Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

текен (тĕпĕ: те) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Хӑнӑхнӑ куҫ ӑна «хӗрарӑм пӳрнисем» текен сортпа хутӑштарас ҫук.

Опытный глаз никак не спутал бы его, например, с «дамскими пальчиками».

V. Таркӑн // Александр Ярлыкин. Валентин Катаев. Пӗччен парус шуррӑн курӑнать. Александр Ярлыкин куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1949

Петяшӑн хресченсен пурнӑҫӗ, вӗсем мӗнле ӗҫлени ӗмӗрлӗхех асра юлнӑ: ҫӗнӗ улӑм ҫуталса выртни, пӳртӗн кай енне шурӑ тӑмпа шуратнӑ стена ҫумӗнчи ситца татӑкӗсенчен ҫӗленӗ пуканесем, типӗтсе хунӑ «таракуци» текен вылямалли вӗтӗ кавӑнсем.

Ему навсегда запомнились все простые, трогательные подробности крестьянского труда: светлый блеск новой соломы; чисто выбеленная задняя стена мазанки; по ней — тряпичные куклы и маленькие, высушенные тыквочки, так называемые «таракуцки», эти единственные игрушки крестьянских детей.

IV. Шӑвармалли вырӑн // Александр Ярлыкин. Валентин Катаев. Пӗччен парус шуррӑн курӑнать. Александр Ярлыкин куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1949

Час-часах ҫынна «ухмах» текен ҫын хӑй… питех ӑслӑ ҫын мар.

Тот, кто часто говорит «дурак», чаще всего сам… не слишком умный человек.

III. Ҫеҫенхирте // Александр Ярлыкин. Валентин Катаев. Пӗччен парус шуррӑн курӑнать. Александр Ярлыкин куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1949

Унта, пӗрре хӑпарса тепре пытанса, «пӗччен-рак» текен чӗрчунсен пӗчӗк хуранӗ-йӑвисем ишсе ҫӳренӗ.

Там передвигались, то появляясь, то зарываясь в песок, крошечные кувшинчики рака-отшельника.

II. Тинӗс // Александр Ярлыкин. Валентин Катаев. Пӗччен парус шуррӑн курӑнать. Александр Ярлыкин куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1949

Унтан: «Потёмкин» текен сӑмах илтӗннӗ.

Затем было произнесено слово: «Потемкин».

II. Тинӗс // Александр Ярлыкин. Валентин Катаев. Пӗччен парус шуррӑн курӑнать. Александр Ярлыкин куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1949

Эпӗ кухня текен ҫӗре иртрӗм.

Я прошёл в «собственно кухню».

Вунҫиччӗмӗш сыпӑк // Валентин Урташ, Илпек Микулайӗ. Вениамин Каверин. Икӗ капитан. Валентин Урташпа Николай Илпек куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951

«Тӳррипе каласан, эпӗ М-овра питӗ лайӑх пурӑннӑ вӑхӑтра вӑл вилес пек выртнӑ ӗнтӗ» тесе шухӑшласа илтӗм эпӗ, Катя тупӑнать, таврӑнатех текен ватӑ хӗрарӑм ҫине ним курмасӑр пӑхса тӑнӑ май.

«Умирала, в то время как я, в сущности говоря, прекрасно жил в М-ове», — думал я, тупо глядя на старую женщину, которая всё уверяла меня, что Катя найдётся, вернётся.

Вунпиллӗкмӗш сыпӑк // Валентин Урташ, Илпек Микулайӗ. Вениамин Каверин. Икӗ капитан. Валентин Урташпа Николай Илпек куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951

Эпӗ ӑна тав турӑм та, питӗ лайӑх пулнӑ пулӗччӗ, терӗм, анчах тӗнчере «Дисциплинарнӑй устав» текен кӗнеке пур, ӑна вуланӑ хыҫҫӑн ытла вӗҫсе каяссу та килмӗ, терӗм.

