Шырав
Шырав ĕçĕ:
Ҫенӗхре вӑл ҫӗрӗпе ларса та сивӗнмен ӑшӑ шывпа питне хыпаланса ҫурӗ те крыльца ҫине тухрӗ.В сенях он поспешно ополоснул лицо не остывшей за ночь, противно теплой водой, вышел на крыльцо.
XIV сыпӑк // Мирун Еник, Владимир Садай, Александр Яндаш. Михаил Шолохов. Уҫнӑ ҫерем: роман. Иккӗмӗш кӗнеке. Мирун Еник, Владимир Садай, Александр Яндаш куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1963.
Давыдов, ыйӑхран тин вӑраннӑ ҫын пек, питне аллипе сӑтӑрса илчӗ.
XIII сыпӑк // Мирун Еник, Владимир Садай, Александр Яндаш. Михаил Шолохов. Уҫнӑ ҫерем: роман. Иккӗмӗш кӗнеке. Мирун Еник, Владимир Садай, Александр Яндаш куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1963.
Ӗмӗр тӑршшӗпех вӑл хӑйне асаплантаракан туйӑмсене май пур таран чарса тӑма хӑнӑхнӑ, мӗнле пулсан та, ӑна сентименталлӑ тесе калама ниепле те юраман, анчах халӗ ӑна темле курӑнман вӑй тӗкрӗ те вӑл Нестеренкӑна ыталаса илчӗ, хытӑ тутисемпе секретарӗн хырман питне тӗкӗнчӗ.
VIII сыпӑк // Мирун Еник, Владимир Садай, Александр Яндаш. Михаил Шолохов. Уҫнӑ ҫерем: роман. Иккӗмӗш кӗнеке. Мирун Еник, Владимир Садай, Александр Яндаш куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1963.
Вӑл ҫывӑракан Давыдовӑн питне типӗ курӑкпа кӑтӑкланӑ пулнӑ та лешӗ куҫне уҫнӑ чух аллине туртса илме ӗлкӗреймерӗ.
VII сыпӑк // Мирун Еник, Владимир Садай, Александр Яндаш. Михаил Шолохов. Уҫнӑ ҫерем: роман. Иккӗмӗш кӗнеке. Мирун Еник, Владимир Садай, Александр Яндаш куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1963.
Пит-куҫне пӗркелесе, вӑл аллипе питне шӑлса илчӗ, каллех тӗлӗрме пуҫларӗ, анчах пит тӑрӑх ҫӗнӗрен тем шума пуҫларӗ, тути тӑрӑх чупса кайрӗ, сӑмса шӑтӑкне кӑтӑкларӗ.
VII сыпӑк // Мирун Еник, Владимир Садай, Александр Яндаш. Михаил Шолохов. Уҫнӑ ҫерем: роман. Иккӗмӗш кӗнеке. Мирун Еник, Владимир Садай, Александр Яндаш куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1963.
Давыдов питне ҫуса ячӗ те ҫакна курчӗ: темле ватӑрах, кукша-гражданин, аллисемпе сак ҫине тӗреннӗ те, пӗшкӗнсе, куҫне чарса, пӗр вӑтанмасӑр, ун хырӑмӗ ҫинчи ӳкерчӗке пӑхса тӑрать, хӑй, савӑннипе каҫса кайса, шӑппӑн ӗхӗлтетет.
VII сыпӑк // Мирун Еник, Владимир Садай, Александр Яндаш. Михаил Шолохов. Уҫнӑ ҫерем: роман. Иккӗмӗш кӗнеке. Мирун Еник, Владимир Садай, Александр Яндаш куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1963.
Давыдов ал лаппипе Аржанова ҫурӑмӗнчен ҫапрӗ те, ӑна хӑй енне ҫавӑрса, унӑн чеен кулакан куҫӗсемпе сухалланса кайнӑ кӑмӑллӑ питне ҫывӑхранах курчӗ.
V сыпӑк // Мирун Еник, Владимир Садай, Александр Яндаш. Михаил Шолохов. Уҫнӑ ҫерем: роман. Иккӗмӗш кӗнеке. Мирун Еник, Владимир Садай, Александр Яндаш куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1963.
— Мӗншӗн памастӑн-ха вара? — ыйтрӗ Давыдов, хӑй ҫине пӑхма пачах шутламан лавҫӑн питне курма кӑлӑхах тӑрӑшса.
V сыпӑк // Мирун Еник, Владимир Садай, Александр Яндаш. Михаил Шолохов. Уҫнӑ ҫерем: роман. Иккӗмӗш кӗнеке. Мирун Еник, Владимир Садай, Александр Яндаш куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1963.
Темшӗн хӗрсе кайнӑ питне аллипе шӑлса, Давыдов вырӑнтан хускалмасӑр тӑчӗ, аптранипе кулса, шухӑшларӗ: «Акӑ тупнӑ вӑхӑт мӑшӑр шырама!
III сыпӑк // Мирун Еник, Владимир Садай, Александр Яндаш. Михаил Шолохов. Уҫнӑ ҫерем: роман. Иккӗмӗш кӗнеке. Мирун Еник, Владимир Садай, Александр Яндаш куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1963.
Лушка ҫаврӑнса тӑмарӗ, айккинелле пӑрӑнмарӗ, питне тутӑрпа та хупламарӗ.Лушка не отвернулась, не отошла в сторону, не закрыла лица платком.
III сыпӑк // Мирун Еник, Владимир Садай, Александр Яндаш. Михаил Шолохов. Уҫнӑ ҫерем: роман. Иккӗмӗш кӗнеке. Мирун Еник, Владимир Садай, Александр Яндаш куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1963.
Кинӗ, питне аллипе хупласа, ҫенӗхелле вирхӗнчӗ.
II сыпӑк // Мирун Еник, Владимир Садай, Александр Яндаш. Михаил Шолохов. Уҫнӑ ҫерем: роман. Иккӗмӗш кӗнеке. Мирун Еник, Владимир Садай, Александр Яндаш куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1963.
Унӑн сарлака ҫирӗп янахӗ кӑшт чӗтренсе илчӗ, куҫӗсенче хаярлӑхпа савӑнӑҫ куҫҫулӗ ялкӑшрӗ, ҫапах вӑл аран-аран лӑпланчӗ, шурса кайнӑ, сӑнсӑрланнӑ питне Яков Лукич енне ҫавӑрчӗ те хыттӑн ыйтрӗ:
I сыпӑк // Мирун Еник, Владимир Садай, Александр Яндаш. Михаил Шолохов. Уҫнӑ ҫерем: роман. Иккӗмӗш кӗнеке. Мирун Еник, Владимир Садай, Александр Яндаш куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1963.
— Ҫӗкле хӑв питне, — хушнӑ Соломон.
XII сыпӑк // Антал Назул. Куприн, Александр Иванович. Тытӑҫу: повеҫсем; вырӑсларан Антал Назул куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1978. — 85–143 с.
Анчах старик аллисемпе питне хупласа лартнӑ, патша умне ӳпне персе аннӑ.
XII сыпӑк // Антал Назул. Куприн, Александр Иванович. Тытӑҫу: повеҫсем; вырӑсларан Антал Назул куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1978. — 85–143 с.
Кӑтартсам пире каллех хӑв питне, ҫутӑ тура.
XI сыпӑк // Антал Назул. Куприн, Александр Иванович. Тытӑҫу: повеҫсем; вырӑсларан Антал Назул куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1978. — 85–143 с.
Сарса хунӑ пиншак ҫине иккӗшӗ юнашар ларсан вара, Лушка, Давыдовӑн кулкаласа тӑракан пичӗ-куҫӗ ҫумне хӑйӗн тӗлӗнмелле илемленсе кайнӑ питне ҫывхартрӗ те, ҫапла каласа хучӗ:
39-мӗш сыпӑк // Наум Урхи, Никифор Ваҫанкка, Илле Тукташ, Уйӑп Мишши. Михаил Шолохов. Уҫнӑ ҫерем: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Наум Урхи, Никифор Ваҫанкка, Илле Тукташ, Уйӑп Мишши куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1959
Давыдов пӗверен шыв ӑса-ӑса илсе питне ҫурӗ, Кондрат ун патӗнче тӑчӗ, сарӑрах мӑйӑхӗн вӗҫне чӗтрентерсе, ҫапла каларӗ:
36-мӗш сыпӑк // Наум Урхи, Никифор Ваҫанкка, Илле Тукташ, Уйӑп Мишши. Михаил Шолохов. Уҫнӑ ҫерем: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Наум Урхи, Никифор Ваҫанкка, Илле Тукташ, Уйӑп Мишши куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1959
Тӗсрен хӑй… — Половцев, шухӑша кайнӑн, куҫӗсене хӗсӗнтерчӗ, питне пӗркелентерсе, пӳрнисене вылятса илчӗ, — тӗтӗм тӗслӗ, ула шурӑччӗ.
27-мӗш сыпӑк // Наум Урхи, Никифор Ваҫанкка, Илле Тукташ, Уйӑп Мишши. Михаил Шолохов. Уҫнӑ ҫерем: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Наум Урхи, Никифор Ваҫанкка, Илле Тукташ, Уйӑп Мишши куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1959
Мӑн кӑмӑллӑ майра-патша вара, керменти халӑх кӗпӗрленӗвӗ хушшинче Соломонӑн мӑнаҫлӑ, асран тухми хитре питне хуть аякран, хуть вӑрттӑн, наҫилккен йывӑр каррисем витӗр те пулин курас тесе, палӑртнӑ сехетсенче хӑйне час-часах Ливан ҫурчӗ умӗпе йӑттара-йӑттара ирттерттернӗ.
X сыпӑк // Антал Назул. Куприн, Александр Иванович. Тытӑҫу: повеҫсем; вырӑсларан Антал Назул куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1978. — 85–143 с.
Питне питӗ вӑйлӑ писевленӗ тата шуратнӑ, тушьпе ҫӳхен ҫавӑрттарса илнӗ куҫӗсем пысӑккӑн курӑннӑ, тӗттӗмре вӗсем, кушак йӑхӗнчи вӑйлӑ тискер кайӑкӑнни евӗр, вутла хӗмленсе ҫуннӑ.
X сыпӑк // Антал Назул. Куприн, Александр Иванович. Тытӑҫу: повеҫсем; вырӑсларан Антал Назул куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1978. — 85–143 с.