҫҫӗмӗш кӗнеке. Аркадий Малов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1974. — 438 с.
Иван Алексеевич, пысӑк шӑмӑллӑ аллипе йӗнер йӑранинчен ярса тытса, урса кайнӑ вахмистра йӗнер ҫинчен сӗтӗрсе антарма тӑчӗ, анчах хӗҫӗн вирлӗн пырса тивнӗ мӑка енӗ ӑна ҫӗрелле ывтӑнарса ячӗ, ҫӑвара чыхӑнтарса антӑхтаракан, мамӑк пек ҫемҫе те тӑварсӑр тусан пашласа кӗчӗ, сӑмса шӑтӑкӗпе хӑлхасенчен, ӳте пӗҫертсе, юн палкаса анчӗ…
LIV // Аркадий Малов. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Виҫҫӗмӗш кӗнеке. Аркадий Малов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1974. — 438 с.
Ҫав лӑстӑксене йӗпетсе, пӗр самант хушшинчех кӳпчесе кайнӑ суран ҫурӑкӗнчен вилес умӗнхи пек хӑрушшӑн хура юн йӑрласа юхса анчӗ.Омочив их, из раны, из стремительно вздувшегося рубца потекла черная убойная кровь…
LIV // Аркадий Малов. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Виҫҫӗмӗш кӗнеке. Аркадий Малов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1974. — 438 с.
— Чӗп-чӗр юн пуличчен хӗнемелле путсӗрсене!
LIII // Аркадий Малов. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Виҫҫӗмӗш кӗнеке. Аркадий Малов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1974. — 438 с.
Пирӗн хушшӑмӑрта юн выртать пулин те, ют мар-ҫке эпир?!» — шухӑшларӗ Григорий, утне чӑпӑрккана урса кайнӑ пек ҫунтарнӑ май, сӑртран сикӗпе вӗҫтерсе анса.
LI // Аркадий Малов. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Виҫҫӗмӗш кӗнеке. Аркадий Малов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1974. — 438 с.
Унта ун пусса пӑрахнӑ вӑкӑрӑнни чухлех юн юхса тухнӑ…
LI // Аркадий Малов. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Виҫҫӗмӗш кӗнеке. Аркадий Малов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1974. — 438 с.
Кайран лаши пирӗн пата ӗрӗхсе ҫитрӗ, сӑмси шӑтакӗсенчен юн ҫулӑм сирпӗннӗ пек сирпӗнет, йӗнерӗ хырӑмӗ айӗнче ҫапкаланать.А конь прибег к нам, из ноздрей ажник полымем бьет, а седло под пузой мотается.
LI // Аркадий Малов. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Виҫҫӗмӗш кӗнеке. Аркадий Малов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1974. — 438 с.
Вилнӗ пек шурса кайнӑ, тутинчен хӗрлӗ юн кӑпӑклантаракан Штокман пӗр минута яхӑн, тытӑнчӑклӑн иклете-иклете, сӗтел ҫинче тапкаланса тӑчӗ, пӗтсе пыракан юлашки вӑйне, юлашки ҫирӗплӗхне пухса, кӑшкӑрса ӗлкӗрчӗ:
XLIX // Аркадий Малов. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Виҫҫӗмӗш кӗнеке. Аркадий Малов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1974. — 438 с.
Вӗри хуйхӑпа хупланӗ амӑшӗн чӗри, куҫҫульпе шӑварӑнӗҫ унӑн сӳнӗк куҫсем, унтан кашни кунах, яланах ҫапла, вилсе выртичченех вӑл тахҫан хӑй варӗнче йӑтса ҫӳренӗ, чӗп-чӗр юн пулса тата хӗрарӑм асапӗпе асапланса ҫуратнӑ, кайран таҫти пӗлмен-туман Дон ҫӗрӗнче тӑшман аллинчен пӗтнӗ ывӑлне асӑнса пурӑнӗ…
XLVI // Аркадий Малов. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Виҫҫӗмӗш кӗнеке. Аркадий Малов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1974. — 438 с.
Юн тӗслӗрех ҫутӑ хӗрлӗ, лайӑх хырӑнӑ кӗре сӑн-пит, ҫӑт чӑмӑртанӑ ҫирӗп те ҫӳхе тута; хӑй — ҫӳллӗ, анчах кӑвакарчӑн пек йӑрӑс та тӑпӑл-тӑпӑл; пушӑ аллине ним сулламан пек утса пырать, питне-куҫне темӗн ыратнӑ пек пӗркелентернӗ, куҫ хӗррисенче — ватӑ ҫын пӗркеленчӗкӗсен каркаланчӑкӗ.
XL // Аркадий Малов. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Виҫҫӗмӗш кӗнеке. Аркадий Малов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1974. — 438 с.
Татарски хуторӗнчех ав хӑйсен чаҫӗнчен отпуска таврӑннӑ Семен Чугун асӑрхаман ҫӗртен: «Пуянсем салатчӑр веялкисене. Вӗсемшӗн хӗрлисем хуҫалӑх юхӑннинчен те хӑрушӑрах пулӗ-ха», тесе персе янӑ та, пӗр ҫакӑншӑнах пуян пурӑнакан стариксем ӑна чӗп-чӗр юн пуличчен хӗнесе пӗтернӗ.
XXXVIII // Аркадий Малов. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Виҫҫӗмӗш кӗнеке. Аркадий Малов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1974. — 438 с.
Вӗсене юн хакӗпе тупмалла пулчӗ, атакӑласа е ҫӗр варринче пырса тапӑнса, хӗрлисенчен тытса илме тиврӗ.Их надо было добывать ценою крови, их надо было отбивать атакой или ночным набегом.
XXXVIII // Аркадий Малов. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Виҫҫӗмӗш кӗнеке. Аркадий Малов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1974. — 438 с.