Я поблагодарил её и сказал, что это было бы, разумеется, превосходно, но что есть на свете такая книга: «Дисциплинарный устав», чтение которой не располагает к подобным полётам.

Вуниккӗмӗш сыпӑк // Валентин Урташ, Илпек Микулайӗ. Вениамин Каверин. Икӗ капитан. Валентин Урташпа Николай Илпек куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951

Теплушкӑран кунсерен темиҫе вилӗ кӑларатчӗҫ: Ҫак хӑйне хӑй персе вӗлерес текен ҫухалнӑ летчика пӗр ирхине вилсе выртнине курсан никам та тӗлӗнмен пулӗччӗ.

Каждый день из теплушек выносили по нескольку трупов, никто бы не удивился, если бы этого лётчика, который пропал и хотел застрелиться, нашли наутро с простреленной головой!

Вунпиллӗкмӗш сыпӑк // Валентин Урташ, Илпек Микулайӗ. Вениамин Каверин. Икӗ капитан. Валентин Урташпа Николай Илпек куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951

Шыҫӑннӑ конторщица буржуйка текен пӗчӗк тимӗр кӑмака умӗнче ларать, темӗн чухлӗ ҫӗтӗк-ҫатӑкпа чӗркенӗ урисене вӑл вут умнерех ҫывхартать.

Опухшая конторщица сидит у буржуйки, приблизив к огню толстые, замотанные тряпками ноги.

Вунпиллӗкмӗш сыпӑк // Валентин Урташ, Илпек Микулайӗ. Вениамин Каверин. Икӗ капитан. Валентин Урташпа Николай Илпек куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951

Пӗр-пӗр телейсӗр кунхине ун патне упӑшки «вилнине пӗлтерекен хут» килӗ те — «тӑван ҫӗршывшӑн ҫапӑҫса вилнӗ» текен хыпара — ун пек хыпарсем ҫӗршер, пиншер хӗрарӑмсем патне пыраҫҫӗ, — малтан вӑл ӑнкарса та илеймӗ, чунӗ килӗшес ҫук, унтан вара, читлӗхри пек, чӗри тапа пуҫлӗ — ниҫта кайса хӑтӑлма ҫук, пытанма та ҫук.

а просто в несчастный день придёт к ней «похоронная» — «погиб в боях за Родину», — как приходит она к сотням и тысячам русских женщин, и сперва не поймёт, откажется душа, а потом забьётся, как птица в неволе, — никуда не уйти, не спрятаться.

Улттӑмӗш сыпӑк // Валентин Урташ, Илпек Микулайӗ. Вениамин Каверин. Икӗ капитан. Валентин Урташпа Николай Илпек куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951

Эпӗ Аррениусӑн шанчӑксӑр шухӑшӗсене ӗненесшӗн мар, эпӗ урӑххисем майлӑ, «ҫӗр ҫинчен килекен хӑнасене унта, Марс ҫинче, хыр вӑрманӑсем хаваслӑн кашлани кӗтсе илӗ…» текен ҫынсемпе пӗр шухӑшлӑ.

Я не склонна верить мрачным утверждениям Аррениуса и готова разделить мнение тех, кто предполагает, что «пришельцев с Земли встретит на Марсе дружественный шум хвойного бора…»

30 сыпӑк // Митта Ваҫлейӗ. Лев Кассиль. Аслӑ хирӗҫтӑру. Митта Ваҫлейӗ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1950

Халӗ ак Хӗрлӗ хапха патнелле хӑпармалла, унтан сулахаялла тытмалла, вара Садовой-Земляной текен сарлака урам тӑрӑх Курск вокзалӗ тата Воронцово Поле патӗнчен иртмелле, Яуза хӗррине анмалла, унта Ҫӳлӗ кӗпер пулать.

Сейчас надо подняться к Красным воротам, потом повернуть налево и по широкой Садово-Земляной улице пройти мимо Курского вокзала, Воронцова Поля, а потом спуститься к Яузе, там будет высокий мост.

