Шырав
Шырав ĕçĕ:
Кунашкал ӑшшӑн йышӑнни заседателе хаваслантарать, тӗлӗнтерсех ярать.
I сыпӑк // Никифор Ваҫанкка. Александр Пушкин. Дубровский. Никифор Ваҫанкка куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1949
Вӑл ӗнтӗ пӗрре хӑех тупӑран пенине те, ӗнер ӑна улттӑмӗш номер туса хунине те, капитан Енакиев ӑна хӑйӗн ывӑлӗ вырӑнне йышӑнни, ун ҫинчен вӑл дивизион командирне рапорт ҫырса пани ҫинчен те каларӗ.
24 сыпӑк // Леонид Агаков. Валентин Катаев. Полк ывӑлӗ. Повесть. Леонид Агаков куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1948
Анчах та паян вӗсен хулпуҫҫийӗсем ҫине хушма тивӗҫтерӳсем те тиеннӗ: хаҫат-журнал ҫырӑнтарнисӗр пуҫне коммуналлӑ, сотовӑй ҫыхӑнушӑн тӳлевсене йышӑнни тата ытти те.
Туслӑ йыш – лайӑх ӗҫӗн кӑтартӑвӗ // Светлана ЧИКМЯКОВА. Ҫӗнтерӳ ҫулӗ, 2019.07.24
Раҫҫейри ҫӑмӑл атлетика енӗпе юбилейлӑ — ҫӗрмӗш — чемпионата 2019 ҫулта Шупашкарта ирттерме йышӑнни те пирӗншӗн, паллах, пысӑк пӗлтерӗшлӗ.
Спортра ҫитӗнӳсем тӑваҫҫӗ // Ял ӗҫченӗ. «Ял ӗҫченӗ», 2019.07.19
Ӗҫе лайӑхлатас тӗллевпе федерацин преступлени тӑвассипе, ҫав шутра коррупципе кӗрешес ӗҫе хастар хутшӑнакан граждансене укҫан хавхалантарасси ҫинчен калакан саккунне йышӑнни вырӑнлӑ пулмалла тесе шухӑшлатпӑр.
«Тӗкӗнме юраманнисем» ҫук // Николай КОНОВАЛОВ. Хыпар, 2017.07.21
Ҫакӑн пек лайӑх мар тумланнӑ хӑнасене унтан кӑмӑллӑрах йышӑнни урӑх ниҫта та пулман: вӗсем хӑйсен тумтирӗсем ҫине ҫурта ҫӑвӗ тумлатса пӗтернӗ тата тӑмпа вараланнӑ.
33-мӗш сыпӑк. Джо индеец пурнӑҫӑн юлашки кунӗсем // Феодосия Ишетер. М. Твен. Том Сойер темтепӗр курса ҫӳрени. Шупашкар, Чӑваш кӗнеке издательстви, 1979. — 232 с.
Вӗренекенсем малти вырӑнсене час-час йышӑнни педагогсене малалла тата та хастартарах ӗҫлеме хавхалантарать.
Туслӑх Ҫурчӗшӗн канмалли кун ҫук // Ирина Трифонова. http://suvargazeta.ru/news/cn-khyparsem/ ... li-kun-cuk
Кунсӑр пуҫне чи пӗлтерӗшлӗ самант — кадет-пограничниксен йышне чи-чи ҫамрӑк «пограничниксене» йышӑнни.
Ырӑпа пурӑнакан ырӑ ят хӑварать // А. ЕГОРОВА. http://avangard-21.ru/gazeta/11294-yr-pa ... t-kh-varat
Проекта сӳтсе явнӑ ҫӗре хутшӑнакансенчен ытларахӑшне магистраль ялсем патӗнчен иртсе кайнӑ вырӑнсенче ҫынсене сиен кӳрессине асӑрхаттарассипе, ҫул ҫинчи хӑрушсӑрлӑха тивӗҫтерессипе мӗнле мерӑсем йышӑнни интереслентерчӗ.
Мускава – 3 сехетре, Хусана – 40 минутра // В. ШАПОШНИКОВ. Ҫӗнтерӳ ялавӗ, 2013, 07.27
Чӑн та, ҫак чыслава уяв вырӑнне йышӑнни вырӑнлах пулассӑн туйӑнмасть, ку — хисеплӗ ватӑсем тӗлӗшпе пирӗн обществӑн тимлӗрех пулмаллине, ветерансене канӑҫсӑрлантаракан ыйтусене татса памаллине тепӗр хут аса илтерни, ҫӗршыв аталанӑвне вӗсем хывнӑ тӳпене, пархатарлӑ ӗҫне, ӑслӑлӑхне, чунлӑхне тивӗҫлипе хаклама пӗлни.
Аслӑ ӑру хисепре // Хыпар. «Хыпар», 2016.09.30, 154-155№
Республика бюджетне яланхи пек пӗр ҫуллӑха мар, малашне виҫӗ ҫуллӑха йышӑнни ытларах усӑ кӳрессине ӑнлантарчӗ.
Бюджета пуянлатма пур майпа та усӑ курмалла // Валентин ГРИГОРЬЕВ. «Хыпар», 2016.08.02, 120№
Хӑйӗн сӑмахӗнче вӑл: — Хусана Тӗнче эткерлӗхӗнчи хуласен организацийӗн IX конгресне ирттермелли вырӑн тесе суйлани – хулана организацин Евроази уйрӑмӗн центрӗ пек йышӑнни, – терӗ.
Тӗнчи аталантӑр, эткерӗ — юлтӑр // Сувар. «Сувар», 25(703)№, 2007.06.22
Усрава илнӗ кашни ывӑл-хӗршӗн — 300 пин, сусӑр пепкешӗн 375 пин тенкӗ пама йышӑнни тата ытти мера ырӑ витӗм кӳчӗ.
Сӑваплӑ ӗҫ ҫынсене ырӑ еннелле улӑштарать // Ирина КЛЕМЕНТЬЕВА. «Хыпар», 2016.07.22, 114-115№
Республика ертӳлӗхӗ 4 ҫул каялла Чӑваш Республикинче ҫӗнӗ йышши 100 ФАП туса лартма йышӑнни ӑнӑҫлӑ пурнӑҫа кӗнӗ.
Элӗксен пысӑк савӑнӑҫӗ // Елчӗк Ен. «Елчӗк Ен», 2016.06.29
Ладыков кунашкаллине «яланах йышӑнни» пирки каланӑ май администраци пуҫлӑхне сӗнӳ те пачӗ: «Кун пек чухне ҫийӗнчех йышӑнмалла е хирӗҫлемелле».
Производство ӳсӗмӗ: ППЭ тата «пуҫтах ывӑл» ҫинчен // Николай КОНОВАЛОВ. «Хыпар», 2016.05.31, 82-83№
Николай Владимировича ӗҫтешӗсем хисеплеҫҫӗ, 2015 ҫулта вӑл ЧР Патшалӑх Канашӗн Председателӗн заместителӗн должноҫне йышӑнни ҫакнах ҫирӗплетет.
Николай Малов: «Вӑй-хӑват ҫӑлкуҫӗ — шалти килӗшӳлӗх» // Ирина КЛЕМЕНТЬЕВА. «Хыпар», 2016.05.20, 77-77№
Ҫавна май тепӗр ҫивӗч ыйту ҫинче чарӑнса тӑрас тетӗп, ӑна татса парассипе Чӑваш Енре пурӑнакансем пурнӑҫра хӑйсене мӗнлерех туясси тӳрремӗнех ҫыхӑннӑ, ку вӑл – халӑха ӗҫе сӑмах вӗҫҫӗн калаҫса йышӑнни тата «сӑрӑ» ӗҫ укҫин калӑпӑшӗ ӳсни.
Чӑваш Ен Пуҫлӑхӗ 2016 ҫулта Патшалӑх Канашӗ патне янӑ Ҫыру // Михаил Игнатьев. http://gov.cap.ru/SiteMap.aspx?gov_id=49 ... id=2169792
— Кӑҫал Республика кунне Элӗк районӗнче ирттерме йышӑнни пирӗн яваплӑха тата ытларах ӳстерет.
Элӗк райповӗ - Раҫҫейре пӗрремӗш! // Алина ЛУКИЯНОВА. «Хыпар», 2016.05.05, 67-68№
— Чӑваш чӗлхи кунне йышӑнни — ытларах символ, паллӑ.
Атнер ХУСАНКАЙ: Чӑваш пурнӑҫӗн хӑшпӗр моделӗ кивелнӗ // Надежда СМИРНОВА. «Хыпар», 2016, ака, 22; 61-62№
— Чӑваш чӗлхи кунне йышӑнни йӑхташсене пӗр шухӑшлӑх патне илсе пыма пулӑшайрӗ-ши?
Атнер ХУСАНКАЙ: Чӑваш пурнӑҫӗн хӑшпӗр моделӗ кивелнӗ // Надежда СМИРНОВА. «Хыпар», 2016, ака, 22; 61-62№