Шырав
Шырав ĕçĕ:
— Митрий Митричпа вутӑ пирки, — сасартӑк ҫак йӗксӗк ним сӑлтавсӑрах ҫулӑхрӗ пӳрнерен…— Насчет дров с Митрий Митричем, — и вдруг эта подлая ни с того ни с сего за палец…
Хамелеон // Федор Меценатов. Антон Чехов. Калавсем. Чӑвашгосиздат, 1940. — 89–94 стр.
Вӑхӑт-вӑхӑтӑн эпӗ хам ӑҫта тата мӗн тума васкаса хыпаланнине те пачах мана-мана кайнӑ; ӑнра пурӗ те темле тӳрлетсе пӗтермелле мар, ухмахла та хӑрушӑ япала пулса иртнине систерекен сӗмлӗх ҫеҫ тӗтреленсе юлнӑ, — уҫҫи-хуппи ҫук сивчир тӗлӗкӗпе аташакан ҫынна тепӗр чух ним сӑлтавсӑрах ҫавӑрса илекен йывӑр сехӗрленӳ евӗр сӗмлӗх.
XIII сыпӑк // Антал Назул. Куприн, Александр Иванович. Тытӑҫу: повеҫсем; вырӑсларан Антал Назул куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1978. — 3–84 с.
Ҫав пурнӑҫра вӑл, сӑлтавсӑрах мар ӗнтӗ, тем чухлӗ ӑс-хакӑл тата тӗлӗнмелле лайӑх шухӑшсем тупнӑ.
VI сыпӑк // Александр Артемьев, Михаил Рубцов. Иван Гончаров. Обломов: роман. Александр Артемьевпа Михаил Рубцов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1956
Урса кайнӑ адмирал матроссене хӑй аллипе хӑй хӗненӗ, офицерсене те час-часах сӑлтавсӑрах лектерсе илнӗ.«Бешеный адмирал» часто несправедливо распекал офицеров, собственноручно бил матросов.
Ҫирӗм тӑваттӑмӗш пай // Галина Матвеева. Яновская, Жозефина Исаковна. Карап ӑсти: повесть; вырӑсларан Г. Матвеева куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2012. — 205 с.
Ӳт температури вӑрах вӑхӑт чакмасан, вар-хырӑм ӗҫӗ пӑсӑлни час иртмесен, лимфа тӗввисем сӑлтавсӑрах тенӗ пек ӳсме пуҫласан…
«Сӑпайлӑх тата сапӑрлӑх — ҫирӗп сывлӑх ҫӑлкуҫӗ» // Маргарита Ильина. Чӑваш хӗрарӑмӗ, 37 (1112)№, 2019.09.28
Унтан вара вӑл пӗр сӑлтавсӑрах ахӑлтатса кулса ячӗ, кунта ӗнтӗ ӑна палласа илмесен май ҫукчӗ.
Тӑххӑрмӗш сыпӑк // Валентин Урташ, Илпек Микулайӗ. Вениамин Каверин. Икӗ капитан. Валентин Урташпа Николай Илпек куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951
Йӑмӑкӗ ҫырать: «Мана пур ҫырӑвӗнче те: Катя ӑҫта, тесе аптратать, ӑна мӗн пулнӑ, тет, Катьӑна пӗрре курасшӑн та темӗн панӑ пулӑттӑм, тет. Вӑл сансӑр пурӑнаймасть, эсир пӗр сӑлтавсӑрах ятлаҫнине ниепле те ӑнланма пултараймастӑп», — тесе ҫырать.
Тӑваттӑмӗш сыпӑк // Валентин Урташ, Илпек Микулайӗ. Вениамин Каверин. Икӗ капитан. Валентин Урташпа Николай Илпек куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951
Ҫуртра вӑл кӗве таврашне питӗ кураймастчӗ, вара сасартӑк пӗр сӑлтавсӑрах картишне тумтир ҫакса тултаратчӗ — кунта, паллах, мансӑр ӗҫ тухмастчӗ.
Ҫиччӗмӗш сыпӑк // Валентин Урташ, Илпек Микулайӗ. Вениамин Каверин. Икӗ капитан. Валентин Урташпа Николай Илпек куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951
Сводка эпизочӗсенче лётчиксен подвигӗсене асӑнсан, пурте салхуллӑн, кӳренсе ҫӳрерӗҫ, сестрасемпе сӑлтавсӑрах харкашрӗҫ, санатори йӗркисемпе апата тиркерӗҫ, пӗр сӑмахпа каласан, аманнӑ лётчиксем ҫакӑн пек хӗрӳ вӑхӑтра хӑйсен ҫакӑнта, хӗвел ҫинче, тӗкӗр пек кӳлӗ хӗрринчи вӑрман шӑплӑхӗнче пулма тӳр килнӗшӗн, вӗсем лере, Сталинград таврашӗнчи ҫеҫен хирсем ҫинче ҫапӑҫма пултарайманшӑн санатори администрацийӗ айӑплӑ тесе шутланӑ пек пулса тухрӗ.
5 сыпӑк // Леонид Агаков, Александр Артемьев. Борис Полевой. Чӑн-чӑн этем ҫинчен ҫырнӑ повесть. Леонид Агаковпа Александр Артемьев куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1950
Вӑл ҫынсемпе сахал калаҫрӗ, час-часах ним сӑлтавсӑрах вӗреме тытӑнчӗ, тата, хӑй халӗ кровать ҫинче ларма пултаракан пулнипе, кунӗ-кунӗпех питне чышкисемпе тӗрелесе тытса, ыйтусене хирӗҫ ответ памасӑр, чӳрече витер пӑхса ларчӗ.
14 сыпӑк // Леонид Агаков, Александр Артемьев. Борис Полевой. Чӑн-чӑн этем ҫинчен ҫырнӑ повесть. Леонид Агаковпа Александр Артемьев куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1950
Ав, сӑлтавсӑрах ҫӗтӗлет, тарӑхса калаҫать.
Намӑссӑрсем // Хветӗр Агивер. Василий Шукшин. Пахчапа мунча хуҫи. Вырӑсларан Хв. Акивер куҫарнӑ. КПСС Чӑваш обкомӗн издательстви, 1989. — 36–46 стр.
Ун пек чухне преступниксем сӑлтавсӑрах кӑра пулаҫҫӗ, шухӑшлавне, ӑс-тӑнне ҫухатаҫҫӗ тата ытти те.В подобных случаях преступники и без повода вспыльчивые, мысли, разум теряют и так далее.
Ан илӗрттӗр преступлени сукмакӗ // Н. ОСИПОВ. http://avangard-21.ru/gazeta/11451-an-il ... eni-sukmak
Раҫҫей журналисчӗсен Союзне сӑлтавсӑрах илмен ӑна!
Сӑмахӑм – тетем ҫинчен // Шӑмӑршӑ хыпарҫи. http://gov.cap.ru/Publication.aspx?gov_i ... &id=237685
Мӗн каласан та кунта, ялта, судпа айӑпланнисемшӗн пурнӑҫ колона-поселенинчен ирӗкрех: талӑкра виҫӗ хутчен тӗрӗслеве пухӑнас ҫук, офицерсемпе прапорщиксем сӑлтавсӑрах кӑшкӑрашнине те илтместӗн.
Аманнӑ чӗресем // Сувар. «Сувар», 22(700)№, 2007.06.01
«Юратнӑ ҫыннӑма савӑнтарӑп унпа. Вӑл та мана сӑлтавсӑрах чечек парнелет. Пӗр-пӗрне савӑнӑҫ кӳме уяв тӑтӑшах йӗркелетпӗр», — терӗ куҫӗ телейпе ҫиҫекен хӗрарӑм.
Такӑнсан - тӑратӗҫ, чун нишлӗленсен - таптӗҫ // Алина ИЗМАН. «Ҫамрӑксен хаҫачӗ», 2016.05.26, 20 (6113) №
25. Ӗнтӗ вӗсен саккунӗнче: «Мана сӑлтавсӑрах кураймаҫҫӗ» тесе ҫырни ҫитрӗ.25. Но да сбудется слово, написанное в законе их: возненавидели Меня напрасно.
Ин 15 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
3-4. Урӑхла вӗрентекен ҫын, Иисус Христос Ҫӳлхуҫамӑрӑн тӗрӗс сӑмахӗнчен, Турра юрӑхлӑ пурӑнма вӗрентнинчен пӑрӑннӑ ҫын — мӑнкӑмӑллӑ, вӑл нимӗн те пӗлмест; унӑн тавлашас та чӗлхипе ҫӗнтерес шухӑш анчах; ҫакӑнтан вара ӑмсанасси, ятлаҫасси, хурласа калаҫасси, ҫынна сӑлтавсӑрах шанманни пуҫланса каять.
1 Тим 6 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
52. Тӑшманӑмсем мана, ним сӑлтавсӑрах, кайӑка тытнӑ пек ярса тытасшӑн темӗнле те тӑрӑшрӗҫ; 53. мана шӑтӑка пӑрахрӗҫ те мана чулпа пере-пере пӗтерчӗҫ.
Хӳх 3 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
4. Ҫӳлхуҫа Турӑ ҫапла калать: Манӑн халӑхӑм, пурӑнма тесе, ӗлӗк Египета ҫӳренӗ, Ассур ӑна сӑлтавсӑрах хӗсӗрленӗ.
Ис 52 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
22. Хуҫӑлса ӳксех ан хурлан, хӑвна ху сӑлтавсӑрах ан асаплантар; 23. чӗре савӑнӑҫӗ — этем пурӑнӑҫӗ, ар хаваслӑхӗ — вӑрӑм ӗмӗр; 24. хӑвӑн чунна юрат, чӗрӳне йӑпат, хурлӑха аяккалла сир: 25. хурлӑх нумайӑшне вӗлернӗ, унран нимӗн усси те ҫук.
Сир 30 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.