21 сыпӑк // Митта Ваҫлейӗ. Лев Кассиль. Аслӑ хирӗҫтӑру. Митта Ваҫлейӗ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1950

Илтнӗ-и, неджеди текен араб лашисем пулнӑ, ытарма ҫук йӑх!

Слышала, были наджеди — арабские лошади, лучше нет!

19 сыпӑк // Митта Ваҫлейӗ. Лев Кассиль. Аслӑ хирӗҫтӑру. Митта Ваҫлейӗ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1950

Кунта Каспий тинӗсӗн хӗвелтухӑҫ ҫыранӗнче пурӑнакан Чодорсем, Гурген шывӗ ҫинчи Иомудсем, Мургаб ҫинчи Сарыксем, Атрекри Гокленсем, Мерв оазисӗнчи Тӗкесем, Силор тата Ерсар текен авалхи йӑхсем, пурте, пурте хускалнӑ иккен.

И чодоры с восточного побережья Каспия, и иомуды с реки Гургена, и сарыки с Мургаба, и гоклены с Артека, и теке из Мервского оазиса, и древнейшие племена силоры, и ерсари…

19 сыпӑк // Митта Ваҫлейӗ. Лев Кассиль. Аслӑ хирӗҫтӑру. Митта Ваҫлейӗ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1950

Туркменсен тӗве сӗтӗнчен тунӑ чал текен ӗҫки кунта ҫуккишӗн Курбан питӗ те пӑшӑрханчӗ.

Курбан очень жалел, что не может попотчевать меня чалом — туркменским напитком из верблюжьего молока.

19 сыпӑк // Митта Ваҫлейӗ. Лев Кассиль. Аслӑ хирӗҫтӑру. Митта Ваҫлейӗ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1950

Ҫак ӗҫ Галя Урванцева «Виды Москвы» текен альбомне кӑтартнинчен пуҫланса кайрӗ.

Началось это с того, что Галя Урванцева показала свой альбом с открытками «Виды Москвы».

17 сыпӑк // Митта Ваҫлейӗ. Лев Кассиль. Аслӑ хирӗҫтӑру. Митта Ваҫлейӗ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1950

Поезд ҫине ларсан: кун пек пулсан, епле каяс? — текен шухӑш чи малтан пырса кӗчӗ.

Когда мы влезли в поезд, казалось, что ехать в такой тесноте невозможно.

15 сыпӑк // Митта Ваҫлейӗ. Лев Кассиль. Аслӑ хирӗҫтӑру. Митта Ваҫлейӗ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1950

Ахаль те тӳсме йывӑр, вӑл тата дачӑри станцин перронӗ тӑрах кӗллӗн-каллен ҫӳренӗ пек, хӑйӗн «подмосковнӑй» текен уттипе ман пата утса пычӗ.

И так было тошно, а тут еще он подошел со своей подмосковной, «сортировочной» походочкой вразвалочку, как гуляют по перрону дачных станций.

15 сыпӑк // Митта Ваҫлейӗ. Лев Кассиль. Аслӑ хирӗҫтӑру. Митта Ваҫлейӗ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1950

Шурӑ колоннӑллӑ авалхи ҫуртӑн пурӑнмалли пайӗнче, антресоль текен ҫӳлти хутӗнче, музей директорӗ Вячеслав Иртеньев, Бородино ҫапӑҫӑвӗнче чапа тухнӑ Иртеньев генералӑн несӗлӗ пурӑнать.

Наполовину она была превращена в музей, а в жилой части старого дома с белыми колоннами, на антресолях, жил директор музея Вячеслав Андреевич Иртеньев, потомок генерала Иртеньева, прославившегося в Бородинском сражении.

11 сыпӑк // Митта Ваҫлейӗ. Лев Кассиль. Аслӑ хирӗҫтӑру. Митта Ваҫлейӗ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1950

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех