Шырав
Шырав ĕçĕ:
Тепӗр чух эпӗ каҫпа вӑранаттӑм та вӑл утса ҫӳренине илтеттӗм — питӗ нумайччен ларатчӗ вӑл — чӗре вара темле ырлӑхпа… е урӑх туйӑма туйса илсе тапма чарӑнатчӗ.
XXXIX // Николай Сандров. Тургенев И.С. Ҫурхи шывсем: повесть. — Шупашкар: Чӑваш государство издательстви, 1952. — 142 с.
— Эсир, тус пулса, мана хам мӗн шутланине улӑштарма хушатӑр пулсан… урӑхла каласан, ман ку таранхи туйӑма улӑштарма хушмастӑр пулсан, — эпӗ шутласа пӑхӑп.
XXIV // Николай Сандров. Тургенев И.С. Ҫурхи шывсем: повесть. — Шупашкар: Чӑваш государство издательстви, 1952. — 142 с.
(Ҫак туйӑма ача-пӑчасем лайӑх ӑнкараҫҫӗ.)
XXXIII // Михаил Рубцов. Тургенев И.С. Умӗн: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955. — 160 с.
Ҫывӑхри йывӑҫ тӑррисем, хӗрарӑм кӗпи арки чӑштӑртатнӑ евӗр, вӑхӑтран-вӑхӑта чӗлтӗртетсе илни Берсенев чӗринче кӑмӑллӑ та хӑрушӑ, кӑштах шиклентерекен туйӑма хускатать; унӑн пӗр сасӑ кӑлармасӑр утасси, пытанса, йӑпшӑнса пырасси килет.
V // Михаил Рубцов. Тургенев И.С. Умӗн: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955. — 160 с.
Туйӑма тата?!
1941-мӗш ҫул // Александр Галкин. Баруздин С.А. Пӗр ҫулпах: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1970. — 308 с.
Ҫак шухӑш, урӑхла каласан, лӑпкӑ пурнӑҫ юхӑмне тӗпрен улӑштарса янӑ халиччен пулман ҫӗнӗлӗх манӑн савӑнаҫлӑ туйӑма хускатнӑ пек пулчӗ.
1941-мӗш ҫул // Александр Галкин. Баруздин С.А. Пӗр ҫулпах: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1970. — 308 с.
Павел ҫак туйӑма нумайччен пусараймарӗ.
Тӑваттӑмӗш сыпӑк // Максим Данилов-Чалдун. Островский, Николай Аслексеевич. Хурҫӑ мӗнле хӗрлӗ: [роман] / Н.А. Островский. — Шупашкар: Чӑваш государство издательстви, 1948. — 402 с.
Вӗсем хирӗҫ пулас ҫук, вӗсем ман кӑмӑла хирӗҫ нихӑҫан та пыман, эпӗ те ҫав пархатарлӑ туйӑма хирӗҫ тӑраймастӑп, — Эпӗ те аттепе аннене туя хатӗрленме хушатӑп, вӗсем те сан пек кине хирӗҫ пулмӗҫ, — ҫирӗппӗн калать Кирюк.
Иккӗмӗш пайӗ // Виталий Елтов. «Сувар» хаҫат архивӗ
Салтак пурнӑҫӗн хытӑ йӗрки ҫеҫ ӑна ҫӑл пек тапса тӑракан туйӑма ҫӑвархлама хистет.
Иккӗмӗш пайӗ // Виталий Елтов. «Сувар» хаҫат архивӗ
Манӑн куҫсем, нумаях пулмасть, пӗр туйӑма пула уҫӑлчӗҫ.
XXVI // Феофан Савиров. Тургенев И.С. Ашшӗсемпе ывӑлӗсем: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1949. — 206 с.
Эсир, пӗлетӗп, кирек мӗнле пулсан та, хӑвӑр ӑшри туйӑма, вӑл хуть те мӗнле вӑйлӑ тата таса пулсан та, малтан каласа парас ҫук…Вы, я уверен, ни за что первая не выскажете своего чувства, как бы оно ни было сильно и свято…
XXV // Феофан Савиров. Тургенев И.С. Ашшӗсемпе ывӑлӗсем: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1949. — 206 с.
— Анчах эсӗ вӑл туйӑма ӑнланмастӑн пулсан, санӑн вӑл туйӑм ҫук пулсан, ун ҫинчен калаҫма та пултараймастӑн.
XXI // Феофан Савиров. Тургенев И.С. Ашшӗсемпе ывӑлӗсем: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1949. — 206 с.
