Шырав
Шырав ĕçĕ:
Пур пӗрех ӑна эсир нихҫан та пӗлеймӗр, сирӗншӗн вӑл лайӑхрах та пулӗ.
Июнӗн 7-мӗшӗ // Николай Пиктемир, Нестор Янкас. Михаил Лермонтов. Пирӗн вӑхӑтри герой. Н. Пиктемирпа Н. Янкас куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑвашкӗнекеиздат, 1964
Эсир ыттисенчен пачах уйрӑмччӗ, халӗ вара ыттисемпе пӗрех пулса тӑтӑр.Видите ли, вы до сих пор были исключением, а теперь подойдете под общее правило.
Июнӗн 3-мӗшӗ // Николай Пиктемир, Нестор Янкас. Михаил Лермонтов. Пирӗн вӑхӑтри герой. Н. Пиктемирпа Н. Янкас куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑвашкӗнекеиздат, 1964
— Мӗншӗн тесен салтак шинелӗ сире питех те килӗшет, ҫавӑнпа тӳррипех калар, кунта, шывпа сывалнӑ ҫӗрте, ҫӗлетнӗ армейски пехотнӑй мундир сире пур пӗрех тӗлӗнтерекен ҫын тӑваймасть.
Июнӗн 3-мӗшӗ // Николай Пиктемир, Нестор Янкас. Михаил Лермонтов. Пирӗн вӑхӑтри герой. Н. Пиктемирпа Н. Янкас куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑвашкӗнекеиздат, 1964
Эппин канӑҫсӑр юратас туртӑм мар ӗнтӗ ку: вӑл пире ҫамрӑк яшӑ ҫулӗсенче ҫеҫ асаплантарать, хамӑра тӳсме пултарайман хӗрарӑм шыраса тупиччен пӗр хӗрарӑмран тепӗр хӗрарӑм патне пӑрса ярать вӑл: вара эпир пӗр хӗрарӑма ҫеҫ юратма пуҫлатпӑр — чӑн-чӑн, вӗҫӗмсӗр юрату пуҫланать, математика енӗпе илсен, ӑна эпир пӗр пӑнчӑран тӗнче тӑрӑх тӳрремӗн ӳкекен йӗр пек туса кӑтартнӑ пулӑттӑмӑр; ҫав йӗрӗн вӗҫне ҫитмешкӗн пур пӗрех май ҫук.
Июнӗн 3-мӗшӗ // Николай Пиктемир, Нестор Янкас. Михаил Лермонтов. Пирӗн вӑхӑтри герой. Н. Пиктемирпа Н. Янкас куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑвашкӗнекеиздат, 1964
Вера мана пур пӗрех лайӑхрах савать, княжна нихҫан та Вера чухлӗ савас ҫук!Вера меня любит больше, чем княжна Мери будет любить когда-нибудь.
Июнӗн 3-мӗшӗ // Николай Пиктемир, Нестор Янкас. Михаил Лермонтов. Пирӗн вӑхӑтри герой. Н. Пиктемирпа Н. Янкас куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑвашкӗнекеиздат, 1964
Ҫийӗмри салтак шинелӗ хам никама та кирлӗ маррине пӗлтернӗн туйӑнать мана, ирӗксӗрех хӗрхенсе пӑхтарать вӑл ман ҫине; ҫав хӗрхенӳ маншӑн калама ҫук йывӑр, ыйткалакана хӗрхеннӗпе пӗрех.
Майӑн 11-мӗшӗ // Николай Пиктемир, Нестор Янкас. Михаил Лермонтов. Пирӗн вӑхӑтри герой. Н. Пиктемирпа Н. Янкас куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑвашкӗнекеиздат, 1964
Ку юмахӑн туппине пур пӗрех тупатӑп, тесе тулалла тухрӑм.
Тамань // Николай Пиктемир, Нестор Янкас. Михаил Лермонтов. Пирӗн вӑхӑтри герой. Н. Пиктемирпа Н. Янкас куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑвашкӗнекеиздат, 1964
Тусем ҫинчен е нимӗне пӗлтермен кӑшкӑрашнӑ сасӑсем ҫинчен, унта пулса курман ҫынсемшӗн уйрӑмах нимӗн те кӑтартса паман картинӑсем ҫинчен ҫырса, сире йӑлӑхтарам мар-ха, тата статистика енӗпе асӑрхаттарнисене те ҫырса тултармӑп, пур пӗрех вӗсене никам та вуламӗ.
Максим Максимыч // Николай Пиктемир, Нестор Янкас. Михаил Лермонтов. Пирӗн вӑхӑтри герой. Н. Пиктемирпа Н. Янкас куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑвашкӗнекеиздат, 1964
Ҫук, вӑл юнашарпа пӗрех пынӑ.
5 сыпӑк // Леонид Агаков, Александр Артемьев. Борис Полевой. Чӑн-чӑн этем ҫинчен ҫырнӑ повесть. Леонид Агаковпа Александр Артемьев куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1950
Эпир чӳречесене уҫса ятӑмӑр, анчах тулта пӳртринчен те пӑчӑччӗ, вара кравачӗ патне пӑр лартрӑмӑр, — пур пӗрех усси пулмарӗ.
Бэла // Николай Пиктемир, Нестор Янкас. Михаил Лермонтов. Пирӗн вӑхӑтри герой. Н. Пиктемирпа Н. Янкас куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑвашкӗнекеиздат, 1964
«Чимӗр-ха! — терӗм эпӗ лекаре, — эсир хӑвӑрах каларӑр-ҫке вӑл пур пӗрех вилет, тесе, мӗне кирлӗ пулччӑр ӗнтӗ сирӗн им-ҫамӑрсем?» — терӗм.