Мӗншӗн эсӗ панулми юрататӑн? — кусем те туйӑма пула.
XXI // Феофан Савиров. Тургенев И.С. Ашшӗсемпе ывӑлӗсем: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1949. — 206 с.
Вӑл пырасшӑн мар хирӗнкелени ҫине ан пӑх, ху чӗрчун пулнӑ май, асаплӑ туйӑма йышӑнмасӑр тӑма право пуррипе усӑ курса юл — эсӗ пирӗнешкел харпӑр хӑйне хуҫса пӗтерекенсем пек мар.
XXI // Феофан Савиров. Тургенев И.С. Ашшӗсемпе ывӑлӗсем: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1949. — 206 с.
Карчӑкӑм ҫинчен калаҫмастӑп та: паллах — амӑшӗ вӑл! — анчах ун умӗнче хам туйӑма кӑтартма хӑяймастӑп эпӗ, мӗншӗн тесен вӑл юратмасть кӑна.
XXI // Феофан Савиров. Тургенев И.С. Ашшӗсемпе ывӑлӗсем: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1949. — 206 с.
Эпӗ унӑн чунӗнче мӗн пулса иртнине пӗлетӗп; эпӗ пӗлетӗп: вӑл, асапланса, хӑйне канӑҫ паман туйӑма хирӗҫ кӑштах кӗрешнӗ хыҫҫӑн ҫак самантра парӑнчӗ.
Роза // Александр Артемьев. Тургенев И.С. Пиравйхи юрату: повеҫсем, калавсем, прозӑллӑ сӑвӑсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1982. — 176 с. — 169–170 с.
— Эсир вӑраннӑ туйӑма пиҫсе ҫитме памарӑр, эсир хӑвӑр пирӗн ҫыхӑнӑва татрӑр, эсир мана шанмарӑр, эсир ман пирки иккӗлентӗр…
XVI // Асклида Соколова. Тургенев И.С. Пиравйхи юрату: повеҫсем, калавсем, прозӑллӑ сӑвӑсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1982. — 176 с. — 84–131 с.
Эпӗ ҫак туйӑма хӑйӗн ячӗпех калама хӑяймастӑп-ха, анчах телей, ытлӑ-ҫитлӗ телей кирлӗ мана, ҫавна ӑнтӑлса асапланатӑп иккен…
X // Асклида Соколова. Тургенев И.С. Пиравйхи юрату: повеҫсем, калавсем, прозӑллӑ сӑвӑсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1982. — 176 с. — 84–131 с.
Ҫак виҫӗ кун хушшинче эпӗ мӗн курни, мӗн туйни-сисни, мӗн илтни пурте ҫав туйӑма пӗрлешрӗ; вӑрмансенчи ырӑ сухӑр шӑрши, улатаккасем ҫуйхашса таккани, хӑйӑрлӑ тӗпӗсенче чӑпар кӗркке пулӑ усракан пӗчӗк ҫутӑ ҫырмасем шӑнкӑртатса выртни, пит уҫӑмлах курӑнман сӑртсем, тӗксӗм ту хысакӗсем, чиркӳсене чыслӑн упраса пурӑнакан йывӑҫлӑ таса пӗчӗк ялсем, улӑхсенчи аистсем, вӑр-вар урапаллӑ хӑтлӑ армансем, ял ҫыннисен тарават сӑнӗсем, вӗсен кӑвак камсулӗсемпе сӑрӑ чӑлхисем, самӑр лашасем е хӑш-пӗр чух ӗнесем мӑраннӑн туртса пыракан чӑрик-чарик лавсем, икӗ енӗпе улмуҫҫисемпе груша йывӑҫҫисем ӳсекен таса ҫулсем, вӗсем тӑрӑх утакан вӑрӑм ҫӳҫлӗ ҫулҫӳренсем…
VII // Асклида Соколова. Тургенев И.С. Пиравйхи юрату: повеҫсем, калавсем, прозӑллӑ сӑвӑсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1982. — 176 с. — 84–131 с.
Вӑл мана самаях тимлӗ итлерӗ, анчах, хам асӑрхама пултарнӑ тӑрӑх, эпӗ ӑна манӑн туйӑма ырламалӑхах хускатаймарӑм.
III // Асклида Соколова. Тургенев И.С. Пиравйхи юрату: повеҫсем, калавсем, прозӑллӑ сӑвӑсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1982. — 176 с. — 84–131 с.