Бэла // Николай Пиктемир, Нестор Янкас. Михаил Лермонтов. Пирӗн вӑхӑтри герой. Н. Пиктемирпа Н. Янкас куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑвашкӗнекеиздат, 1964
Ҫавӑн чухнех-и, ӳлӗмрен-и, вӑл ӑна пур пӗрех пӑрахнӑ пулӗччӗ-ҫке.
Бэла // Николай Пиктемир, Нестор Янкас. Михаил Лермонтов. Пирӗн вӑхӑтри герой. Н. Пиктемирпа Н. Янкас куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑвашкӗнекеиздат, 1964
— «Хӗрарӑм мар вӑл, эсреле!» — терӗ Печорин, — ҫапах та сире чӑннипе калатӑп, вӑл пур пӗрех манӑн пулать…»— Дьявол, а не женщина! — отвечал он, — только я вам даю мое честное слово, что она будет моя…
Бэла // Николай Пиктемир, Нестор Янкас. Михаил Лермонтов. Пирӗн вӑхӑтри герой. Н. Пиктемирпа Н. Янкас куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑвашкӗнекеиздат, 1964
«Итле-ха, манӑн пери, — тет вӑл, — хӑвах пӗлетӗн, эсӗ халь мар пулсан, ӳлӗмрен-и — пур пӗрех манӑн пулатӑн-ҫке, — мӗншӗн асаплантаратӑн-ха мана?
Бэла // Николай Пиктемир, Нестор Янкас. Михаил Лермонтов. Пирӗн вӑхӑтри герой. Н. Пиктемирпа Н. Янкас куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑвашкӗнекеиздат, 1964
Эпӗ хамӑрӑн духанщицӑна тара тытрӑм-ха, вӑл тутарла калаҫма пӗлет, пӗрле ҫӳрӗҫ, терӗм, ӑна хам енне ҫавӑрма та пулӑшӗ, терӗм, пур пӗрех вӑл урӑх никамӑн та пулмӗ, — тесе хушса хучӗ вӑл, сӗтел ҫине чышкипе ҫапса.
Бэла // Николай Пиктемир, Нестор Янкас. Михаил Лермонтов. Пирӗн вӑхӑтри герой. Н. Пиктемирпа Н. Янкас куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑвашкӗнекеиздат, 1964
— Пур пӗрех.
Бэла // Николай Пиктемир, Нестор Янкас. Михаил Лермонтов. Пирӗн вӑхӑтри герой. Н. Пиктемирпа Н. Янкас куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑвашкӗнекеиздат, 1964
Эпӗ йӗнер ҫинерех лӑпчӑнтӑм та, Аллаха шанса, утӑма пӗрех пушӑпа сӑтӑрса илтӗм, унччен ӑна пӗрре те ҫапса кӳрентерменччӗ-ха.Прилег я на седло, поручил себе аллаху и в первый раз в жизни оскорбил коня ударом плети.
Бэла // Николай Пиктемир, Нестор Янкас. Михаил Лермонтов. Пирӗн вӑхӑтри герой. Н. Пиктемирпа Н. Янкас куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑвашкӗнекеиздат, 1964
Хӗвел анчӗ те, ҫавӑн хыҫҫӑн часах ҫӗрле пулса ларчӗ, кӑнтӑр енче кирек хӑҫан та ҫавӑн пек пулать; ҫапах юр йӑлтӑртатса тӑнипе эпир халь те пӗрех май тӑвалла улӑхакан ҫула ҫӑмӑллӑнах уйӑрма пултаратпӑр, анчах хальхинче ҫулӗ паҫӑрхи пекех чӑнкӑ марччӗ.
Бэла // Николай Пиктемир, Нестор Янкас. Михаил Лермонтов. Пирӗн вӑхӑтри герой. Н. Пиктемирпа Н. Янкас куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑвашкӗнекеиздат, 1964
Лайӑх ҫынсем хушшинче е лайӑх кӗнекере уҫҫӑнах ятлаҫни пулма та пултарайманнине пӗлеймест-ха вӑл, ку чухнехи вӗренӳлӗх тата ҫивӗчрех хӗҫ-пӑшал шухӑшласа кӑларнине, ҫав хӗҫ-пӑшал, куҫа курӑнманпа пӗрех пулин те, йӑпӑлтату витӗмӗпе пӗркеннӗ майпа шӑпах тӗрӗс те вӗлермелли хӑватпах пырса ҫапнине пӗлеймест-ха вӑл.
Умсӑмах // Николай Пиктемир, Нестор Янкас. Михаил Лермонтов. Пирӗн вӑхӑтри герой. Н. Пиктемирпа Н. Янкас куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑвашкӗнекеиздат, 1964
Мересьев хӑй ертсе пыракан лётчик мӗнле тӑрӑшни, пӑлханни ҫине пӑхса ларса шухӑшларӗ: вӗсем иккӗш тантӑшпа пӗрех вӗт-ха — лешӗ вунтӑххӑрта, Мересьев ҫирӗм виҫҫӗре.
3 сыпӑк // Леонид Агаков, Александр Артемьев. Борис Полевой. Чӑн-чӑн этем ҫинчен ҫырнӑ повесть. Леонид Агаковпа Александр Артемьев куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1950